Хура çăкăр :: IX. Ятлă çынсем


Михаляна пулăшакансем уяв шăччи тăратнă. Шăчă тăрринче шурă явлăкран тунă элем вĕлкĕшет. Аялта, йĕри-тавра, икшер вĕрлĕкпĕ лутра карта тытса, сурпан вĕçĕсем, питшăллисемпе сĕлкĕсем карнă, чечеклĕ чаршавсемпе катанпир тăрăхĕсем çака-çака тухнă. Çавсем пурте — çак акатуйĕнче мĕнпе те пулин чапа тухнă çынсене памалли парнесем.

Карта аяккинчи ирĕк вырăна ял çамрăкĕсем пуçтараннă. Малтанласа хĕрсем çеç пĕр-пĕринпе пӳрне вĕççĕн сăпайлăн тытăнса карталаннăччĕ, сăвă каласа васкамасăр çаврăнатчĕç. Ушкăн пысăкланнăçемĕн пысăкланчĕ, часах каччăсен хăватлă сассисем те илтĕнме тытăнчĕç.

Мĕн авалтанпах чăваш çамрăкĕ вăййа юратать, çурхи ĕçсем пĕтсен, пушаннă вăхăт килет, ытти тем васкатаканни пуçланман-ха, каçсем-çĕрсем ăшă тăраççĕ. Хĕрсемпе каччăсем касси-урамĕпе карталанса ялти чи илмлĕ вырăна пухăнаççĕ те, вĕсен мухтавлă сăвви-юрри, ташши-такмакĕ мĕн çур çĕр иртиччен ян каять. Эрнекунсенче е уявсенче вĕсем кăнтăрла çитеспех уя тухаççĕ, сăвă-такмак янăратса, унтах яра куна кунлаççĕ,

Акă çамрăксен пĕр кăшăлĕ пĕр еннелле çаврăнать, тепри ăна хирĕç, виççĕмĕшĕ каллех пĕрремĕш пек çаврăнса иртет те, ушкăн вара юханшыв хумĕ çинче хĕвел ташланăн туйăнать. Хĕрсем ярăнарах утса пынă чух кăкăрĕсем умне йĕр хăварми çакса тултарнă мăййисемпе шĕлкемисем, хул урлă яна тăватшар ретлĕ теветсем çинчи кĕмĕлсем куç чарăлса каймалла ялкăшаççĕ. Хĕрсем, хăйсене çав тенкĕсемпе капăрлатасшăн пулса, çăвăн-хĕлĕн канăçа пĕлмесĕр кĕрĕшсе, пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеççĕ. Çавсене çакса тухсан, вĕсем ытармалла мар хитре сăнарлă курăнаççĕ. Вăрăм çӳçеллĕ пурçăн явлăкĕсене хĕрле çавăрса çыхаççĕ, хулăн çӳç тунисен вĕçне хаклă йышши çеçтенкĕсемпе эрешлентереççĕ. Туллиех çакса тултарнă кĕмĕл шăнкăртатнине илтсен, суккăр çын та çаврăнса пăхмасăр чăтаймасть. Çапла пăртак сăвă каласан, ушкăн пĕр вăхăта чарăнса тăрать. Таçтан пĕр йĕкĕт пушă ещĕк, йăтса килсе, сăвă карти варрине лартать, çамрăксем Етиккан вăйçăпа Паççие чĕнсе илеççĕ те вĕсене кăшăл варрине вырнаçтараççĕ, — каччăсем ташша илтере те пуçлаççĕ. Етиккан килте тунă сĕрме купăсĕпе ура тапса шăрантарать. Тăраткаланса кайнă тĕксĕм сарă çӳçĕ сарлака çамки çине пайăркан-пайăркан аннă та урипе тапмассерен сиккелесе илет. Етикканпа юнашар Паççи шăхлич калать. Паççи, йĕкĕт çулне кăçал кăна кĕнĕскер, кĕвĕ май хулпуççине шуххăн сиктеркелет, шăхличĕ каланă май йăнкăл-янкăл авăнкалать. Ташлакансем вара ăçтан кăна хăват çитереççĕ пуль: акăш пек саркаланаççĕ, çавраçил пек çаврăнаççĕ, çăрхаланса ура хуçаççĕ. Хистеме те кирлĕ мар вĕсене: кам хăйĕн ăсталăхне кăтартас тет, çавă кăшăл хĕррине тухса тăрать те хăйне ташлама черет çитессе кĕтет, черет çитсенех кăшăл варрине вирхĕнсе тухать. Пĕр Етикканпа Паççие çеç улăштаракансем курăнсах каймаççĕ. Мĕскĕн вăйçăсем чăм шыва ӳкнĕ, кĕпи аçлăкĕсене пăрса тăкас пек тар витнĕ, çапах вĕсем чарăнма шутламаççĕ-ха. Етикканăн ура тапса тăнă çĕрте икĕ ура пакăлчак таранах вырнаçмалах çерем алтăннă. Ташлакансене пăхса тăракан йыш та ӳснĕçем ӳсет, пысăккисем кăна мар, пĕчĕккисем те, темле майпа хĕсĕнкелесе, кăшăл варринелле кĕреççĕ.

Пĕр лутрарах кăна çавра пит-куçлă чипер каччă, аллинчи симĕс çӳçеллĕ тутăрне маттуррăн вĕлкĕштерсе, ушкăнтан уйрăлчĕ те кăшăл варринелле ярăнса кĕчĕ.

— Тяпук пуçларĕ, Тяпук... — пăшăлтатрĕç ушкăнтисем. Тяпук текенни сасартăк аллисене вылятма тытăнчĕ, çăпати кĕлине аллисемпе енчен енне çупкаласа, хăвăрт-хăвăрт тăпăртата пуçларĕ, унтан çăра çӳçне лăст усрĕ те лăст хăпартрĕ, кукленерех ларса, хăрах ури вĕççĕн кăлтăрмачă пек çаврăнма тытăнчĕ, вара, вĕçсе хăпарнă пек, çӳле сикрĕ, чарăнчĕ, тапса илчĕ — ташланă май такмаклама тытăнчĕ:

 

Ташлăп тейĕп, тантăшсем,

Юрлăп тейĕп, юлташсем.

Çиччĕ çипне вунна тирсе

Пĕтерттерĕп хĕрсене.

Савни сарри арчара,

Вак-тĕвекĕ çӳпçере.

Тух-ха, инке, ташлама,

Кăтартам-ха кукшама...

 

— Яра пар, Тяпук! Яра пар!.. — тĕрлĕ енчен илтĕнчĕç хĕтĕртнĕ сасăсем.

Çав хушăра пĕр ирĕк вырăнта тĕкме шалчи ларта-ларта тухнă та вĕсенчен хĕрлĕ хăю тыттарса карнă. Кĕрешекенсемпе кĕрешнине курас текенсем çавăн тавра йышлăн пуçтарăна пуçларĕç. Кĕрешнине пăхса тăракан тӳресем, пĕр-пĕринпе ылмашăнса, карта варрине икшерĕн-икшерĕн кĕреççĕ. Тӳресене ыттисенчен часах уйăрма пулать, вĕсем пилĕкĕсене хĕрлĕ пиçиххи çыхса янă, пуçĕ тавра йĕтĕн çиппипе тĕртсе тунă шурă сĕлкĕ чалăмласа сырнă.

Халăх кунта хутшăнсах пырать. Акă ташлакансемпе сăвă калакансем те çакăнта килсе капланчĕç. Кĕрешес текенсем карта варрине пĕрерĕн-пĕрерĕн кĕре пуçларĕç.

Кĕрешекенсем нимĕнле меле те тиркемеççĕ. Вĕсен ура хума та çапăçса кайма çеç юрамасть. Пĕр-пĕринпе урлă пулма тытăнсан, тӳре çавна çийĕнчех ушкăнран тухма хушать. Кĕрешсе çĕнтерекене малтанласа пĕрер-икшер çăмарта та пит супăнĕ параççĕ. Пĕри-пĕри вĕçе-вĕçĕн кĕрешсе виçĕ çынна çĕнтерсен, ун çине тĕрленĕ тутăр çакса яраççĕ. Паттăрăн çакăн хыççăн пĕр авăк канса илме юрать. Тата ытларах çĕнтерекенсене пит-шăлли, пир тăрăхĕ параççĕ. Ун пек паттăр çакса тултарать вара илнĕ парнисене хăй çине, — ăна хисеп те чыс кунта. Вăл çӳрессе те пĕччен çӳремест, çывăх юлташĕсемпе çӳрет, ыттисем мĕнле кĕрешнине сăнать.

Кашни ялăн хăйĕн паттăрĕ пур. Çав паттăрсем малтанах «шăкăр-макăрсемпе» кĕрешсе вăй чакармаççĕ, каярах юлса кĕрешеççĕ. Утламăш паттăрĕ хальччен Шăрттан Имечĕччĕ-ха. Вăл мĕн салтакран таврăннăранпа — кăçалхипе улттăмĕш çул — кĕрешет. Шăрттан Иметне Утламăшсем кăна мар, ытти ял çыннисем те паллаççĕ. Кĕрешес мелне-халне салтакра чухне вĕренсе çитнĕ теççĕ ăна. Имет кĕрешнине курасси пăхса тăракансемшĕн темĕне тăрать. Шерккейпе Пикмăрса, сăмахран, çакăнта килмен те пулĕччĕç, çав Шăрттан Имечĕ кĕрешнине курас тесех килчĕç, — килчĕç те малта вырăн йышăнма ĕлкĕрчĕç. Шерккейпе кутăнла пахчаллă пурăнакан уксах Алапа Велюшĕ те килнĕ иккен. Вăл урах тата, сыпман пек курăнать. Унпа, пĕр калаçма тытăнсан, сăмах вĕçне тухма çук, Шерккей ăна курăнасшăн мар.

Ял пуянĕсемпе ытти паллă çынсем каярахпа çитрĕç. Кантюк пĕç тĕп таран шурă кăçатă тăхăннă. Унпа пĕрле Усалук, Эппелюк, Савантей, Ильтиер — пурте пĕрле калаçса татăлнă тейĕн — пĕр вăхăтра килчĕç те Чӳмелкке Михали патне чарăнчĕç. Михаля икĕ пушă ещĕк тупрĕ, ещĕксем çине хăма сартарчĕ, ялти хисеплĕ çынсем валли сак пулса та тăчĕ.

Шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ. Малти тăрантас çине тиек ларнă, кайри çинче — хамăр паллакан çемлемир. Паллă çынсене пуянсем патнелле ирттерсе, сак çине ларма вырăн турĕç. Саккине вара, кĕрешекенсене курма лайăх пултăр тесе, карта хĕрринех вырнаçтарчĕç. Сак варринче тиекпе çемлемир лараççĕ, вĕсен аяккинче — Кантюкпа Элюкка, Усалук.

Акă, кĕрешме паттăрсем те туха пуçларĕç. Хурăнвар паттăрĕ пĕр канмасăр кĕрешрĕ, вăл вĕçе-вĕçĕн пиллĕкĕшне çавăрса çапрĕ. Ăна хирĕç Утламăшри вырăс тимĕрçĕн ывăлĕ Капкай Мишши тухрĕ те Хурăнвар паттăрне пит меллĕн çĕнтерчĕ.

Мишша хальччен кĕрешнине утламăшсем питех пĕлсе каймастчĕç-ха. Паллă паттăра çапнăшăн хĕпĕртесе, ăна малтанах явлăк пачĕç. Мишша, хăйне хирĕç тата кам та пулин тухасса кĕтсе, çăмăллăн уткаласа çӳрерĕ. Вăрах кĕтмелле пулмарĕ: Хурăнвартанах тепĕр паттăр тухрĕ. Мишша ун патнелле васкамасăр утса пычĕ. Лешĕ хутлатнă алшăллипе кĕрешет. Мишша та хăйĕн сарлака пиçиххине салтса тытрĕ. Акă пĕр-пĕринпе тытăçрĕç. Хурăнвар чăвашĕ чăркăшланма пăхать, хăй те çĕклесе пăрахма хăтланать, анчах Мишша тымартан вĕçерĕнмен юман пек тĕреклĕ тăрать. Урисене васкамасăр куçаркаласа пынă хушăра Мишша сасартăк хăйпе кĕрешекенĕн айнерех кĕчĕ те, лешĕ сиссе юличчен, ăна хăй урлă йăнкăлт ывăтса ячĕ. Хурăнвар чăвашĕ пĕтĕрĕнсе ӳкрĕ. Хĕпĕртенĕ халăх пĕр хушă хаваслăн шавласа илчĕ. Хурăнвар чăвашне тӳресем ура çине тăма пулăшрĕç. Мишша, лешĕ тата кĕрешесшĕн мар-и тенĕ пек, ун çине кăмăллăн пăхкаларĕ, Хурăнвар чăвашĕ пуçне сулкаларĕ, ушкăн хушшине васкавлăн кĕрсе куçран çухалчĕ.

Шăхаль паттăрĕ Çтаппан тухрĕ. Вăл пысăк, сарлака, аллисем вăрăм та хулăн. Мишшапа ăна танлаштарсан, тимĕрçĕ ачи ун çумĕнче пĕчĕк те çинçешке пек курăнать. Хальччен пайтах çĕрте кĕрешсе паттăра тухнă çынна ушкăн варрине кĕме иртерехчĕ-ха. Анчах Шăхаль паттăрĕ вăтанмарĕ. Çавна пула пăхса тăракансем хыттăнах мăкăртатма тытăнчĕç.

— Стаппана халех юрамасть! — кăшкăрса ячĕ пĕр сасă.

— Юрамасть! Тĕрĕс мар!.. — илтĕне пуçларĕ тĕрлĕ енчен. Тӳресем Мишша патне пырса тем пăшăлтатрĕç. Мишша вара Çтаппан патне пычĕ, паттăрăн аллине чăмăртарĕ.

Шăхаль паттăрĕн пит-куçĕ хĕп-хĕрлĕ, çӳçне шакла кастарнă, хĕрлĕ ĕнси çинче пӳрне хулăнăш хутламсем. Кĕрешме иккĕшĕ те вирлĕн тытăçрĕç.

Йышлă халăх, вăхăтлăха сывлама чарăннă пек пулса, çаксем иккĕшĕ кĕрешнине тимсĕлсе пăхать. Икĕ ача, çын хушшипе хĕсĕнкелесе, малти рете тухрĕ. Иккĕшĕ те çынсен хӳттинче курăк çине ларчĕç: вĕсенчен пĕри — Ильяс, тепри Володя ятлă. Володя тăрăхларах пит-куçлă, шурăрах сăнарлă, Ильясран пĕр-икĕ çул аслăрах курăнать. Ильяс вăл вырăс тимĕрçĕ ачи иккенне лайăх пĕлет.

— Сан тетӳ-и çав кĕрешекенни? — хăй сисмесĕрех хăюланса ыйтрĕ вăл Володьăран.

— М-м-манăн брат, — тытăнарах каласа хучĕ Володя; чăвашла чиперех калаçма вĕреннĕ пулин те, сăмахсене вăл хăшне-пĕрне тытăнарах калать.

— Эс хăрамастăн-и? — каллех ыйтрĕ Ильяс.

— Мĕнрен?

— Тетӳшĕн. Çтаппан — Шăхаль паттăрĕ-çке.

— К-кĕрешчĕр. Мишша çĕнтерет, — иккĕленмесĕр каласа хучĕ Володя, кăмăллăн кулкаласа.

Икĕ ача калаçнине ыттисем илтрĕç, çаксене пăхкаларĕç. Аслăрах ачи çапла пит шанчăклăн каласа хуни мухтаннă майлăрах илтĕнчĕ.

Пин-пин куç чăтаймасăр тинкерет кĕрешекенсене. Халăх пĕриншĕн таса чĕререн хута кĕрсе, теприн çине тарăхнă шухăшпа пăхать — кĕрешекенсем, мĕн тесен те, пĕр пекреххисем пулмалла тесе йышăнать вăл.

Утламăшсем Мишшана çывăх кураççĕ. Мишшана çакăн пек çĕре çыхăнмасан та юрĕччĕ теççĕ. Е, ытахальтен, алли-урине амантсан, мĕн тутăр вара вăл? Мĕн тăвайтăр алăсăр тимĕрçĕ? Çунатсăр кайăк пек тăрса юлать, пĕр ашшĕ кăна тимĕрçĕре ăçтан пĕтĕм ял ĕçне туса ĕлкĕртĕр? Юрамастчĕ Мишшана кĕрешме.

Çтаппан Мишшана çатăрласа илчĕ. Кĕттерсе чăрманасшăн мар вăл, ĕçне хăвăртрах туса пĕтересшĕн: унăн кунта паттăрсемпе пăйтах кĕрешмелле пулать-ха. Мишшана вăл алшăллипе çурăмран яваклантарса пĕкĕ пек авса кĕртет, каччă çапах та шуса тухса хăтăлать. Унтан иккĕшĕ пĕрне-пĕри сыхласа тепĕр кана çаврăнаççĕ. Çтаппан чееленме пăхать: ытла тӳрĕленмест те, лешне те ӳпĕнтересшĕн мар. Мишша хăйне ямпашла çавăрса çапасран сыхланать. Çтаппан хăш чух аллипе те питех тĕреклĕ тытман пек, Мишша вĕçерĕнсе тухиччен çеç унăн ал туни шăнăрланса тăрать. Анчах Мишша та ăна сисмест мар: чеепе чее пулни вырăнлă.

Акă Çтаппан Мишшана çĕртен тепле майпа çĕклесе илет, унтан хăяккăн чакса-чакса пырать те, ахлатса, çĕрелле пăрахать — Мишша ураран ӳкмест! Вăрăм çӳçне вăл пӳрнисемпе якатса илет, тарне шăлать, кулкаласа, каллех Çтаппан патне пырать, каллех тытăçаççĕ.

Ĕнтĕ вĕсем иккĕшĕ те пашкаççĕ, хальхинче кĕрешессе те малтанхи пек майĕпен мар, таçта кайма васканă пек кĕрешеççĕ. Çтаппан тепĕр хут та Мишшана çĕклесшĕн тĕрмĕшет — тимĕрçĕ ачи парăнмасть, шăпах çĕклесе илес тенĕ чух пула пек йăпăштатса тухать. Унтан темле вăхăтра, пĕр кĕске самантра çеç, Мишша хыçалалла авăнать. Çтаппан ăна халь-халь лапчăтса пăрахассăн хĕсет. Сасартăк Мишша ăна хăй çинелле туртса илет те, Çтаппан тинех ун урлă пуçхĕрлĕн сирпенсе ӳкет — Мишша ура çииче! Пăхса тăракансем савăнăçлан кăшкăрса яраççĕ. Пур енче те: «Мишша!.. Мишша!..» тени хаваслăн янăрать.

— Маттур, Мишша!.. — илтĕнет ушкăн хĕррине тухнă Шăрттан Имечĕн уçă сассн.

— Ну, к-каларăм сана! — тет Володя та, Ильяса куçран пăхса.

— Куртăм, куртăм, ай, паттăр та кĕрешет вара!

Çĕртен сиксе тăнă Çтаппан, хулпуççине хăюсăр çĕклеткелесе, каллех Мишша патне пырать, «тĕрĕс мар кĕрешрĕмĕр, кăтăш пулчĕ» тенĕ майлă пуçне сулкалать вăл. Мишша ăна хирĕç аллине тăсать. Шăхаль паттăрĕ ун аллине тытасшăн мар, кутăнлашать, каярахпа тин чăмăртать те, çавăнтах ункă варринчен пăрăнса, халăх хушшине кĕрсе каять. Мишша ĕнси çине пир тăрăхĕ уртса яраççĕ. Çакăн хыççăн унăн кăштах канса илсен те юрать.

Акă ĕнтĕ паттăрсем çеç кĕрешмелли вăхăт та çитрĕ. Михаля ункă варрине тухса тăчĕ те паттăра мĕнле парнесем парасса евитлерĕ. Паттăра памалли япаласене вăл чĕнтĕрлĕ çитĕпе витнĕ сетел çине çĕклесе хучĕ.

Ункă варрине Кахăрлă мишерĕпе Шамккай ирçи тухрĕç. Вĕсем иккĕшĕ те патвар, сарлака, вăйлă. Кĕрешессе вăрахчен кĕрешмерĕç. Кĕрешӳ мелне ăста пĕлсе çитнĕ мишер Шамккай ирçине часах çĕнтерчĕ. Çакăн хыççăн вăл тата икĕ çынна çавăрса çапрĕ те юлташĕсем хушшине кĕрсе тăчĕ. Ытти паттăрсем кĕрешме тытăнчĕç.

Черет Мишшана çитрĕ. Ăна хирĕç кĕрешме шăпах хайхи Кахăрлă мишерĕ тухрĕ. Кĕрешӳ вĕсен хушшинче пит хивре пычĕ. Мишша мишере темиçе хут та çĕкле-çĕкле илчĕ, анчах çĕре пăрахаймарĕ. Кĕрешме кăçал кăна тытăннăскерĕн, Мишшан мелĕ те çитмест-ха, мишер, çакна пĕлсе, чееленме пăхрĕ, Мишша ăна çĕклесе илсенех вăл пĕтĕм йывăрăшĕпе тимĕрçĕ ачи çинелле выртрĕ. Мишша пăрăнасшăн пулчĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ — мишер ăна хăйĕн пĕвĕпе хупăрласа та выртрĕ. Пăхса тăракансем пуçĕсене сулкаласа илчĕç.

Мишер хăй çĕнтернĕ ятпа, сылтăм аллине çӳле çĕклесе, ункă тавра çаврăнчĕ. Вăл, хăйне хирĕç тухакан çуккине пула, паттăра юлтăм тесе те хавасланма тытăнчĕ.

— Ну, тата кам тухать? — илтĕнчĕ тӳре сасси.

Кĕрешме тухакансем чăнласах та пулмарĕç.

— Имет тете, сире черет çитрĕ пулмалла! — илтĕнчĕ тӳре сасси.

Тухас текенсем пайтах пуль-ха унта, мана кĕтеççĕ-им? — ыйтрĕ Имет.

— Чĕнетпĕр те тухмарĕç, — терĕ тӳре.

— Чĕнетĕр пулсан, тухăпăр,— каллех илтĕнчĕ Иметĕн янравлă сасси.

Вăл халăх хушшипе иртнĕ чух çынсем: «Çул парăр! Çул парăр!» —тесе тăчĕç. Имет мăнаçлăн утса ункă варрине кĕчĕ. Пăхса тăракансем пурте: «Имет тухрĕ! Имет тухрĕ!» — тесе пăшăлтатрĕç.

Имет пысăк та илемлĕ çын. Хулăн тессен, хулăнах та мар вăл, анчах пăхма тĕреклĕ. Анлă кăкăрĕ унăн малалла хăпарса тăрать. Алли шăши вĕрсе тултарнă пӳске пек. Çӳрессе кирек хăçан та каçăрăларах çӳрет, утасса та ярăнса, чеченĕн яра-яра пусса утать. Паян вăл шурă пир кĕпепе, симĕс ярапаллă шурă пиçиххипе, çӳхе чăлхи çийĕн çиччĕ çăпати сырса янă, катанпир шăлаварне чăлхи çийĕн кăларнă. Имет кирек хăçан та салтак карттусне тăхăнаканччĕ, паян çара пуçăнах, кĕске кастарнă çӳçĕ пĕрчĕн-пĕрчĕн вăхăтсăрах шурала пуçланă. Сарă вăрăм мăйăхне икĕ еннелле вĕçкĕнĕн пĕтĕрсе çӳлелле çĕклетнĕ. Кахăрлă мишерне пăхна май, хăмăр куçлăскер, йăл кулать.

Иртнĕ çулсенче акатуй çитеспе Имет эрне хушши килте канаканччĕ. Кăçал унăн канма та вăхăчĕ пулмарĕ, таврари ялсенче хăма çурса çӳрерĕ. Унтан таврăнчĕ те паян акатуйне тухма ĕлкĕрчĕ.

Утламăш халăхĕ хăйĕн çынни кăçал та паттăра тухасса чунтан кĕтнине Имет пит аван туять. Енчен вăл паян хăйне хирĕç кĕрешме тухакансене çĕнтереймесен, унăн хăй ятне яни кăна мар, пĕтĕм Утламăша намăса хăварни пулать. Çук, мĕнле пулсан та çĕнтермелле. Çак ĕмĕтпе ярса илчĕ те вăл Кахăрлă мишерне.

■ Страницăсем: 1 2 3