Пĕлĕт çинчи кермен


Эпир Стасикпа пĕлĕт çинчи кермен çине кайса курма шутларăмăр. Пĕр çулталăк хушши мастерскойран тухмарăмăр теме те юрать, савалатпăр, якататпăр, çилĕмпе çыпăçтаратпăр, тимĕре шаккатпăр, самолет ăсталатпăр. Самолет хӳрине тимĕр кăмака вырнаçтартăмăр. Кăмакине хутма йăмра тураттисем типĕтрĕмĕр. Пĕр пысăк хутаçа тем тĕрлĕ апат-çимĕç тултартăмăр. Ăна аран-аран сĕтĕрсе самолет ăшне чиксе хутăмăр.

Йăмра тураттисене кăмакана чиксе тултартăмăр, чĕртсе ятăмăр, вăл тӳрех шатăртатса çунма пуçларĕ. Стасикпе иксĕмĕр хăвăрт самолет ăшне сиксе кĕрсе ларма ĕлкĕртĕмĕр çеç, вăл тапранса та кайрĕ.

Кермене чылай вăхăт шырама тиврĕ. Эпир кермен ячĕ Лапута пуль тесе шутланăччĕ, ниçта та ун ятлă кермен ăçтине кăтартакан паллă курăнмасть. Пĕр çĕрте «Пĕлĕтçи керменĕ» тесе кăтартнă паллă куртăмăр, çавăнталла кайса пахма шутларăмăр. Шырарăмăр-шырарăмăр та тупрăмăр-тупрăмăрах. Кермен Лапута ятлă пулман-мĕн, вăл Пĕлĕтçи ятлă иккен.

Антăмăр та йĕри-тавра пăхса тăратпăр. Мĕнле чипер, тем тĕрлĕ чечексем, йывăçсем, йăмрасем. Çичĕ тĕрлĕ йăмра шутласа кăлартăмăр. Кашни юхан шыв хĕрринче хăйĕн йăмри çитĕнет. Кашни йывăçăн хăйĕн кайăкĕ. Апат çимелли вăхăт çитрĕ, таçтан роботсем тупăнчĕç, кайăксене валли апат илсе килчĕç. Керменте кайăксене роботсем пăхса пурăнаççĕ. Апат çисе тăраннă хыççăн кайăксем тав туса юрлама пуçларĕç. Роботсем таçта кайса çухалчĕç, пире курма темĕнле пĕчĕк çынсем тухса тулчĕç. Эпир паллашрăмăр, вĕсем пире хăйсен пурнăçĕ , йăли-йĕрки пирки каласа пачĕç. Пире хăналарĕç, эпир те вĕсене хамăрăн хутаçри апат-çимĕçпе сăйларăмăр.

Кайран эпир пытанчăкла вылярăмăр. Эпир темле пытансан та вĕсем пире шыраса тупаççĕ, хăйсем пытансан эпир вĕсене тупаймастпăр. Вĕсем пире çĕнтерчĕç. Урăх вăйă выляс терĕмĕр.

— Айтăр вĕрен туртмалла вылятпăр!

— Юрать.

Вĕрен туртса эпир çĕнтертĕмĕр!

Киле кайма вăхăт. Пирĕн вутă сахалрах. Ытлашши нумай вăхăт кермене шырама тиврĕ çав. Йывăç касма шутларăмăр, анчах та вĕсем пире: «Йывăçсене касма юрамасть», — терĕç.

Роботсем çакна илтнĕ те пирĕн пата чупса пычĕç. Пĕр робочĕ пирĕн самолета тĕкĕнчĕ те, самолет тапранма пуçларĕ.

— Ларăр часрах!

Самолет çине сиксе лартăмăр та Çĕр çинелле вĕçрĕмĕр. Шел, сире хамăр пĕлĕт çинчи керменте пулса курнине ĕнентерме эпир нимĕнле япала та илсе анаймарăмăр.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2013-11-02 19:08:11):

Калав илсе аннă эсĕ, Алеша! Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Тамара (2013-11-12 15:51:07):

Алеша, эсĕ интереслĕ юмах хайланă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: