Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ иртет

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.08.2016 19:04 | 1967 хут пӑхнӑ
Культура
Ҫамрӑксен театрӗ фестивале хутшӑнма хатӗр
Ҫамрӑксен театрӗ фестивале хутшӑнма хатӗр

Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ пуҫласа иртет. Вӑл авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче пулмалла.

«Сказочная палитра» (чӑв. Юмах палитри) театр форумне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркелет. Фестивале Хусанти, Йошкар-Олари, Чӗмпӗрти, Шупашкарти ҫамрӑксен театрӗсем тата Саранскри наци драма театрӗ хутшӑнмалла. Театр форумӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе: чӑвашла, тутарла, ҫармӑсла — кӑтартӗҫ. Вӗсене вырӑсла синхрон мелӗпе куҫарӗҫ.

Фестивальти спектакльсене Мускавран, Ӗпхӳрен ятарласа чӗнсе илнӗ критиксемпе: ӳнер пӗлӗвӗн кандиадачӗ Ирина Мягковӑпа тата Пушкӑртстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗпе Дина Давлетшинапа — сӳтсе явӗҫ. Форума хутшӑннӑ спектакльсене тата артистсене тӗрлӗ номинаципе чыслассине те палӑртса хунӑ.

#культура, #ӳнер, #Ҫамрӑксен театрӗ, #Хусан, #Йошкар-Ола, #Чӗмпӗр, #Шупашкар, #Саранск, #Мускав, #Ӗпхӳ, #спектакльсем, #фестивальсем, #Культура министерстви, #Пушкӑртстан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем