Йăмра тĕнчи


Ял урамне каç сĕмĕ çапнă ĕнтĕ. Кĕрхи ăшă çил вĕрет. Сарлака та çӳллĕ йăмрасем айĕнче пĕчĕк ачасем выляççĕ. Тăкăнса тулнă çулçăсенчен пысăк купасем тăваççĕ те вĕсем çине чупса пырса сикеççĕ. Эх, ахăраççĕ вара!

— Ванюш, эсĕ çак йăмра çине хăпарма пултаратăн-и? — ыйтрĕ Саша.

— Пултаратăп, паллах, мĕн, йывăр-им ку? Эсĕ хăв вара хăпарăн-и?

— Эпĕ ку йывăç çине пин хутчен та хăпарнă пуль, — мухтанать Саша.

— Халĕ хăпарса кăтарт, — ыйтрĕ Соня.

— Çук, паян хăпараймастăп-ха, ирхине сылтăм алла ыраттартăм, халĕ те тӳрленсе çитеймерĕ, — тет Саша.

— Ай-ай, Сашук, ан суй-ха, анчах выляса-ахăрса чупаттăнччĕ, нимĕн те ыратмастчĕ санăн, — кулчĕ Руслан.

— Эпĕ алла ирхине ыраттартăм, вăл кунĕпе ыратмарĕ, халĕ кăна хăй пирки аса илтерчĕ, — суйрĕ каллех Саша, пичĕ унăн хĕрелчĕ. Ачасем ахăлтатса кулса ячĕç.

— Эх, Сашук, суятăн, суйма та пĕлместĕн-çке, — каларĕ Руслан.

— Эпĕ суятăп-и?! — сиксе тăчĕ Саша. — Халех хăпарса каятăп йывăç çине! — кăшкăрчĕ вăл, унтан йăмра çине хăпарасшăн тапаçланма пуçларĕ, анчах чи аялти туратсем таран та алăпа çитеймерĕ.

— Мĕн, май килмест-им, суеçĕ? — кулчĕç каллех ачасем.

— Каларăм вĕт-ха, алă ыратать манăн, куратăр-вĕт, хăпараймастăп халĕ! — тарăхнипе Сашук йăмрана урипе тапрĕ. Çак самантрах йывăс çинчи çулçăсем шавлама тапратрĕç, таçтан тымарсем хушшинчен симĕс тĕслĕ вăрăм та хыткан алă тухрĕ те арçын ачана уринчен ярса тытрĕ. Лешĕ тĕлĕннипе те хăранипе хытсах тăчĕ. Çак алă ачана çĕр айнелле туртма пуçларĕ. Соня кăшкăрса ячĕ. Алă самантлăха чарăнчĕ, унтан Сашука çĕр айне туртса кĕрсе кайрĕ. Ваня, Руслан тата Соня пĕр-пĕрин çине пăхкаласа илчĕç.

— Эпĕ тĕлĕк куратăп-ши, е ку чăннипех пулса иртрĕ-и? — шăплăха сирчĕ Руслан.

— Мĕн япали пулчĕ-ха ку? Ун пек пулма пултараймасть-çке! Пуçа вырнаçмасть ку… — сăмах чĕнчĕ Соня та.

— Камăн алли —ши тата ку, Сашука ăçта сĕтĕрсе кайрĕ-ши? — пуплерĕ Руслан. — Мĕн тумалла пирĕн халь?

— Тен, аслисене пĕлтерес? — терĕ Ванюш.

— Аслисем пире ĕненес çук, вĕсене мĕн пулнине пĕлтерсен те эпир каланине пустуй юмах вырăнне кăна хурĕç, — хуравларĕ Руслан.

— Сашукпа вара мĕн пулĕ, тен, симĕс алăллă çын ăна вĕлерет? — хăраса ӳкрĕ Соня.

— Те çынах-ха ĕнтĕ вăл… — шухăша путрĕ Руслан. — Сашука вара мĕнле пулăшмалла-ши?

Ваня йăмра патне пычĕ те ăна пăхкаласа çаврăнчĕ.

— Мĕн тăвасшăн эсĕ, Ванюш? — ыйтрĕ Соня. Арçын ача нимĕн те чĕнмерĕ. Вăл татах йывăçа йĕри-тавра пăхкаларĕ, унтан симĕс алă тухнă вырăна пычĕ те йăмрана пĕтĕм вăйран тапрĕ. Русланпа Соня сиссе те юлаймарĕç, çав алă Ванюша çĕр айне туртса илсе кайрĕ. Соня кăшкăрса ячĕ те сиксе тăрса çав вырăна чупса пычĕ. Вăл хăра-хăрах çĕре тытса пăхрĕ — тахçантанпах çумăр çуманран вăл чул пек хытă. Çав симĕс алăн хуçи асамçă е тухатмăш пуль, çакăн пек хытă тăпра витĕр алла кăларма, çынна туртса кĕрсе кайма мĕнле пулать-ши… Соня йывăç çумĕнчен васкаса пăрăнса тăчĕ.

— Мĕн тăвăпăр-ха халь? — ыйтрĕ хĕрача.

— Аслисене пĕлтермех тивет пуль, унсăрăн Ванюшпа Сашăна пулăшма май килмĕ, — терĕ Руслан.

— Ачасем, сирĕн киле кайма вăхăт çитмен-и? — ачасем сасă илтрĕç те çаврăнса пăхрĕç. Вĕсем патне Соньăн пиччĕшĕ Антун килет иккен.

— Антун, пулăш-ха пире, тархасшăн, — чупса пычĕ ун патне Соня.

— Мĕн пулчĕ тата? — куларах ыйтрĕ пиччĕшĕ.

— Сашукпа Ванюша çĕр айне темĕнле симĕс алă туртса кĕрсе кайрĕ, мĕн тумалла халь пирĕн?

— Ан тĕлĕнтер! Кун пеккине нихăçан та курман эп. Каласа парăр-ха тĕплĕнрех, — кулчĕ Антун.

— Сашук ак çак йăмрана пырса тапрĕ, çĕр ăшĕнчен алă тухрĕ те ăна туртса кĕрсе кайрĕ. Кайран Ванюш та çакăн пекех турĕ, вăл та çĕр айне анса кайрĕ, — каласа пачĕ пĕтĕмпех Соня. Антун каллех кулса илчĕ.

— Юрĕ ĕнтĕ, пулăшăп сире. Анчах та ку йывăçсенчен кăшт пăрăнар, — вĕсем айккинелле пăрăнса тăчĕç. — Халĕ пĕр-пĕрне алăсенчен çавăтăпăр, анчах та астăвăр, çирĕп тытăр, вĕçерĕнсе ан юлăр.

— Мĕн тăвасшăн-ха эсĕ, Антун? — ыйтрĕ Руслан.

— Халлĕхе калаймастăп-ха сире, хăвăрах куратăр акă,-кулчĕ каллех лешĕ. Вĕсем виççĕшĕ çавăтăнчĕç. Унтан Антун вĕсене куçа хупма хушрĕ, никам та курмасть-ши тесе унталла-кунталла пăхкаларĕ те темĕн пăшăлтатрĕ. Çак самантра вăйлă çил тухрĕ, ачасен тавра йăмра çулçисем вĕçме пуçларĕç, çавра çил вăйланса та вăйланса пычĕ, унта та кунта хĕрлĕ, сарă çутăсем çиçсе илчĕç. Русланпа Соня хăйсем çĕртен уйрăлса çӳлелле вĕçсе хăпарнине туйрĕç. Çутăсем татах та хытăрах ялкăшса тăма пуçларĕç, çил татах та вăйланчĕ. Антун тата темĕн пăшăлтатрĕ те ачасем çавра çилпе пĕрле çĕр айне анса кайрĕç.

— Куç уçма пултаратăр! — терĕ Антун. Русланпа Соня куçĕсене уçрĕç те тĕлĕннипе кăшкăрсах ячĕç. Ара, тĕлĕнмелли те çук марччĕ-çке унта: еплерех вырăна лекнĕ вĕсем! Темĕнле хулара иккен вĕсем — сарлака çулсем тăрăх машинăсем çӳреççĕ, çул ик айккипе — çӳллĕ йăмрасем, пурте яланхи пекех, анчах та йĕри-тавра мĕн пур — пĕтĕмпех симĕс тĕслĕ! Симĕс асфальт çинче симĕс кăвакарчăнсем темĕн сăхкалаççĕ, унталла та кунталла симĕс çынсем утаççĕ, вĕсен пичĕ-куçĕ, тум-тирĕ, çӳçĕ — пĕтĕмпех симĕс тĕслĕ, хĕвел, пĕлĕтсемпе тӳпе те кунта сип-симĕс. Соньăпа Руслан çакна пурне те çăвар карсах сăнаса тăчĕç.

— Антун, ăçта эпир? — шăппан ыйтрĕ Руслан.

— Ăçта тетĕн-и? — терĕ Антун куларах. Вăл çул хĕрринчи йăмра патне пычĕ те ун еннелле алă тăсрĕ.

— Сывлăх сунатăп, — терĕ вăл. Йывăç тураттисем хускалса илчĕç, вĕсен хушшинчен вăрăм симĕс алă тухрĕ те Антуна алă парса сывлăх сунчĕ.

— Шăпах çакăн пек алă Ванюшпа Сашука çĕр айне илсе кайнă та. Эпир хамăр та халĕ — çĕр айĕнче. Ку — йăмра çĕр шывĕ, Верфель. Пĕлетĕр пуль-ха, йăмрана юхан шыв хĕрне лартсан унăн тымарĕсем шыва çырана аркатма-çĕмĕрме чараççĕ, çак çĕр шыври йăмрасен тымарĕсем çинче вара пĕтĕм Çĕр планета тытăнса тăрать, унсăрăн Çĕр çине космосран пĕр-пĕр метеорит ӳксенех вăл урайне ӳкернĕ кантăк тетте пек чăл-пар саланса кайнă пулĕччĕ. Кунта йăмрасене питĕ юратаççĕ тата хисеплеççĕ, Çĕр çинче ӳсекен йăмрасене те куллен асăрхаса-пăхса тăраççĕ, çумăр çуман çулсенче шăварса тăраççĕ, кам та пулин йăмрана кӳрентерсен вара — ăна патак çитерме пултараççĕ, тĕслĕхрен, Сашукпа Ванюша йăмра алли çĕр айне туртса илсе кайнă, вĕсене халĕ виçĕ кун хушши йăмра çитĕнтерекен плантацире ĕçлеттереççĕ, кайран каялла ятарлă сăмахсем каласа мĕн пулса иртнине ас тумалла мар туса яраççĕ. Анчах кунта виçĕ кун иртет пулсан — çӳлти тĕнчере виçĕ сехет кăна иртет, çавăнпа та çак вăхăтра çынна никам та шырама тытăнмасть.

— Антун, эсĕ кăна ăçтан пĕлетĕн вара? — ыйтрĕ Соня. Лешĕ каллех кулчĕ.

— Пĕлетĕр-и, сирĕн пекех сакăр çулта чухне эпĕ аттерен мăлатук тата темиçе пăта пĕçертсе тарнăччĕ. Атте ан куртăр тесе эпĕ тепĕр урамри йăмра патне кайса лартăм та хама ăста маçтăр пек туйса пăтасене пĕрерĕн-пĕрерĕн ватă йăмра вулли ăшне çапса кĕртме пуçларăм. Вара мана та симĕс алă çĕр айнелле туртса илсе кайрĕ, çак тĕнчене илсе килчĕ. Эпĕ питĕ хăранипе йĕрсех ятăм та, мана шеллерĕç, лăплантарчĕç, плантацире ĕçлекен старик мана хăй патне илсе кайса чей ĕçтерчĕ, йăмра тĕнчи пирки каласа пачĕ, каялла çӳлти тĕнчене ăсатса яриччен вара кунта мĕнле таврăнмаллине вĕрентрĕ. «Йăмра, Верфель, йăмра» — тесе виçĕ хут каламалла, вара сана çавра çил шăпах йăмра тĕнчине вĕçтерсе каять. Паллах, кунта йăмра тураттине хуçса е йывăçа урăхла майпа сиен кӳрсе лекме те пулать, анчах ун пек хăтланма кирлĕ мар.

— Эсĕ мĕншĕн кăна малтанах каласа паман? Манăн та йăмра çитĕнтерекен плантацие курас килет! — терĕ Соня.

— Ваçли мучи, мана йăмра тĕнчин вăрттăнлăхĕсене уçса паракан, кун пирки никама та калама хушман. Анчах та сире пулăшу кирлĕ пулчĕ те, халĕ эсир те пĕтĕмпех пĕлетĕр.

— Ванюшпа Сашука тупмалла-ха пирĕн, Антун, эсĕ вĕсене ăçта шырамаллине пĕлетĕн пуль-ха, — терĕ Руслан.

— Тĕрĕс, вĕсем çинчен те манса каяс мар-ха, кайрăмăр йăмра плантацине, — çакăн пек сăмахсемпе Антун çул хĕррине тухса тăчĕ, часах вĕсен умнее «Такси» тесе çырнă машина пырса чарăнчĕ. Антун алăка уçса шофёра темĕн каларĕ те ачасене кĕрсе ларма хушрĕ, хăй малти ларкăч çине вырнаçрĕ. Машина вырăнтан тапранчĕ. Соня чӳречерен пăхса пычĕ, ăна çак тĕнче: симĕс çуртсем, çынсем, чĕр чунсем, алă парса сывлăх сунма пĕлекен йăмрасем — пурте питĕ илĕртӳллĕ пек туйăнчĕ. Руслан çав вăхăтра водителе сăнарĕ: руль умĕнче туллирех кĕлеткеллĕ, кулăшла шлепкеллĕ, симĕс мăйăхлă арçын ларать. Арçын ача машинăн салонне пăхса тухрĕ, вăл чӳлмекре ӳсекен темĕнле ӳсен-тăрана асăрхарĕ. «Мащинăра чечек илсе çӳренине пĕрремĕш хут куратăп» — шухăшларĕ вăл. — «Чим-ха, ку йăмра мар-и-ха? Анчах та питĕ пĕчĕк.»

— Ку йăмра вĕт! — терĕ вăл ӳсен-тăрана пӳрнипе тĕллесе.

— Йăмра çав, йăмра, — сас пачĕ шофёр. — Машинăра йăмра илсе çӳрет тесе тĕлĕнтĕн пуль-ха, анчах та Верфельте машинăсем çӳлти тĕнчери пек бензинпа мар, йăмра кăларакан кислородпа çӳреççĕ.

— Вертолётсемпе самолётсем, карапсем вара? — инетересленчĕ Соня.

— Вĕсем те çаплах, — терĕ шофĕр. — Пирĕн çуртсенчи çутă та электричествăпа мар, кислородпа çунать. Акă, çитрĕмĕр те, — машина чарăнчĕ те ачасем тухрĕç. Вĕсем виçĕ çӳллĕ çурт умĕнче иккен.

— Антун, ку мĕнле çуртсем тата? — ыйтрĕ Соня.

— Эпир сирĕнпе йăмра тĕнчин чи пĕлтерĕшлĕ пайĕнче. Çакăнта — çӳлти тĕнчери йăмрасене сыхлас ĕç пырать, — пĕрремĕш çурт çине кăтартрĕ Антун. — Ку çуртра вара — электростанци теме пулать, кунти йăмрасем пĕтĕм Верфеле кислородпа тивĕçтереççĕ.

— Ак ку, виççĕмĕшĕ, шăпах йăмра плантацийĕ пуль-ха! — чăтса тăраймарĕ Руслан.

— Тĕрĕс, пирĕн çавăнта каймалла, тен, Ванюшпа Сашука та тупăпăр, — терĕ те Антун, çав çурт еннелле утрĕ. Вăл алăка уçрĕ те ачасем пĕчĕк çеç пушă пӳлĕме кĕрсе тăчĕç.

— Ăçта эпир? — ыйтрĕ Соня. — Мĕнле пӳлĕм ку, Антун?

Пиччĕшĕ нимĕн те чĕнмерĕ. Вăл стена çинчи аран-аран курăнакан кнопкăна кайса пусрĕ, пӳлĕмĕн тĕксĕм симĕс стенисем çуталма пуçларĕç, тĕрлĕ тĕссемпе ялкăшса илчĕç, унтан витĕр курăнакан пулчĕç. Ачасем пысăк теплицăсене, коридорсем тăрăх утакан çынсене курчĕç.

— Ку, ачасем, нимĕнле пӳлĕм те мар, ку — лифт, — терĕ Антун. — Аялалла пăхăр-ха, мĕн куратăр?

Русланпа Соня ура айнелле пăхрĕç. Мĕнле тĕлĕнтермĕш ку! Лифт пысăк турат çинче тытăнса тăрать иккен!

— Тĕлĕнмелле пек-и? — кулчĕ Антун. — Ак, курăр, мĕнле ĕçлет лифт, — çак сăмахсемпе вăл кнопкăна тепĕр хут пусрĕ. — Вăт халь тимлĕ пăхăр, — терĕ вăл. Лифта тытса тăракан йăмра туратти çинчи çулçăсем хускалса илчĕç, турат çитĕнме пуçларĕ, çитĕннĕçемĕн вăл Руслан, Антун тата Соня тăракан лифта çӳлелле тĕкме пуçларĕ. Соньăпа Руслан тĕлĕннипе çăварĕсене карсах пăрахрĕç. Тинех вĕсем чи çӳлти хута хăпарса çитрĕç. Алăк уçăлчĕ те ачасем лифтран тухрĕç. Йăмра турачĕ каялла пĕчĕкленме пуçларĕ, çавна май лифт та аялалла анса кайрĕ.

— Пулма пултараймасть! Юмах тĕнчинче пуль эпĕ! — кăшкăрса ячĕ Соня савăнăçлăн.

— Килĕшет-и? — йăл кулчĕ Антун. — Юрĕ, Сашукпа Ваня çинчен те манса каяс мар, вĕсене шырама кайăпăр. Çак çуртăн тăрринче плантацин чи пĕлтерĕшлĕ уйрăмĕ, унта хаклă йышши йăмрасене ӳстереççĕ, вĕсем ахаль йывăçсенчен темиçе хут ытларах кислород параççĕ. Çав уйрăмра тахçан Ваçли мучи ĕçлетчĕ, эпĕ сире ун пирки каласа кăтартрăм ĕнтĕ. Унтанпа вунă çул иртнĕ пулин те, манăн пĕлес килет, халĕ те ĕçлет-ши вăл кунта, е çук. Вăл пире Ванюшпа Сашука тупма пулăшĕччĕ, — вăрăм коридор тăрăх утнă май каларĕ Антун.

— Атя, каяр часрах! — сиккелесе кăна пычĕ Соня. Тинех ачасем çурт тăррине тухрĕç. Кунта мĕн чухлĕ йăмра иккен!

— Ванюш! Сашук! — кăшкăрса ячĕ Соня. Антунпа Руслан çаврăнса пăхрĕç те акă мĕн курчĕç: Сашăпа Ванюш йăмрасем патне витресемпе шыв йăтаççĕ иккен, хăйсем самаях ывăннă, курăнать.

— Сашук! Ванюш! — кăшкăрчĕ Руслан та. Ку хутĕнче лешсем ăна илтрĕç, пуçĕсене çĕклерĕç те ун патне утса пычĕç.

— Мĕн, сире те çакăнта ĕçлеме хушрĕç-им? — ыйтрĕ Ванюш салхуллăн.

— Çук-çук, эпир сирĕн пата килтĕмĕр, сире каялла илсе каясшăн-ха эпир, — терĕ Руслан.

— Антун! Эсĕ-çке ку! — илтĕнсе кайрĕ сасă. Туссем еннелле вăрăм симĕс сухаллă старик васкаса утса килет иккен.

— Ваçли мучи, эсĕ-и? — савăнса кайрĕ Антун. — Пачах та улшăнман-çке эсĕ!

— Пирĕн тĕнчере сирĕн тĕнчери пек мар, вăхăт самай хăвăртрах иртет, анчах ватăлма çынсем час ватăлмаççĕ. Эсĕ вара епле çитĕнсе кайнă! Сана юлашки хут курнă чух эсĕ йĕпе сăмса кăначчĕ, халĕ вара, кур-ха, епле каччă пулса кайнă!

— Антун, эсĕ кунта хăçан пулса куртăн вара? — ыйтрĕ тĕлĕнсе кайнă Сашук.

— Сирĕн пек чух эпĕ те йăмрана кӳрентертĕм, вара кунта пулса куртăм. Унтанпа ӳсен-тăрана та, чĕр чуна та кӳрентерместĕп, — терĕ Антун ăна. — Ваçли мучи, каçар ĕнтĕ ачасене, малашне вĕсем мĕн те пулин тăвиччен виçĕ хут шухăшласа пăхĕç, сăмах паратăп сана.

— Юрĕ ĕнтĕ, сана ĕненетĕп, — кулчĕ старик. — Анчах та ман пата хăнана пырса кайма сăмах парăр.

— Юрать, сан пата татах та килĕпĕр. Халĕ пирĕн таврăнма вăхăт.

— Каймалла пулсан кайăр ĕнтĕ. Антун, мĕн каламаллине манса кайман-и-ха эсĕ?

— Çук, пĕтĕмпех лайăх ас тăватăп. Ну, сывă юл эппин, Ваçли мучи!

— Сывă пулăр, çут-çанталăка упрăр, йăмрасене ан кӳрентерĕр, — терĕ те старик, айкинелле пăрăнса тăчĕ.

— Ачасем, вăйă картине тăрар, — шӳтлерĕ Антун. — Пурте алăсенчен çавăтăнар. Халĕ эсир тĕнчери чи илемлĕ те асамлă пулăма куратăр ак. «Йăмра, Çĕр, йăмра», — терĕ вăл. Вĕсем тавра каллех çавра çил çаврăнма пуçларĕ. Ачасен урисем урайран уйрăлчĕç, вĕсем çӳлелле те çӳлелле вĕçсе хăпарчĕç. Ваçли мучи вĕсене алă сулса тăрса юлчĕ. Çавра çил татах та хăпарчĕ, каллех тĕрлĕ çутăсем ялкăшма пуçларĕç.

— Халĕ тимлĕ пулăр, — терĕ Антун. Çутăсем сасартăк тата хытăрах ялкăшма пуçларĕç, вĕсем тĕрлĕ эрешсене йĕркеленчĕç. Ачасен умĕнче çăлтăрсем, чечексем, тĕрлĕ чĕр чунсем ялкăшрĕç. Унтан çутăсем тăватă ача сăнне йĕркеленчĕç. Соня, Ваня, Сашук тата Руслан хăйсене палласа илчĕç.

— Антун, пăх-ха, çутăсем пирĕн сăнсене те туса кăтартма пултараççĕ! — кăшкăрчĕ Соня савăнăçлăн. Унтан тăватă сăн çумне тепĕр ачан сăн-пичĕ хушăнчĕ.

— Кăна паллатăр-и? — йăл кулчĕ Антун. — Ку сакăр çулхи эпĕ!

— Мĕнле кулăшла пулнă эсĕ тахçан! — терĕ Соня. Çав сăнсем тепĕр темиçе самантран йăл кулчĕç те, çутăсем пăтрашăнса кайрĕç, сӳнме пуçларĕç. Тепĕр самантран ачасем çĕр çине çитрĕç.

— Халĕ алăсене яма пултаратăр, — терĕ Антун. — Ну, мĕнле пек? Килĕшрĕ-и сире Верфель?

— Мана питĕ килĕшрĕ, уйрăмах каялла килнĕ чух! — терĕ Соня.

— Мана ытларах лифт килĕшрĕ, — сăмах хушрĕ Руслан.

— Пире Сашукпа иксĕмĕре йăмра тĕнчи малтан питĕ килĕшмерĕ, мĕншĕн тесен пире унта ĕçлеттерчĕç, — терĕ Ванюш.

— Çапла, халĕ вара манăн унта тепĕр хут кайса курас килет, — терĕ Сашук та.

— Юрĕ ĕнтĕ, тепĕр хут та кайăпăр. Халĕ вара килелле кайма вăхăт, сире килтисем çухатрĕç те пуль. Анчах ас тăвăр: паян мĕн пулса иртни çинчен никама та пĕр сăмах та ан шарлăр. Тата çакна ан манăр: йăмрасене анчах мар, урăх йывăçсене те, ӳсен-тăрана, чĕр чунсене ан тивĕр, ан кӳрентерĕр, — терĕ Антун. — Халĕ килелле чуптарăр.

Ванюш, Сашук тата Руслан урам тăрăх чупса кайрĕç. Соньăпа Антун йăмра çумĕнчех юлчĕç. Соня йăмра çине пăхрĕ

— Верфель, йăмра тĕнчи, симĕс çынсем… Тĕнчере çакăн чухлĕ тĕлĕнтермĕш пулнине эпĕ шутлама та пултарман! — терĕ вăл, йăмра çулçине çĕр çинчен çĕкленĕ май.

— Пурнăçра кун пеккине кăна мар курăн-ха. Тĕнче асамлă, Соня.

— Верфеле вара тепре те кайса курăпăр, юрать-и?

— Кайăпăр, паллах. Халĕ киле каяр пуль.

Пиччĕшĕпе йăмăкĕ урам тăрăх анаталла анса кайрĕç. Çав вăхăтра çĕр айĕнчен симĕç алă тухрĕ, йăмра тĕнчи ачасемпе алă сулса сыв пуллашрĕ…

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина (2013-11-16 10:59:22):

..Салам Чăваш енчи çынсем !!!Ах,ТУРĂ...пите йывăр пулчĕ патах пĕлмен сăмахсене:самантлăха(теççĕ Анатри Чăвашсем) вăхатлăха,питĕ тĕрĕс калаçакан Чăваш халăхне кĕреть Комсомольски(чăвашла пелместеп мень ятлине...)енĕ,Ельчĕк айкки,Патаръел районĕ,Шемурша енчи çерсем...Ĕнер кăна пĕльтем эпĕ ХАМĂН Чăваш Çĕршыв енчи çинчень ...ЭПИР пулнă Çĕмпер хулин уестра енчи икеллиллине....(пĕлместĕп тĕрĕс çыратăп -ши тесе ларатăп -ха эпĕ монитор умĕнче),нуммай сăмахесем вара пирĕн енчи пек каласа çырмаççĕ,33 çул чăвашла калаçса курманскер ...вара эпĕ манса кайман тăван челхене..Тав сире!!!(питĕ ывăнтăм çырма...тахçанахпа ...чăвашла çырман,калаçман)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: ăшах

 

Аксар Чунтупай (2013-11-16 13:47:00):

Вырăн-вырăнпа Ă,ĕ сас паллисене сиктерсе хăварнисĕр пуçне "Мащинăра чечек илсе çӳренине" йышши йăнăшсем пуррине шута млсен те аван калав-юмах пулса тухă. Маттур. Вĕрентекенĕ те маттурах ĕнтĕ.

 

Любовь (2013-11-16 15:04:52):

Инессăн шухăшĕсем аван. Тĕнчери пур пулăм та асамлă, ӳсен-тăрансемпе чĕр чунсен тĕнчи вара пушшех те.Çав асама курма-туйма çеç пĕлес пулать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина,Мăн Вылăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкути вĕренекен (2013-11-17 11:34:12):

Ятне палăртман комментари паракан хăй те тĕрĕс мар çырать те, çамрăк çыравçăсем пирки мĕн каламалли пур кунта. Умри пĕренене те курмастпăр, аякри улăм пĕрчи таçтанах курăнать çав вăл. Каярах ларнă калавсене пушшех те япăх комментарии парать-ха вăл. Кун пек пулсан çакăн йышши конкурсене малашне хутшăнас кăмăл та çухалать

 

Мария Каçалсем (2013-11-27 22:14:45):

Маттур,Инесса.Калав çамрăк ăрăва çутçаталăка юратма,упрама вĕрентет.Илеме туйма та пĕлет вăл.Шухăшĕ анлă.Чĕлхм яка,илемлĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: