Шыв пики


Вылякансем:

Шывпи, Марине, Шапа, Тĕкĕр, Марине амăшĕ

 

Пĕрремĕш курăну

Кӳлĕ хĕрри. Йĕри-тавра илемлĕ йывăçсем ӳсеççĕ. Вĕсем çинче хĕп-хĕрлĕ çырласем çакăнса тăраççĕ. Марине тухать.

 

Марине. Çырла пиçнĕ! Анчах та ăна çиме юрамасть. Çисессĕн — тĕлĕнтермĕш япаласем курса пĕтетĕн. (Марине чăтаймасăр пĕр çырлине татса илсе çиет). Ытла та тутлă-çке! (Тепĕр çырлине татма аллине тăсать çеç — кӳлĕрен Шывпи сиксе тухать).

Шывпи. Чиперкке! Эсĕ мĕншĕн хĕрлĕ çырласене татса çиетĕн? Вĕсем ахаль çырласем мар вĕт.

Марине. Чăтаймарăм çав, ытла сĕтеклĕ курăнса лараççĕ те. Халь манпа мĕн пулать-ши вара?

Шывпи. Мĕн пулмалли пулать. Атя манпа пĕрле. Шыв тĕпне анатпăр, сана хамăрăн çĕр-шывпа паллаштаратăп.

Марине. Санпа пĕрле пымасассăн?

Шывпи. Пымасассăн — пĕчĕк пулă пулса выртатăн та хĕвел çинче шывсăр типсе вилетĕн.

Марине. Манăн халех вилес килмест-ха. Эсĕ мĕнлерех пурăннине пырса куратăп эппин. Кайрăмăр! (Маринепе Шывпи кӳлле кĕрсе çухалаççĕ).

 

Иккĕмĕш курăну

Кӳлĕ тĕпĕ. Шапасем, пулăсем ишсе çӳреççĕ.

 

Марине. Шывпи, ăçта эсĕ? Эпĕ сана курмастăп. Мана мĕншĕн пăрахса хăвартăн? (Сасартăк Марине умне пĕр шапа сиксе тухать).

Шапа. Эсĕ çухалса кайнă-им? Эпĕ пулăшма пултаратăп-и сана?

Марине. Мана çĕр çинчен кунта Шывпи илсе килчĕ, хăй таçта кайса çухалчĕ. Эпĕ каялла киле каясшăн, анчах çул тупаймастăп.

Шапа. Каялла çĕр çине тухас тесен санăн тĕкĕр шыраса тупмалла, вăл сана киле каймалли çула хăех кăтартать.

Марине. Анчах та ман çав асамлă тĕкĕре ăçтан тупас-ха?

Шапа. Эпĕ хам та çав тĕкĕре шыратăп вĕт.

Марине. Апла пулсан иксĕмĕр пĕрле шырăпăр.

Шапа. Эпĕ те кунта çĕр çинчен килсе лекрĕм. Шыв тĕпĕнче вара шапа пулса тăтăм. Хăв çине пăх-ха, эсĕ те халь чиперкке хĕр ача мар. (Марине хăй çине пăхать те тĕлĕнсех каять). Ай-уй! Эпĕ пулă вĕт! Манăн пĕртте хӳреллĕ хĕр ача пулас килмест.

Шапа. Пăх-ха, санăн пуçу çинче илемлĕ кăшăл пур.

Марине. Чăнах та. Мĕне пĕлтерет ку?

Шапа. Эсĕ халь — Шыв патши.

Марине. Мĕнле Шыв патши? Эпĕ çын вĕт.

Шапа. Ĕлĕк ку шывра патша пурăннă. Халĕ вăл вилнĕ. Анчах та хăй вилес умĕн çапла каласа хăварнă: «Кӳлĕ тĕпне чи хитре хĕр ача ансассăн — вăл патша пулать», — тенĕ.

Марине. Эпĕ Шыв патши пулсассăн каялла анне патне мĕнле каяятăп-ха?

Шапа. Çак кӳлĕре Шывпи хăй патша пуласшăн. Çавăнпа та вăл çĕр çинчи хитре хĕрсене шыва илсе кĕрет. Анчах та халиччен пĕрин пуçĕнче те кăшăл пулман. Сан пуçунта вара — кăшăл! (Çывăхрах тем йăлтăртатса илет). Акă, акă тĕкĕр! Тупрăмăр!

Марине. Ку тĕкĕрпе мĕн тумалла?

Шапа. Эсĕ çак тĕкĕре виçĕ ыйту пама пултаратăн.

Марине. (Тĕкĕр умне пырса тăрать). Мĕнле майпа манăн каялла çĕр çине тухмалла-ши?

Тĕкĕр. Санăн çĕр çине тухма кӳлĕ хĕрринче ӳсекен чие çырлисене çимелле.

Марине. Эпĕ шывран тухсассăн кам Шыв патши пулать вара?

Тĕкĕр. Эсĕ кунтан каяс пулсассăн санăн хăвăн вырăнна патша суйласа хăвармалла.

Марине. Шывпи ăçта-ши халь?

Тĕкĕр. Шывпи патшана ларасшăн çунса çӳренине ытти пулăсем пĕлеççĕ. Çавăнпа та санăн пуçу çинчи кăшăла курсанах вĕсем Шывпие хупса лартаççĕ. Сана патша пулма ан кансĕрлетĕр теççĕ.

Марине. Тавах сана, ăслă та ырă тĕкĕрĕм!

Тĕкĕр. Сывă пул! (Тĕкĕр çухалать).

Марине. Шапа, эсĕ пулăсем Шывпие ăçта питĕрсе лартнине пĕлетĕн-и?

Шапа. Пĕлетĕп. Атя, кайрăмăр. (Хыпаланса тухса каяççĕ).

 

Виççĕмĕш курăну

Пулăсен çурчĕ. Шывпие путвала хупса хунă. Ăна пулăсем хураллаççĕ. Маринепе Шапа çурт умĕнче чарăнаççĕ те шăппăн калаçаççĕ.

 

Шапа. Крыльца çинче виçĕ кĕмĕл савăт ларать. Вĕсенчен пĕринче Çухалăш шывĕ пур. Çав шыва Сыхлавçă пулăсем çине сапсан — вĕсем çухалаççĕ.

Марине. Юрать. (Варринчи савăтри шыва илсе сирпĕтет те путвал хураллакан пулăсем самантрах куçран çухалаççĕ). Халь мĕн тумалла? Путвал алăкне епле уçмалла? (Çав вăхăтра ун умне вăрăм çăра уççи тухса тăрать. Марине хыпаланса алăка уçать те Шывпие тыткăнран хăтарать).

Шывпи. Тавах сана, Марине.

Марине. Шывпи, эпĕ сирĕн çĕр-шывра патша пуласшăн мар, манăн киле каяс килет, аннене курас килет. Манăн хамăн çĕр-шыв пур. Унта мана питĕ-питĕ килĕшет: сарă хĕвел пăхать, кĕмĕл уйăх çутатать, кайăксем çепĕç юрă шăрантараççĕ… Кунта — тĕксĕм, сивĕ, хăрушă.

Шывпи. Ан кулян, Марине. Эпĕ сана кунта илсе килтĕм, эпĕ сана каялла кайма та пулăшăп. Эпĕ кӳлĕ хĕррине тухса чие çырли татса кĕретĕп. Эсĕ вара çак çулпа ниçта пăрăнмасăр тӳп-тӳрĕ кай. Çĕр çине тухма кӳлĕ тепĕр енне каймалла. Мана кĕт. Эпĕ часах!

 

Тăваттăмĕш курăну

Кӳлĕрен тухмалли çул. Марине Шывпие кĕтсе тăрать. Часах Шывпи килет.

 

Шывпи. Марине, акă эпĕ пилĕк чие çырли татса килтĕм.

Марине. Пар эппин часрах. Манăн часрах хĕвел çути çине тухас килет, уçă сывлăша кăкăр тулли сывлас килет.

Шывпи. Чим-ха, Марине. Эсĕ малтан мана Килĕшӳ хучĕ çырса пар. Унта çакăн пек çыр: «Эпĕ, Шыв патши, каялла çĕр çине каятăп. Хам вырăна Шывпие патша пулма шанса хăваратăп. Эпир унпа калаçса килĕшрĕмĕр. Çĕнĕ патшана итлĕр, вăрçса-харкашса ан пурăнăр. Сывă юлăр!»

Марине. Хаваспах çыратăп. Эсĕ вара урăх çамрăк хĕрсене кӳлле илсе ан кил.

Шывпи. Юрать, Марине, пысăк тав сана. Акă сана чие çырли, вăл — санăн çăлăнăç. Çи те — туххăмрах кӳлĕ хĕрринче пулатăн. Çилленсе ан кай. Сывă пул!

Марине. Чипер юл, Шывпи! (Чие çырлисене çиет те — çутă тĕнчене тухса та тăрать. Амăшне тунсăхласа çитнĕскер, килелле чупсах каять).

 

Пиллĕкмĕш курăну

Тăван кил. Хĕрне курсан амăшĕ савăнсах каять, тӳрех çупăрласа илет.

 

Амăшĕ. Ăçта çухалса çӳрерĕн, хĕрĕм?

Марине. Анне, эпĕ шыври патшалăхра пулса куртăм.

Амăшĕ. Мĕнле шыври патшалăхра? Йĕркеллĕ калаç-ха эсĕ.

Марине. Ĕненместĕн пулсан атя ыран пĕрле кайса килетпĕр.

Амăшĕ. Çук, хĕрĕм! Эпĕ сана пĕрре çухатрăм, икĕ хут çухатас килмест ман сана.

Марине. Юрать, анне. Килтех лайăх.

 

Чаршав.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Аксар Чунтупай (2011-11-11 20:48:06):

Пьеса çырма çăмăл маррине пурте пĕлеççĕ-тĕр. Паянхи кун кун пек хайлав çыракан - чăн-чăн чăваш чунлă та ăста вĕренекен. Мухтанмалла ун пек ачасемпе тата вĕсене хавхалантармалла. Пĕтĕмĕшле каласан, пьеса (шилĕк) мана килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: