Пуйăс


Асамлă ручка


Атăл хĕрринче вырнаçнă пысăк та илемлĕ хулара çуралса ӳснĕ Сенттипе Илемпи пĕр тăвансем. Чăн-чăн шăпăрлансемех пулнă хĕрачапа арçын ача, пĕр самант та ахаль ларма пултарайман.

Вĕсем тĕрлĕрен кĕнеке вуланă, темĕн çинчен те пĕлме тăрăшнă: авалхи пурнăç та, тĕрлĕрен çĕр-шывсем те кăсăклантарнă вĕсене, таврари ӳсентăрансемпе чĕрчунсен пурнăçĕ те тыткăна илнĕ. Килсĕр-çуртсăр çӳрекен кушаксемшĕн те питĕ куляннă вĕсем. Чĕрчунсем пирки вара ачасем темĕн те пĕлнĕ. Ара, шăпăрлансен ашшĕпе амăшĕ выльăх тухтăрĕ пулнă-çке. Хулари зоопаркра ĕçленĕ. Сенттипе Илемпин юратнă чĕрчунĕ вара вăл — лаша. Арçын ачана лаша мĕнле ан килĕштĕр-ха вăл? Епле хăвăрт чупать, темĕн те тума пултарать. Илемпине вара лаша хăйĕн ытарлă илемĕпе килĕшет: урисем яштака та тăн-тăн чупса пыраççĕ, йĕрет кĕлетки вара — пăхса ытараймăн… Хĕр пĕрчи çилхемес çӳрен лашасене ытларах кăмăллать. Кукашшĕсен килĕнче лаша тытаççĕ. Чĕлхесĕр янаварĕ ачасене курсанах (яла кукашшĕсем патне кайсан) пуçне ухса, тулхăрса савăнса кĕтсе илет. Чĕвен тăрса саламлать. Ара ачасем унпа аçта кăна çитмеççĕ-çке. Чылайранпа картара тăрса та йăлăхать-тăр. Кашни çулах ачасем кукашшĕсем патне яла кайсан лашапа ярăнаççĕ. Кунне-çĕрне ирттерме хатĕр вĕсем унпа.

Малалла

Шăрттан


Салтака кайма ят тухрĕ. Эпĕ курсант тумне тăхăнма кăмăлларăм. Çар комиссариатĕнче манăн шухăша ырларĕç. Эпĕ Омскри çар аслă училищине суйласа илтĕм.

Палăртнă вăхăтра Шупашкартан вунпилĕк çамрăк Канаша çул тытрăмăр: иккĕш-виççĕш — ял ачисем, ьптисем — хуларан. Эпĕ заводра ĕçленине шута илсе çар комиссарĕ мана çав ушкăнăн асли пулма палăртрĕ. Канашра çĕр каçнă хыççăн Омска çитекен пуйăс çине лартăмăр. Вакуна вырнаçсан кăнтăр апатне пуçтарăнтăмăр.

Кашнин салтак кутамкки пур. Кам мĕнле апат-çимĕçпе пуян, çавна кăларчĕ. Халĕ ĕнтĕ эпир пĕр çемье. Пур — пĕрле, çук — çурмалла. «Кăлпасси санăн, чăкăчĕ манăн» тесе уйăрса тăмастпăр.

Шупашкар районĕнчи Улати кутамккинчен сĕтел çине шăрттан кăштăрт кăларса хучĕ. Чăн-чăн чăваш шăрттанĕ. Салтак ачисем ку хура-хăмăр питлĕ чăмăрккана курсан: «Ку мĕн ара? — тесе Улатирен кулма пуçларĕç. — Çимелли япалах-ши ку? Вăркăнтар ăна кантăкран!»

Эпĕ çакăн пек шăрттана Ехрем хуçа Чулхула ярмăрккинче сутса палăрнине пĕлтертĕм. Акăлчан купсисем тутанса пăхнă та ăна питĕ килĕштернĕ. Вара вĕсем шăрттан усламçипе çак çимĕçе тăтăшах туянса тăма алă çапаççĕ. Çавăн хыççăн Ехрем хуçа чăваш шăрттанне ют çĕрсене Атăл тăрăх пăрахутпа тăтăшах ăсатнă. Техĕмлĕ типĕтнĕ какай вĕт. Сивĕрен те, шăрăхран та хăрамасть. Виç-тăватă çул мар, вуншар çул та упранма пултарать тенине те илтнĕ. Çавăнпа чăвашсен салтак ачисене шăрттан парса ярасси йăлана кĕнĕ. Çавна шута илнĕ ĕнтĕ Улатин ашшĕ-амăшĕ.

Малалла

Телефонпа янă çыру


Паян ĕç кунне çĕкленӳллĕ кăмăлпа пуçларĕ Мая Александровна. Килте пурте йĕркеллĕ, ĕçре те ку эрнере чăрмавсем çук. Пай пуçлăхĕ Николай Ефремович командировкăра. Никам та ăна илсе кил, куна туса пар, унта шăнкăравла тесе тинкене илмест. Юлашки вăхăтра интернетпа кăсăкланма пуçларĕ Мая Александровна. Питĕ аван япала иккен вăл. Тем те пĕлме пулать ун урлă. Ак ĕнер аякри тăванĕсен тăхăмĕсене шыраса тупрĕ. Лешсем Çĕпĕр çĕрĕ çинче пуçĕпех çухалнăччĕ. Мăн аслашшĕпе пĕртăванне кулак тесе çемйипех ăсатнă пулнă та, çавăнтанпа вĕсем çинчен нимĕн те пĕлмен халиччен. «Ав мĕнле вăл прогресс текенни. Ют çĕршывра ăсталанă пуян ăс-тăнлă техникăпа рехетленетпĕр вĕт. Пирĕн çĕршывра юлашки вăхăтра мĕнле прогресс пулчĕ-ши? Пĕтĕм прогресс — хаксем урнă юлан ут пек ĕрĕхнинче», — кулянса шухăшларĕ хĕрарăм.

Чăнкăр-чăнкăр! сас пачĕ кĕсье телефонĕ. СМСка килчĕ пулас. Кам та пулин шăнкăравласан ун телефонĕ: «Тыт, тыт хăвăртрах!» — тесе çухăрать. Упăшки шӳтлесе çапла туса панă ăна.

Хĕрарăм телефонне илчĕ те СМСка вулама пуçларĕ. Вуласа тухрĕ те лаках ларчĕ пукан çине. «Пуйăс ыран кăнтăрла иртсе икĕ сехет çурăра çитет вокзала. Эсĕ мана кĕтсе илессе шанса тăратăп. Санăн Николашка».

Малалла

Разъезд...


Разъезд. Иртетчĕ пуйăс ухлатса,

ăна кĕтме ача чупса тухатчĕ.

Сăр тĕтĕм çеç юлатчĕ татăлса,

васкавлă пуйăс малаллах чупатчĕ.

 

«Пуç хунă аçăр вăрçă хирĕнче», —

выртать килте хура хыпарăн хучĕ.

Çук, ĕненмест ача. Ун чĕринче

сӳнмесĕр амаланчĕ шанчăк вучĕ.

 

Пĕр вĕçĕм иртрĕç вăрăм пуйăссем,

янрарĕ чугун çул сасси хавассăр.

Те пĕтрĕ пăс? Те илĕртрĕç уйсем?

 

Ак чарăнса тăрать пĕри ним сассăр.

Салтак çĕре туяласа анать:

— Атте! — мăйран ачи ун уртăнать.

Станцăра


I

Шăп кăнтăрла çитнĕ. Çуллахи хĕвел пĕçертмеллех пĕçертет. Станцăра лăпкă: ытлашши сасă та, ытлашши шуйхашни те илтĕнмест. Станцă конторкинчен кунтарах, чугун çул Мускавалла килекен енче, чăвашсем — арçынĕпе хĕрарăмĕ те, ваттипе çамрăкĕ те пур унта — уçă вагонсем çине хăма тиеççĕ. Хăйсем ытла хĕрӳ пирки çамкисенчен тар юхнине те пăхмаççĕ, хаваслансах, пĕр-пĕрин çине пăхса хуллен кулкаласах хăмасене çăт-çат! тутараççĕ те хурас вырăна майлаштара-майлаштара хураççĕ. Конторкăна тăрăх сулахай енчи вăрăм скамье çинче сĕт сутакан чăваш, тутар ачисем хăйсем тĕллĕн ерипен шĕкĕлтетсе лараççĕ. Вĕсенчен пĕр-ик ачи, — ахăртнех, те поезд килмессине пĕлсех, те тата кăнтăрлахи хĕвел ытлашшипех пĕçертнĕрен, — сĕтлĕ кĕленчесене пуç вĕçĕсене лартса чăсăлса выртнă та ыйха кайнă. Сылтăм енчи скамье çинчи кутамккаллă икĕ чăваш хутран-ситрен пĕр-пĕринпе сăмахсем уçса илеççĕ. Чăвашсенчен инçе те мар, çав скамье çинчех, япалисемпе çытарĕ çине тайăнса выртнă ватă тутар майри çумĕнче аллине чечексем тытнă çамрăк хĕрĕ ларать. Скамьерен конторка енче, йĕри-таврашĕпех решеткăпа çавăрнă айлăмра, хĕвелтен сулхăн тăвакан пĕр-ик йывăçлă çерем çинче пилĕк-улт пассажир тутлă ыйха хĕртеççĕ. Хутран-ситрен конторкăра телефон чăнкăр-чăнкăр-р-р! туса илет. Кас-кас ăшă çил вĕрнипе станцă патĕнчи вăрманти йывăç çулçисем çын сисмелле мар çăтăл-çăтăл! туса вылянса илеççĕ... Станцăра урăх нимĕнле сасă та çук. Тинкерсерех пăхсассăн станцă та хĕвел пĕçертнипе кăнтăрлахи ыйха кайнă темелле.

Малалла

Хăвăртлăхне чакармĕ пирĕн пуйăс...


Хăвăртлăхне чакармĕ пирĕн пуйăс —

мĕнле пулать, историк, хыпару?

Темме шанмасăр пăхкалан пустуй эс —

кĕрсе ларман билетсăр ман ăру.

 

Иртеççĕ çĕнĕ ăрусем нумаййăн

хăйсен пуйăсĕпе кĕрле-кĕрле.

Вĕсем патне куçса ларасчĕ манăн

хыçри çулсен кутамккипе пĕрле.

 

Ытла та шелсĕр ăраскал сăмахĕ:

Кивелнĕ, — терĕ, — аллунти билет. —

Ыйтатăп ĕненмесĕр эп:

— Чăнах-и?

Шухăшласан, ларса йĕрес килет.

Илеймĕп пурнăç билетне тепре —

вăл çавăнпа шутра та хисепре.