Уйăх çинче пулса курни


Эпĕ питĕ вулама юрататăп. Уйрăмах мана космос çинчен çырнă кĕнекесем килĕшеççĕ. Хĕвел тата уйăх, çăлтăрсем тата планетăсем, комета тата метеоритсем çинчен пĕлме шутсăр кăсăклă.

Юмахсем те вулама кăмăллатăп эпĕ. Манăн юмахри юратнă паттăрсем — çаврака култармăçсем. Вĕсем çинчен вулама çеç мар, интереслĕ историсем шухăшласа кăларма юрататăп. Пĕррехинче эпĕ хамăн савнă култармăçсемпе Уйăх çине кайса курма шутларăм.

Хура тӳпери ылтăн уйăх култармăçсен хули çийĕн çӳрет. Çут тĕнче тытăмне тĕпчеме юратакан Пăши туссăр пуçне хулара пурăнакансем пурте çывăраççĕ. Пăши тĕпчевçĕ шкафран хăйĕн телескопне илчĕ те Уйăх çине тинкерме пуçларĕ. Вăл Çĕре чи çывăх çăлтăр — Уйăх пирĕн планетăн спутникĕ пулнине пĕлнĕ. Çĕртен пăхакан Уйăх çинче яланах кăвакрах пăнчăсем çеç асăрхать. Ку вăл Уйăх тăтăшах Çĕр çине пĕр енĕпе кăна пăхнине пĕлтерет. Уйăхăн Çĕр çинчен курăнман тепĕр енне вара космоса вĕçекен аппаратсем пулăшнипе тĕпчеме май килнĕ. Пăши тус–астроном та уйăх хăй çутă кăларманнине пĕлнĕ. Уйăх çĕрле йăлтăр! çутатса тăрать , мĕншĕн тесен çĕр пичĕ хăй çине ӳкекен çутта каялла тавăрса парать. Пăши тус çĕрлехи тӳпери çутта пăхса чылайччен киленчĕ. Сасартăк унăн пуçне чаплă шухăш тыткăнларĕ. Пăши Телескопне пытарчĕ те пингвин Пин юлташĕн мастерскойне чуптарчĕ. Мастерскойра çĕрĕпех темскер чĕриклетрĕ те кĕмсĕртетрĕ. Ирхине Пăши профессор тата Пин пингвин хайсен юлташĕсене: Пĕчĕкиç мулкача, чĕрĕпе, Нюша сыснана Уйăх çине вĕçсе кайма «Уйăхăм-1» аппарат ăсталани çинчен пĕлтерчĕç, Уйăх çине кайса курма сĕнчĕç. Нюша питĕ тĕлĕнчĕ: «Уйăх питĕ пĕчĕк-çке, эпир унта мĕнле вырнаçăпăр?» Пăши профессор вара Уйăх çинчен каласа пачĕ.

Çĕр çинчен Уйăх пĕчĕккĕ курăнать. Анчах та ку чăннипе ун пек мар. Уйăх мăн. Вăл Çĕртен ултă хут çеç пĕчĕккĕ. Çĕре арбуз пек ӳкерсен, Уйăх вара панулми евĕр.

Уйăх патне вĕçсе çитме космос карапне виçĕ кун та виçĕ çĕр кирлĕ. Пирĕн Çĕре хăйĕн спутникĕнчен 384 пин те 400 км уйăрса тăрать.

Тĕрлĕ кун тӳпери Уйăх расна пулнине çынсем тахçанах асăрханă. Çăлтăрсем хушшинче е çурла, е çур уйăх, е тулли уйăх курма пулать. Хăш-пĕр кунсенче вара уйăха тӳпере пачах та кураймастăн. Тулли уйăх çине пăхсан шыв кĕвентинчен икĕ витре çакса янă хĕр тăнине куратпăр. Çав хĕр, чăваш халăх сăмахлăхĕнче, Тăван çĕр-шыва тапăнакан тăшмана тавăрма хушакан Тавăрпи пулать теççĕ.

Уйăх Çĕр йĕри-тавра пĕр çаврăм тунă чух хăйĕн тĕнелĕ тавра та пĕр хут çаврăнать. Çавăнпа та ĕнтĕ Çĕр çинче пурăнакансем унăн пĕр енне «питне» кăна кураççĕ. Никам та нихăçан та Уйăхăн «ĕнси хыçне» курман. 1959-мĕш çулта çеç советсен автомат станцийĕ Уйăх çине çитсе унăн тепĕр енне ӳкерттерсе илнĕ те Çĕр çине ярса панă.

,лĕк-авал çынсем Уйăх çинче шыв пур тесе шутланă. Апла пулсан эпир куракан кăвакрах пăнчăсем — тинĕссемпе океансем. Уйăхăн çутă пайĕсем — тусем. Çынсем Уйăх çинчи шывсене урăхларах ятсем панă: Çил-Тăвăл Океанĕ, Çумăр Тинĕсĕ, Сивĕ Тинĕс, Çутă Тинĕс, Лăпкă Тинĕс, Пĕлĕт Тинĕсĕ, Шăрăх Заливĕ, Тулăх Тинĕсĕ. Тăвĕсене вара Çĕр çинчи тусен ячĕсенех пама йышăннă: Альпа, Карпат, Кавказ.

— Эпĕ вара Пылак тăвĕ, Çитсă Тинĕс тесе ят панă пулăттăм, — ĕмĕтленчĕ Нюша. — Уйăх çине вĕçсе каятпăр-и-ха?

— Часах вĕçĕпĕр, — терĕ Пăши. — Пирĕн çулçӳрев ансатах мар, инçе каймалла. Уйăх çине мĕн илмеллине сӳтсе явар.

— Аташса каясран хамăрпа пĕрле компас илмелле. Тата Çумăр Тинĕсне анса ларма вĕрсе тултарнă моторлă кимĕ кирлĕ-, терĕ Пĕчĕкиç.

— Парăспа кĕсменсем? Мотор ĕçлемесен? — сăмах хушрĕ çивĕч Чĕрĕп.

— Çумăр Тинĕсне плащсăр каймаççĕ, — пуплерĕ модăна юратакан Нюша. — Сунчăкпа резина атă та пĕрле çаклатмалла.

— Эпир пĕрмай Çумăр Тинĕсĕнче тăмастпăр. Çутă Тинĕсе те, Шăрăх Заливне те кĕрсе курăпăр.

— Шыва кĕрĕпĕр, хĕвел çинче хĕртĕнĕпĕр. Маскăсемпе ластсем илмелле, — хавасланчĕ Пĕчĕкиç.

— Тулăх Тинĕсре пулă нумай пулĕ. Эпĕ вăлта илетĕп!- кăшкăрчĕ пулă тытма юратакан Нюша.

— Ан васкăр-ха, ачасем, — терĕ Пăши. Эпир тинĕссем тăрăх çеç çӳремĕпĕр, тусем çине те хăпарăпăр. Пирĕн пăр шăтаракан кĕреçепе кантрасем çинчен те манмалла мар. Кам та пулин ту çинчен персе ансан...

Виçĕ талăк вĕçнĕ хыççăн култармăçсен карапĕ Уйăх çинчи «Çумăр Тинĕсне» анса ларчĕ. Мĕншĕн-ха космос аппарачĕ хумсем çинче сулланмасть, ним хускалмасăр тăрать?

— Эпир тĕл ларайман-шим? — пăшăрханчĕç çулçӳревçĕсем.

Вĕсене кунта тĕлĕнтермĕшсем кĕтнĕ.

-Уйăх çинчи «тинĕссенче»... шыв çук! — хытса кайрĕç вĕсем. Ку вырăнсем тикĕс тата вĕсем вулканăн хытса ларнă шăранчăкĕпе витĕннĕ.

Тинĕссенче шыв çук пулсан кимĕ те, ластсем те, маскăсем те, вăлта та кирлĕ мар... Унсăр пуçне Уйăх çинче пĕр тумлам та шыв çук иккен! Нихçан çумăр та, юр та çумасть.

Пăши профессор никама та скафандр тăхăнтартмасăр карапран кăлармарĕ. Кашни скафандр — эпир пурăнма хăнăхнă пĕчĕк Çĕр. Унăн электростанци, радиостанци, электричествăпа ăшăтмалли тата шывпа сивĕтмелли хатĕрсем, атăпа перчаткăсем пур. Пуçĕсене гермошлем тăхăнчĕç култармăçсем. Хул пуççинчен сывлăш тултарнă баллонсем çакрĕç.

— Ку костюмпа чупма та çук, футболла та выляймастăн, — мăкăртатрĕ Пĕчĕкиç.

Пăши вара юлташĕсене скафандр кирлине ăнлантарчĕ. Уйăх çинче шыв çеç мар, сывлăш та çук. Уçăлса çӳреме тухнă чух пурне те пĕрле илме тивет.

Уйăхăн хĕвеллĕ енче питĕ-питĕ çутă — пăхма та çук. Скафандр туххăмрах 100 градуса çити вĕриленсе каять. Çакăн пек чух ĕнтĕ шывпа сивĕтмелли аппаратсăр пурнăç çук.

Уйăхăн тĕттĕм енне лексен вара хунар çутмалла. 100 градусран та ытларах сивĕ. Сивĕтмелли аппарата сӳнтерсе ăшăтмаллине ĕçлеттерсе ямалла. Ун пек тумасан тумла пăрне çаврăнан.

Юлташпа пуплес килсен — радиона хута ямалла. Сывлăшсăр нимле сасă та каймасть. Хуть кăшкăр, хуть параппанпа çаптар, хуть пушкăран пер — сана никам та илтмест. Радиопа кăна калаçма пулать.

Уйăх çинче кашни япала Çĕр çинчинчен ултă хут пĕчĕккĕ... Скафандрсем çăмăлланчĕç пулин те култармăçсем пурпĕр çаврăнăçусăр, мăран.

Туссем космос карапĕнчен тухса Уйăх çĕрĕ çине пусрĕç.

— Малалла каиччен ăçта çурçĕр, ăçта кăнтăр пулнине палăртмалла, — канăçсăрланчĕ Чĕрĕп. Анчах та Уйăх çинче компас ĕçлемест иккен. Çĕр хăй магнит, çавăнпа магнит йĕппине туртса илет. Уйăх вара магнит мар.

— Çула çухатас мар тесен тӳпене йĕрлемелле. Унта пирĕн шанчăклă туссем: Хĕвел, çăлтăрсем тата Çĕр, — ăнлантарчĕ çулçӳревçĕсене Пăши тĕпчевçĕ.

Култармăçсем Уйăх тăрăх курса çӳреме пуçларĕç. Йĕри-тавра мĕн курнине Пăши профессор каласа пычĕ.

Уйăх пичĕ çинче пысăк тата пĕчĕк путăксем ăçтан пулнă-ши? — нумай тавлашнă ученăйсем. Пĕрисем инçет космосри метеоритсем-кăвак чулсем айăплă тенĕ. Вĕсем пиншер çул Уйăх çине бомба пăрахса хăйсен йĕрне хăварнă. Теприсем ку вулкан ĕçĕ тесе ĕнентернĕ. Çынсем Уйăх çинче пулса курнă хыççăн, тавлашуçăсем кунта икĕ майĕ те пулма пултарнипе килĕшнĕ.

Айлăмпа чылай утнă хыççăн малта тусем курăнса кайнă. Вĕсем Çĕр çинчинчен çӳллĕрех те чăнкăрах.

— Пирĕн виçе çăмăлланман пулсан хашкамалăх пур, — ассăн сывларрĕ Пĕчĕкиç.

Туссем — Уйăхăн тепĕр тĕлĕнтермĕшĕсем. Ăнтан каймалла çӳллĕ куполсем, вĕсем питĕ шултра хăмпăсем пек курăнаççĕ. Пĕрисем тип-тикĕс те яка, теприсем çине вара шĕвĕр чулсем пăрахса тухнă тейĕн. Вĕсем çурăксемпе витĕннĕ.

— Инçетрен пăхсан чĕрĕпсем евĕр. Пирĕн Чĕрĕп пек! — пĕççине шарт! çапрĕ Нюша.

— Манăн туссем, Уйăх çинче пĕлменни, тĕлĕнмелли тата ăнланма йывăр пулăмсем шутсăр нумай, анчах пирĕн таврăнма вăхăт çитрĕ, — чĕнчĕ çулçӳревçĕсене пăши.

— Пире вăлтасемпе ластсем, сунчăкпа плащ, компаспа кантрасем кирлĕ те пулмарĕç, — çул çине илсе тухнă япаласене аса илчĕ йăрă Чĕрĕп. — Вĕсене кăлăхах çĕклесе çӳрерĕмĕр!

— Ун вырăнне эпир Уйăх пачах та пирĕн Çĕр евĕрлĕ маррине пĕлетпĕр халь, — хуравларĕ Пĕчĕкиç.

Киле, Çĕр çине, таврăнасси сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Пăши профессор Пĕчĕкиçе, Чĕрĕпе тата Нюшăна чӳречерен пăхма сĕнчĕ: «Тӳпе кăн-кăвак, хĕвел ăшă та ачаш, çулçăсем симĕс те пăшăлтатма юратаканскерсем. Уйăх çинче интереслĕ, анчах Çĕр çинче тата лайăхрах!»

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-11-22 17:02:27):

Хайлав калăпăшĕ пысăкки савăнтарчĕ. Автор Уйăх çинчен нумай пĕлни сисĕнет.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: