Йăмра ачисем


Çуркунне çут тĕнче пит хитре,

Садсенче чечексем çеçкере, —

янăрать хăлхара паян иртенпе çуркунне юрри. Тĕнче хаваслă. Эпир те, ачасем, лара-тăра пĕлместпĕр. Ара, паян, шăмат кун, ешĕл курăк çине пăрусем кăларма каятпăр мар-и? Ирхи апата кăвакалла те çирĕм, те çимерĕм, тухрăм та чупрăм урама. Ак хайхи Унтрисен Литюкĕ пăру хăваласа тухрĕ. Пирĕн пăру пĕчĕк, пĕр уйăх та çитмен.

— Çынсемпе пĕрле пăрăва кăларăпăр, атту иксĕмĕрĕн хăваласа каясси пулмĕ, — терĕ анне.

Анне пăру мăйне хĕрлĕ пир татăкĕ çыхрĕ, хӳрине те хăюпа капăрлатса ячĕ. Инçетрен пирĕн Малютка туй арăмĕ пекех курăнать. Кил хушши алăкĕ умне шăпăр пăрахрĕ, ăшĕнче тем пăшăлтатса каларĕ, пăрăва витрепе астарса алăкран кăларчĕ. Малютка анне хыççăн чиперех утрĕ.

Çырмара ман пек шĕвĕрккесем нумаййăн пуçтарăннă. Никамăн выльăх пăхас шухăш çук, юлташăмсем пăрусем пекех кутăн-пуçăн сиккелеççĕ. Кăнтăралла хĕвел пире урипе тапса ячĕ пулмалла. Пăрусем ват йăмра айне кайса купаланса тăчĕç, эпир вара ĕмĕл вырăн кăмăлларăмăр. Анне те кантраллă кукăль пĕçерчĕ пулĕ, хырăм выçнипе йăшăл турĕ, хыр тăрне хăпарса та кайрĕ. Эпĕ апат çиме вĕçтертĕм.

— Килте нумай ан тăр, пирĕн пăрăва пăхса тăракан пулмĕ, — терĕ анне. Эпĕ каллех ачасем патнелле çул тытрăм. Вĕсем чушкăлла выляççĕ иккен. Мĕн чухлĕ вылянă эпир, киле кайма вăхăт çитессине те сисмен. Пăхатăп — пирĕн пăру çук. Пурин пур, пирĕн Малютка çук. Ăçта кайма пултарнă-ши вăл? Ним тума пĕлменнипе макăрса ятăм. Киле сиккипе чупса çитрĕм.

— Анне, аннеçĕм, пирĕн пăру çук, таçта çухалнă, — тесе йĕретĕп.

— Чарăн-ха йĕме, — тесе лăплантарать мана анне. — Айта, ут ман хыççăн. Ăçта выртнăччĕ пирĕн Малютка?

— Ак çакăнта, ватă йăмра айĕнче, — тетĕп ӳлесе.

— Ватă йăмран ачисем патне кайса пăхар мар-и? — тет анне.

— Анне, йăмран ачисем те пур-и? — тесе ыйтатăп.

— Пур çав, пур, ак кунтах лараççĕ, куратăн-и? Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă…

Анне хăмăшлăха кĕрсе кайрĕ. Аллипе сирсе пăхрĕ.

— Ак пирĕн пăру, тупрăм! — тесе кăшкăрса ячĕ.

Чăнах та, пирĕн пăру ăшша чăтаймасăр хăмăшлăха килсе выртнă пулас.

— Тав, сире ватă йăмра ачисем, — тет анне. Хăй савăнăçлă, мана та утсан — утсан çупăрласа илет.

Кунĕпе ĕшеннĕ хыççăн эпĕ йăмра ачисем çинчен шутлатăп. Пирĕн анкарти хыçĕнчи, хăмăшлăхри ват йăмра ачисем мĕнле çĕр каçаççĕ-ши?..

Йăмра ачисем, йăмра ачисем… Мĕнле ĕмĕтсем-ши вĕсен? Ирĕксĕрех вĕсем патнелле çул тытатăп. Ман йăмра ачисемпе паллашас килет. Пирĕн пăрăва вĕсем çăлса хăварнă тесе каларĕ вĕт анне.

— Сире мĕнле чĕнеççĕ? — тесе ыйтатăп.

— Эпĕ Мишша, ку — Гриша, виççĕмĕшĕ Ваççа, Наççа, Витюк, Таиç, Литюк…

— У-у-у, сире капла ас туса юлма та çук, йышлă та вара эсир.

— Таиç, эс те ман пекех çӳçне симĕс хăюпа çыхса янă. Эпĕ сан тусу пулам, юрать-и?

— Юрать, — тет Таиç пит-куçне савăк кулăпа çиçтерсе.

Эпир иксĕмĕр алла-аллăн тытăнатпăр та çаврăнатпăр. Пирĕнпе пĕтĕм тĕнче çаврăнать. Пӳлер патши те кунта. Унăн хĕрĕ Силпи пирĕнпе саркаланса ташлать. Вĕсене Ахмантей паттăр хăйĕн хĕçне аллинчен ямасăр сыхласа тăрать.

Сарă хĕвел ăшшăн пăхса йăл кулать. Уйăх хăйĕн çутине пирĕн çине сапаласа ярать. Ват йăмра ал çупать. Кăвак пĕлĕт таткисем сике-сике ташлаççĕ. Асамат кĕперĕ пире куç хĕсет. Ăшă çилĕ вĕрсе кăмăла уçса ярать. Чĕвĕл чĕкеçсем, шăпчăксем хăйсен çепĕç юррине шăратаççĕ. Йăмра ачисем те пире пăхса ташша тухаççĕ. Карталанса тăрса чăваш ташши ташлаççĕ, юхать чăваш юрри. Таçта çитиех илтĕннĕн туйăнать. Ах, хӳхĕм те иккен чăваш юрри!

 

Линкка, линкка авкаланма юман хăма кирлĕ,

Линкка-линкка авкаланма юман хăма кирлĕ,

Халь те юман, халь те юман тата юман кирлĕ.

Йăкăш-якăш сулкаланма яка хăма кирлĕ,

Йăкăш-якăш сулкаланма яка хăма кирлĕ

Халь те яка, халь те яка тата яка кирлĕ, кирлĕ…

 

— Мĕн кирлĕ сана, ачам? — тесе ыйтать амăшĕ.

— Анне, анне, эпĕ йăмра ачисемпе паллашрăм.

— Ах, ачам, эсĕ тĕлĕк куртăн-и?

— Куртăм, куртăм, Таиçпе паллашрăм. Паян та унпа ташлама каятăп…

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина Зотова (2013-07-22 07:26:26):

Еплерех маттур вĕрентекен!Калав ачалăха илсе çитерчĕ, тавах.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: