Çынна юратса


Килте мĕн туса эпĕ тăрăп?

Ларас-и пӳртре пăчăхса?

Çӳретĕп республика тăрăх.

Хуçа пек çӳретĕп пăхса.

Паян та çĕр çухрăм эп турăм.

Эп ăмăртрăм шухă çилпе.

Хайланă хам сăввăм та юррăм,

Пĕлесчĕ, килет-ши сиппе?

Кашни çын, тăван евĕр, çывăх.

Туслашнă унпа эп чăнах.

Поэт, эс ăна ан сĕн хывăх.

Савса парнеле тĕш сăмах.

Чапа та, юрра та вăл тивĕç.

Ĕçчен ят юлать ĕмĕре.

Лартса вăл ӳстернĕ чĕр çимĕç

Сăн кĕртрĕ юратнă çĕре.

Çĕре пулăшать çаврăнма вăл.

Килет çĕр шăпи те унран.

Çынна эпĕ çавăншăн хапăл,

Унпа мухтанатăп чунтан.

Çитет-и, çитмест-и хăватăм, —

Хамра мĕн ырри пур, çавна

Куç пек сыхласа эп хăвартăм.

Ăна парнелетĕп çынна!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: