1999


Çăка


Ял варринче — çырма,

Çырма çинче — çăка.

Авалхи вăрмантан

Юлнă тетчĕç ăна.

Ял пуçланнă чухне

Чӳк туса пурăнма

Ял пуçланă çынсем

Мĕн хăварнă ăна.

Ĕмĕрсем иртнĕ май

Мĕн курман-ши çăка?

Тăвăл-çил сахал мар

Тăпăлтарнă ăна.

Кашни çул çуркунне

Шăнкăрч-кайăк савса

Çав çăкан хăвăлне

Çавăратчĕ йăва.

Пур армак та чармак

Лапсăркка туратсем

Хӳтĕлетчĕç çынна

Кăнтăрти Хĕвелтен.

Чӳклесе ĕненсе

Киремет Туррине

Чӳк тăватчĕç çынсем

Çав çăка айĕнче.

Анчах ырă çулсем

Иртсе кайрĕç çăкан.

(Çакă çут тĕнчере

Çын пурне те тăшман)

Хĕрлĕ вăхăт çитсен

Туса хучĕç пĕве,

Пушарпа кĕрешме

Шыв-шур кирлĕ, тесе.

Тăрса юлчĕ çăка

Шыв варне макăрса.

Пĕр çул чăтрĕ çăка

Кайран ларчĕ хăрса.

Хаяр вăрçă тухсан

Шартлама сивĕ кун

Ăна касрĕ кутран

Хĕрлĕ чун — сивĕ чун.

Пӳрт-çурта ăшăтса

Çунса кайрĕ çăка.

Юлашки ун сасне

Илтнĕ çав кăмака.

Малалла

Тăван ялăм, савнă ялăм


Пĕрремĕш чăваш сăмахне çырма вĕрентнĕ Нина Николаевна Дубовăна (Павловăна) — халаллатăп.

 

Анатьялăм — Тимĕрçен,

Савнă ялăм, тăван ен.

Ентешсем, ан тăвăр айăп,

Тунсăхларăм пит сиртен.

 

Сан çинчен паян сăмах.

Пулаймарăм эп вăрах.

Санăн ырă çыннусемсĕр

Аякра чух пач хăрах.

 

Астăватăп кив çурта,

Юнашар — лутра кĕпер.

Халĕ çук вĕсем унта,

Ыттисем — çаплах чипер.

 

Çырмана чупса анан —

Вак пулăпа вăл пуян,

Тимĕрçен çырми тесессĕн —

Савăнмаллăх пур ачан.

 

Кутăн чăмать кăвакал,

Нăрик! сыснасем кал-кал.

Çуллахи шăрăх çитсессен

Шур типет, шыв-шур сахал.

 

Хĕл çитсессĕн çунашка

Çавăтатпăр. Аришка

Мăнакка çуртне кĕрт хӳнĕ,

Юрĕ питĕ кăпăшка.

 

Акă — хатĕр тăвайкки,

Кĕç якалĕ ик айкки.

Ярăнса анмашкăн ырă,

Тĕнчере çук кун пекки.

 

Аслă Мункун каçхине

Вут чĕртетчĕç Çаранра.

Малалла