Хĕвеллĕ çумăр


1

Çавал тăрăхĕнчи «Маяк» колхозра Николай Шангин виçĕмçул практикăра пулнăччĕ. Унтанпа ĕнтĕ виçĕ ĕмĕр иртнĕ пекех туйăнать.

Паян акă диплом кĕсъере. Вăл — агроном. Çак куна пилĕк çул кĕтнĕ. Хĕпĕрте, Микулай, юрла та ташла! Çук çав, Микулайăн кăкăрĕнче пĕр самантрах икĕ тĕрлĕ кăмăл капланса тăрать. Савăнăçпа тунсăх, хаваслăхпа салхулăх. Вĕсем пĕр-пĕринпе ылмашаççĕ, хирĕçеççĕ.

Тĕрĕс, тăван институтра юлашки кунсем иртсе пынă май, Микулайăн чĕри хытăрах та хытăрах кăртлатса тапатчĕ. Халь вара тĕксĕм кăвак хуплашкаллă диплом чĕре çумĕнчи кĕсъене кĕрсе выртсан, вăл сасартăках лăпланчĕ. Çут тĕнчере нимĕнле улшăну та пулман тейĕн. Экзаменсем умĕнхи пăлханусем, аслă уй-хире туртакан çунатлă ĕмĕтсем — ăçта вĕсем? Институтран вĕренсе тухнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă каç та Микулая ытлашши савăнтармарĕ. Йăлтах урăхла унăн кăмăлĕ хуçăлчĕ, чунĕ хурланчĕ: тăван институтпа сывлуллашмалла, юлташсенчен уйрăлмалла. Вĕренӳре, туссемпе пĕрле чухне, хаваслăрахчĕ. Ахальтен мар пуль çав тахăшĕ каланă: студент пурнăçĕ, малтанхи юрату пекех, ĕмĕрте пĕрре килет.

Юлашки каç... «Мĕншĕн юлашки?» — тĕлĕнсе ыйтать Микулай хăйĕнчен хăй. Ан тив, институтра юлашки пултăр, анчах умра — пĕтĕм кунçул... Халлĕхе, авă, институтăн анкарти пек аслă залĕнче питĕ вылянуллă ташă кĕвви янăрать. Çĕнĕ йышши!.. Шăнкăр шыв пек юхса пыракан музыка мар, пĕр тăтăш тăкăртатса тăракан ритм. Туссем мăшăрăн-мăшăрăн ташлаççĕ. Хăшĕсем, урисене енчен енне çăмăллăн шутарса та ыткăнтарса, чарльстон чавтараççĕ. «Чăвăш-тик-чăвăш, чăвăш-чăвăш! Тăкăр-тăк-тăкăр, тăкăр-тăкăр!..»

«Пăрçа акаççĕ агрономсем!» — хăй тĕллĕн кулса илет Микулай. Вăл патвар çурăмĕпе стенана тĕреленĕ те залри «çавраçиле» аякран сăнаса тăрать. Аван та мар капла. Эх, вăл хăй те ташлĕччĕ! Тăвăл кăларсах! Ура хуçсах! Чăвашла, вырăсла, тутарла, хуть те мĕнле! Шел, ташша тухма ун валли мăшăр çук. Мăшăр... Ăçта ун мăшăрĕ?.. Пĕр вĕçĕм кĕрлекен ташă çеммипе кăна Микулайăн пуçĕнче мăшăр сăмах сиккелет: «Юлашки... юлашки мар!.»

Хăй умĕнчен çаврăнса иртекен мăшăрсен сăнĕсене тинкеререх сăнаса пăхасшăн Микулай. Пĕрле вĕреннĕ юлташсем-çке-ха вĕсем, тантăшсем, туссем!.. Анчах вĕсен сăнĕсем тĕтрери пек шăвăна-шăвăна иртеççĕ. Шангин паллать те вĕсене, паллаймасть те... Туссем!.. Вĕсем хушшинче хăйсем ĕмĕт хывнă ĕçе чунтан юратакан чăн-чăн агрономсем пур! Агрономсем... Ку сăмаха ĕнтĕ хăюллăнах çăвар уçса калама пулать. Ан тив, вĕсем паян савăнччăр, ташлаччăр. Чăн-чăн агроном юрлама та, ташлама та пултарать. Ĕç ăнса пытăр кăна! Ыран вĕсем хире тухаççĕ. Пурнăç уй-хирне. Теприсем?.. «Теприсем» çинчен Микулайăн шухăшлас та килмест. Тырпул арпа-улăмсăр мар. Кипекки те пур, хывăхĕ те... Тепĕр тесен, арпа-кипек çăмăл çилпех вăркăшса-вĕçсе каять, тырри юлать... Таса тырă...

Николай Шангин çапла хăй тĕллĕн суйланса тăнă хушăра ăна сулахай хулĕнчен такам хытах пăчăртаса тытрĕ. Микулай çаврăнса пăхрĕ те Чумайкин доцента курах кайрĕ.

— Коля, сана паçăртанпах шыратăп, — терĕ доцент, Микулая хулĕнчен мĕнле тытнă çаплипех малалла утма хистесе. — Атя-ха, сăмах пур.

Иван Андреевич Чумайкин хăй пĕчĕкçĕ кăна çын, Микулая шăпах хулпуççи таран пулать. Пичĕ-куçĕ те кайăкăнни евĕр хăйпашкарах. Алли çирĕп вара, хĕвĕшекен тус-йыш хушшипе Шангина унталла та кунталла пăркаласа, залран самантрах коридора çавăтса тухрĕ.

«Мĕн амакĕ?» — тĕлĕнчĕ Микулай.

«Кафедра физиологии растений»... Шурă алăк çинчи çак сăмахсене Николай Шангин тахçанах хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсене асăрхайми те пулнă. Кĕçĕр вĕсем акă куç умне йăлтах çĕнĕлле килсе тухрĕç. «Ӳсентăран физиологийĕн кафедри», — хăй ăссĕн чăвашла куçарса пăхрĕ Микулай. «Ӳсентăран... Ӳсентăран» — сăмахĕ мĕнешкел! Ӳсентăран пурнăçне тĕпчесе пĕлме пилĕк çул хушшинче пайтах вăй хунă. Анчах мĕн шут тытрĕ-ха кĕçĕр Иван Андреевич?? Мĕн тума вăл Микулая çак аслă пӳлĕме тепĕр хут илсе килчĕ? Хулран пăчăртасах... Çавăтсах... Залри тусан-тĕтĕмпе шăв-шав хыççăн кунта ытла уçă, ытла та шăп пек туйăнчĕ Микулая.

— Итлетĕп, Иван Андреевич, — терĕ вăл студент чухнехи пекех, хăюсăррăн малалла иртсе.

Доцент пӳлĕме кĕнĕ-кĕмен таçта шкапсемпе ещĕксем хушшине кĕрсе çухалчĕ. Кунта Иван Андреевичăн темле ăпăр-тапăр та пур. Вăл ăçта пынă унта, ăçта май килнĕ унта çĕр тĕрлĕ ӳсентăран вăрлăхне шăтарса пăхать, пин тĕрлĕ сăнав тăвать.

— Халех, — таçтан арча ăшĕнчен илтĕннĕ пек илтĕнчĕ доцент еасси. — Халех, Коля, халех!..

Тепĕр самантран Иван Андреевич, икĕ аллине икĕ шурă хутаç тытса, Микулай патне тухрĕ.

— Акă, манран парне пултăр, — терĕ вăл. — Пĕри — тулă вăрлăхĕ, тепри — сахăр кăшман вăрлăхĕ. Мĕнле сортсем? Ячĕсене тупайман-ха. Пĕр сăмахпа, Чйваш çĕршывĕнче ӳстернĕ сортсем. Акса пăх, сăна!.. Малаллине ху тĕрĕсле! Тĕпче, шыра!.. Халиччен пулманнине йĕрлесе туп!..

— Тавтапуç, Иван Андреевич, — ниçта кайса кĕрейми именсе ӳкрĕ Микулай. — Тавтапуç!..

— Тавĕ кайран, — аллине сулчĕ доцент. — Эпĕ сана çамрăк тусăм, ак мĕн пирки асăрхаттарасшăн... Сахăр кăшманĕ пирки... Тавлашаççĕ... Пĕрисем акмалла теççĕ, теприсем — акмалла мар. Ман шутăмпа, мĕн ытларах усă кӳрет, çавна акмалла. Çӳлтен хушнипе мар, çĕр-аннемĕр ыйтнипе! Паллах, чи малтан злаки, злаки, злаки! — вырăсла хушса хучĕ Иван Андреевич. — Хлебные злаки! Ыраш, тулă, пăри, урпа, сĕлĕ, хуратул, вир... Халăха çăкăр çитер, агроном юлташ! Сĕт-çу çитересси те санранах килет. Кăшман ак, вăрлăхне патăм. Халь атя, кайса ташлар!

Паянхи савăнăçлă каç чаплă ларупа пуçланнăччĕ. Çамрăк специалистсене малашнехи ĕçре ăнăçу сунса, пайтах хĕрӳллĕ сăмахсем каланăччĕ. Анчах Николай Шангинăн чĕрине пĕри те çак пĕчĕкçĕ доцент тин çеç каланă сăмах пек витереймерĕ. Ахальтен мар çав Чумайкин доцента институтра «Ӳсентăран кафедрин чунĕ» теççĕ.

Иван Андреевич каланă пекех, вĕсем Микулайпа иккĕшĕ вечерта чăвашла тухса ташларĕç. Вĕсем хыççăн ыттисем те тӳсеймерĕç, — аслă зал çĕнĕрен кĕрлесе кайрĕ. Кашни хăй енчи пек ташша çапать. Каччăсем хушшинче чипер хĕрсем чечек çыххисем евĕр вĕлтлетеççĕ.

Çапах та... Çапах та Микулай чĕрине вăхăт-вăхăт темĕнле йывăр тунсăх килсе пусать. Салху ăна, кичем. Иван Андреевичпа темĕнле ыррăн калаçни те вăл пехиллесе панă паха парне те канăç кӳреймерĕ. Шуйханнă шухăша ытларах пăлхатрĕ кăна. Ăшĕ вăркать Микулайăн... Ниçта кайса кĕрейми...

Тен, хире тухса хăвăртрах ĕçе тытăнсан, чун лăпланĕ, салху кăмăл хăех сирĕлĕ. Ирхи тĕтре пек, вăрман хĕрринчи кăвайт тĕтĕмĕ пек, хĕвел тĕлне ăнсăртран пырса лекнĕ пĕлĕт ластăкĕ евĕр... Çапла ĕнтĕ вăл пурăнан пурнăçра: пĕр вăхăтрах тем татăлать, тем сыпăнать. Аслă çынсем каларăш, диалектика!..

Алла диплом париччен чылай маларах çамрăк агрономсене ăçта ĕçлеме ăсатассине палăртакан комисси Николай Шангина та хăй черечĕпе чĕнсе кĕртсен, вăл ниçта та мар, тӳрех Çавал тăрăхенчи «Маяк» колхоза кайма кăмăл турĕ. Мĕншĕн? Çакна Микулай хăй те лайăххăн ăнлантарса парайман пулĕччĕ. Ăнлантарса парасах тесен, чылай вăрăм калав е пĕр-пĕр кĕске повесть çырмалла. Пирĕн Николай Шангин вара çырас ĕçе ытлах юратса каймасть. Чăн та, вăрттăн-кĕрттĕне хăйĕн дневникĕнче кăшт-кăшт палăрткалать. Ытахальтен. Чылай чухне çыру çырма та ӳркенет. Çавна пула тăванĕсенчен е хĕрсенчен пайтах ӳпкев илтет.

...Виçĕмçул, Николай Шангин Çавал тăрăхĕнчи «Маяк» колхоза практикăна кайма пуçтарăнсан, ăна Шупашкар автовокзалĕнче Шура Шугаева ăсатса янăччĕ. Автобус тапраниччен вăхăт чылайччĕ-ха. Микулайпа Шура автовокзал умĕнчи асфальт тăрăх уткаласа çӳретчĕç. Тĕм-хура куçлă яштака каччăпа тăпăл-тăпăл пӳ-силлĕ чиперкке хĕр. Куçа илĕртекен мăшăр. Таврари çынсем пĕр тĕмсĕлсе те пĕр ăмсанса пăхатчĕç вĕсем çине. Вокзал вокзалах: вĕçĕмсĕр халăх хĕвĕшет. Автобуссем килеççĕ те каяççĕ, çынсем тăтăшах улшăнаççĕ, анчах çав кунхине Микулайпа Шурăна никам та асăрхамасăр юлмарĕ тесен, пĕртте йăнăш пулмасть.

Март уйăхĕччĕ. Автовокзалпа шоссе çулĕ хушшинче юр сĕлтĕшленсе тăратчĕ. Пассажирсем утакан сукмак вырăнĕ-вырăнĕпе пута-пута анатчĕ. Çав сукмакпа пынă чухне Шура та урине сĕлтĕше чиксе кăларма ĕлкĕрнĕ иккен. Чăматанпа рюкзак çĕкленĕ Микулай ăна асăрхайман. Шура хăй те малтанах шарламарĕ. Кăшт çӳрекелесен тин Шурăн çӳллĕ кĕлеллĕ резина ботийĕ лăкăрт та лăкăрт туса пыни илтĕнчĕ.

— Атя-ха, Коля, тенкел çине кайса ларар, — терĕ хĕр. — Пĕрмай утсан — ывăнтарать...

Вĕсем Микулайăн чăматанĕпе рюкзакне хунă хыçлă тенкел çинех пырса ларчĕç. Каччă хĕрĕн чеелĕхне ă-ланчĕ. Çук, Микулай Шурăна кӳрентересшĕн мар, çапах та нӳрлĕ урапа нумаях çӳреймĕн — чирлесе ӳкме те пулать. Умра — çурхи экзаменсем. Микулай текех вăтанса тăмарĕ.

— Шура, — терĕ вăл, шӳтлеме хăтланса, — урана йĕпетсен — пыра лекет, пыра йĕпетсен — урана лекет. Хыв-ха ботине, сан унта лăк тулли шыв пулас... Шапа кваклатнă сасă илтĕнчĕ...

Шура кулса ячĕ те Микулая ал тӳрчĕпе янаххинчен вылямалла тĕртсе илчĕ.

— Хăлху ытлашши вăрăм, пурне те илтетĕн!.. — хăй вара сулахай уринчи ботине туфлийĕ-мĕнĕпех хыврĕ.

Çурхи хĕвел ăшшинче асфальт çуталса пăсланать.

Чипер хĕр капрон чăлха вĕççĕн юлнă урине тенкел çӳллĕшне çити çĕклерĕ. Хĕвел çинче вăл ылтăн тĕслĕ курăнать. Ылтăнран шăратса кăларнă ура. Пӳрне вĕçĕсем çеç шыв лекнипе кăшт тĕксĕмрех тĕслĕ. Микулай тӳсеймерĕ: хĕр урине пӳрнисем вĕçĕнчен икĕ аллипех пăчăртаса тытрĕ. Хĕр шарт сикенçи пулчĕ, кушакăнни евĕр симĕсрех куçĕсемпе каччă куçĕнчен кăнн! пăхса илчĕ.

— Коля, хуллентерех! — терĕ вăл, писев чĕрнеллĕ шĕвĕр пӳрнипе юнаса. — Çынсем тем калĕç...

Анчах Кольăна питĕ ырă. Сивĕ капрон витĕр унăн алă тупанне тĕлĕнмелле ăшă çапать. Ăшă та мар, вĕри!.. Çав туйăм хул тăрăх чĕре патне çиçĕм пек çиçсе пырать, чĕрене хăвăртрах таптарать. Микулай халĕ хĕрĕн шывра шапарнă пушмакне те хăй кăкăрĕнчен тухакан сывлăшпа вĕрсе типĕтме хатĕр.

— Ну, çитĕ! — Шура, хăйĕн чиперкке урине каччă аллинчен вĕçертсе, резина ботине пуçхĕрлĕ тытса силлерĕ. — Шывĕ те ниç тумлам çеç. Уншăн...

Автобус хускалса каяс умĕн, чи юлашкн самантра, Микулай Шурăна машина хыçнерех илсе пычĕ те тутинчен чуптурĕ.

— Сывă пул, тусăм, ан ман!..

— Эс те унта, колхозра, куçна-пуçна ытлашши ан чалхăрт... Пĕр-пĕр тулă хылчăкĕ тăрăнасран сыхлан...

Халь акă Микулай пĕчченех. Автовокзал умĕнче пĕр вĕçĕм халăх хĕвĕшет, вăл — тăр-пĕччен. Йĕрке тăрăх унăн пĕр уйăх канмаллаччĕ-ха. Саккунлă. Институтран пĕрле вĕренсе тухнисем тĕрлĕ çĕрелле сапаланчĕç. Хăшĕсем — канмалли çуртсене, хăшĕсем тăван килĕсене кайрĕç. Никам та тӳрех ĕçе «чăммарĕ».

— Ĕç тилĕ мар, вăрмана тармĕ, — терĕ Микулайăн çывăх юлташĕсенчен пĕри.

Микулай хăй те тăван ялне çитсе курасшăнччĕ. Иккĕн çеç пурăнакан ашшĕпе амăшĕ ывăлне курасшăн тахçантанпах тунсăхлаççĕ. Амăшĕ киле кин кĕртме ĕмĕтленни çинчен çырусенче час-часах систеркелет. Анчах Микулай ĕçлеме тăван ялне каймарĕ: хăйне ытла та çывăх пĕлекен ялйыш хушшинче «алли-ури çыхланассăн» туйăнчĕ ăна. Унта кашниех: «Ха, шĕпĕн, пире вĕрентесшĕн тата!» — тесе йĕкĕлтеме пултарĕ. Ют çĕрте ĕçлеме те, агрономи тĕлĕшĕпе сăнавсем тума та ирĕклĕрех пулĕ.

Халлĕхе çамрăк агроном Николай Шангин Çавал тăрăхĕнчи «Маяк» колхоза паллашмалăх çеç кайса пăхасшăн. Ик-виçĕ кунлăха. Унтан вăл хăйĕн канмалли тивĕçĕпе те усă курĕ. Тăван ялне çитсе килĕ. Анчах амăшĕ каллех «кин кĕртесси» çинчен систерсен, Микулай мĕн калĕ-ха ăна?

Шура Шугаева... Ку хĕрĕн ятне Микулайăн ашшĕпе амăшĕ лайăх пĕлеççĕ, Шурăн сăнӳкерчĕкне те çав çулах киле ярса панăччĕ. «Савăнăр, аттепе анне!.. Курăр, эпĕ епле чиперкке хĕрпе çӳретĕп имĕш, — хăйне хăй питлемеллипех питлет халь акă Микулай. — Эх, эсĕ, каппайчăк каптăрма!»

Ун чухне март уйăхĕччĕ. Микулай хĕрĕн чиперкке урине хăй аллипе пăчăртаса ăшăтрĕ. Çапла, ун чухне çул сĕлтĕшлĕ пулсан та, ăшăччĕ. Чун ăшши, юрату ăшши...

Халь акă март уйăхĕ. Хĕртсе хĕвел пăхать. Çывăхра вăрман ешерет. Кăнтăртан лăпкă-лăпкă çил вĕрет. Анчах Микулая сивĕ, унăн чунĕ çӳçенет. Мĕншĕн тесен вăл паян пĕччен. Хĕвĕшекен халăх хушшинче тăр-пĕччен. Çитменнине, автобусĕ те тепĕр сехетрен тин каять. Пĕччен кĕтнĕ чух вăхăчĕ те вăраххăн шăвать, мур илесшĕ! Чугун çул вокзалĕнчи буфета çитсе, сăра ĕçмелле мар-ши? Тен, çăмăлрах пулĕ? Вăхăт та хăвăртрах иртĕ.

Анчах сăра пулăшмарĕ. Çунакан вучаха краççын сапнă пек, каччă чĕри тата хытăрăх çунма тытăнчĕ.

Апла марччĕ виçĕмçул... Çук, апла марччĕ! Ун чухне автобус хуларан ытла та хăвăрт тухса вĕçрĕ. Микулай Шурăпа лайăххăн сывпуллашма та ĕлкĕреймерĕ. Унпала автобус хыçне пытанса чуптунинчен тута çине йӳçек тутă çеç юлчĕ. Çапла, йӳçек тутă... Ĕмĕрлĕхе йӳçек тутă...

«Ах, Шура, мĕн туса хутăн эсĕ? — чирлĕ çын пек хаш та хаш сывласа илет Микулай. — Яту Шура та санăн, чуну... Улталарăн эс мана, шăхăртса хăвартăн... Тен, хамах айăплă?!»

Пĕлтĕр Николай Шангин, пиллĕкмĕш курсри студент, çăвĕпех республикăри малта пыракан «Правда» колхозра пурăнчĕ. Вăл кунта хăйĕн дипломлă ĕçне хатĕрлерĕ. Хăй каларăш, пысăк проблемăллă ĕç. Шăрçа пек шăрçаласа çырни пурĕ клеенка хуплашкаллă виçĕ хулăн тетрадь пулчĕ. Пĕрремĕш тетрачĕн шалти хуплашки çине шултра саспаллисемпе çапла çырса хунăччĕ: «Борьба с эрозией почв (Из опыта колхоза «Правда»)». Тăпра юхăннине чарасси — чăннипех пысăк ыйту. Пĕр «Правда» колхозшăн кăна мар, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕшĕн. Çавăнпа пирĕн Микулай хăйĕн дипломлă ĕçне пĕтĕм чунне пачĕ. Вăл тĕлĕнмелле пуян материал пухрĕ, хăйĕн шухăшне тем тĕрлĕ анализсем туса çирĕплетрĕ. Уйăхĕ-уйăхĕпе вăл Шура патне çыру çырма та вăхăт тупаймарĕ.

Эрози... Хăрушă сăмах... Унпа çине тăрса кĕрешмелле! Тăпра юхăннине чарса лартмалла. Унсăрăн пĕтĕм пурнăç юхăнать. Чăваш республикинчи çĕрсем ахаль те питĕ çырма-çатраллă. Ăçта пăхнă унта — ахрат çăварĕ пек тарăн вар.

Николай Шангинăн дипломлă ĕçне институтри ученăй совет пысăка хурса хакларĕ, çывăх вăхăтрах уйрăм кĕнеке кăларма сĕнчĕ.

Эрози... Çапла, хăрушă япала. Анчах чун эрозийĕ тата хăрушăрах... Микулай пĕлтĕр диплом умĕнхи практикăран таврăннă тĕле Шура качча тухнă иккен... Акă сана эрози!..

 

2

Шупашкартан Çĕрпӳ еннелле каякан шоссе çулĕпе пысăк автобус хăйĕн кĕрнекĕшне кура мар çăмăллăн вĕçтерсе пырать. Пирĕн Микулая автобусра лайăх вырăн лекнĕ. Вăл кантăк çумĕнче ларать. Кунтан сăнаса пыма питĕ аван.

Çулăн икĕ енĕпе те ешĕл вăрман тăрăхĕсем тăсăлаççĕ. Халиччен çак çулпа çӳресе курман çын, вăрман витĕр пыратăп тесе, пĕр иккĕленмесĕрех шутлама пултарать. Йывăçсем хушшипе таврари уй-хир, улăх-çаран пачах курăнмасть. Мускавран килнĕ пĕр паллă поэт çăмăл,машинăпа Канашран Шупашкаралла пынă май чăнласах çавнашкал иллюзие парăннă, теççĕ.

«Акă Чăваш çĕршывĕ — талккăшĕпе вăрман!» — сăвă каланă пекех хавхаланса çунатланнă-мĕн вăл.

Пытараймăн, илемлĕ çул, чаплă пейзаж! Тата çĕмĕрт тин çеç çеçкене ларнă та, унăн тĕмисем, шурă кĕпе тăхăннă хĕрсем автобуса тутăр сулса ăсатнă пек, вăрман хĕрринче умлă-хыçлах вĕлтлете-вĕлтлете юлаççĕ. Уçă кантăкран машинăна уçă çил вăркăша-вăркăша кĕрет. Ĕмĕрте сăвă çырса курман çыннăн та чунĕ çĕкленсе каймалла.

Анчах пирĕн Микулайăн чунĕ пусăрăнчăк. Мĕн çитмест сана, Микулай? Санăн чĕре çумĕнчи кĕсйӳнте диплом. Эсĕ — çамрăк агроном. Эсĕ ĕçе каятăн, ху суйласа илнĕ колхоза. Чăн та, халь малтанлăха çеç-ха, паллашмалăх. Институт пĕтернĕ хыççăн сана канма ирĕк панă. Эсĕ тӳсеймерĕн, Çавал тăрăхĕнчи «Маяк» колхоза çитсе курасах терĕн. Халь ĕнтĕ санăн ĕç çинчен шухăшламалла, плансем тумалла, ĕмĕтленмелле.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 ... 38

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: