Йăмра хӳтлĕхĕнчи тĕлĕнтермĕш


Эх, мĕнле илемлĕ вăл Чăваш ен! Илĕртӳллĕ вăрманĕсем, симĕс улăх-çаранĕсем, вĕçĕ-хĕррисĕр сарă тулă пуссиллĕ хирĕсем, тăрна куçĕ пек тăрă юхан шывĕсем чун-чĕрене хăпартлантарса ырă шухăшсем çуратаççĕ, ĕмĕтсемпе малалла çунатлантараççĕ. Пирĕн тăрăхри йăмраллă чăваш ялĕсем капмар та мăнаçлă курăнса лараççĕ. Йăмра вăл мĕн ĕлĕкрен чăваш ялĕн палли пулнă, ăна пирĕн мăн асаттесем юратса, хисеплесе çитĕнтернĕ. Çуркунне, хĕвел хĕрте пуçласан,йăмра çине иленнĕ шăпчăксем çынсене хăйсен юррисемпе тыткăнланă, çанталăк ăшăта пуçласан, йăмра чечеке ларса çулçисем сарăлсан, унта вĕлле хурчĕ сĕрленĕ, ача-пăча йăмра вуллинчен шăхличĕ ăсталаса, тĕрлĕ çемĕ кăларса, таврана кисретсе тăнă. Каçсерен ĕçпе пиçĕхсе ывăннă çĕр ĕçченĕ йăмра айĕнче канса вăй пухнă, халап-юмах çаптарнă, яш-кĕрĕм вăйă картине пуçтарăнса, çепĕç юрă-кĕвĕ шăрантарса, ывăннине манса кайсах ташă-çемĕ кĕрлеттернĕ.

Ман юратнă тăван ял Кĕçĕн Пăла хĕрринче вырнаçнă. Унăн икĕ енĕпе те йăмрасем ӳсеççĕ. Пĕрисем мăнаçлăн тӳпенелле каçăрăлса, теприсем шыв çинелле тайăлса, сарăлса, хăйсен илемĕпе савăннă евĕр лараççĕ. Çак тавра кĕтӳ ярсан ача-пăча шавĕпе тулать.

Кĕтӳ кĕртсе ĕнесене сунă хыççăн вĕсене кунта, Пăла леш енчи улăха, çитерме илсе çӳретпĕр. Эпир çак вăхăта чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Кунта кам вăйă вылять, кам шыва кĕрет. Хăшĕсем вара, халап-юмах юратакансем, яланхи пекех пĕр ватă йăмра айне пуçтарăнаççĕ.

— Паян Ваçук тете çитеймерĕ-çке, — тесе чăтăмсăррăн ял еннелле тинкереççĕ. Ку вăл ман асатте. Ун тавра яланах ватти те, вĕтти те вĕлле хурчĕсем чечек çине пуçтарăнса сĕрленĕ пекех явăнаççĕ. Ваçук пичче вара нумай кĕттермест, çитнĕ-çитменех халап хутаççине салатнă май шӳтлеме-юплеме те пуçлать. Эпир, шăпăрлансем, унăн халапĕсене ĕнесем çинчен манса кайсах итлетпĕр. Мĕнле кăна халап пĕлмест-ха вăл! Вăл пурнăçри кашни пулăма шӳте çавăрса ахăрттаратчĕ пире, вар хытса кайиччен кăлтăртататтăмăрччĕ вара.

Пĕрре çапла асатте пире хамăр пуçтарăнакан йăмра айĕнче выртакан чулăн историйĕ çинчен (те чăн, те суеçтерсе) çапла каласа пачĕ. Ĕлĕк-авал, тутар-монгол çарĕсем çапăçура çухатнă çынсене пытарнă хыççăн, çакăн пек чулсене асăну хăми вырăнне хăварнă иккен. Чăн та, эпир ачасемпе çак чул çинче ăнланмалла мар паллăсемпе çырнă сăмахсем пуррине асăрхарăмăр. Çакăн хыççăн мана çак чул историйĕ канăç памарĕ. Хушăран, унта мĕн çырнине пĕлес тесе, пыра-пыра тинкереттĕм, анчах та тупсăмне ниепле те тупаймарăм.

Пĕррехинче пирĕн ĕне кĕтӳрен сусăрланса килчĕ. Темиçе кун ăна кĕтĕве ямасăр улăха илсе çӳреме тиврĕ мана. Çанталăк шăрăх тăнине кура ĕне те, эпĕ те çак ватă йăмра айне тĕршĕнеттĕмĕр. Пĕр кунĕнче, самаях хĕвел çинче пиçĕхсе йăшнăскер, эпĕ асатте халапĕсене аса илсе выртнă май çак йăмра айĕнче тĕлĕрсех кайнă… Уяр кун тĕксĕмленчĕ те аслати кĕрлеттернĕ сасă хăлхана янратсах ячĕ. Унччен те пулмарĕ, аякра та мар, çывăхрах та мар, хуп-хура каркăç карнă пек тутар-монгол çарĕ курăнса кайрĕ. Эпĕ хăранипе вăшăл-вашăл сиксе тăтăм та йăмра çине хăпарма тăрмашрăм, анчах ниепле те хăпараймастăп. Сасартăк çиçĕм пек йăлтăр-ялтăр çуталса илчĕ, ман çума шап-шурă урхамах пырса тăчĕ. Урхамах çинче Улăп паттăр лара парать. Ваш-ш! çĕклесе илчĕ те мана йăмран çӳллĕ вулли çине хăпартса та лартрĕ. Вăл хĕçне сулласа илчĕ, йăмра ăна пулăшнă евĕр силленсе илчĕ те тутар-монголсем аякка вĕрсе вĕçтернĕ пек саланса та пĕтрĕç. Акă тепĕр хут çанталăк чатăр карнă пек тĕттĕмленсе килчĕ. Пăла тăрăхĕнче хуп-хура Батый çарĕ курăнса кайрĕ. Хăранипе эпĕ шари-и çухăрса ятăм. Улăп паттăр тепре вут-çулăмлă хĕçне сулласа илчĕ, йăмра Улăпа пулăшса шыв евĕр куççуль тăкнипе Пăла шывĕ Атăл пек сарăлса кайрĕ те тутар-монгол çарне шывпа хупларĕ. Улăпăн шурă урхамахĕ çав-çавах лăпкă мар, теме сиснĕ пек ик уран тăрса кĕçенет; йăмра çулçисем инкеке сиссе пăшăлтата пуçларĕç те хумсем хушшинчен тутар-монгол çар пуçĕ хан Батый курăнса кайрĕ. Эпĕ хăранипе асаттене чĕнесшĕн, анчах чĕлхем çĕтнĕ пек сассăм тухмасть. Акă Улăп Батыйпа, киревсĕр тăшманпа, паттăррăн çапăçма пуçларĕ. Асамлă хĕçĕ кăна çителĕклĕ пулмарĕ, Улăпа пулăшу кирлине сиссе йăмра та ăна вăй-хăватне пĕр шелсĕр пачĕ. Çĕнтерчĕ-çĕнтерчех Улăп Батыя.

«Улăп пек паттăр пулма тăрăш, ачам, Йывăç ларт, ăна упра. Вăл сана вăй-хăват парса тăрĕ, йывăрлăхра пулăшĕ, — терĕ мана ват йăмра çакăн хыççăн, — ахальтен мар мана Улăп йăмри теççĕ. Çавна пула Улăп ман пек тĕреклĕ, патвар. Эпĕ ăна кирлĕ чух вăй парса тăратăп. Ан ман, асра тыт çакна, Тимук. Вара санра та Улăпри пек вăй тапса тăрĕ.» Йăмра çулçисем те: «Ан ман, Тимук, ан ман, Тимук!» — тенĕ евĕр шĕпĕлтетсе илчĕç.

— Тимук, Тимук, кукаму вĕри икерчĕ пĕçерсе парса ячĕ. Çи, атя, — тенĕ сасă хăлхана пырса кĕчĕ. Вăранса кайрăм та, ман умра асатте тăра парать иккен. Эпĕ ыйхăран вăранса икерчĕпе сăйланнă вăхăтра асаттене хам тĕлĕкпе кăсăклантартăм. Вăл мана çак тĕлĕк ахальтен курăнманнине пĕлтерчĕ, ватă та асамлă йăмра сĕнĕвне шута илме сĕнчĕ.

Чылай вăхăт хушши асăмран тухмарĕ çак асамлă тĕлĕк. Кĕр енне кайсан асаттепе йăмрасем лартма та манса каймарăм. Улăп пек паттăр та кĕрнеклĕ камăн пулас килмĕ!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Зинаида Ивановна (2013-11-16 17:28:34):

Итересле калав.Содержани енчен ашакрах

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: