Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Паян — Юрий Артемьевӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.01.2017 15:32 | 1983 хут пӑхнӑ
Персона
Юрий Артемьев критик, литературовед, доктор, профессор
Юрий Артемьев критик, литературовед, доктор, профессор

Паян Чӑваш Енри паллӑ критик, литературовед, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, РФ професси енӗпе аслӑ вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Юрий Артемьев черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать.

Канаш районӗнчи Сиккассинче 76 ҫул каялла ҫут тӗнчене килнӗ ҫак ҫыннӑн кашни сӑмахӗ ахах пӗрчи пек янӑрать. Сӑмахӑма ҫирӗплетме унӑн 75 ҫулхи юбилей тӗлне «Хыпар» хаҫатра Надежда Смирнова хатӗрленӗ интервьюри пӗр сыпӑка кӑна илсе парам. «Талантлӑ ҫынсем хупӑнчӑкрах, Турӑ пӳрнине халӑха тавӑрса парас тӗллевпе чунӗсене хӗнесе, сывлӑхне шеллемесӗр хӑйсене ӗҫлеттереҫҫӗ. Сӗмсӗрсем, чавсапа хирекенсем, йӑпӑлтисем, пыр тӗпӗпе калаҫса хӑмсаракансем ҫав вӑхӑтра, арлан пек, мӗн пуррине хӑйсен «шӑтӑкне» сӗтӗреҫҫӗ», — тенӗччӗ вӑл унта.

Юрий Артемьев — нумай кӗнеке тата 250 ытла тишкерӳллӗ статья авторӗ тата, Атнер Хусанкай критик калашле, «ырӑ кӑмӑллӑ, ӑшпиллӗ ҫын». Литература критикӗн «ӑслӑлӑхри эволюцине» те Атнер Хусанкай пысӑка хурса хакланине кӑмӑлтан палӑртас килет. Ҫавна май унӑн сӑмахне цитатӑласах илсе кӑтартам: «Малтан «романтизм» (Хусан университетне пӗтернӗ чух диплом ӗҫӗ ҫырнӑ «Константин Иванов пултарулӑхӗнчи романтизм», 1969), кайран «социализмла реализм» (Мускаври тӗнче литературин институчӗ, кандидат диссертацийӗ, 1974), «реализм», «ҫутӑлӑх» (доктор диссертацийӗ, 1993), юлашкинчен каллех пӗртен-пӗр пирӗн Кӗҫтенттин («К. Иванов. Жизнь. Судьба. Бессмертие» кӗнеке, 2013) - романтизм. Ҫавӑн пек тулли ҫаврӑм!

Тата мӗн тӗлӗнтерет? Унӑн пултару ӗҫӗнче академилле тӗпчев «ҫӑмӑл кавалерипе» (литература критикипе) питӗ ӑнӑҫлӑ ҫураҫать. Литература критикин вӑл ӗҫлемен жанр пулман та пуль (рецензи, тишкерӳ, дискуссисене хутшӑнни, уйрӑм ҫыравҫӑ портречӗ тата ытти те). Ҫак «ҫӑмӑл юланутсене» (жанрсене) тытса пыма тимлӗх, хастарлӑх тата чӑтӑмлӑх кирлӗ».

Мӗнех, Юрий Артемьева эпир те тимлӗх, хастарлӑх тата чӑтӑмлӑх нумай ҫуллӑха сунар.

#юбилейсем, #Канаш районӗ, #Сиккасси

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/ru/node/15528
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем