Майра


Эсир мана майра та майра тетĕр. Майра ятне илтме çăмăл тетĕр пуль. Эпĕ те сирĕн пек хĕрарăмах. Шутлăр-ха хăвăрах: ачи-пăчине пăхатăп, кашни кун ĕçе çӳретĕп, кашни эрне вĕçĕнче яла чупатăп. Унта çĕр çинче чакаланатăп, выльăх-чĕрлĕхпе тăрмашатăп. Манран мĕн майри пултăр?! Арçын тарçи эп. Хресчен. Майрасем вĕсем ав тута хĕретсе, чĕрне ӳстерсе, кашни кун тум улăштарса, хитреленсе çӳреççĕ. Вот вĕсем майра!

— Кулине тăхлачă, кала-ха, çапах та майра ят хăçан тата мĕнле çыпăçрĕ сан çумна?

— Майра ятне хăçан илтрĕм тетĕн-и? Качча тухсан илтрĕм. Яла кайсан.

— Упăшку майрана пăхнă пек пăхать ĕнтĕ сана, çавăнпа майра теççĕ пулĕ-ха?

— Асту сана, пăхать тет... Эп хам ăна пăхатăп, министăра, хуçана. Ачасене пăхатăп, выльăх пăхатăп, пахча çимĕç пăхатăп… Сирĕншĕн ав виçĕ-тăватă сотка çĕр çинче ĕçлесси те чĕр тамăк тетĕр. Манăн вара ялта хĕрĕх сотка! Çуркунне çĕрне сухалас, мĕн пур пахча çимĕçне акас-лартас пулать. Çăва тухсан çумне çумламалла. Утă çулмалла. Çĕр улмийĕ тата! Колорадо эшкерĕ хăй мĕне тăрать!

— Мĕн тăватăр вара çавăн чухлĕ çĕрпе?

— Мĕнле мĕн тăватăр пултăр? Ялта выльăха сывлăшпа усраймастăн вĕт. Утти те кирлĕ, улăмĕ те. Хамăр валли пахча çимĕç те туса илмелле. Хĕл хырăмĕ пысăк. Хулана шанса пурăнма вĕрентмен пире атте-анне.

— Çапли çапла пуль-ха та, эс, тăхлачă, хулара пурăнатăн вĕт-ха? Хваттерлĕ. Янтă пурнăçпа пурăнатăн темелле. Арçынну пур пуль?

— Формально пур. Анчах ялта мар, хулара та çук.

— Тĕлĕнтеретĕн вара эс, тăхлачă. Пĕрре пур тетĕн, тепре çук тетĕн. Элле, уйрăлнă-и? Халь вĕт хĕрарăмсем хăвăрт уйрăлаççĕ.

— Уйрăлман. Анчах усси... Качча кайнин ячĕ пур. Камăн арăмĕ тесен, çавăн арăмĕ теççĕ. Так что, упăшкаллă арăм эпĕ. Упăшки лайăх-ха вăл ман. Каччă чухне фермăра ĕçлетчĕ. Передовик тетчĕç. Мĕн чухлĕ грамота памарĕç пулĕ! Арчара халĕ те упранаççĕ. Колхоз арканчĕ те, ял халăхĕ ĕçсĕр юлчĕ. Çавăншăн чун ырататъ. Тунă япалана аркатрĕç-ха та! Турă пур-ши хуть тĕнчере?! Курать-ши вăл çавна?!

Ялта никама кирлĕ мар çынсем пулса тăтăмăр. Упăшка халь Мускава çӳрет. Стройкăна. Ара, çемьене, пур-çук хуçалăха мĕнле те пулин тытса тăрас пулать вĕт. Икĕ хĕр ача ӳсет. Иккĕшĕ те шкула çӳреççĕ. Вĕсене тумлантарас пулать, вĕрентсе кăларас пулать. Нуши-терчĕ хамăртан малта пырать. Упăшка икĕ-виçĕ уйăхлăха каять те, унтан пĕр виçĕ-тăватă кун килте пурăнса каять вара, экскурсие килнĕ пек. Савăнса юлатпăр вара, пурте. Пурнăç-и ĕнтĕ вăл? Миçе çул ĕнтĕ çапла пурăнатпăр.

Кăçал çуркунне пахча сухаланă вăхăтра килсе кайрĕ. Пахчана сĕлĕпе вика хутăшĕ акса хăварчĕ, мана нуша курма. Çу каçипе курăкĕ лайăх, çăра, çӳллĕ ӳсрĕ. Яла кашни каймассерен чун савăнатчĕ. Çулма вăхăт çитес умĕн çилĕ кăштах тулашкаларĕ, çумăрĕ кăштах çукаларĕ. Манăн тӳрĕ ӳсекен курăк, хайхи, ӳсĕр çын пек унталла та кунталла тӳнсе кайрĕ. Кӳршĕсем уттине çулса, типĕтсе кĕртсе хучĕç.

Çава илтĕм те тухрăм пахчана. Куç хăрать те ал тăвать теççĕ. Эпĕ хальччен çулса курман мар-ха. Пуçларăм çулма. Пĕр çур сехет пек нушалантăм пулĕ. Паккус ӳсĕнмест. Çавапа касăлманнине алăпа та туртса пăхап. Халтан кайрăм. Иккĕмĕш кунне каллех пахчана çава йăтса тухрăм. Тухрăм кăна, сулахай енчи кӳршĕ, эпир ăна Митя тетпĕр-ха, мана кăшкăрать:

— Кулине! Вăй патăр утă çулма! — тет.

Эпĕ пулăшма чĕнтĕм.

— Çиччас каçатпăр. Йĕпе шывне хатĕрле, — тет мана Митя.

Темле вăй-хăват кĕрсе кайрĕ. Çавана пăрахрăм та, чупрăм пӳрте, йĕпе шыв илме. Вăрăм сăмсаллă, виçĕ литрлă чей вĕретмелли савăта сăра тултартăм та пахчана тухрăм. Пăхап — ман пахчара пилĕк-ултă арçын харăслатса утă çулаççĕ. Пăхчăра чаш! та чаш! çава сасси янăрать. Пĕр самантлăха чĕлхе çĕтрĕ вĕт.

— Эс чейникне ларт. Эпир хамăрах. Эс, Кулине, кĕрсе кăнтăр апачĕ хатĕрле, — теççĕ мана çак улăпсем. Итлерĕм вĕсем мана мĕн каланине. Пӳрте апат пĕçерме кĕтĕм. Чун çавах вырăнта мар. Апат пĕçернĕ вăхăтра пахчана миçе тухса пăхмарăм-ши? Ман арçынсем юмахри паттăрсем пек пĕр-пĕрне таптаса утă çулаççĕ. Кăнтăр апатне хатĕрленĕ тĕле пахчана çап-çутă туса та хучĕç. Темĕн вăрăмăш тата тем хулăнăш паккуссем çеç тăсăлса выртаççĕ.

— Эх, Митя! Тавтапуç сана. Пурсăра та тав. Ĕмĕр ыр курăр.

Хам хĕпĕртенипе макăрса яманни кăна.

— Ăçта пулнă эс ĕнер, Митя? Ĕнер вĕт эп кунĕпе нушалантăм.

— Куртăм. Пултарать-и ку майра утă çулма е çук-ши терĕм.

— Вара?

— Шел пулса кайрĕ майрана. Тата эс такам мар-иç. Кӳршĕ. Кӳрше йывăр вăхăтра пулăшас пулать. Эсĕ, майра, çав чейнике пушă ан тăрат. Çанталăк паянхи пек уяр тăрсан çулнă утă икĕ-виçĕ кунтан типет. Уттине кĕртсе парас пулать ĕнтĕ, — тет Митя.

— Тем пекехчĕ те. Çапла хам чăваш хĕрарăмĕ пулин те ялта майра ят илтĕм.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина (2016-07-08 18:34:23):

Кулăшла, чăн пурнăçа сăнлакан калав.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алина (2016-08-12 11:28:08):

Тавах, питĕ кăсăклă, чан та ялти пурнăçа санланă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Agabazar (2016-08-16 21:56:17):

"Метте Петти" тенине епле вуламалли-ши?

 

Николай (2016-08-18 12:00:20):

Митьăпа Майра савăшнине хушас путать. Логика çапла.

 

Чĕкеç (2016-09-24 22:44:03):

Упăшки пур çинче чăваш хĕрарăм ют арçынпа савăшас çук.

Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: