Йăмра варĕнчи мыскара


Çимун тантăшĕсенчен пăрăнарах çӳрет, вĕсемпе ытлашши хутшăнсах каймасть. Тантăшĕсем урамра мечĕк хăваласа чупаççĕ, вăл вара вĕрентекенсем киле панă ĕçсене хăвăртрах туса пĕтересчĕ тесе тапаçланса ларать. Тусĕсем ирсерен физзарядка тăваççĕ, пĕр çур сехет чупаççĕ. Çимунăн вĕсемпе пĕрле чупма вăхăт çукпа пĕрех. Уроксене хăвăртрах туса пĕтерсе амăшне пулăшма васкамалла. Арçын ача кĕнеке вулама çав тери юратать, кăштах пушă вăхăт тупăнсанах алла кĕнеке тытать. Юлашки вăхăтра ытлашши нумай вулани юрамарĕ пулас, куçĕ те япăхрах кура пуçларĕ, вĕрентекен доска çинче çырса ăнлантарнине ăнланайми пулчĕ, ăнланман вырăнсене килте тепĕр хут вуласа хăйне ăссĕн ăнланма тиврĕ.

Кăçалхи вĕренӳ çулне те арçын ача иртнĕ çулхинчен япăхрах вĕçлерĕ, унччен дневникра ытларах «пиллĕксем» куçа илĕртетчĕç, кăçал «тăваттăсем» нумайрах.

Çимун амăшĕ кроликсем усрать. Вĕсен йышĕ çу каçипе çĕре те çывхарать. Кроликсене пăхма çамăл мар, кунĕпех çитермелле, йăвисене кулленех тасатмалла, шыв ĕçтерме те манса каяс çук.

Амăшĕ Çимуна кашни кунах кроликсене валли курăк çулса килме хушать.

— Эпĕ хам кролик ашне пачах та çиместĕп. Мĕншĕн манăн вĕсене пăхмалла? Кам çиет, çав пăхтăр! — мăкăртатма пăхать арçын ача, çапах та чирлĕ амăшне хĕрхенсе алла çава тытса уялла васкать. Анкарти хыçĕнчи пушă выртакан уйри курăка тахçанах кроликсене çитерсе янă, пахчари çум курăка та çăлса пĕтернĕ, нумай кирлĕ çав йышлă кролик çемйине.

Çимунăн амăшĕ чирлекелет çав, чĕри сусăртарах, ытлашши нумай ĕçлеме юрамасть ăна, хăйне май кăштăртатса кунĕпех кил таврашĕнче тăрмашать-ха вăл, анчах та ытлашши йывăр ĕçсенех ĕçлеймест.

— Курăк çуласси арçын ĕçĕ, санăн аннӳне пулăшмалла,кашни çыннăн пĕртен-пĕр амăшĕ, ăна упрамалла, куллен пулăшмалла, — ăнлантарать ашшĕ ывăлне, лешĕ хăш-пĕр чухне пăлахая пересшĕн пулсан.

— Анне, айта кроликсене çитес çул усрамастпăр, юратса кунĕн-çĕрĕн пĕр канмасăр вĕсене тăрантаратăр та кайран пĕр шелсĕр пусатăр, çăмламасскерсене пачах та шел мар-и? Еплерех хитреленсе каяççĕ пĕчĕк чăмăрккасем çу каçипе.

— Кролик ашĕ йывăр аш мар, ывăлăм, аннӳне шăпах кролик ашĕ çиме хушаççĕ тухтăрсем, ăна пăхма та çăмăлрах, курăк татма ан ӳркен, тасалама ан ман.

Паян та ашшĕ ывăлне амăшне пулăшма хушса хăварса ĕçе тухса кайрĕ. Çимун ашшĕ çул-йĕр тунă çĕрте ĕçлет. Çу каçипех хĕл сиввипе арканнă çулсене юсать вĕсен бригади.

— Хăвăртрах курăк çулса килес те кĕнеке вулама пуçлас, — тесе паян вулавăшран илнĕ хитре кĕнекене пуçтарса хучĕ, алла михĕпе çава тытса вăрман хĕрне васкарĕ.

Ашшĕн пушă вăхăт тупăнсан унпа пĕрле мотоблокпа каятчĕç-ха вĕсем, пĕр тулли урапа кроликсене пĕр кун çитермелĕх çитетчĕ, ку эрнере ашшĕн канмалли кунсăр ĕçлеме тиврĕ.

Юлашки çулсенче вăрманçăсен йышне чакарчĕç. Унччен вăрманти çарансенчи курăка ятарлă вăрман бригади çулса илетчĕ, ахаль халăхăн вăрманти курăка çулма ирĕк пулман, халĕ бригада саланчĕ, вăрманти курăка çулма пăрахрĕç, кам ӳркенмест, кайса çулма пултарать.

Кам ӳркенмест, çăвĕпех утă тăвать, выльăхне те чылай усрать.

Ĕçчен çынсем вăрман хĕрринчи курăка çулса илнĕ, аран-аран пĕр михĕлĕх курăк тупма пултарчĕ ача.

Арçын ача тулли михĕ йăтса килнине курсан кролик çурисем хĕвĕшме пуçларĕç:

— Тăхтăр-ха, тăхтăр, халех валеçсе паратăп.

Арçын ача йăтса килнĕ миххе самантрах пушатрĕ те пӳрте кĕрсе кăшт-кашт çырткаларĕ. Каялла тухнă çĕре кроликсем каллех урисемпе тăпăртаттарма пуçланă, çисе тăранайман, Çимунăн каллех курăк шырама тухса каймалла иккен.

— Йăмра варне кайса пăхас пуль, унтах кĕтӳ кĕреймен пуль, вырăнĕ çырма-çатраллăрах.

Йăмра варĕ тесе пирĕн тăрăхра тахçан-авал чылай йăмра кашласа ларнă çырмана калаççĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ. Йăмра варĕнче халĕ йăмра мар, тункатисем те курăнмаççĕ.

Çимунăн телейĕ хăйĕнпе пĕрлех-мĕн. Чăнах та, кунти варта выльăх йĕрĕ мар, çын ури йĕрĕ те палăрмасть. Мĕн тĕслĕ чечек çук-ши кунта? Вут пек хĕрли, хĕвел евĕр сарри, шуçăм майлă кăвакки,кашни чечек хăйне евĕр илемлĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ чечек куçа шартарсах ярать. «Ăçта чечек, унта пыл», -теççĕ ваттисем. Пыл хурчĕсем пĕр чечек çинчен тепĕр чечек çине вĕçсе пĕр чарăнми пыл пухаççĕ.

Кроликсем ытларах люцернăпа клевер курăкне юратаççĕ, кунта люцерна ешерет, клевер та чечеке ларнă. Çимун савăнсах кайрĕ, люцерна курăкĕ çулма тытăнчĕ.

— Мĕн пире ĕçлеме чăрмантаратăн? Кай кунтан! — курăк çинчи сĕткене тăрăшса пухакан пыл хурчĕсем Çимуна тапăнчĕç. Темиçен хытах çыртса илчĕç…

— Ăçта эпĕ? Кам эсĕ? — кӳлĕ хĕрринче тăракан хĕр — хурăна курса чĕтресе вăранса кайрĕ арçын ача.

— Эпĕ Хурăнпи ятлă, çак кӳлĕ хуралçи. Эсĕ ху кам?

Арçын ача хăйĕн ятне те манса кайнă иккен, пуçĕ чăтмалла мар ыратать. Хурăнпи ачана шеллерĕ, ăна пулăшма шутларĕ. Хăй сĕткенĕпе хуртсем сăхнă вырăна сĕрсе ячĕ. Тинех пуç кашлама чарăнчĕ:

— Эпĕ курăк çулма килсеччĕ вĕт! Ман часрах киле каймалла! Аннене кулянтарма юрамасть! — чăм шыва ӳкрĕ арçын ача.

— Енчен те эсĕ манăн çут çанталăкпа çыхăннă ыйтусем çине тĕрĕс хуравласан киле кайма çул тупма пултаратăн.

— Ыйтса пăх эппин! — Çимун хăй вăйне шанать, çутçанталăк çинчен çырнă кĕнекесене вăл юратсах шĕкĕлчет.

— Çак йывăçсене паллатăн-и? Вĕсене палласа ил, вара малалла кайма пултаратăн.

Кӳлĕ хĕрринче хурăн кăна мар, ытти йывăçсем те ӳсеççĕ иккен.

— Ку юман-ха, юнашар çăка, пилеш, вĕрене, шĕшкĕ, лешĕ чăрăш, тепри — хыр. Юлашкине паллаймарăм.

— Çĕмĕрт! Мĕнех, татах хуравлама тивет. Тупмалли юмахсене пĕлетĕн-и?

— Пĕлетĕп!

— Пĕр майра пуçне пилĕк пурçăн тутăр çыхнă. Мĕн-ши ку?

— Чечек!

— Тĕрĕс. Хура йăмăкăн юрри хитре? Мĕн-ши вăл ? — Шăнкăрч!

— Кам алăсăр, урасăр пӳрт лартĕ? — Кайăк!

— Мăклă йывăç вăрманта

Чечек çурать, çын курмасть.

Çимĕç пулсан никам та

Ас тивмесĕр уйрăлмасть.

— Шĕшкĕ!

— Пурак та тăваççĕ,

Милĕк те çыхаççĕ,

Сĕткенне ĕçсе пурте савăнаççĕ.

— Ку тупмалли юмах шăпах сан çинчен. Хурăн!

— Тĕрĕс пĕлтĕн, малалла кайма пултаратăн.

Хурăна ал сулса Çимун килелле васкарĕ, анчах та вăл кил тĕлне те манса кайнă иккен. Ăçталла утмалла — ши тесе шутласа тăнă вăхăтра ун умне куян тус сиксе тухрĕ:

— Енчен те эсĕ эпир мĕнле куçнине тĕрĕс каласан килне кайма çул тупатăн.

— Ыйтса пăх.

— Эпĕ чĕр чун ячĕсене калатăп, эсĕ вăл мĕнле куçнине калатăн.

— Чĕрĕп? — Утать!

— Упа? — Утать!

— Çĕлен? — Шăвать!

— Сăпса? — Вĕçет!

— Мулкач? — Чупать!

— Чуп ман хыççăн! — çапла каласа мулкач уялла вĕçтерчĕ.

Çимун мулкач хыççăн ыткăнчĕ, анчах та лешĕ тĕмсем хушшине тарса çухалчĕ. Çимун хăйĕн миххинчен такăнчĕ, михĕ айĕнчен темĕнле сарă чăмăрккасем пăрр çĕкленчĕç те : «Çимун! Çимун!» — тесе йывăçсем хушшине кĕрсе çухалчĕç.

Çимун тăна кĕчĕ те хăйĕн ятне аса илчĕ. Киле каймалли çул та тупăнчĕ. Тулли курăк тултарнă миххине çĕклерĕ те сиккипе килелле васкарĕ.

Кроликсене çитерсе пӳрте кĕчĕ. Тĕкĕр çинче хăйĕн сăнне курсан хăйне-хăй те паллаймарĕ: тĕкĕр витĕр ун çине пит çăмартисем шыçса кайнă, куçĕсем хĕсĕнсех ларнă арçын ача пăхса тăрать. Çимун амăшне хăратас мар тесе тӳрех вырăн ăшне чăмрĕ.

Тĕлĕкре ăна Хурăнпи: «Эс ытлашши ан кулян, темиçе кунран пит-куçу тӳрленет! — тесе лăплантарчĕ. Чăнах та, темиçе кунран шыçă иртсе кайрĕ, куçĕсем те тӳрленчĕç.

Те пыл хурчĕсем сăхни усăллă пулчĕ, ачан куçĕ юсанчĕ, вăл лайăх куракан пулчĕ. Йăмра варĕнчи пăтăрмах хыççăн Çимун тантăшĕсемпе ытларах хутшăнма пуçларĕ. Тусĕсем ăна пулăшма шутларĕç, пурте пĕрле пухăнса кроликсем валли ешĕл курăк çулса килесçĕ, хыççăн пĕрле выляма тухаççĕ.

Кĕркунне туссем Йăмра варне ешĕл тум кӳрес тĕллевпе йăмра тураттисем лартса хăварчĕç. «Йăмра — ял илемĕ», — теççĕ чăваш ялĕсенчи йăмрасем пирки. «Йăмра — вар илемĕ», — тейĕç темиçе çултан кунта кашласа ларакан йăмрасене курсан.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Любовь Шашкина (2013-11-01 21:07:56):

Интереслĕ юмах, ачасене питĕ килĕшмелле пек туйăнать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Яруткина С.В. (2013-11-06 17:11:21):

Маттур, Галина Вячеславовна! Илемлĕ хайлава ăмăртура ăнăçу пултăр!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Торейкина Валентина (2013-11-08 10:24:53):

Интереслĕ калав.Ăмăртура ăнăçу сунатăп !!!

 

Надежда (2013-11-17 16:28:54):

Кашни хайлава вуласа тухрăм. Пурте кăмăла кайрĕç.Ку калав шухăша ячĕ. Питĕ аван.Ăмăртура ăнăçу сунатăп !!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2013-11-21 11:06:14):

Калава интересленсе вуласа тухрăм.Сирĕнтен татах та интереслĕ хайлавсем кĕтетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Наталия (2013-11-28 19:46:33):

Галина Вячеславовна, пите маттур! Мен чухле юмах щыратар, пери тепринчен вайларах. Мана пите килешре

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Павлова Надежда (2013-11-29 13:34:44):

Сирĕн юмахсене яланах интересленсе вулатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: