Таня


Умĕнхи юрă

Эп илтнĕччĕ пĕр юмах-халап

Сар Хĕвел хĕрĕ Хĕвелпи çинчен...

Тахçантан тахçан, ĕлĕк-авалах

Вупăрпа Хĕвел вăрçнă пĕринче.

 

Тĕттĕм пуçлăхĕ усал Вупăр çав

Хĕвеле çиме хатĕрленнĕ тет.

Хĕвелпи аппа ак каять вăрçа,

Амăшне çăлма вăл шырать меслет.

 

Ырă амăшĕ ăсатать, пиллет,

Анчах Вупăрĕ вăйлăрах иккен:

Сар хĕре хăйне тыткăна илет;

Амăшне вара тархаслать пике:

 

«Эс аннем те ман, эс аттем те ман,

Ыр Хĕвелĕмçĕм, çут тĕнче тытан!

Тӳсĕм пар мана хурлăха чăтма,

Ан кулайтăрччĕ курайман тăшман...»

 

Илтрĕ амăшĕ — çут тĕнче хуçи:

Кăкăрне суса пашалу çăрать,

Тĕттĕм витĕр вăл тăсрĕ ылтăн çип,

Çав çиппи тăрăх çимĕçне ярать.

 

Хĕвелпи аппа кăшт астиврĕ те —

Çавăнтах ăна вăй-хăват кĕрет;

Юн выля пуçлать пĕтĕм ӳт-тирте,

Вупăрпа вăрçма хĕтĕртет хĕре.

 

Ак пуçларĕ хĕр тăшмана хирме,

Сăнăлать ăна, ухăлать ăна.

Ак пуçларĕ вăл тĕттĕме сирме,

Вупăр карчăкĕ ахлатать кăна.

 

Анчах вăйĕ ун пĕтĕмпех пĕтмен,

Парăнмасть-ха вăл хăй мехелĕсĕр.

Хĕвеле çаплах авалтан хальччен

Талăкне пĕрре хупăрлать сĕм çĕр.

 

Çав сĕтпе çăрнă пашалу вара

Тулли уйăх пек курăнать пире.

Çăлтăр мар хыпать сĕм тӳпе тавра —

Хĕвелпи уххи Вупăра тирет.

 

Çиçĕм мар çиçет тепĕр чух çĕрле —

Хĕвелпи сăнни ялкăшать çинçен.

Шевле мар вылять тĕр тĕрле-тĕрле —

Хĕвелпи кулать Вупăртан ирччен.

 

«Пулатех самант, çитетех мехел:

Тĕттĕме-сĕме çĕнетех Хĕвел,

Çавăнпа кулать Хĕвелпи!» — тесе

Йăпанать этем ĕмĕтне кĕтсе.

 

1

Мускав урамĕнче плакат.

«Атьсемĕр! Хыçăмăр – Мускав-çке

Урам чулне такан шаккать, '

Салтак-çынсем тапса пусаççĕ.

 

Грузин утать эрменпеле,

Вырăспала пырать тутарĕ,

Чăвашĕ — таджикпа пĕрле...

Тăван çĕршыв пĕр хĕç туптарĕ.

 

Туптарĕ те хăй халăхне

Тыттарчĕ çав хĕçе çĕршывăм:

«Ан ярччĕ ман чĕрем патне

Хăрушă тăшмана эс, ывăлăм!

 

Пуçсăрланать усал тăшман,

Сĕмсĕрленет, кĕрет... Ан яр эс!

Касса пăрах çав аçтахан

Вутпа сывлан пуçне пĕр харăс!»

 

Сасартăк чĕрĕлчĕ плакат:

«Атьсемĕр! Хыçăмăр — Мускав-çке!»

Ав Лермонтовĕ хăй васкать,

Курать — ун сăввипе утаççĕ.

 

Вилни çĕр çул тултарнă кун

Паян вăл чĕрĕрен те чĕрĕ.

Çунса тăрать сăн-пичĕ ун:

Мĕнле халь çутă савнă çĕре!

 

Мĕнле халь ирĕк çак кил-çурт!

Мĕн аслăш сăвăçăн мухтавĕ!

Йăлтах — тăван, çук çичĕ ют,

Хăватлă халăхсен хускавĕ!

 

Паллать вăл çав халăхсене, —

Россия утăмлать мăнаçлăн.

Бородино чухнехине

Поэт аса илет хаваслăн.

 

Тĕттĕмленет. Унта-кунта

Прожектор ялтăрать шевле пек.

Утать поэт, унпа утать

Пин-пин салтак; утатăп эпĕ.

 

Пурне те ун сăвви чĕнет:

«Атьсемĕр! Хыçăмăр — Мускав-çке!»

Вăл чĕрене çитсе тивет,

Ăна вуличченех чухлаççĕ.

 

Сĕм каç çăм бурка пек хура.

Хура йыхравçă-сăвăç куçĕ...

«Тăшман пулаймĕ Мускавра!» —

Тупа тăвать Совет Союзĕ.

 

2

Амăшне каларĕ хĕрĕ

Вăрттăн, ерипен:

— Эп вăрçа каятăп, — терĕ, —

Маншăн ан шиклен.

 

Амăшĕ чăр пăхрĕ — Эсĕ?!

Чакрĕ, чакрĕ вăй...

Хĕрхенсе куççульленмесĕр

Тӳсеймерĕ хăй.

 

Куç тулли тăрать чипер хĕр

Унăн умĕнче.

Таврара кĕрлет хисепсĕр

Юн тăкан тĕнче.

 

Эх, анне чĕри! Çунать-çке

Вăл çапла ялан.

Çумĕнчи ăшă çуначĕ

Пушшине туйсан.

 

Йăвине тĕрĕс-тĕкеллĕн

Вăл усрасшăнах.

Ун чĕппи ĕнтĕ тĕкленнĕ,

Вăл калать сăмах:

 

— Ан йĕрсем, — тет вăл, — ан макăр,

Ан кулян, анне.

Астăватăн-тăр, манман-тăр

Ху каланине.

 

«Пул хăюллă, тӳрĕ чунлă!» —

Теттĕн эс мана.

Вăхăт çитрĕ: вут та çулăм

Хыпрĕ таврана.

 

Вăхăт çитрĕ: тĕрĕслетĕр

Самана пире.

Камăн-ха юлас килет-тĕр

Хыçалти ретре?

 

Халь Мускавшăн хĕрĕнеççĕ

Тăшмансем, пĕлеп.

Эп — Мускав хĕрĕ, аннеçĕм,

Комсомолка эп.

 

Е эп паттăр пулса килĕп

Каялла киле.

Е эп паттăр пулса вилĕп...

Сывă пул! Пилле.

 

3

Тирпейлĕ пĕчĕк пӳлĕмре

Юлаççĕ ун кĕнекисем.

Хут-кăранташĕ...Ӳлĕмрен

Йăлт кирлĕ пулĕç-ха вĕсем.

 

Кăçал урăхларах йыхрав

Пырса шаккарĕ кĕркунне.

Ноябрь те çитет — Мускав

Уçман та-ха чылай шкулне.

 

Шкул ачисем уйра, ялта

Ĕçлерĕç çу каçичченех:

Тыр-пул, паранкă... Зоя та

Пĕр колхозран килейнĕ çех.

 

Килсессĕнех унта-кунта

Вăл чупрĕ хăй ĕçĕпелен.

Каясшăн пулчĕ хĕр фронта,

Анчах ансат та мар иккен.

 

«Тен, госпитале кайăр, а?» —

Тесе сĕнеççĕ хăшĕсем.

Ачах çав-ха, вун саккăра

Пусайнă. Хĕрхенеççĕ тем?..

 

Пĕр командирпалан тата

Курса калаçрĕ вăл кайран.

— Илсемĕр, — терĕ, — отряда,

Пуласшăн эпĕ партизан.

 

— Хăрамăр-и? — тет майĕпен

Çав пĕлĕш командир ăна. —

Çĕрле... вăрман... эсир пĕччен...

— Çук! — терĕ Зоя. — Ăнланап...

 

Ун хăмăр куçĕсем таса,

Ун шухăшĕ пĕрре, паллах.

Леш, командир, çаплах тăсать,

Татах ыйтать сăнамалла:

 

— Тăшман тытсан сасартăках?

— Пĕлетĕп: хĕнĕç, мăшкăллĕç,

Ыратĕ, — терĕ хĕр, — анчах

Эп тӳсĕп йăлт. Хупланмĕ ĕç.

 

Ĕненĕр: хам юлташсене

Тыттармăп эпĕ нихăçан...

Çын тинкерет. Çын ĕненет:

Çуралчĕ çĕнĕ партизан.

 

4

Ак кайрĕ тухса вăл — Тăван çĕршыв хĕрĕ.

Анне тӳссе юлчĕ, анне пехиллерĕ.

 

Куççулĕ çунать те куççулĕ типет,

Хĕлхем пек янтăрать хăрпăксем хушшипе.

 

Хĕрин куçĕсем — эс куратăн, туятăн —

Çиçеççĕ хаваслăн, выляççĕ уявăн.

 

Вăл савăннă халĕ, вун çиччĕрискер,

Ун кăмăлĕ çирĕп, çĕкленнĕ çав тер.

 

Тен, ун асĕнче янăрать пулĕ юрă,

Бетховенпа Гетене, тен, вăл астурĕ:

 

«Шăхлич шăхăрать, тӳнклетет параппан,

Ман тусăм-савнийĕм пырать çарпалан.

 

Вăл сăнă çĕклет те мĕн пурĕ çĕклеççĕ.

Ах, чунăм çунать-çке ман, юнăм вĕрет-çке!

 

Эй, хурçă тумпа хурçă шлемччĕ хама!

Эп кайăттăм савнă çĕре сыхлама.

 

Тăшман ав чакать пирĕн çар хĕснĕçемĕн.

Мĕнле ăраскал çĕнтерен паттăрсемшĕн!»

 

Юратнă вăл çакă юрра тахçанах,

Тетрачĕ çине çырса илнĕ ăна.

 

Нумай шухăшланă, нумай ĕмĕтленнĕ.„

Ак хай хурçă тум, хурçă шлем мĕскерле-мĕн!

 

Фуфайка, çăм шарăх, калпак, алса туль...

Трамвай умĕнче вĕçленет ăсату.

 

Темле кутамкка сĕнчĕ амăшĕ; хĕрĕ:

— Унта автопа çӳрес çук, анне, — терĕ. —

 

Эп чикрĕм, ман пур пĕтĕмпех мĕн кирли:

Пур сахăр, пур супăнь, йĕп-çип, пит шăлли...

 

Ак кайрĕ тухса вăл — Тăван çĕршыв хĕрĕ.

Анне тӳссе юлчĕ, анне пехиллерĕ.

 

Пиллерĕ чи сыхă хура кĕркунне,

Пиллерĕ Мускав та хăюллă хĕрне.

 

Пиллерĕ ăна пур çĕршыв ăшă чунлăн,

Ват Кремль çинчи ялавпа алă сулнăн.

 

Ноябрь пуçланчĕ, тата эрнерен

Ак шавлĕ парад та уяв çитнĕрен.

 

Унта параппанĕ, шăхличĕ сас парĕ,

Пĕри алă çĕклĕ те — çĕклĕ пур çарĕ.

 

Унта чăн-чăнах хурçă тум, хурçă шлем,

Тĕрек те, мухтав та вăл, чыс та илем...

 

Кирек те мĕнле çичĕ ют уртăр, астăр —

Çав шухăшпалах иртĕ пирĕн пур харсăр:

 

Тăшман тӳсеймест, вăл чакать, вăл тарать...

Мĕнле ăраскал çĕнтерен паттăра!

 

5

Вăл Пушкина юратнă теççĕ.

Апла пулсан ун чĕрине

Илешнĕ чи паха поэзи,

Çав илĕртнĕ хĕр ĕмĕтне.

 

«Этемĕн пултăр йăлт илемлĕ, —

Çырса хурать вăл пĕр тĕлте: —

Сăн-пичĕ, тумĕ, ĕмĕтленнĕ

Ĕмĕчĕсем те, чунĕ те...»

 

Тата çырса илет çав харсăр

Пĕр хăйшĕн ĕмĕрлĕх çакна:

«Вилсессĕн те — ху юратмасăр

Çынна ан чуптутар хăвна!»

 

Ак çакнашкал чĕкеç чĕриллĕ

Этем кĕрет вут-кăвара.

Чи аслă юрату та çилĕ

Ăша-чикке халь хыптарать.

 

«Тăван çĕршыв! Мĕскер эп сансăр? —

Тесе вăл шухăшлать, хастар. —

Сана чунтан-вартан савмасăр

Юратăва эп тивĕç мар.

 

Чи аслă юрату вăл — эсĕ,

Чи аслă çилĕ вăл — тăшман.

Ăна тĕпрен çăлса илмесĕр

Телей те, канлĕх те çук ман...»

 

— Пĕлетни, Шурик, эс: мĕскершĕн

Пурнаççĕ çĕр çинче çынсем? —

Тесе пĕрре хăй шăллĕнчен-мĕн

Тĕпченĕ Зоя пикенсе.

 

Унтан хăех каланă уççăн:

Çапла хушать çынна ыр чун:

«Эс тăрăш хăвăн халăхушăн,

Ун ăраскалĕшĕн эс çун!»

 

Пĕрремĕш юрату-мĕн — халăх

Çак çитĕннĕ чипер хĕрĕн.

Унпа хăйне вăл уйрăлмаслăх

Ĕмĕрлĕхех тĕвленĕ-мĕн.

 

Вăл Пушкина савса вуланă,

Тен, асĕнче çавна тытсах

Ятне те Таня вăл суйланă

Хăйне йăлтах вăрттăнлатса.

 

«Чăн вырăс чунлăскер — Татьяна,

Хăй те пĕлмесĕр мĕншĕнне,

Раççей хĕлне пит кăмăлланă,

Ун вырăсла сив илемне...»

 

Хăй те пĕлмен... Çук! Ку ăнланнă

Шартламине те сиввине,

Куçа уçма хал çук тăманлă

Кунне те м ĕ н ш ĕ н савнине.

 

Ăнланнă, пĕлнĕ пирĕн Таня:

Хĕлле, çулла — кунта кăна

Анми-сӳнми хĕвел çуталнă,

Пил тунă ирĕклĕ çынна.

 

Çавна хупласшăн, сӳнтересшĕн

Ытарайми çав хĕвеле,

Тăшман сĕмсĕрленет кĕресшĕн

Çĕршыв чĕри варринелле.

 

Çавна, çав хĕвеле, çап-çуттăн

Ялкăштарас тесе ялан

Пăшал тытса тупа эс турăн,

Вун çиччĕри хĕр партизан.

 

6

«Ытарайми аннем!

Мĕнле пурнатăн-ха?

Мĕнле сан вăй-халсем?

Сывах-ши эсĕ халь?..

 

Анне! Май пур пулсан

Çырсамччĕ кăшт кăна.

Ĕçĕмсене тусан

Эп пырăп хăнана...»

 

Çапла çыру çырать

Хĕр амăшне кĕскен.

Хăй темшĕн Шекспира

Аса илет иккен.

 

Аса илет пике

Яш Гамлет пĕр-пĕччен

Хăй ашшĕн мĕлкипе

Сăмахлани çинчен.

 

«Сыв пул, сыв пул!

Ан ман, Ан ман мана!» — тесе

Çырса хурать паян

Ак Таня эрленсе.

 

Ыран вĕсен ирех

Фронт урлă каçмалла.

Отрядăн чун пĕрре,

Мухтав комсомола.

 

Анчах кашнин, кашнин

Пур хăйĕн чунĕ те.

Пĕрин юлать савни,

Теприн — тăванĕ, тен...

 

Тен, ашшĕ-амăшĕ,

Ачи асне килет...

Ах, кăмăл анлăшĕ!

Кам виçнĕ? Кам пĕлет?

 

Юратнă ĕç юлать,

Яш ĕмĕт вĕçленмен;

Тăван кил пек шкула

Хăварнă, шеллемен.

 

Пур вуласа тухман

Кĕнекисем вĕсен.

Мĕнпе пĕтет роман?

Нихçан та пĕлмĕн тен...

 

Пур çырăнса пĕтмен

Сăвви те хăшĕсен.

Штыкпа, тен, вĕçлеме

Шутлаççĕ пуль вĕсем.

 

Эй, комсомолецсем!

Вун саккăрти тĕнче!

«Романтика» тесен —

Эсир-мĕн çав чечек.

 

«Сыв пул, — тет хĕр. — Сыв пул!..»

Кампа сывпуллашать?

Тен, юлашки хут пуль...

Мĕскер тулать ăша?

 

Мĕскер кĕтет унта —

Тăшман тамăкĕнче?

Çапла чăн паттăр та

Ыйтать пуль хăйĕнчен.

 

Анчах асрах, асрах

Чуна çĕклен тупа.

Вăл чĕрĕ чи таса,

Сӳнми юратупа.

 

Вăл чĕрĕ тӳсме çук

Хăватлă çулĕпе.

Пур шухăша ку чух

Хуçа вăл вăйĕпе.

 

Чĕркуçленсе ларса

Пурăннинчен — пĕрре

Алтивĕççĕн тăрса

Вилни илемлĕрех.

 

«Вилес е çĕнтерес!» —

Тет пирĕн çын хăйне...

Ыран е кĕçĕрех —

Çĕрле — тăшман тылне...

 

7

Ак тинех пĕрле тапранчĕ

Пурнăçпа юмах вара.

Комсомолецсен отрячĕ —

Тăшман пуснă çĕршывра.

 

Мĕнешкел çĕршыв! Сăхланăн

Эс курсассăнах ăна.

Унта Шишкин, Левитанăн

Йĕрĕсем сыхланнăнах.

 

Хырлăх, чăрăшлăх е хутăш

Çăтăрмахлă сĕм вăрман.

Каш кашлать... Мĕн чухлĕ шухăш

Хускатать вăл тăнласан!

 

Эс тăнланă, эс пикеннĕ

Ăнланма çав кашлава,

Эс ăнлантăм пулĕ тенĕ,

Ăнланман ун чух çавах.

 

Эс шутланă: çук тек урăх

Мускав шыв хĕрринчи пек

Сăн-сăпатлă, хӳхĕм, тулăх

Çут çанталăк тĕнчипе.

 

Эс шутланă: çук тек уçă,

Сиплĕ сывлăш, ăшă сĕм,

Кăшт тĕтреллĕ ирхи шуçăм,

Çăмăл шурă пĕлĕтсем...

 

Вырăс çĕрĕн сăн-сăпачĕ,

Шухăша яран илем!

Çав çĕре ак халь пăсаççĕ,

Чыссăрлаççĕ ирсĕрсем.

 

Халь çĕр хут ытла туятăн

Эс ун пур пахалăхне.

Урăхла эс ăнланатăн

Сĕм вăрманăн кашлавне:

 

«Нихăçан та никама та

Парăнмастăп!» — тет вăрман.

Эс шанатăн, эс чăматăн

Ун ăшне çĕршыв хушсан...

 

Ик эрне ак пурăнаççĕ

Çамрăксем сĕм вăрманта.

Кăнтăрла вут хуркалаççĕ,

Кăшт пулаççĕ кăтăш та.

 

Тăвăнать çĕрле халь пур ĕç.

Пытарсам, тăван вăрман!

Хӳтĕле пире, юп кур эс,

Пулăшсамччĕ тавăрма!

 

Пулăшать вăрман, итлет-мĕн:

Шар курать тăшман нумай.

Çăмăл мар, анчах питрех хĕн

Курнине пĕр тĕп тума.

 

Эрешмен пек каркаланă

Таврана вĕсем карта;

Хурçăпа вутпа пусарнă

Тарайман çынна ялта...

 

Кăтăрать ноябрь çилĕ,

Йĕпе юр лаплаттарать...

Хыр çумне хăлхаллă çĕлĕк

Пусса лартнă хĕр ларать.

 

Кăнтăрла. Кăшт вăтлтăн-карттăн

Вут çунать йăсăрланса.

Ун тавра виççĕн-тăваттăн

Ăшăнаççĕ хутланса.

 

Теприсем ларсах сĕнк пулнă,

Тĕлĕреççĕ пĕр кана.

Апат пурччĕ пилĕк кунлăх, —

Тăсрĕç ик эрне ăна.

 

Паян ир вĕсем валеçрĕç

Юлашки сухарине.

— Таврăнмашкăн вăхăт, — терĕç, —

Каялла хамăр енне...

 

Хыр çумне таяннă çӳллĕ,

Яштака, илемлĕ хĕр:

— Юрĕ, кайăр, — тет, — мĕн пулĕ...

Эп юлап-ха пурĕ пĕр...

 

Эп çителĕклĕ туман-ха,

Эп çитесшĕн леш ялах...

Хам вилсессĕн те унта халь

Вуннăшне ман хумаллах!..

 

Кабурне тӳрлетрĕ танлăн,

Тăчĕ вăл ура çине...

Ах, епле хитреччĕ Таня,

Пирĕн Таня ун чухне!

 

8

Хĕлле. Шатăртатать декабрь

Автоматпа унта-кунта.

Тĕнче çапах та хӳхĕм, капăр,

Пурнас килет такамăн та.

 

Пурнас килет те — пурнăç туснă,

Ху çăкруна та йăлăнан.

Хура эсрел пек килсе пуснă

Пăшалсăр ялсене тăшман.

 

Çунтарнă, пенĕ, асапланă.

Ватти-вĕтти кăна ялта.

Хăтăлнисем йăлт сапаланнă,

Вĕсем çӳреççĕ вăрманта.

 

Юрпа эрешленсе лараççĕ

Илемлĕ чăрăш лăссисем.

Анчах вĕсем те пытараççĕ

Мĕн те пулин... асту, сиссем!

 

Пурнас килет... Ташман канасшăн,

Çаврасшăн сывлăш хальлĕхе.

Упа пек выртнă хĕл каçмашкăн

Вăл янтă, ăшă пĕсмĕхе.

 

Фрицсем чăх-чĕп тăпăлтараççĕ

Е пусмăрлаççĕ хĕрсене:

«Капут, капут Мускав!..» — палкаççĕ

Куллен пĕр çав сăмахсенех.

 

Анчах канма паман хăрушă

Сăмах та пур-мĕш «партизан».

Ăçтан кăна тухать вăл! Уншăн

Тем парĕччĕç тытас пулсан.

 

Унта автомобиль шартлатнă,

Кунта вут тĕртнĕ витене,

Лере телефона ав татнă...

Ăçтан пĕлес кам иккенне?

 

«Сых ячĕшĕн перес пĕр-икĕ

Çынна ялтан илсе тухса...»

Переççĕ. Кама кирлĕ — илтнĕ.

«Час ик çĕр тӳлĕр!» — тет çав сас.

 

Шатăртатать хаяр декабрь

Автоматпа унта-кунта...

Тĕнче çапах та хӳхĕм, капăр,

Пурнас килет такамăн та.

 

Кĕске куна сĕмлерĕ энтрĕк,

Çĕр ӳплерен пĕр çын тухать.

Вăрман хăлхаллă: çын итлерĕ.

Уй куçлă: пăхрĕ çын. Утать.

 

Пырать вăл сукмакпа. Шăп каçĕ.

Пĕлсе тытать çын çул-йĕре.

Тĕттĕмленет. Чăл-пар хыпаççĕ

Сив çăлтăрсем сив тӳпере.

 

Ката та хир. Вак-вак ĕшнеллĕ

Хăртнă пек вырăн, хир каллех...

Кăвак кăçатăпа çын меллĕн

Пусса пырать сукмакпала.

 

Хутран, пуçне пăрса, хăяккăн

Утать вăл кăшт ӳпĕнерех.

Пасарнă сăрă мулаххайăн

Хăлха хĕрри — шур чĕнтĕрех.

 

Тăп-тăп шур кĕрĕк айĕн хулăн

Шăлаварне куран хутран.

Аяккинче хутаçĕ унăн,

Ун сылтăм аллинче наган.

 

Пĕр ял çывăхарать. Хуралтă

Мĕлкĕшленет... Куç чарăлчĕ.

Çын çав ялах утать пулсан та,

Курсан тăхтарĕ, чарăнчĕ.

 

Вăл тăчĕ пĕр самант. Сĕм тĕттĕм

Тавраналла вăл тинкерет.

Темле çунăк шăршиллĕ тĕтĕм

Таçтан кӳ-кӳ килсе кĕрет.

 

«Фрицсем сысна çури ĕнтеççĕ

Е ăшалаççĕ пуль чăхсем...»

Тинкернĕ куçĕнче çиллессĕн

Çиçсе илет хаяр хĕлхем.

 

Ак утрĕ çын, çывхарчĕ, çитрĕ

Сăнанă хуралти патне;

Хӳме çумнех вăл пычĕ; чикрĕ

Часрах хĕвне ак наганне;

 

Бензин кĕленчине кăларчĕ,

Юхтарчĕ, сапрĕ хăвăртрах;

Унтан вăл пĕшкĕнчĕ... часрахчĕ!

Пĕр шăрпăк çеç кирли... часрах!

 

Шăп çав самант салтак хуралçă

Ярса та тытрĕ хыçалтан.

Çын туртăнчĕ. Тăрать. Пуçлаççĕ

Вăрçма ик курайман тăшман.

 

Вĕçерĕнчĕ, тĕртсе те ячĕ

Çын салтака. Илет наган.

Анчах салтак çапса антарчĕ

Ăна тăсайнă алăран.

 

Пемешкĕн çын ĕлкĕреймерĕ, —

Тревога турĕ нимĕçĕ.

Сиксе тухать салтак эшкерĕ,

Çынна чĕр хальлĕн илчĕçĕ.

 

9

Ак штаба илсе пыраççă

Çав çĕрле çӳрекене.

Пӳрте кӳртрĕç, тин кураççĕ

Вăл мĕнле çын иккенне:

 

Хăмăр куçлă та кĕрнеклĕ

Çамрăк хĕр тăра парать...

— Эппин, çакă? Эппин, лекрĕ?

Пит телейсĕр маскарад!

 

Штабрисем лах-лах кулаççĕ:

Салтаксем сĕтел çине

Хĕр револьверне хураççĕ,

Хутаçне, кĕленчине...

 

— Ну, мĕскер каласа парăн,

Жанна д'Арк? — тет офицер, —

Эс-и çав тĕртсе çунтартăн

Пирĕн витене ĕнер?

 

— Эпĕ! — тет чипер хĕр хирĕç.

Нимĕçсем пĕрне-пĕри

Тĕлĕнсе кăшт пăхса илчĕç...

— Пултаратăн! — тет штабри.

 

А миçемĕш çын вăл, э с ĕ,

Партизан отрядĕнчен?

Ыттисем ăçта ĕçлеççĕ? Тĕп йăви ăçта вĕсен?..

 

— Каламастăп! — терĕ лăпкăн,

Касса татрĕ çамрăк хĕр.

— Ка-лат-та-рă-пăр! — тет çăткăн,

Шăлне çыртрĕ офицер.

 

Кил хуçисене тухмашкăн

Хушрĕ вăл кухньăналла.

Куçма-куç юлать тăшманăн

Çиллипе ак хĕр шала.

 

Салтăнтарчĕç ăна акă,

Тăсса хучĕç сак çине...

Нăчлатан резин патакăн

Сасси çеç халь илтĕнет.

 

Илтĕнет тата çав харсăр,

Йăлăну мĕнне пĕлмен

«Каламастăп!» тенĕ сасă —

Хытăрах... кайран хуллен...

 

Ик çĕр çапрĕç. Хĕр чĕнмерĕ.

Хĕнеме пуçласанах

Пĕр çап-çамрăк офицерĕ

Сиксе тухрĕ кухньăна.

 

Пуçне тытрĕ те çав каччă

Куçне хупрĕ; пӳрнине

Хăлхине чиксе вăл ларчĕ

Мĕн допрос пĕтичченех.

 

Çынлăхне çухатайман-и?

Е пĕрремĕш хут этем

Вăрçăн чи усал, ăнманă

Сăн-питне курать-и тен...

 

Каярах хăй кам пулсан та,

Ун чухне çав чăтакан,

Асапланакан хĕр тантăш

Çинелле вăл пăхайман.

 

Тен, çав нимĕç вилнĕ халĕ

Мĕншĕнне пĕлмесĕрех.

Тен, хăй сăмахне вăл калĕ

Вăрçă хыççăн тин пире.

 

Тен, кунта вăл тыткăнра-тăр,

Тин куç уçрĕ, тен, çав чун:

Куртăр, пĕлтĕр те ăнлантăр —

Мĕншĕн тӳснĕ хĕр ун чух...

 

10

Илсе кайрĕç çаруран,

Кĕпепе кăна,

Çĕрлехи урампалан

Çавăтса ăна.

 

Шартлама хĕртет. Кӳтет

Тăм илен ура.

Тĕртсе кӳртрĕç пĕр пӳрте

Тыткăнçа вара.

 

Кĕрсенех йăванчĕ хĕр,

Çĕкленет аран.

— Партизан-им? — терĕ пĕр

Нимĕç. — Пит аван!

 

Шăрпăк çутрĕ, янаххи

Патнелле çĕклет.

— Пĕçерет-им? Чăнах-и?

Пирĕншĕн епле?!

 

Çунтаран пире, касан,

Астивсе пăх! — тет,

Çурăмран пăчкăпалан

Сăтăрса илет.

 

Хĕр юнланнă тутине

Тепĕр хут çыртать,

Тĕшĕрлет вăл урайне,

Шăппăн шыв ыйтать.

 

Кил хуçи — Кулик пичче —

Шыв катки патне

Тӳсеймесĕр пынăччĕ,

Тытрĕ куркине.

 

Анчах кăшкăрчĕ харах

Нимĕç чун илли:

— Ан ĕçтернĕ пул!

Пăрах! Е патак кирли?..

 

Ме! Ĕçсе пăх ак краççын,

Кӳп шыв вырăнне! —

Тытрĕ лампа чурăс çын

Хĕр тути умне.

 

Хĕр пĕррех халь ун çине

Хăррăн пăхрĕ те,

Чун пулсан — çав куçсене

Манмăн ĕмĕрте.

 

Чунсăр вăл, çавна пула

Асаплать хĕре.

Кăларать тата тула

Кашни сехетре.

 

Юр çинче вăл уттарать

Мĕскĕне çарран.

Хĕр ури халь хуп-хурах,

Пускалать аран...

 

Çур çĕр иртрĕ. Ик сехет.

Кайрĕ чун илли.

Хурала тепри килет,

Ку тата мĕнли?

 

Нимĕçсем йăлтах пӳртре

Çывăрса пĕтсен

Сак çине выртма хĕре

Ку чармасть иккен.

 

Çывăрас пачах килмест

Ват Праски инкен:

— Ăçтисем пулатăн эс? —

Вăл ыйтать хĕртен.

 

Хĕр калать: — Эп Мускавран,

Таня ятлă, — тет.

— Аçу-аннӳ пур-и сан? —

Тет Праски, тĕпчет.

 

Анчах шăпăрт пулчĕ хĕр.

Тĕпчесессĕн те

Пĕр сăмах та вăл кĕçĕр

Каламарĕ тек.

 

11

Эсĕ-çке ку, Таня!

Зоя, эсĕ-çке!

Кам сана ăнланĕ

Ху аннӳ пекех?

 

Кам чунне ĕненĕн,

Кама шанăн-ха

Стенасем итленĕ

Вăхăтра эс халь?

 

Тен, тăван хĕрарăм

Санпала ырах —

Чунтанах, мăнтарăн,

Калаçма пырать.

 

Анчах эс пĕлетĕн,

Ăнланан аван:

Пĕр сăмах вĕçертрĕн —

Пин çынна сутан.

 

Эс тӳсен чĕнмесĕр

Пĕр-пĕччен кунта.

Ыратсан та эсĕ

Ахлатмастăн та.

 

Кам мана пĕлтерĕ

Çав сĕм каçхине

Эс, çĕршывăн хĕрĕ,

Мĕн шутланине?

 

Кам каласа парĕ

Çĕрĕпе, ирччен

Хăмăр куç кăварĕ

Мĕн курни çинчен?

 

Аслă халăхунăн

Умĕпе хыçне

Эс хĕн витĕр курнă

Харăс ун чухне.

 

Тен, Иван Сусанин

Тухнă сан умна:

«Эсĕ-çке ку, Таня!» —

Тенĕ вăл сана.

 

Харсăр Василиса

Пынă пуç вĕçне:

«Эс — çĕршывăн чысĕ!» —

Тенĕ йăмăкне.

 

Эсĕ-çке ку, Таня,

Эсĕ — Зоя та...

Миçе ят капланĕ

Сан тавра тата?

 

Миçĕшне йыхравлĕ

Сан хăюлăху?!

Çакна çеç эс халĕ

Пĕлейместĕн ху...

 

12

Илĕм-тилĕм кăвак çутă

Сăрхăнать пӳрте.

Çывăрать-и халь вăл, çук-и —

Сасă çук пĕртте.

 

Кулик арăмĕн Праскин те

Ыйхă вĕçнĕ-тĕр:

— Леш каçне... эс пултăн-им?.. — тет.

— Эпĕ, — терĕ хĕр.

 

— Çунчĕç-им? Мĕн чухлĕн пулнă?

— Кам пĕлет ăна...

Çын çунман тет... Шел! Мĕн çуннă?

— Лашисем кăна...

 

Йышлă пĕтнĕ пек пуплеççĕ.

Çав каçах тата

Хĕç-пăшал та çуннă теççĕ

Пĕр çĕрте пайтах.

 

Таня кăмăллă. «Çав кирлĕ!

Пĕттĕр ытларах!

Хăйсенеччĕ те пуçхĕрлĕ

Çав вут-кăвара...

 

Урăм-сурăм вирт ярасчĕ,

Çулăм-тĕтĕмпе

Тĕтĕрсе кăларттарасчĕ

Арлан-сăвăр пек...

 

Мĕнле мелсĕр эп çаклантăм!

Мĕнле эп сахал

Тума ĕлкĕртĕм вăрçса та,

Пурăнса та халь!..

 

Пурăнса... Пуçланнă-ши вăл

Пурăнăçăм ман?

Каçарах мана, çĕршывăм, —

Эп сана манман...

 

Хăтăлса пулмасть. Пĕлетĕп.

Пĕлнĕ малтанах

Вăй парсам, çĕршыв, пурне те

Чăтма çеç мана.

 

Вăй парсам тасан тӳсмешкĕн

Сан ятупалан.

Ĕненетĕп: эс çĕнтерĕн,

Ăсна ил... ан ман...»

 

13

«Сыв пул, сыв пул! Ан ман эс ман çинчен».

Кам Гамлет, кам халь Ĕмĕлкĕ кунта?

Çук, иккĕш те вĕсем чĕрех иккен:

Çĕршыв та, унăн хĕрĕ Таня та.

 

Пĕр кăвапа, пĕр юн вĕсен ĕнтĕ,

Пин-пин чĕре пĕр чĕрере тапать.

Тăшман епле татас тесессĕн те —

Нихçан та татăлмĕ çав кăвапа.

 

14

Кĕрет офицер. Çĕнĕлле

Пуçлать тĕпчеме Таньăран:

— Кам эсĕр? Чăн ятăр мĕнле? —

Тесе вăл ыйтать чи малтан.

 

Ыйтать вырăслах ку тата:

Ăçта, миçе çын унпала...

Чĕнмест хĕр. — Тĕп штабăр ăçта? —

Тесе леш тĕпчет малалла.

 

Сасартăк хĕр калт туртăнчĕ,

Питне писевлет вĕри юн;

Çап-çутă хĕлхем куçĕнче

Ӳссех, сарăлсах пычĕ ун.

 

Пуçне хĕр çĕклерĕ, çынна

Çӳлтен пăхса илчĕ, вара

Хăюллăн каларĕ ăна:

— Штабсем пирĕн — пур таврара.

 

Нумаййăн эпир. Мĕльюншарăн

Пире хисеплеççĕ ку чух.

Эпир чĕртсе янă пушарăн

Кăварĕ халех сӳнее çук! —

 

Питрен çупнă пек офицер

Тăрать тилĕрсе, талхăрса.

Пӳртри кил-йыша çав тискер

Хуса кăларать кăшкăрса.

 

Каллех ак пуçланчĕ асап:

Касать саламат — чĕн çĕлен.

Анчах пĕр сăмах та касса

Вĕсем илеймерĕç хĕртен.

 

Мĕнрен тунă-ши чĕрине?!

Хăйсем те йăлтах тăлĕннĕ.

Кӳртеççĕ пӳртех çынсене,

Кӳреççĕ тумне хĕрĕнне.

 

Чăлха, кофтăпа шăлавар

Тата тĕрлĕрен япали:

Кăшт мамăк та шăрпăк, тăвар,

Пĕр-ик кĕленче — бензинли...

 

Кăçаттипеле кĕрĕкне

Валеçнĕ иккен унтерсем;

Алса тулĕпе çĕлĕкне

Вăрланă çаплах путсĕрсем.

 

Ак Таня мăйне «партизан»

Тесе çырса çакрĕç хăма;

Бензин çакса ячĕç унтан...

Ăçта ăсатма? Мĕн тума?

 

15

Тулта шатăртатать декабрь.

Килтен киле çӳрет тăлмач:

«Паян партизана çакатпăр,

Йăлт тухăр, юрамасть юлма!»

 

Ял варрине кашта тăваççĕ.

Ирĕксĕрех колхозниксем

Сайра пулин те пыркалаççĕ,

Пуçтарăнаççĕ пуç чиксе.

 

Тепри пыни те, май килсессĕн,

Хуллен-хуллен шăвать килне.

Епле пăхса тăрас тӳлеккĕн?

Тен, çакĕç хамăр ялсенех...

 

Нимĕçĕсем вара нумаййăн:

Çĕр çын ытла салтакĕсем,

Офицерсем... Мĕнле уяввăн

Тапать пуль халь чĕри вĕсен!

 

Пĕр вунă юланут тăратнă

Йĕри-тавра кашта патне;

Хĕçĕсене вĕсем кăларнă,

Ташлаттараççĕ утсене.

 

Мĕнле уяв!.. Анчах уяв-ши?

Çук, çук, хăрав кашни куçра.

Хĕлхем сӳнмен, вĕсем туяççĕ,

Вăл хăвăртлать çĕн пушара...

 

«Илсе килеççĕ», — терĕç. Пурте

Пăхса тинкерчĕç пĕр енне. —

Ах турă! Хĕрача-çке, кур! — тет

Пĕр карчăк хăйĕн кӳршине.

 

Декабрĕн лутра хĕвелĕ

Çунать пек уйрăмах тасан.

Чăлхапалан кăна тĕреклĕ

Пусса пырать хĕр партизан.

 

Ах, Таня, Таня! Епле хӳхĕм

Пур çут тĕнче те çак самант!

Çĕршывăм, пар ăна эс тӳсĕм,

Чунне, ачашлăх, ан амант.

 

«Чăн вырăс чунлăскер — Татьяна,

Хăй те пĕлмесĕр мĕншĕнне,

Раççей хĕлне пит кăмăлланă,

Ун вырăсла сив илемне...»

 

Ку пĕлнĕ, пĕлнĕ мĕншĕнне те,

Юратнă пур чунтан-вартан:

Юрне те, сивĕ хĕвелне те —

Юратнă вăл, ытарайман...

 

Пăхса тăран ял-йыш хумханчĕ,

Хĕре кĕртеççĕ варрине.

Пуçне çӳле йăтса çывхарчĕ

Хăюллăн вăл кашта умне.

 

Ик ещĕк айлă-çийлĕ хунă,

Кашта çинчен анать йăлмак.

Хĕре тăратрĕç, сивĕ ункă

Мăйне тăхăнтараççĕ ак...

 

Палач кантра туртмашкăн хатĕр,

Анчах тăхтарĕ комендант:

Кашта тавра хыпкаланать пĕр

Фотограф... Таня кăшкăрать:

 

— Эй, юлташсем! Мĕскер хавассăр

Пăхатăр пит! Хăюллăрах!

Кĕрешĕр, çапăçăр, çунтарăр

Фашистсене йĕри-тавра!.. —

 

Пĕр нимĕç Таньăна хăмсарчĕ,

Анчах ăна тĕртсе ярса

Çаплах хĕр хыттăн янраттарчĕ,

Мĕн пурĕ илтрĕç çав сасса:

 

— Вилмешкĕн эпĕ хăрамастăп,

Хам халăхшăн вилни — телей... —

Палач кĕтсе аптрать пулас та,

Комендантне куçпа тĕллет.

 

— Часрах! — тет комендант, васкатрĕ

Сăнӳкерен офицера.

Валт çаврăнчĕ те хĕр каларĕ

Тăшман çыннисене вара:

 

— Эсир мана халех çакатăр,

Анчах та эп пĕчченçĕн мар,

Пурне те пурĕпĕр çакаймăр,

Час килĕ пирĕн аслă çар!

 

Çĕршыв йăлтах тапраннă, чухлăр

Эй, салтаксем! Ĕкĕнмелле

Ан пултăрччĕ: кая ан юлăр,

Каçсамăр пирĕн еннелле.

 

Ан вăрçăр, парăнăр, пăрахăр

Пăшалăра — часрах, халех!

Пирте вăл тĕрĕслĕх, ăнланăр,

Эпир, эпир çĕнтермелле! —

 

Итле тăран этем ĕречĕ —

Асаплă вырăс çыннисем —

Хуллен ĕсĕклесе йĕреççĕ

Куççулăнчен те шикленсе.

 

Палач карт туртрĕ, карăнтарчĕ...

Анчах тепре, чĕвен тăрса,

Ик аллипе хĕр тармакланчĕ...

Пушатрĕ... ячĕ кăшкăрса:

 

— Сыв пулăр, юлташсем! Кĕрешĕр!

Ан манăр: парти пирĕнпе!

Ĕненĕр... — Ещĕк кĕмсĕр-кемсĕр

Йăванчĕ нимĕç тапнипе.

 

Юр чăкăртатрĕ те лăпланчĕ...

«Ах-х!» — терĕ халăх тăвăнса.

Пĕри шари çухăрса ячĕ,

Вăрманалла кустарчĕ сас...

 

16

Ĕнтĕ кун иртет,

Ĕнтĕ çĕр иртет.

Таня ӳт-пĕвĕ

Çакăнсах тăрать.

Сăлпăран тухать —

Сапалать, витет:

Типĕ çил килет —

Тасатать, шăлать.

 

Ĕнтĕ кун иртет,

Ĕнтĕ çĕр иртет,

Пĕр эрне çитет —

Пытарман хĕре.

Канлĕх çук ăна.

Вĕлерсессĕн те

Вырттармаççĕ-ха

Хăй саван çĕре.

 

Юр хуплать ăна,

Çил силлет ăна;

Çил силлет, шăлать,

Сулласа илет.

Тӳпери чĕнми

Çăлтăрсем кăна

Ӳпкелеççĕ пек

Хĕрхенмен çиле;

 

Ӳпкелеççĕ те,

Йăлăнаççĕ те:

«Татса ил эс, çил,

Хытăрах вĕрсе,

Канлĕх пар часрах

Çав таса ӳте,

Вырттарсам ăна,

Шурă юр витсе...»

 

Ĕнтĕ кун иртет,

Ĕнтĕ çĕр иртет,

Тулчĕ уйăх та —

Пытарма хушман.

Тата мĕн кĕтет,

Тата мĕн тĕпчет

Парăнман хĕртен

Антăхан тăшман?

 

Ялпа çар пырать,

Нимĕçсен çарри, —

Каштана курсан

Ахăраççĕ çав;

Çынлăхне манса,

Вилене юри

Патакпа чышса

Хăвараççĕ çав.

 

Ял çынни пырать —

Пуçне лăш ярать,

Курас мар тесе

Васкаса утать.

Ачапча кăна

Аякран вара

Пӳрнине тăсать

Хăш чухне унта.

 

Ватă çын иртет —

Ал-ури хытать,

Куç харши хушши

Пĕрĕнсе килет,

Каччă çын иртет —

Ăшне вут хыпать,

Хĕр ача иртет —

Çӳçенсе илет.

 

Пĕрех шухăш çав,

Пĕрех ĕмĕт çав:

Тавăрасчĕ-çке,

Хăвăртрахчĕ-çке!

Юн чĕнет вăрçа,

Хĕрхенми вăрçа.

Тăшман хăй сисет:

Кунĕсем кĕске...

 

Ĕнтĕ кун иртет,

Ĕнтĕ çĕр иртет,

Çĕнĕ çул çитет —

Пуçтарман хĕре.

Ак уяв туса

Ĕçкĕ ĕçрĕ те

Шуйхататъ ют çар

Хĕллехи çĕре.

 

Çăхан ушкăнĕ

Пырса сырăнчĕ

Çакăнса тăран

Хĕрĕн шур ӳтне.

Кĕпине касса

Çурса хыврĕçĕ:

Кинжалпа чиксе

ухрĕç пур енне.

 

Тепĕр кун тата

Çакăнса тăчĕ

Çарамас ӳт-пӳ

Çав кашта çинче...

Çак тискерлĕхе,

Çак хура ĕçе

Мĕн питпе-куçпа

Тӳсĕ-ши тĕнче?!

 

Çĕнĕ çул кунне

Каçпала кăна

Каштана тĕпрен

Касса ячĕçĕ.

Çунапа вара

Пирĕн Таньăна

Ним вителĕксĕр

Илсе кайрĕçĕ.

 

Ял хыçне тухсан —

Пĕччен хурăн пур,

Вăл кĕтмен кун пек

Хăнана нихçан.

Вăл кĕтмен, кĕтмен

Кунашкал хĕн-хур

Хăй айне пырса

Выртасса таçтан.

 

Шурă юр çине

Хучĕç сар хĕре,

Кантри татăкĕ

Мăйĕнчех иккен...

«Алтса чикчĕр те

Пĕттерех йĕрĕ!» —

Терĕ пуль тăшман,

Анчах çук, пĕтмен...

 

17

Вил тăпри часах шуралчĕ,

Юр айне вăл пулчĕ.

Хурăн çех — пĕччен хуралçă —

Сыхламашкăн юлчĕ.

 

Çил-тăман шăлса хупларĕ,

Палăрмасть тĕми те.

Хурла хурăн хускалмарĕ,

Вăл пĕлет: хĕл иртĕ...

 

Вăл пĕлет: каллех юр кайĕ,

Йывăç çулçă çурĕ;

Таня пуç вĕçĕнче кайăк

Янăратĕ юрă.

 

Ĕнтĕркенĕ шурă хурăн

Шавласа çеç ларĕ;

Мĕскер илтнĕ вăл, мĕн курнă —

Йăлт каласа парĕ...

 

Тĕмсĕлет çапла хуралçă

Вăранса кас-кассăн,

Çиле май çара турачĕ

Кăшт çатăлтатсассăн.

 

Анчах акă хытăраххăн

Шавлашать тавралăх.

Çывăхри хура вăрманăн

Кĕпĕрленнĕ халăх.

 

Юр-кĕрт çийĕн, тăвăл айĕн,

Çулпала та çулсăр

Кустараççĕ каялла-мĕн

Нимĕçсем ним шутсăр.

 

Тăшман йĕрĕ çине пусрĕ

Хĕрлĕ Çăлтăр çарĕ;

Ураган пек килсе тухрĕ,

Аслати пек çапрĕ.

 

Çичĕ ют тек тӳсеймерĕ,

Юр юнпа хĕрелчĕ.

Тăкăнать вĕсен эшкерĕ,

Сайралать ĕречĕ.

 

Çук! Мускавăн хапхи хупă!

Çын çине çын тӳнчĕ...

Кĕрĕслетрĕ пирĕн тупă —

Çĕнтерӳ салючĕ.

 

Ял тасалчĕ. Шикленмесĕр

Ял-йьшсем пыраççĕ.

Шуйхаштарнă кайăк евĕр

Йăвине шыраççĕ.

 

Вилмеллех аманнă кашкăр

Ишнĕ те тустарнă;

Çын мулне вăл упрамасăр

Вут тĕртсе çунтарнă.

 

Ăçта пăхнă — сĕтĕреççĕ

Çунашка çул тăрăх.

Ачисем шăнса йĕреççĕ —

Килсĕр-çуртсăр, тăлăх...

 

Вăрмантан пуçтарăнаççĕ

Партизан таврашĕ.

Халаплаççĕ, асăнаççĕ:

Çав та çав ăçта-ши?..

 

Ак çĕкленчĕ Таня ячĕ

Чыслăн та асаплăн.

Тĕлĕнсе хытса каяççĕ

Пурте, каласассăн.

 

Ушкăнпа çынсем уттарчĕç,

Хурăн патне тухрĕç;

Çĕлĕкне хывса пуç тайрĕç,

Паттăра чыс турĕç:

 

— Тăпру çăмăл пултăр, паттăр!

Пурте пĕр канашлăн

Сан çинче тупа тăватпăр

Саншăн тавăрмашкăн!..

 

Чăрăш-хыр тĕме пĕркерĕ,

Сăрхăнчĕ куççулĕ.

Халăх кăмăлĕ çĕклерĕ

Тĕме ту пек çӳллĕ.

 

Курăнать таçтан вăл халĕ,

Ун çинчен çĕршывăм

Юратса юмах та калĕ,

Юрăсем те хывĕ.

 

Чап-мухтав вĕçсе хăпарчĕ

Тĕм çине ялавăн,

Таса чунлă Таня ячĕ

Янăрать йыхравăн.

 

Чап-мухтав çиçсе саланчĕ

Таврана çап-çуттăн;

Пархатарлă асамачĕ

Ĕмĕр сӳнес çук ун.

 

Тăшман хыççăн хĕвеланăç

Еннелле иртӳçĕн

Маттурсем, тен, пирĕн канĕç

Çак яла çитӳçĕн.

 

Пĕччен хурăн патне пырĕ

Çар çынни салхуллăн.

Çĕлĕк хывĕ командирĕ,

Хывĕ пĕтĕм ушкăн.

 

— Тавтапуç сана, тăванăм,

Йăмăк, тус, хĕр паттăр!

Пире çул уçса эс панă,

Çав çулпа пыратпăр... —

 

Тав туса сăмах калассăн

Вĕр çĕнĕ шинельлĕ

Яш сержант та сывлĕ ассăн,

Ват салтак та шеллĕ.

 

«Тавтапуç!» — тесе хăварĕ

Лейтенант таврашĕ.

Генерал машина чарĕ,

Çырнипе паллашĕ...

 

Вăхăт çитĕ — пĕтĕм халăх

Таньăна пахалĕ.

Юлĕ ĕмĕр асăнмалăх

Паттăр чун хавалĕ.

 

1942, апрель, Шупашкар

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


galzak (2015-02-09 20:31:40):

йЕРСЕ ВУЛАРАМ-тавтапус Сире!...Татьяна (Зоя),НИЗКИЙ ТЕБЕ ПОКЛОН,ЗА ЗАЩИТУ НАШЕЙ Родины!ПОКЛОНЯЮСЬ...ВЕЧНАЯ ПАМЯТЬ...ЛЮБИТЕ И БЕРЕГИТЕ СВОЮ РОДИНУ!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

galzak (2015-02-09 20:31:41):

йЕРСЕ ВУЛАРАМ-тавтапус Сире!...Татьяна (Зоя),НИЗКИЙ ТЕБЕ ПОКЛОН,ЗА ЗАЩИТУ НАШЕЙ Родины!ПОКЛОНЯЮСЬ...ВЕЧНАЯ ПАМЯТЬ...ЛЮБИТЕ И БЕРЕГИТЕ СВОЮ РОДИНУ!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Agabazar (2020-12-23 13:17:02):

Поклон тенисене ма вырăсла çыртăн вара?

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: