Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Улатӑр хӗрӗ Мускаври парада хутшӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 11.05.2017 19:48 | 1624 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
 Улатӑр районӗнчи Чуварлей пики Кристина Иванова
Улатӑр районӗнчи Чуварлей пики Кристина Иванова

Улатӑр районӗнчи Чуварлей хӗрӗ Мускаври парада хутшӑннӑ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» паянхи номерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пике Сарӑту облаҫӗнчи Вольск хулинчи ҫар институтӗнче вӗренет. Асӑннӑ аслӑ шкулта пӗлӳ илекен хӗрсем Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне кӑҫалхипе иккӗмӗш хут хутшӑннӑ. Ҫар институтӗнче вӗренекен Улатӑр районӗнчи Чуварлей пики Кристина Иванова та унта пулнӑ.

«Парада Вольскри ҫар институчӗн 88 курсанчӗ, ялав йӑтакан Гущина аслӑ лейтенантпа унӑн ассистенчӗ Дикунова ефрейтор ытти маттур ҫамрӑкпа пӗрле Хӗрлӗ лапамра стройпа мӑнаҫлӑн утнӑ», — хыпарланӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн паянхи кӑларӑмӗнче.

РФ Хӳтӗлев министерстви Кристинӑна «Ҫӗнтерӳ кунӗнчи ҫар парадне хутшӑннӑшӑн» медальпе чысланӑ.

#парадсем, #Вольск, #Сарӑту, #Мускав, #ҫамрӑксем, #Ҫӗнтерӳ кунӗ, #Улатӑр районӗ, #Чуварлей

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станислав Упасси // 1077.31.1944
2017.05.11 20:42
Хӗр ачи - чӑвашах, пулӗ?
Анах-та пӑхӑр-ха: сулахай аллине интереслӗ (хӗрлӗ тӗслӗ) ТАТУ ӳкерчӗпе илемлетнӗ. Кӗпи те - хӗрлӗ тӗслӗ.
Маттур! Ҫар институтӗнче вӗренет пулсан-та, ТАТУ туни хӑйне евӗрлӗ "ирӗклӗх паллине" пӗлтереть.
Анчах та, ман шутпа, хӑйуллӑ ҫамрӑк чӑваш качӑсем тата чӑваш хӗрсем ТАТУ ӳкерчӗксем хӑвӑрӑн утпӳ пайӗсем ҫине вырнаҫтарнӑ чухне, ЧӐВАШ ТӖРРИПЕ усӑ курмалла мар-и??? Чӑваш юрӑҫсем ку модӑна кӗнӗ япала пирки мӗн шутлаҫҫӗ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем