Пушар йăмри


Çимун пиччепе Кириле мучи — кӳршĕсем. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, кирек мĕнле ĕçре те пĕр-пĕрне хаваспах пулăшаççĕ. Ватти — ăспа, çамрăкки — вăйпа.

Пĕр çурхи кун икĕ кӳршĕ пĕр сăмахлă пулса хăйсен çурчĕсем хушшине йăмра лартса хăвараççĕ, вăй илсе кайиччен шăварса тăраççĕ. Йăмра кунпа мар, сехетпе ӳсет тейĕн, пĕлĕтелле кармашать те кармашать. Урама тухсан йăмра айне ларса канмасăр, йăмрапа калаçмасăр, унпа йапанмасăр пӳрте кĕмеççĕ кӳршĕсем. Çимун пиччепе Кириле мучи хушшинчи туслă çыхăнăва çак йывăç татах та çирĕплетрĕ. Икĕ кӳршĕн йăмра çинчен калаçмасăр пĕр кун та иртмест.

Акă йывăç Çимунпа Кирилен пӳрчĕсенчен те çӳллĕрех ӳссе кайрĕ. Унăн тураттисем пӳрт тăррисене перĕнсе тăракан пулчĕç. Çуллахи шăрăх кунсенче йăмра çулçисенчен те куççуль, те шыв тумламĕ, те сиплĕ шыв — çĕре юхать. Урампа иртсе пыракан çынсем Çимун пиччепе Кириле мучие ятласа та илеççĕ. Мĕншĕн йывăçа асаплантаратăр, мĕншĕн макăртатăр теççĕ.

Ялта урăх никам та йăмра лартман. Ытларах ял çыннисем усал-тĕселрен сыхлать тесе кил умĕсене, пахча хыçĕсене пилеш йывăççи лартнă. Çимĕçĕсем тĕрлĕ чир-чĕртен сиплĕ тесе хăшĕ-пĕрисем çĕмĕрт тата палан ларткаланă. Акă Вĕçкĕн Унтри пасара кайса икĕ тĕп улмуççи илсе килнĕ те — халĕ мухтанса çеç çӳрет. Ара, ялĕпе те унăн çеç-çке. Йăмра лартса ӳстерекен кӳршĕсенчен тăрăхласа та илет хăй. «Мĕн усси пур сирĕн йывăçран: ни çимĕçĕ çук, ни илемĕ çук», — тет.

Кӳршĕсем вара апла шутламаççĕ. Вĕсем çын сăмахне чĕре патне илмеççĕ, кӳренмеççĕ. Пачах урăхла, мăнаçланаççĕ вĕсем. «Камăн пур пирĕнни пек çӳллĕ те лапсăркка йывăç, таçтанах курăнса ларать вĕт», — тесе мухтанаççĕ.

Пĕррехинче ял хĕрринчи улăм витнĕ çурта çулăм хыпса илет, вут-çулăм юнашарти çуртсене те яваклама пуçлать. Мĕн тумалла? Çынсем урам тăрăх витре йăтса чупкалама пуçлаççĕ, анчах та — пушарăн чĕлхи вăрăм.

Ялта мĕн пулса иртнине çӳлтен сăнаса ларакан йăмра вут-çулăм алхаснине асăрхать. Хыттăн туртăнать те — çĕртен уйрăлса çунакан çуртсем патнелле ыткăнать. Çитнĕ-çитмен вăл «макăрма» пуçлать. Кашни çулçинчен шыв тумлатса часах пушара сӳнтерет. Ял çыннисем ним калама аптраса тăраççĕ. Часах Çимун пиччепе Кириле мучи те персе çитеççĕ. Вĕсем йăмран паттăрлăхĕнчен, ырă кăмăлĕнчен тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ. Чунтан пăхсан, юратса ӳстерсен йывăç та пархатарлă пулать çав теççĕ савăнса. Йăмра мĕнле килнĕ, çавăн пекех хăвăрттăн каялла хăй вырăнне кайса ларать. Ним пулман пек пĕлĕтелле тинкерме пуçлать.

Тĕттĕмленет. Ялта шăп. Йăмра та тарăн ыйха путать. Кĕтмен туман çĕртен тӳперен Алтăр çăлтăр вĕçсе анса йăмра çине ларать, тем пăшăлтатма пуçлать. Йăмра вăранса каять те çут çăлтăрпа калаçма тытăнать. Çӳлелле тинкерсе çак çăлтăра вăл кашни каçах сăнаса ларнăскер, халĕ çывăх тусне курнă пекех ăшшăн калаçать.

Сасартăк йăмра Алтăр çăлтăр хыççăн тӳпенелле вĕçсе хăпарса каять, курăнми пулать.

Çав вăхăтра Кириле мучи тĕлĕк курса выртнă пулнă. Чăваш йăмри пушар сӳнтерме пулăшни çинчен калакан хыпар тĕнчипех сарăлнă иккен. Пурте йăмрана мухтаса калаçаççĕ. Çӳл тӳпери çăлтăрсен патши те илтнĕ иккен пушар йăмри çинчен. Вара вăл çак йывăçа хăй патне илесшĕн. Алтăр çăлтăра йăмрана илме ярать. Алтăр çăлтăр йăмра патне вĕссе анса унпа пĕр чĕлхе тупать те ăна çăлтарсен патши патне илсе каять. Патша йăмрана мĕншĕн тӳпене илсе хăпарни çинчен ăнлантарать. Çăлтăрсем сананă тăрăх, çĕр çинче пушарсем час-часах пулаççĕ, çынсем кил-çуртсар тарса юлаççĕ, асапланаççĕ. Çавăнпа та вĕсене пушар сӳнтерекен кирлĕ, унсаран вĕсем çӳлтен пăхса тăраççĕ — нимĕн те таваймаçсĕ. Капла вара çĕр çинчи пĕр-пĕр вут-çулăма асăрхасанах йăмрана пушар сӳнтерме вĕçтерсе антарса яраçсĕ. Ырă чунлă йăмра патша самахĕсемпе килĕшет. Мана çынсем лартса ӳстернĕ, çавăнпа та эпĕ çынсене усă кӳме яланах хавас», — тенĕ. Ку сăмахсем çăлтăрсен патшине питĕ килĕшнĕ. Вара йăмрана ырă ĕссем тума яланлăхах тӳпере хăварнă.

Мучи вăранса каять те урама чупса тухать. Пăхать — юратнă йăмра вырăнта çук. Çимун пичче патне чупса каять. Ăна килĕнчен чĕнсе кăларать те йăмра ларнă вырăна илсе тухать. Çимун нимĕн те ăнланаймасть. Вара Кириле мучи хăйĕн кӳршине тин çеç тĕлленнĕ тĕлĕкне каласа парать. Икĕ кӳршĕ вĕсен йăмри усăллă йывăç пулнăшăн — савăнаççĕ, вĕсенчен уйрăлса кайнăшăн — кулянаççĕ.

Çак ĕç-пуç хыççăн ялта çынсем ăмăртмалла тенĕ пек йăмра лартма тытăнаççĕ. Çимун пиччепе Кириле мучи те пушар йăмри ларнă вырăна тепĕр йăмра лартса хăвараççĕ, ăна та кăмăлтан юратса пăхаççĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсен ялĕ вăрман пекех курăнса ларать. Халĕ кашни пӳрт умĕнче пушартан сыхлакан йывăçсем ӳсеççĕ. Ешерччĕр çеç, пĕлĕтелле кармашчăр çеç, кашласа ларччăр çеç, савăнтарччăр çеç…

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: