Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Чурпай ял кунӗ «С праздником» плакатпа иртнӗ

Пулӑшу (Услуги) Корпуслӑ сетел-пукан ӑсталакана шыратӑп.
Сутатӑп М7 трасса çумĕнчи Шупашкартан 30 çухрăмра вырнаçнă автосервис пулнă çурта сутатăп (450 тăваткал метр)
Пулӑшу (Услуги) Строительствӑри ҫуп-ҫапа тата тӑпрана тиесе тухма пулӑшатӑп.
Селиме777 12.08.2016 10:44 | 253 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхне 8 ял кӗрет. Кашнин хӑйӗн историйӗ, йӑли-йӗрки...

Ҫурлан 9-мӗшӗнче Чурпай ялӗ ирех уяв сывлӑшӗпе тулчӗ. Унта пурӑнакансем ял кунне паллӑ турӗҫ.

Уява Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ионова уҫрӗ. Хисеплӗ хӑнасем — районти финанс пайӗн ертӳҫи Ольга Музякова, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Людмила Шишкова.

Людмила Ивановна пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, тулӑх пурнӑҫ сунчӗ. «Кашни ҫемьере ӑшӑлӑх, хӑтлӑх тата ҫителӗклӗх хуҫалантӑр», — терӗ вӑл.

#Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗ, #Чурпай, #культура, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #ял уявӗсем, #уявсем

 

Сӑнсем (36)