Хуравсӑр ҫырусем


«Ĕмĕрне те манмăп теттĕн

Савнă Нуççуна.

Остерта иккен ĕçлеттĕн,

Çывăхра — Десна.

 

Атăл мар, Украйна шывĕ

Саншăн ăшăрах.

Сансăр пурăнăçăм сивĕ,

Сăнару — асрах.

 

Кайрăн, çĕтрĕн — сас памарăн,

Кĕтрĕм темĕнччен.

Паня хыпарне вуларăм —

Эс унта иккен.

 

Пурнăçу сан пурнăç мар-мĕн,

Татăлас пекех.

Имĕш, вăл тек çулçă сармĕ,

Çитĕнмĕ текех.

 

Ман пирки-çке çын кун-çулĕ

Кĕскелет, пĕтет.

Хытă кӳрентертĕм пулĕ,

Халĕ чун кӳтет.

 

Çăмăл мар-ха пурнăç терчĕ,

Йывăр манăн та.

Вăл чуна пуссах çитерчĕ

Чĕмпĕрте, кунта...

 

Çăмăл марччĕ, савăк марччĕ

Упăшкам пур чух.

Чир ăна çапса антарчĕ, —

Ĕнтĕ халь вăл çук.

 

Венчетле пĕрлешнĕ хыççăн

Хытăччĕ алли:

Эп тем чул патак та çинĕ,

Пулнă ун кулли.

 

Сансăр килĕм те пуш-пушă,

Вĕçĕм тунсăхлать.

Кулянатăп сан шăпушăн

Пуринчен ытла.

 

Кăмăлна килет пулсассăн

Кил — пĕрле пурнар.

Вилĕме текех ан асăн,

Вырăн хĕсĕк мар.

 

Е манса та кайрăн ĕнтĕ

Эсĕ иртнине?

Таврăнас килмест пулин те

Яр хурав хутне.

 

Темиçе çыру çырсан та,

Çук санран хурав.

Çывăра пĕлми кулянтăм —

Питĕ аптăрав.

 

Тен, такам сана памарĕ

Ман çырусене?

Е халь эсĕ çук та мар-и

Тетĕп хăш чухне...»

 

Ахаль мар пĕр кун вăл курчĕ

Тĕлĕкре çĕн пӳрт.

Сăрт çинче ларатчĕ пӳрчĕ -

Вĕр çĕнехчĕ çурт.

 

Чарăнать çырмашкăн Нуся,

Путрĕ шухăша:

«Пĕтĕмпех калаймăн уççăн —

Пулĕ тамаша.

 

Кун пекех пулсассăн ӳлĕм

Юлăп пĕр-пĕччен.

Ар чунне кураймĕ пӳлĕм

Эпĕ виличчен.

 

Йышăнасшăн мар-çке чунăм

Хурлăх тенине.

Тен, пĕтмен-ха Миша кунĕ,

Манмĕ Нуççине.

 

Вилĕме пĕлтернĕ тĕлĕк

Килĕ тĕрĕсе.

Вăл ан пултăр Миша тĕллĕн —

Кайтăр сирĕлсе.

 

Ман пирки ик çын пĕтерчĕç

Хăйсене хăйсем.

Халĕ виççĕмĕшĕн терчĕ

Çапларах-ши тем?

 

Ытларах хĕн-хур курмашкăн

Пӳрнĕ пулмалла.

Хамшăнах-ши? Камшăн, камшăн

Манăн чăтмалла?

 

Шутламашкăн та хăрушă,

Илем мар аса.

Вăл ан пултăрччĕ çак хушă,

Тăтăр тăхтаса...»

 

Тĕксĕм тум тумланнă Нуся

Сулланса ларать,

Майĕпен лăпланнă хыççăн

Малалла çырать:

 

«Эсĕ шăллăм пек юлсассăн,

Эп аппу пулсан

Пит сывламăттăмччĕ ассăн,

Хӳтлĕх пулĕ сан.

 

Миша, Миша! Ах, Минюкăм,

Вут-кăвар чĕре!

Сансăрăн пуçне ман çуккă

Тусăм чĕрере.

 

Теччĕрех эп кăмăллаттăм

Чĕререн-чунтан.

Чун уççи те ыр хăлатăн

Пултăн пин çынтан.

 

Пытармашкăн çăмăл марччĕ

Çакă пулăма.

Упăшка пурри-çке чарчĕ

Ирĕклĕ пулма.

 

Шухă çӳресессĕн эпĕ —

Хурлăттăн хăвах.

Пулмĕччĕ ман çын хисепĕ,

Кулĕччĕç шавах.

 

Куç умне килсе тăраççĕ

Теччĕ сăнĕсем.

Сан ятна асăнтараççĕ

Манăçми кунсем.

 

Ăмăрт кайăк пек çӳреттĕн

Çăмăллăн утса.

Çынсене чĕр хал кӳреттĕн

Эсĕ тухатса.

 

Танлăх, ирĕклĕх, тăванлăх -

Çакчĕ сан кĕввӳ.

Пулчĕ çирĕп те яланлăх

Çакă тĕллевӳ.

 

Пĕртăван пек пурăнаттăн

Паньăпа пĕрле.

Кĕнекешĕн ăвăнаттăн

Кăнтăрла, çĕрле.

 

Калаçаттăнччĕ суймасăр,

Илнеччĕ ыр ят.

Çакăн пек çынна савмасăр

Кам-ха тăраять?

 

Эс ӳкертĕн темиçе те

Манăн сăнăма.

Вĕсене шавах çĕтеттĕн —

Çукчĕ упрама.

 

Маншăн пĕтĕмпех аванччĕ,

Шав тиркеттĕн ху.

Эсĕ чĕмпĕрте пулсанччĕ —

Пур ăсталăху.

 

Сассуна килет итлессĕм,

Курăттăм хăвна.

Ах, хăçан-ши çитĕн эсĕ

Савнă хулуна?

 

Эс çырмашкăн та ăста-çке,

Сан чĕлхӳ хитре.

Чĕмпĕртех ăна туптаççĕ,

Хăвăр чĕлхĕре.

 

Чиперех курнатăн теççĕ

Хальлĕхе туссем.

Çулăмсем чăнах иртеççĕ —

Çавăншăн кичем.

 

Нихăçан та сивĕнессĕн

Туйăнмастăн эс.

Ах, хăçан-ши килĕн эсĕ?

Мĕн тата сĕнес?

 

Е хамах тухса пырам-и?

Ху çырса пĕлтер.

Е пырса курма юрамĕ?

Хыпарне çитер...»

 

Вăл кайран çапах та илчĕ

Аякран çыру.

Савнăç мар вăл илсе килчĕ —

Макăру-йĕрӳ.

 

Савнă çын алли çырман-мĕн

Кĕтнĕ çырăва.

Ĕмĕрне те Нуся манмĕ

Хурлă хурава.

 

Хурлăх тутăрĕ вăл витрĕ

Чиперкке çине.

Пĕр-пĕччен ун пурнăç иртрĕ

Асăнса тусне.

 

Ӳкĕнсе хăйне ятларĕ

Çеçпĕл вилнĕрен:

«Маншăн, маншăн пĕтрĕ мар-и?» —

Терĕ вĕçĕмрен.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Надежда Евдокимова (2016-11-08 20:00:00):

Хайлав кăмăла кайрĕ. Нуся юратăвĕ. пурнаçĕ витĕрех палăрса тăрать.

Çеçпĕлпе Нусьăн асапланăвĕ пĕр евĕрлĕ. Урокра ачасене вуласа парсан питĕ аван пулать тесе шутлатап. Çеçпĕл çырăвĕсене ачасем вулĕç, эпĕ вара-"Хуравсăр çырусен" йĕркисене! Вара танлаштару тума меллĕ те, çăмăл та...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: