Харсăр Ерхип


Аван выртмара! Çунакан вут çумне тăсăлса выртатăн та вăрманăн илемлĕ те тумлă пурнăçне итлетĕн: çулçăсемпе хăюсăр пăшăлтатаççĕ йывăçсем, аякра-аякра тăмана çухăрса ярать, çывăхрах хăрăк турат хуçăлать. Кăн-кăвак пĕлĕт вутлă çăлтăрсемпе вылять: хăшне ачашлать, хăшне таçта амака ывăтса ярать. Вутлă хӳрипе çиçсе ярăнать вара çав таçта амака ӳкекен çăлтăр — йăр-яр! ярăнать те çĕтет.

Ката хушшинче, çаран çинче лашасем çӳреççĕ. Çемçе тутисемпе курăк хыпаласа çӳрекенскерсем, вĕсем хушăран тулхăрса, хушăран пĕр-пĕринпе тапăшса илеççĕ. Вĕсем хушшинчех пĕр-пĕр тиха ачашшăн кĕçенсе илет.

Аван выртмара! Шыв пек юхакан кĕл ăшĕнче кĕрпеклĕ паранкăсем пĕçерсе çиетĕн те пĕр-пĕр кукша Иван çинчен юмах итлеме пуçлатăн.

— Пĕр çыннăн виçĕ ывăл пулнă: асли Мĕтри, вăтамми Кĕркури, кĕçĕнни — Иван ятлă пулнă.

Çапла юмах калама пуçлать вара юмах ăсти. Ыттисем ним чĕнмесĕр итлеççĕ. Юлашкинчен вара кукша Иван чеелĕхне курса ахăлтатса кулса яраççĕ.

Аван выртмара! Мĕнле чăттăр вара Ерхип выртмана çӳремесĕр?! Анчах, паян... Паян каясшăнах мар Ерхип... Каçхи çăмах яшкине васкаварлă-мĕнлĕ çисе, хутаççа пĕр çирĕм штук паранкă чиксе, çавăнтах лаша çине утланса вăрмана вĕçтерме юратакан Ерхип паян васкамасăр хатĕрленет... Çăмах яшкине васкамасăр çирĕ, çирĕм штук паранкă вырăнне вуннах чикрĕ (ăна та васкамасăр турĕ), халь тата, ула кĕсрене витерен çавăтса тухнăскер, ун çине ытланмасăр мĕшĕлтетсе пăхса тăрать.

— Мĕн нăрă пек мĕшĕлтететĕн çак эс паян?! — терĕ ăна ашшĕ. — Ытлан та хăвăртрах айта вĕçтер! Каçа юлсан тупаймăн та юлташусене...

«Каясах пулать иккен, юлма нимĕнле май та шыраса тупма çук, каясах пулать».

Çапла шухăшласа илчĕ те Ерхип пысăках мар ула кĕсри çине сиксе ытланчĕ.

Юртать лаша. Ахаль чух тăват уран сиктерсе каяканскер, паян юрттарса çеç кайрĕ Ерхип.

— Мĕн курас ĕнтĕ, — уя тухсан хăйĕнчен хăй ыйтать Ерхип. — Мĕн курас?

Ах, ма хыпаланчăк-ши çав Ерхип! Хыпаланчăк пулман пулсан çак нушта пулмастчĕ вĕт ĕнтĕ?!

Каçхи выртма çĕрĕнчен пуçланнă Ерхип нушти. Ах, вăл нушта!

...Иртнĕ каç, юмахсем каласа пĕтерсен, вут умĕ шăп пулнă. Пĕрисем çывăрса кайнă, теприсем, ыйăх килменнисем, пĕр аякран тепĕр аяк çине çавăрăнкаласа выртнă... Ерхип те çаксем пекех çывăрман... Анчах Ерхип ыйăхĕ ахальтен саланса кайман, унăн пуçĕнче такçантанпах пĕр шухăш çĕмĕрĕлсе çӳренĕ. Вăл шухăш — Арçури çырми пирки... Вăл çырма, чăтлăх ката хушшинче тăсăлса выртаканскер, Ерхипе нумай шухăшлаттарнă. Ах, мĕн тĕрлĕ хăрушла япаласем каламаççĕ-ши вăл Арçури çырми çинчен?! «Çурма çĕр тĕлĕнче вăл çырмаран вутлă, тройкăна кӳлнĕ лашаçсем тухаççĕ. Лашисем çунатлă, урисем вут кăларса пыраççĕ. Тилхеписем ылтăнран, вăл тилхепесене трантас çине ларнă виç шуйттан çурисем тытса пыраççĕ. Кам çав тройкăна хăйĕн куçĕпе курать, çав суккăр пулать е пуйса каять»... «Çурма çĕрте вăл çырмана шыв ăсма каякан (унта пĕр пĕчĕк çăл пур), çăла путса вилет е ухмаха ерет...»

«Комсомолсем калашле, çак хăрушла хыпарсем юмах анчах, — тесе шухăшласа выртнă иртнĕ каç Ерхип. — Нимĕнле шуйттан та, нимĕнле тройкă та çук вăл çырмара. Кирлĕ пулсан, ниçта та çук вăл шуйттан тенисем. Вĕсене пĕр-пĕр юмахри Кукша Иван пек чее çын анчах шухăшласа кăларнă пулмалла. Çавăнпа... Арçури çырмине çурма çĕрте кайсан та нимĕн те пулас çук: ни ухмаха ерес çук, ни çăла путса вилес çук». Çапла шухăшласа выртнă вăхăтра вăл хăйпе юнашар выртакан тантăшне Ваньккана тăратнă та çапла каланă:

— Пустуй япала çав Арçури çырми... Эпĕ унта кирлĕ пулсан шăп çурма çĕр тĕлĕнче те кайса килме пултаратăп...

— Ан вĕç, тархасшăн, — тенĕ хиреç Ванькки, — çурма çĕрте вăл çырмара сан йышши шӳреке мар — ват çынсем те никам та пулман...

— А эп каятăп вот! Шăп çурма çĕртех Арçури çырминчен шыв ăсса килме пултаратăп!

Пуçланнă вара нушта! Ванькка йăшăл-йăшăл выртнă çĕртен сиксе тăнă та:

— Ача-пăча, итлĕр-ха! — тесе çухăрса янă вăл. — Итлĕр-ха! Пирĕн Ерхип... Арçури çырмине шыв ăсма кайса килесшĕн, итлер-ха.

Ачасем çавăнтах кулма пуçлаççĕ.

— Ерхип, Арçури çырмине кайиччен малтан аçу-амупа, тантăш-кĕрĕшсемпе сыв пул тума ан ман!

— Ахаль çеç вĕçмес-и çав, унтан пулать-и Арçури çырмине кайса килесси?..

— Кайса килесси çинчен калаттăр. Ха-ха-ха!.. Кайсан мĕн амакне килейтĕр вăл унтан, кайсан... урăх çĕре килет вара вăл, папайĕшпе мамайĕш патне... Ха-ха-ха...

— Хо-хо-хо!.. Ха-ха-ха!.. Хи-хи-хи!

Ерхип, Ваньккапа пĕрлех ура çине сиксе тăнăскер, нумайччен пĕр сăмах чĕнмен. Унтан хăйĕнчен çапла кулнине чăтаймасăр пĕтĕм çын умĕнче:

— Каятăп! — тенĕ.

Анчах вăл вăхăтра çурçĕр иртнĕ пирки Арçури çырмине кайса килессине ача-пăча кĕçĕре хăварнă. Çапла пуçланнă Ерхип нуши!

— Ах вăл Ваньккана! Мĕн амакшăн эп каламасăрах пĕтĕм çынна вăратса хăтланчĕ-ха вăл, — хăйпе хăй калаçса вăрмана юрттарса пырса кĕчĕ Ерхип. — Вăл çапла хăтланман пулсан нуштана сирсе пăрахма та çăмăл пулĕччĕ... Халь ĕнтĕ... каймăттăм тесе каялла тусан... мĕн чухлĕ мăшкăл пулать! Вăл мăшкăла вара ĕмĕр тăрăшне те сирсе пăрахма пулмĕ. Ах вăл Ваньккана! Иçмасса, вăхăчĕ уйăх çути çук чухне килсе пулчĕ.

 

II

Ерхип выртма вырăнне çитнĕ çĕре чистиех тĕттĕм пулчĕ. Хăрăк турат пуçтарса вутă та чĕртсе яма ĕлкĕрнĕ ачасем Ерхипе каллех кулса хирĕç пулчĕç.

— Ну, каятăн-и-ха Арçури çырмине?

— Каялла тумарăн пуль, Ерхип тус?

— Аçу-амуна сыв пул теме манмарăн-и?

— Чирĕкĕве кайса панихитă тутармаллаччĕ малтан...

— Мĕн тума кайтăр вăл чиркĕве? Шуйттан пуррине ĕненменскер турра та çавăн пекех ĕненмест пулĕ вăл!

Лаши çинчен васкамасăр анса ăна тăлласа ярсан анчах çаврăнчĕ Ерхип йĕри-тавра куçсене хĕскелесе тăракан ачасем еннелле.

— Ну, каятăн-и-ха Арçури çырмине? — ыйтрĕ пĕр ачи тепĕр хут. — Каялла чакмастăн пулĕ вĕт?

Тĕм хура пысăк куçĕсемпе кашни ача çине пĕрер хут тĕллесе пăхрĕ те Ерхип çилĕллĕ те хастар саспа çапла каласа хучĕ;

— Эсир, мĕн, каялла чакать тесе манран халех кулас тетĕр-им? Хупăр шăршлă çăварăрсене: пĕрре каланă тăк — каялла тумастăп хам сăмахха. «Каятăп!» терĕм каç, каятăп тетĕп кĕçĕр те!

Ачасем хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕç. Ерхип унта кайма пултарассине ĕненменскерсене, Ерхип ĕнер килĕшнине кĕçĕр каялла тăвассине кĕтнĕскерсене, çавăнпа Ерхипрен малтанах кулма хатĕрленнĕскерсене халь Ерхип витĕмлĕ саспа «каятăп» тесе калани тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ.

«Неуштă каять? Неуштă хăрамасть?» Тек пĕр сăмах та чĕнмесĕр тĕлĕнсе хытса кайнă ачасене сирсе çунакан вут патнелле утса кайрĕ Ерхип. Унтан витĕнме илсе килнĕ аçамне вутă çывăхнерех тăракан юман кутне пăрахса çав юман çумнех тăсăлса выртрĕ.

— Ан аташ, ачам, — терĕ ăна ачисем çук пирки выртмана хăй çӳрекен Ваçук пичче. — Тем курăн, асту...

— Кайтăр ву, — терĕ тепĕр çитĕннĕ çын.

Ерхип вĕсене хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕ.

 

* * *

Ерхип юман айĕнче выртать, нимĕн те чĕнмест. Вăл хăй илсе килнĕ паранкисене те пĕçермест, вĕсем çаплипех хутаçра выртаççĕ.

— Ерхип, кӳр паранкусене хам пĕçерсе парам? — ыйтрĕ унтан Ерхипшĕн хăрама та пуçланă Ванькка çемçе cасăпа. — Кӳр, пĕçерсе парам...

— Кирлĕ мар! — терĕ хирĕç Ерхип. Çурçĕр çитеспе ура çине тăчĕ те:

— Ну, ачасем, çур çĕрçитнĕ-и, çитмен-и?

Ачасем нихăш те пĕр сăмах чĕнмерĕç.

— Ну, мĕн чĕнместĕр тата? — çиkленсе ыйтать Ерхип, — Çур çĕр çитнĕ-и, çитмен-и тетĕп! Чĕнместĕр пулсан каятăп эппин... Ваçук тете, пар-ха эппин чейникне!

Ваçук тете те хирĕç çăвар уçмарĕ. Вара Ерхип ун чейникне хăех пырса илчĕ те ăна сылтăм алла тытса пĕр сукмакпа Арçури çырмине утса кĕрсе кайрĕ.

— Ерхи-и-ип! — сасартăк ура çине сиксе тăрса çухăрчĕ Ваçук пичче. — Темскер амак курсан сăхсăхма ан ман, сăхсăхма!..

Вăрман ăшĕнчен сас илтĕнмерĕ.

— Аякках кайнă... Илтмерĕ пуль, апăршук. Ах, чейникĕ ан çухалтăрччĕ, иçмасса... Чейникĕ пит лайăхчĕ...

Шăп. Никам та пĕр сас кăлармасăр лараççĕ. Пĕр çунакан вут çеç хушăран шартлаткаласа илет, анчах вăл та вутти çунса пĕтнĕрен сӳнсе ларас патне çитнĕ.

 

* * *

Ерхип Арçури çырми патне çывхарса пынă. Хăрах аллине чейник, тепĕр аллине таçтан тупса хăй ал туни тачкăш патак тытнăскер хăрас мар тесе шăхăркаласа утнă.

— Конешнă, шухăшласа кăларнă шуйттансене пĕр-пĕр Кукша Иван пек чее этем, — хăюлăхне татах ӳстерес тесе хăйпе хăй калаçать Ерхип.

Анчах чĕре сикет, чĕре тухса тарас пек тапкаланать. «Ав çав хура япала мĕскер вăл?» Кăшт шикленме пуçласа ерипентерех утма пуçлать Ерхип. «Çук, кун пек шикленсе пырсан пушшех начар, хăрасан куç умне çук япала та курăнса кайма пултарать». Çапла шухăшлать те каллех хăвăрт утса кайса «хура япала» патне çитет. «Вот амак тĕмески, тата хытăрах шикленнĕ пулсан каялла чупма пуçламалла вĕт». Тĕмески тĕмеске иккенне пĕлме лайăх хыпаласа пăхать Ерхип. Унтан тепĕр вунă утăм туса Арçури çырми çăлĕ патне пыракан сукмак çине тухать.

«Ну, мĕн пулса мĕн килет, айта, Ерхип, кайрăмăр!» — тесе шухăшласа илет те хăвăрт çеç çырма тĕпнелле анса каять.

Çырма тĕпĕнче пĕчĕк çеç çăл. Никам курки те, никам тути те сĕртĕнмен ку çăла çĕрле. Ку таранччен никам та чейникпе анман кунта çурма çĕрте те: «Е çăла путса вилет, е ухмаха ерет».

Çук, çăла та путмарĕ, ухмаха та ермерĕ Ерхип. Арçури çăлĕн шывĕпе чейникне чиперех тултарчĕ.

«Ну, Ерхип, айта каялла!»

Каялла та чиперех улăхрĕю Никам та тивмерĕ, никам та тытмарĕ Ерхипе. Çырма тĕпĕнчен çӳле улăхса çитсен чистиех лăпланчĕ Ерхип: паçăр тĕрĕс мар сикекен чĕре сехет лек тĕрĕс шаккама пуçларĕ, ӳпкесем çăмăллăн сывласа кайрĕç.

«Анчах ĕненĕç-ши вĕсем эп унта анса улăхнине? Лайăх ĕнентерме мĕнле те пулсан паллă туса хăвармалла мар-ши?»

Нумай шухăшласа тăмарĕ Ерхип. Карттусне хыврĕ те сукмак хĕррине хурса хăварчĕ.

«Çук, ни шуйттансем çук, ни тройкă çук. Пĕрре ларса курас тенĕччĕ вăл тройкă çине, пулмарĕ иккен...»

 

* * *

Çапла пĕтрĕ Арçури çырмин хăрушлăхĕ. Никам те хăрамасть халь вăл çырмаран.

Çырмине халь Арçури çырми мар, Ерхип çырми теççĕ, Ерхипне хăйне çак япала пулнă хыççăн Харсăр Ерхип теççĕ.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: