«Çурмаллапа нихçан та килĕшместĕп...»
Çурмаллапа нихçан та килĕшместĕп,
Мĕн-ма тесессĕн çуккă çур тĕнче.
Çур пурнăçа шанмастăп, ĕненместĕп
Маттур, хастарлă халăх йышĕнче.
Çур сăмаха та ĕненмест чĕрем ман,
Тулли сăмахлă калаçу кăна.
Çур туйăмпа çын нушине пĕлеймĕн,
Вăй-хал хушаймăн хуçăлан чуна.
Çурма телейшĕн савăнса тăрас-и?
Эп — çĕнĕ пурнăç тăвакан этем,
Лартап-и йывăç е хыватăп касă —
Тулли телейшĕн ман чунри çĕклем.
Çурмаллапа нихçан та килĕшмен эп,
Мĕн-ма тесен çурма тени çурмах...
Çак пурнăçра сана кăна ĕненĕп,
Ялан-ялан тулли текен сăмах...
Шухăшсем
Hiring https://contractorfinder...
Hiring https://contractorfinder...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...