Сывă пул, тăван шкулăм!


Вăхăт шурĕ те шурĕ,

Хыçа юлчĕç çулсем.

Чунăма тунсăх пусрĕ.

Уйрăлатпăр, туссем.

Çак шкула эпир утнă

Вун пĕр çул вĕренме.

Çак шкултах-çке куç хывнă

Чи илемлĕ хĕре.

Сывă пул, тăван шкулăм,

Сывă пул та пилле.

Сывă пул, тăван шкулăм,

Ас илсем эс пире.

Ĕмĕтсем пирĕн ырă.

Юлташсем юнашар.

Тунсăхпа тулнă юрă —

Уйрăлма çăмăл мар.

Çак шкула эпир утнă

Вун пĕр çул ăс пухма.

Çак шкултах-çке паллашнă

Чи маттур яшпала.

Сывă пул, тăван шкулăм,

Сывă пул та пилле.

Сывă пул, тăван шкулăм,

Ас илсем эс пире.

Пирĕн савнă учитель,

Эс сунан ырă çул.

Эс пуртан савăк тетпĕр

Пирĕн пурнăç кун-çул.

Çак шкула эпир утнă

Вун пĕр çул вĕренме.

Эсир пирĕншĕн çуннă

Çын тăвасчĕ тесе.

Сывă пул эс, учитель,

Килĕп эпĕ курма.

Сывă пул эс, учитель,

Ан юлсам хурланса.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


григорий фёдоров. (2014-07-01 11:42:19):

сыва пул , таван шкулам. чунтан, черерентухакан шухашсем. тавах светлана сире.тавахсире. пире верентне учительсем.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Г Зотова (2014-07-02 22:02:24):

Хурланса юлатпăр çав эпир яланах. Хурланатпăр. Куç умĕнче пĕчĕк пуканесенчен маттур яшсемпе яштака хĕрсем пулса тăраççĕ.Кашниех шкула килеймест те.

Эпир хамăр Етĕрне районĕнчи Палтайри вăтам шкул пĕтерни кăçал 40 çул çитрĕ. Пирĕн учительсем пурте тенĕ пекех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Кивĕ шкула аса илтерекен шкул умĕнчи Ульянов бюсчĕ упранса юлнă пулас.Июлĕн 5-мĕшĕнче тĕлпулу ирттерме палăртнă. Миçен пухăнма пултарăпăр-ши?

 

Г.Зотова (2014-07-07 22:08:35):

3 класра 100е яхăн ача пулса.34ăн пухăнтăмăр!Уйрăмах 10А класс хастар пулчĕ: 19ĕшĕ килчĕ.10Б класс руководителĕпе шкул организаторĕ çитрĕç!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: