Çамрăк йăмра


Ял хĕрринчи лаштра йăмра

Ешĕл çулçипе вылять.

Çумра юман ларнипеле

Хăйне телейлĕ вăл туять.

 

Чăваш йăмри, лаштра йăмра,

Эс сăвăра та юрăра.

Чун-черерен калам сана:

— Эс яланах пирĕн асра.

 

Чăваш йăмри шур кĕпепе,

Ешĕл-ешĕл тухйипе,

Чăваш ташшине ташлать,

Пĕтĕм чĕр чун савăнать.

 

Пĕррехинче кĕркунне

Йăмра ларчĕ хыт йĕрсе:

— Манăн çулçă, симĕс çулçă.

Ӳкрĕ пĕтрĕ ешĕл çулçă.

Мĕн тăвас-ха манăн халь?

Эс кала-ха, ват юман.

 

— Эс, йăмраçăм, ан хăра.

Çулçăн пурнăçĕ кĕске.

Эсĕ пĕртте ан хурлан.

Санăн ешĕл çулçусем

Ӳссе ларĕç çуркунне.

Вĕсем пулĕç хитререх,

Вĕсем пулĕç симĕсрех,

Пулĕç пурте чиперех.

 

Эпир хĕлле çывăратпăр,

Çуркунне вара тăратпăр,

Юрлатпăр та ташлатпăр,

Пурте эпир савăнатпăр!

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: