Сирень


Хĕрлĕ палан та пилеш


Хĕрлĕ палан та пилеш

Савнă анне пахчинче,

Халь эс манпа ан кӳлеш

Иртнĕ кун-çул вĕçĕнче.

Килтĕм эп халь инçетрен.

Улшăннă йăлт тăван кил.

Ма савăнмастăн, сирень,

Мĕншĕн шăплантан эс, çил?

«Альăк-çке килчĕ», — тесе

Савнă пахчаçăм хыçне

Хирĕç тухмарĕ кĕтсе.

Алăк уçмарĕ анне.

Тăлăххăн, хурлăхлăн, тен,

Пĕр иртĕхсе, шăхăрса,

Аскăнчăк çил-çулçӳрен,

Иккĕн юрлар-и ларсах?

Çак пилешпе палана,

Çак кăн-кăвак сирене

Ват аннеме курнăнах

Эп ыталап пĕчченех.

Сирень каçхи садра


Кăвак кĕленчене

хунарпала çутатнăн,

садри сирень тĕмне

кăшт уйăх кăвакартнă.

 

Сенкер сăрт йĕрĕсем

çак пĕр тĕмре чĕтреççĕ,

тĕлĕкри пек вĕсем

ӳсеççĕ, ишĕлеççĕ.

 

Шур пурă йĕрĕ пек

вĕт-вĕт турат эшкерĕ

кĕшĕлтетет майпе

пĕр шуррăн, пĕр сенкеррĕн.

 

Семафорсен шевли

юр тĕлĕнче аташнăн,

шур çеçкесемпеле

сенкеррисем пăтрашнă.

 

Веранда алăкне

эп ерипен уçатăп.

Шур сапакасене

вăйран кайса сăнатăп.

 

Çапла халтан каян

нихçан та лăпланмассăн —

юратнă хĕрачан

шур çаннине курсассăн.

Йĕпеннĕ кантăка тата...


Йĕпеннĕ кантăка тата

Салхун шаккать сирень турачĕ.

Сукмак пушах. Эс çук. Ăçта?

Самантлăх хăть килсе курасчĕ.

 

Ялтратчĕ ăшă куçунта

Ун чух сенкер сирень чечекĕ.

Чуна юрлаттарса, кунта

Тулли телей чупса кĕретчĕ.

 

Сĕм пĕлĕт сив йĕпхӳ тăкать.

Çук, уçăлмасть тӳпе — хуралчĕ.

Куççуль çутиллĕ кантăка

Салхун шаккать сирень турачĕ.

Эх, сирень, сирень


Эх, сирень, сирень,

Палламан пике

Татать сиренне,

Пăхмасть ман çине.

 

Эх, сирень, сирень,

Пахчара сирень.

Мĕншĕн эс мана

Çумăнтан сирен.

 

«Эх, сирень, сирень», —

Тетĕп эп анчах.

Хăю çитменрен

Урăх çук сăмах.

 

Эх, сирень, сирень,

Пахчара сирень.

Мĕншĕн эс мана

Çумăнтан сирен.

 

Эх, сирень, сирень,

Пĕлтĕм туссенчен:

Палламан пикен —

Мăшăр пур иккен.

 

Эх, сирень, сирень,

Пахчара сирень.

Мĕншĕн эс мана

Çумăнтан сирен.

«Кĕçĕр тыткăнларĕ...»


Кĕçĕр тыткăнларĕ

Шур сирень шăрши,

Сан туту кăварĕ,

Аллусен ăшши.

 

Ăсранах яраççĕ

Ыр сăмахусем.

Тӳпере кулаççĕ

Ялтăр çăлтăрсем.

 

Шăпчăксем сунаççĕ

Иксĕлми кунсем.

Телейпе çунаççĕ

Тĕксĕм куçусем.