Поэт


Вилĕмсĕрлĕх


Çук çын вилсен ун хыçĕнчен

Юлаççĕ выçă ачисем.

Вилнин виç кунĕ те çитмен —

Ятне те маннă тăхăмсем.

 

Пуян вилсен ун хыçĕнчен

Мулне пайлаççĕ ачисем.

Вилнин виç çулĕ те иртмен —

Салатнă пурлăхне вĕсем.

 

Поэт вилсен ун хыçĕнчен

Юлаççĕ унăн сăввисем.

Поэтăн палăкĕ çинчен

Çухалмĕç нихăçан вĕсем.

 

Пуян вилет, çук çын вилет —

Поэт яланлăха килет.

Поэт чĕри


Ялти пĕр ватă тухтăр

Сăмах хушать манпа.

Ун пĕлменни те çук-тăр,

Ĕçлет пайтахранпа.

 

Калать вăл: «Эсĕ чирлĕ,

Арпашнă нервусем.

Сана халь канăç кирлĕ,

Ан çыр-ха сăвăсем.

 

Çырни сиенлĕ саншăн,

Кĕскетĕ кун-çулна.

Пур кирлĕ-кирлĕ маршăн

Ан çĕмĕр-ха чунна».

 

Эп ватсене вĕреннĕ

Хисеплеме ялан.

Тен, халь-ак çын кӳренĕ,

Çапах çакна калам:

 

— Ай, тухтăрăм, мăнтарăн,

Ансат вăл калама.

Епле чĕрене чарăн

Чĕр хальлĕн юратма?

 

Йĕри-тавра илемлĕ,

Ытарайми тĕнче.

Тĕнче тăватă енлĕ,

Чĕре — ун варринче.

 

Ача чупса çӳрет-и,

Тĕрлет-и амăш пир?

Çăкалăх ешерет-и,

Шыв пек юхать-и хир?

 

Хут купăспа тухать-и

Яш каччă каç пулсан?

Хĕр куçĕ шывланать-и

Вăл иртнине курсан? —

 

Йăлтах чĕремçĕм витĕр

Тухать-çке сăрхăнса.

Епле ман халăм çиттĕр

Юлмашкăн пăрăнса?

 

Малалла

«Шикленнĕ патшасем поэтсенчен...»


Шикленнĕ патшасем поэтсенчен,

Поэтсене дуэльсенче пĕтернĕ.

Элек-челек çӳрет вĕсем çинчен,

Чăн поэтсен шăпи ялан пит эрлĕ.

 

Поэт вăл мыскараçă та хăш чух,

Хăш чух поэт çатта та çапкаланчăк.

Анчах вăл нихăçан пулман ансух,

Вăл нихăçан та пулме çăткăн анчăк

 

Чи харсăр, ырă çын та — поэтах,

Вышкайсăр çӳллĕ чăн поэтăн шайĕ.

Ун ĕçе те, хисепĕ те пайтах,

Унпа пĕр президент та танлашаймĕ.

 

Поэт туять этемлĕх тивĕçне,

Çунать çап-çуттăн çулĕ çăлтăр витĕр.

Кайсассăн та кунтан ун тĕп ĕçне

Хур кайăк çулĕнчи тусан çеç вите.

Ан нушалан пĕлмен ĕçре


«Эп сăвăç» терĕн, кăкăрна шаккарăн,

Мухтантăн та, ăсна çухатнă пек.

Хăвна мăнна, ăсла хума васкарăн

Пĕртен-пĕрре сăвву кун курнипех.

 

Ан тив, сăвву пичетленнех те пултăр

Вулаканни пулнах-ши вĕсене?

Пулсассăн та вăл питлесе ан култăр,

Ним вырăнне хумасăр сан ĕçне.

 

Хавхаланса мăнаçланас та марччĕ,

Текех санран пулаймĕ çырасси.

Эппин, ĕçне яланлăхах хăварччĕ, —

Пит кăткăс ĕç, çыравçă пуласси.

 

Ан нушалан пĕлмен ĕçре, юлташăм,

Тур сывлăх патăрах çыравçăна.

Пулса тухман хайлав вăл — путлăх-ашăм,

Чунна парса çырмарăн тăк ăна.

 

Вула хавхаланса хастар поэтăн

Вут-хĕм сапса тăран сăввисене.

Эс вĕсенчен сӳнми хăват илетĕн

Итленĕ май хитре кĕввисене.

Поэт пулас тесен


Поэт пулас тесен этем пулмалла.

Таса ĕмĕт-кăмăлпа тулмалла.

Хĕвел пек çутă чунлисем кăна

Çӳлелĕхе çĕклеççĕ Ас-тăна.

 

Поэт тени вăл чуххăм лаша мар

Пар-парлатса инçе çула чупма.

Вăл йывăр лав мĕкĕрленсе туртать,

Ун мăйĕнчен пурнăç чыс-çăк уртать.

 

Çав чыс-çăка çӳле çĕклес тесен,

Уямалла поэтăн пур тĕсе,

Асамата та ун асамлама,

Çич тĕслĕ тĕс тупса асăмлама

Хăюлăх та, хăват та тупмалла,

Хăйне анчах хăюллăн шанмалла.

 

Шав малалла, шав малалла утма,

Çынсен чунĕсенче хĕлхем çутма

Ун хăйĕн Прометейăн çунмалла,

Шануллăн Çĕн куна ăнтăлмалла.

 

Асап килсен ăна çĕнтермелле.

Тĕрĕслĕхе çынна пĕлтермелле.

Кĕрлеттерсе, хăюллă сасăпа,

Юрламалла хĕвеллĕ касăпа!

 

Асапсене çĕнсе тасалсан çеç,

Уя-хире тухса чунсем вĕçеç!

Чун вĕçмесен поэт пуласси çук!

Поэт пулсан чеен куласси çук!

 

Чеелĕхе поэзи юратмасть.

Чееленсе поэт чун хуратмасть!

Поэзи çуралать вут-кăварта!

Малалла

Поэт чĕри...


Поэт чĕри, эс мар-и юхан шыв,

кала, эс мар-и юнсене

пĕр канăçа пĕлмесĕр хăвалан,

пĕр ерипен юхан, пĕр ейĕве яран,

тан таппине авăрсене пĕтĕрттерен?

Кала, эс мар-и вăл

пăхăнманлăхупа çунатăн,

поэт чĕри?

 

Шурă çӳçлĕ...

шурă çӳçлĕ сăрт-ту.

Шурă çӳçлĕ сăрт-ту шухăшлать,

темскер çинчен шутлать те шутлать

шурă çӳçлĕ сăрт-ту.

 

Ту тĕлне

ăмăрт кайăк чĕреллĕ çуревçĕ тухать —

çулсăр-мĕнсĕр васкать,

çӳлелле ăнтăлать,

ту тĕлне

туя тытнă шур сухал тухать —

яшлăхне ас илсе

чĕрине хытарать,

ту тĕлне

çӳллĕшрен чунĕ çук çул çӳревçĕ тухать —

каялла чакать.

Ларать сăрт-ту,

мăнаçлăн ларать.

 

Поэтăн шухăшĕ...

поэтăн шухăшĕ, эс мар-и çав сăрт-ту,

кала, эс мар-и çынсене

хăв тӳпӳне çитме чĕнетĕн,

ирхи тĕтрен, шур пĕлĕтĕн юхатăн,

çĕр чĕтретсе кĕмсĕртететĕн те

чăл-пар вататăн?

Кала, эс мар-и вăл

мăнаçлăха çĕклетĕн,

поэтăн шухăшĕ?

Малалла

Поэт ани


Юрий Сементере

 

Поэт ани —

Уçман çерем.

Сухаласа вăл акĕ тырă.

Кашни пĕрче хывмассерен

Çĕн сăвă,

Çĕн поэма çырĕ.

 

Поэт ани —

Çулман çаран.

Çут сывлăмла çулмашкăн тухĕ.

Лартсан капан çине капан,

Çĕн сăвă-юрă уççăн юхĕ.