Çăлтăрсем патĕнче хăнара


Пурăннă тет пĕр хĕр ача. Вăл Оля ятлă пулнă. Çиччĕмĕш класра вĕренет. Пĕрремĕш класранпах унăн дневникĕнче «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсем кăна. Ку ăнсăртран мар. Оля мĕн пĕчĕкренпех кĕнеке вулама питĕ юратать, сăвă çырма та кăмăллать. Унăн ĕçĕсем «Тантăш» хаçатра час-часах пичетленеççĕ. Вăл шкулти пур мероприятие те хастар хутшăнать.

Оля — сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, ыр кăмăллă та сăпайлă хĕр ача. Вăл юлташсенчен пуян. Вĕсем ăна хисеплеççĕ. Оля кашнинех йывăр самантра пулăшма хатĕр.

Пĕррехинче çуллахи ăшă каç вăл чӳречене яри уçса ячĕ те пĕлĕте пăхса ăна сăнама тытăнчĕ. Тӳпери хура кавир çине кам сапаланă-ши çап-çутă çалтăрĕсене? Ав, уйăх та шуса тухрĕ. Çăлтăрсем пĕр-пĕринпе пытанмалла вылямаççĕ-ши? Уйăх вĕсен хуралçи тейĕн: пăхать, сăнать, тинкерет… Çав вăхăтрах пĕр çутă çăлтăрĕ куçран çухалчĕ. Çук, куçран çухалмарĕ вăл — ӳкрĕ. Çĕр çине ӳкрĕ. «Анне! — хăй те сисеймерĕ вăл, кăшкăрса ячĕ, — çăлтăр çĕр çине ӳкрĕ!» «Хĕрĕм, ун пек чухне мĕн те пулин ĕмĕтленмелле теççĕ», — сăмах хушрĕ амăшĕ. Оля васкасах ĕмĕтленме тытăнчĕ. Унăн вăтам шкула медальпе пĕтерсе медицина институтне вĕренме кĕрес килет. Врач пулса çынсене тĕрлĕ чир-чĕртен сыватас килет.

Оля тарăн шухăша путрĕ…

— Ăçта ӳкрĕ-ши çав çăлтăр? Кайса шырас? Тупайăп-ши?

Ольăн çăлтăра хăйĕн тăвас килет. Тен, вăл ăна тата та лайăхрах вĕренме май туса парĕ? Тен, тава тивĕçлĕ врач пулма та пулăшĕ?..

Çăлтăр çакна пĕтĕмпех курса, илтсе тăнă тейĕн. Вăл Оля патне васкарĕ. Оля та вăл ахах-мерчен пек çутатса килнине таçтанах сисрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ — çăлтăр Оля умне пырса тăчĕ.

— Ырă каç пултăр, Оля! Мĕнле пурăнатăн? Санăн мана хăвăн тăвас килет. Ан хуйхăр, эпĕ — санăн.

Хĕр ача çакна илтсен питĕ савăнса кайрĕ. Савăннипе хăйне ниçта чикеймест.

— Эпир иксĕмĕр туссем пулăпăр, пĕр-пĕрне пулăшсах тăрăпăр. Хăвна пулăшу кирлĕ чух эсĕ мана чĕнме пултаратăн. Эпĕ туххăмрах сан патна çитсе тăрăп. Юрать-и?

— Юрать, юрать, ман çăлтăрăм. Эпĕ санпа юлташ пулма питĕ хавас.

— Оля, тусăм, эпĕ халь каям. Тепре эсĕ тутлă ыйхăра чухне килĕп.

Çăлтăр куçран çухалчĕ. Оля çывăрма выртрĕ, часах çывăрса кайрĕ. Çăлтăр ун патне килчĕ те асамлă кавир çине лартса Çăлтăрсен çĕршывне илсе кайрĕ.

Оля ку çĕршывра хăйне хаваслă туйрĕ. Ун тавра çăлтăрсем: пĕчĕккисем, пысăккисем, тăсăклисем… Çутатаççĕ çап-çутă. Çăлтăрсем тĕрлĕ тĕслĕ: саррисем, кăваккисем, хĕрлисем, шуррисем тата симĕссисем. Хĕр ача çăлтăртан ыйтрĕ:

— Мĕншĕн эсир тĕрлĕ тĕслĕ?

— Тĕсĕ вăл çăлтăр мĕн тума юратнинчен килет. Акă, тĕслĕхрен, эпĕ вĕçсе çӳреме юрататăп. Çавăнпа та эпĕ сарă тĕслĕ. Манăн тус-юлташсем выляма юратаççĕ, çавăнпа та вĕсем хĕрлĕ тĕслĕ, — хуравларĕ çăлтăр.

Çĕршывĕ кĕмĕл-мерченпе ялкăшать, пур çĕрте те тасалăх, тирпейлĕх хуçаланать. Çап-çутă çĕршывра пурăнма та савăнăçлă иккен, çунат хушнăн туятăн хăвна, вĕçсе кăна çӳретĕн.

Çăлтăрсем мана чăмлав çуртне илсе кĕртрĕç. Унта мĕн кăна çук-ши? Нихçан çисе курман çимĕçсем. Мĕн тери тутлă тата. Çĕр çинче ун пек çимĕçе нихăçан та, ниçта та курман.

Çăлтăрсем пĕр-пĕринпе питĕ вашават калаçаççĕ, пĕрне пĕри хисеплеççĕ. Харкашас-вăрçас йăла çук ку çĕршывра. Вĕсен пурин те пĕр тĕллев: ырă чунлă пуласси.

Акă Ольăна çăлтăрсем хăйсен çĕршывĕпе паллаштарасшăн. Хитре, илемлĕ вырăнсене илсе кайса кăтартасшăн. Оля ăçта илсе каяççĕ çавăнта кайма хатĕр. Хавхалануллă, çĕкленӳллĕ туйăмпа çӳрет кунта вăл. Çăмăллăн шур акăш евĕр ярăнса утать, урисем те çĕре перĕнмеççĕ. Куç тулли савăнăç. Вăл савăнăç нихăçан та пĕтмест тейĕн…

Анчах… Анчах юнашар çывăракан Мурка ăна Çăлтăрсен çĕршывĕнчен чăваш çĕршывне, пирĕн Çĕр планетăмăр çине илсе килчĕ. Оля Муркăна çăлтăрсем патĕнчен хăвăрт килме пулăшнăшăн хытах ятларĕ. Унăн тата та нумайрах пулас килетчĕ-çке Çăлтăрсен çĕршывĕнче. Хĕр ача кушака тула кăларса ячĕ те ыйха малалла тăсрĕ. Тен, вăл, кам пĕлет, Çăлтăрсен çĕршывĕ тăрăх экскурсие кайĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Лара (2012-11-24 23:00:10):

Питĕ аван çырнă Дина. Мана килĕшрĕ. калаври сăнар пек манăн та çăлтăрсен чаплă çĕршывĕнче пулса курас килет, ун пекех лайăх юлташ тупас килет. маттур, Дина. Пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунатăп сана, Дина.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: