Хусах


Мĕншĕн эп хусах


Вăтăра эп çывхаратăп.

Хĕртен ырлăх çук мана.

Мăшкăлаççĕ пур касра та:

«Авланман, теç, тăмана».

 

Кантурта эп шутçă пултăм,

Савĕç терĕм пикесем.

Темшĕн ман енне ним чул та

Çаврăнмарĕç йĕксĕксем.

 

Лайăх мăшăр тупăп терĕм,

Кайса кĕтĕм дояра.

Пĕр хĕрне те илĕртмерĕ

Мăйкла пуçлă ман кăтра.

 

Трактор тытрăм. Унпах кайрăм

Чуптумашкăн савнине.

Çук, капла та юраймарăм,

Лекрĕм эп суд аллине.

 

Хĕрсем темшĕн юратмаççĕ.

Хăмлаçа, тен, ман тухас?

Пит хисеплĕ халь хăмлаçă.

Унта юлмăп, тен, хусах?

Хусахсен юрри


Акă ĕнте çывхаратпăр

Эпĕр халĕ вăтăра.

Авланма çапах хăратпăр

Çакă яшă вăхăтра.

 

Пирĕн çумра арăм çуккă.

Çуккă, çуккă, çуккă, çуккă,

Çуккă, çуккă чăнахах.

Эпĕр хусах, эпĕр хусах,

Эпĕр хусах яланах.

 

Арăмсем вĕсем пулаççĕ

Тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕслисем.

Пĕрисем çемье çавраççĕ,

Салатаççĕ теприсем.

 

Авлансассăн йывăр пулĕ

Юрамашкăн маткана.

Илме хушĕ крем та пудра,

Чашкă-тиркĕ, такана.

 

Темшĕн каччăсем епреççĕ

Йăкăл-якăл хĕрсемпе.

Пурнăç çăмăл пулĕ теççĕ,

Тен, çав çăмăлттайсемпе?

 

Авланас килет пулсассăн,

Ма суйлас мар ыррине?

Унсăр ху та пулăн аскăн,

Сая ярăн ĕмĕрне.