Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Аслӑ шкулта банкомат патне яман

Сутатӑп Керамблок сутатӑп. 20х20х40 хакӗ — 31 тенкӗ. Илсе ҫитеретпӗр.
Сутатӑп Шупашкартан М7 трасса çумĕнчен 30 çухрăмра Ярапайкасси тăрăхĕнче кирпĕрен купаланă çурт, хуçалăх тата 250 тăваткал метр усă курмалли çĕр сутатăп. Çĕр çинче улма-йывăç та лартнă. Çумра шкул, ФАП, ача пахчи, 4 суту лаввки тата культура çурчĕ. Çурта газпа тата шывпа тивĕçтернĕ. Сăнÿкерчĕксем: - https://87.img.avito.st/640x480/3351693387.jpg - https://87.img.avito.st/640x480/3351693787.jpg - https://38.img.avito.st/640x480/3351693738.jpg
Пулӑшу (Услуги) Туртӑнтарнӑ мачча тума пулӑшатӑп. Пӗр кун хушшинче!
Таисия Ташней 14.02.2017 18:59 | 76 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енӗн Общество палатин пресс-ҫыруҫи Ольга Иванова халӑх тетелӗсенчен пӗринче Россельхозбанкӑн банкомачӗпе мӗншӗн усӑ курма юрамасть-ши тесе пуҫ ватнӑ. Пӑтӑрмахӗ унпа ял хуҫалӑх академийӗнче сиксе тухнӑ. Унта вӑл асӑннӑ банкӑн картти ҫинчен укҫа илес тесе кайнӑ. Анчах аслӑ шкулти хуралҫӑсем ют ҫынна банкомат патне кӗртмессине пӗлтернӗ. Хуралҫӑсенчен асли те пулӑшайман — ютран пынӑ ҫынна банкомат студентсемпе академире ӗҫлекенсем валли ҫеҫ тесе хӑваланӑ, хуралҫӑ хӗрарӑма ҫуртран тӗксе тенӗ пекех кӑларнӑ.

Россельхозбанкӑн Чӑваш Енри филиалӑн ӗҫченӗсем ку пӑтӑрмахран тӗлӗннӗ, ун патне пыма чармалла маррине пӗлтернӗ. Каярах ял хуҫалӑх академийӗн пресс-ҫыруҫи Надежда Осипова та лару-тӑрӑва уҫӑмлатса хуравланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, аслӑ шкулта хуралҫӑсемпе калаҫу ирттернӗ, банкомат патне пыма ют ҫынсене ӳлӗмрен чармӗҫ.

#банксем, #пӑтӑрмахсем, #ял хуҫалӑх академийӗ, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Лавкка хуҫи хыттишӗн прокуратура кӑмӑлсӑр
2017, 01, 25
Шупашкар ҫыннине читлӗхе хупнине Европӑри суд хурланӑ
2017, 02, 01
Забастовка тунӑ водительсене шалу тӳлӗҫ
2017, 02, 09
Айӑпа кӗнӗ пуҫлӑх ӗҫрен каяс тенӗ
2017, 02, 10
Ваккат ҫӑлӑнайман
2017, 02, 13
Orphus

Радио (23.02.2017)

17:00
 
Юрă вăчăри (12+)
17:20
 
Ачалăх урхамахĕ (6+)
18:00
 
Юрă вăчăри (12+)
18:20
 
Наследие (12+)
19:00
 
Юрă вăчăри (12+)
19:20
 
Тухтар канашĕ (12+)
20:00
 
Юрă вăчăри (12+)
20:20
 
Çичĕ юрă (12+)
21:00
 
Çичĕ юрă (12+)
22:00
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru