Паттӑр


Пурăннă çĕр çинче пĕр çын. Ăна Улăп тесе чĕннĕ. Вăл питĕ пултаруллă та ырă пулнă. Пурте ăна хисепленĕ. Вăл пурне те пулăшнă.

Ку ĕç юпа уйахĕнче пулса иртнĕ. Ачасем, пĕр класра вĕренекенсем, вăрмана çырлапа кăмпа пуçтарма кайнă.

Вăрмана кĕрсен вĕсем тĕрлĕ еннелле саланса кайрĕç. Катя, вĕсенчен пĕри, пĕр карçинкка кăмпа пуçтарнă та тунката çине канма ларнă. Кайран ытти ачасене чĕнме пуçларĕ. Анчах никам та хуравламан. Катя пи-и-тĕ хăраса ӳкнĕ. Кольăпа Петя та Катьăна çухатнă.Вĕсем вăрманта «ау!» тесе кăшкăрнă, анчах çил вĕсен сăмахĕсене тепĕр енне вĕçтерсе кайнă. Катя вăрман тăрăх нумай аташса çӳренĕ. Кĕçех вăл Кольăн сасне илтнĕ. Катя питĕ савăнса кайнă, мĕншĕн тесен вăл хайĕн тантăшĕсене тинех тупнă. Халĕ вĕсен çĕн ыйту тупăннă. Вĕсем вăрманта çухалса кайнă та кил еннелле çул пĕлмен. Вара ачасем çак çула шырама пуçларĕç.

Сасартăк йывăç хыçĕнчен пысăк кашкăр сиксе тухнă. Вăл пи-и-тĕ выçă та хаяр пулнă. Ачасем хăраса ӳкнĕ те кăшкăрма пуçланă. Çав вăхăтра Улăп вăрмана мулкач тытма сунара тухнă. Вăл ачасем кăшкăрнине илтнĕ те часрах сасă еннелле чупнă.Упана курсан Улăп ăна пăшалпа персе хăратнă. Упа часах тепĕр еннелле чупса кайнă.

Ачасем паттăра питĕ пысăк тав сăмахĕ каланă. Кайран Улăп ачасене хаваспах киле çитиччен ăсатса янă.

Ку пулăм иртсе кайнă хыççăн çынсем Улăпа «паттăр» тесе чĕнме пуçланă.

Çакăн пек ĕç пулса иртнĕ пĕррехинче.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: