Тĕлĕнмелле «шпион»


Чикĕри пограничниксем хĕллехи сивĕ тăманра та, çуркуннехи шыв-шурсенче те, çулла юхтарса каяс пек çумăр çунă чухне те, кĕркуннехи пăч тĕттĕм каçсенче те чикке тимлĕн хураллаççĕ. Мĕн чухлĕ хастарлăх, паттăрлăх кăтартмаççĕ пуль вĕсем! Хăшпĕр чухне тата кулăшла япаласем те пулаççĕ.

Пирĕн заставăри Мельниченко пограничник яланах мухтанма юрататчĕ. Эпĕ нихçан та шикленместĕп, тетчĕ. Пĕчĕк чухне ачасемпе тавлашса çăва çинчех çĕр выртрăм, тесе ĕнентеретчĕ. Унта пĕр вăранмасăр, ним тĕлĕк курмасăр çывăрнă, тесе каласа паратчĕ. Эпир пĕлместпĕр: тен, çывăрма та пултарнă ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен çăва çинче çывăрни килте пахчара çывăрнинчен нимех те уйрăлса тăмасть, хăрамалли ним те çук.

Пĕррехинче Мельниченкопа Павлов секрета кайрĕç. Секрет тесе пĕр-пĕр вырăнта тăшмана сыхласа тăнине, выртнине калаççĕ. Вĕсем хăва тĕмĕ çумне, упасарри тĕмĕ ăшне выртнă та тавралăха сăнама тытăннă. Нимле сас-хура та пулман. Ӳхĕ кăна, вăрманти шăплăха пăсса, кĕскен ӳхĕре-ӳхĕре илнĕ. Инçех те мар шыв шăнкăртатни илтĕннĕ. Шăнкăр-шăнкăр туса, пĕр кĕвĕллĕ юхнă вăл. Ăна итлесен, ача чухне хире выртма кайни аса килнĕ. Çав вăхăтра пуç тăрринчех тем: ах-ах-ах! тесе çухăрса янă та, хашлатса илсе, хурăн çине пырса ларнă.

Тăмана пулнă иккен — çын сассипех çухăракан тăмана. Мельниченко кун пеккисене куркаланă.

Çапла чылай выртнă вăл. Ун çумĕнчех пĕр нăрă сĕрлетнĕ. Вăл пысăк, симĕс нăрă пулнă, курăк ăшне кĕрсе ӳкнĕ те ниепле те вĕçсе каяйман. Çак нăрă Мельниченкона тарăхтарсах çитернĕ.

Мельниченко нихçан та ӳсĕрмен. Павлов хăшпĕр чухне ӳсĕркелет. Халĕ те вăл аллипе çăварне хупласа кăшт кăна сасă панă. Ку сасă, паллах, виç-тăватă пусăмран инçене каяс çук. Павлов ӳсĕрнине пĕлсен, Мельниченкон та ӳсĕрес килнĕ. Ниепле те тӳсме пулман ĕнтĕ: карланкă кĕçĕтнĕ. Мĕн тумалла? Çак вăхăтра пăхать: уçланкăна шап-шурă çын утса тухать! Чăн-чăн çын! Ура сассисем те илтĕнеççĕ: тăп-тăп-тăп. Атăпа пулмалла, çирĕппĕн пусса, патак-çатаксене хуçса утать.

Мельниченко Павлова аякĕнчен кăт тĕртет те, шăппăн: — Куртăн-и? — тет.

Шурă çын тĕме хыçне, Мельниченкопа Павловран çирĕм-вăтăр утăмра кăна, чарăннă. Хăй хаш-хаш сывланă. Ывăннă пулас. Чикĕ урлă каçнăскер, канма шутланă ĕнтĕ. — Питĕ çӳлĕ те патвар... — тет Павлов. — Кăна вĕçертес марччĕ.

Павлов, винтовкине хатĕр тытнăскер, выртса юлать. Мельниченко çĕкленет. Çак вăхăтра вăл урипе тымар çине такăнать те хăрăк турата шăтăрт хуçать. Шурă çын, пĕшкĕннĕскер, пуçне ялт çĕклет. Вара:

— Ихо-хо-хо-хо! — кĕçеннĕ сасă янăраса каять. Чăн-чăнах лаша кĕçенет. Мельниченко патне, хуçи тесе пулас, тимĕр кăвак лаша утса пырать.

Çапла пирĕн Мельниченкопа Павлов тĕлĕнмелле «шпион» курнă. Дозортан таврăнсан каласа пачĕç те — култăмăр вара хăйсенчен. Анчах тепĕр каçхине вĕсем чăн-чăн шпионах тытрĕç. Уншăн вĕсене командовани тав турĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: