Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Питӗрте чӑваш ачисене елкӑна йыхравлаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.12.2017 06:23 | 1498 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Питӗрте раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 11 сехетре, унти Национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш ачисен елки пулать. 2014 ҫулта пуҫласа йӗркеленӗ уява юлашки вӑхӑтра тата ҫине тӑрсарах та кӑсӑклӑрах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Питӗрте инженер-конструкторта ӗҫлесе пурӑнакан, ашшӗ-амӑшӗ Канаш районӗнче ҫуралнӑ Ольга Павлова (унӑн мӑшӑрӗ Ҫӗрпӳ районӗнчен) каланӑ тӑрӑх, уявӑн йӗркелӳ комитетӗнче — 15-е яхӑн ҫын. Вӗсем ытти чухне те ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ, шкулсене ҫитсе чӑваш культурипе паллаштараҫҫӗ.

Пӗлтӗрхи Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче ачасене чӑваш халӑх юмахӗпе лартнӑ пукане спектаклӗпе паллаштарнӑ. «Кевер» ташӑ ансамблӗ, «Парне» вокал ансамблӗ, «Тӑрна» вокалпа инструментсен ансамблӗнчи Наталья Васильева та уява ҫитме шантарнӑ.

#чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #уявсем, #Питӗр, #Канаш районӗ, #культура, #Ҫӗрпӳ районӗ, #ансамбльсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем