Мучар


I

Мучара ял Совечĕ паян чухăнсен спискине кĕртрĕ. Мучар савăнать, хăй тăвас тенине турĕ вăл.

— Ну, арăм, ĕнтĕ тин ирĕккĕн сывласа яма пултаратпăр, пурăнатпăр пурăнăçа, — терĕ вăл хавассăн. Мучар чеен куçне хĕссе илчĕ, çĕтĕк-çатăк ачисем çинелле кăмăллăн пăхрĕ. Унтан пасара тухса сулăнчĕ.

Мучаршăн пурнăç пĕр чăрмавлă шухăшсăр, майĕпе шуса кайрĕ. Майĕпе шусах, вăхăт хĕл вĕçнелле пычĕ. Ялта çураки кампанийĕ пуçланса кайрĕ. Кăнтăрла вăрлăх пухаççĕ, сортлаççĕ. Ял Совечĕ таврашĕнче çынсем хальчченхинчен ытларах вĕркĕшеççĕ. Каçсерен пухусем: чухăнсен пуххи, хĕрарăмсен пуххи. Тепрер каçран пур халăх пуххи пулса иртет. Канашлаççĕ, сӳтсе яваççĕ, халиччен туман çĕнĕ япаласене тума йышăнаççĕ. Ял вĕрет. Ял хăйĕн пысăк ĕçне тума — çураки кампанине ирттерме — вăраннă.

Пĕрре чухăнсемпе ял активĕ пуххинче акмалли çĕр лаптăкăшне ӳстермелли çинчен канашлаççĕ. Хура пусса çĕрулми, турнепс акса хăварас теççĕ. Пухура акмалли çĕр лаптăкăшне ӳстерме йышăнаççĕ. Çынсем пухуран саланаççĕ. Акă виç-тăватă çын пӳртрен тухнă та алкум вĕçĕнче пĕр çĕре пухăнса чĕлĕмсем чĕрткелесе тăраççĕ. Мучар та пухуран тухрĕ. Чĕлĕм чĕртсе тăракан çынсене тĕттĕмре палласшăн пулса, вăл вĕсем патнерех пырса тăчĕ. Унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ.

— Аван калаçаççĕ комсомолецсем... Халăха серепепе тытнă пек тăвасшăн вĕсем, — терĕ вăл шăппăн.

— Мĕн апла? Чăнахах аван вĕт вăл — хура пусăра çимĕç туса илни, — терĕ пĕри.

— Аван-çке, пит аван, — терĕç тата пĕр иккĕшĕ.

— Аванни аван та, — тет Мучар йăваш сасăпа, — совечĕ пурпĕр нумай акнăшăн налог хывать-çке-ха. Халĕ пире комсомолецсем йăпатса, улталас тенĕ пек, хура пусса актарса илесшĕн, кĕркунне вара, эсир çавăн чухлĕ çĕр акса илнĕ тесе, налогне ӳстерсе шăйăрса илеççĕ.

— Çапла пулĕ çав, — терĕ пĕри, иккĕленсе.

— Чăн та çапла пулма пултарать, — терĕ тепри.

— Акмалли çĕр лаптăкăшне ӳстересси кирлех те мар пулĕ вăл, — терĕ виççĕмĕшĕ.

— Ара, кирлĕ мар пулмасăр, — тет Мучар.

— Йышăнас мар ăна ыранхи халăх пуххинче, — терĕ иккĕленсе калаçма тытăнни.

— Йышăнас мар, йышăнас мар, — терĕç ун хыççăн ик-виç сасă.

Мучар, ним пулман пек, тепĕр ушкăн патнелле утса каять, Кунта кам пуррине сăнаса илсе, çакнашкал калаçăвах хуллен-майăн тапратса ярать.

Тепĕр кун халăх пуххи — пысăк пуху. Акмалли çĕр лаптăкăшне ӳстересси çинчен ыйту лартнă.

— Кирлĕ мар! Акмастпăр хура пусса! — теççĕ ĕнер актив пуххинче çак ыйтăва хапăл тунă çынсемех.

— Акмастпăр! — теççĕ вĕсем хыççăн теприсем те. Комсомол, ял активĕ пĕтĕм вăйне хурать хура пусса çимĕçсем акса хăварассишĕн. Хăшпĕр чухăнсемех каялла пăхаççĕ — акмалли çĕр лаптăкăшне ӳстерме йышăнасшăн мар.

Кĕтесре пĕр шарламасăр Мучар ларать. Унăн хура куçĕсем кăмăллăн чăл-чăл выляççĕ.

 

* * *

Мучар 1925 — 1926 çулсенче ашшĕнчен уйрăлса тухрĕ. Ашшĕн чăвашла хапхапа улăм витнĕ пӳрт тата кĕлет çеçчĕ. Мучар хăйне валли çĕыĕ тĕреклĕ пӳрт лартрĕ. Пӳрчĕ урамалла виçĕ кантăклă, хапхи вырăсла. Картиш йĕри-таврашĕпе икĕ хутлă хăма витнĕ сарай, лаша, ĕне пурччĕ. Ратлă сыснасем усратчĕ.

— Мучар ашшĕнчен ирттерчĕ. Тăманаран хурчăка пулнă пек, чухăн çын ывăлĕ пулин те, тĕреклĕ пурăнма тытăнчĕ, — текелетчĕç çынсем, Мучарăн таса çуртне, мăнтăр выльăхне пăхса.

Чăн та, Мучар тирпейлĕ, çителĕклĕ, аван пурнăçпа пурăнакан вăтам хресчен пулчĕ. Мучар арăмĕн ратнисем, хурăнташĕсем пурте пуян çынсем, суту-илӳ тăвакан çынсем пулнă.

— Мучар, пуян çын хĕрне илсе, пуянсемпе çӳресе, юпаха тăкрĕ, — тетчĕ тата хăшĕ-пĕри, Мучар аван пурăнма тытăннине пĕлтерсе. Мучар сутă тăвать е ана-çаран тара илсе акать тени ял хушшинче илтĕнместчĕ. Мучар çулла та, хĕлле те таçта кая-кая çухалса пурăнатчĕ те каллех киле килетчĕ.

— Ĕç патне кайса пурăнтăм-ха, — тетчĕ вара Мучар, çавăн пек таçта кайса çухалса пурăннă хыççăн килне таврăнсан. Килте чух Мучар пĕр пасартан та юлмастчĕ. Тем илет, тем сутать пасарта Мучар, тем тума каять пасара, ăна никам та пĕлмест. Çаплах Мучар, хăла лашине кӳлсе, кашни пасара чуптарать.

— Ушкăнлă хуçалăхсем туса кулаксене тĕппипех пĕтермелле! — илтĕнчĕ ялсем тăрăх çирĕп сасă.

Ялсем хускалчĕç. Вăйлăрах, тачăрах чăмăртанчĕç ялсенче батраксем, чухăнсем, ял активĕ.

Кулаксене лапчăтаççĕ. Акă, çăмарта хуçи пулнă Иван Семенча раскулачить турĕç. Пăрахут пек пысăк, шурă сăрпа сăрланă, темиçе пӳлĕмлĕ çуртне ял Совечĕ илчĕ. Унтан лавккаçа, арман хуçине тата ытти пуянсене те черет тиврĕ. Ял вĕрет, çаврăнать, пĕтĕрĕнет — юн сăхакансене, хăйсен пуянлăхĕпе хăратса яла пусмăрлакансене ял хăй ăшĕнчен кăлара-кăлара ывăтать. Тĕлĕнсе хăраса ӳкнĕ ĕнерхи юн сăхакансем паян йăваш пек йăпшăнса пытанса çӳреççĕ. Ăçта та пулин хӳтлĕх шыраса тупса çăлăнма пулмасть-ши теççĕ.

Ял кĕрлет. Ял юн сăхакансенчен тасаласшăн, урăхланасшăн. Пурнăçа çĕнĕ çулпа ярасшăн тапаçланать. Кĕрлет, вĕрет ял. Кивĕ ял, ванса, çĕнĕ пуласшăн çине тăнă. Ялсенче колхозсем чăмăртанаççĕ. К. ялĕнче те çирĕм пилĕк килтен колхоз пулнăччĕ, анчах çурхи акана тухас умĕн колхоз саланчĕ. К. ялĕнче вăйлăрах пулчĕ пулĕ кулакпа тĕттĕмлĕх вăйĕ. Кăçал ку ялта шкул уçăлчĕ, комсомол ячейки организациленчĕ. Актив вăйсăртарах, çивĕчленсе çитеймен.

Пуянсене пĕтерме тытăнсан, шарт сикнĕ пекех пулчĕ Мучар. Унăн тилĕнни пек шĕвĕр, ырхан пичĕ тата ытларах ырханланса шĕвĕрленчĕ. Халиччен те кускаласа йăл-йăл выляса тăракан хура, чĕрĕ куçĕсем халĕ канăçсăр кускалама тытăнчĕç. Мучар çынпа калаçнă чух çынна куçран пăхмасть, куçне таçталла ярса тем шыранă пек, тем шухăшланă пек куçне вылятса тăрать. Мучар хăй, лутрарахскер, шăмшакне туп-тӳрĕ тытса çăмăллăн утса çӳретчĕ, халĕ хутланса çӳренĕ пек туйăнать. Пасарсене йăрккама Мучар вуçех пăрахрĕ. Пĕрре, çуркуннерехпе, Мучар ĕнине, лашине сутса ячĕ. Унччен те пулмарĕ — пĕтĕм çурт-йĕрне Çĕрпӳ енчи çынсем куçарса кайрĕç. Мучар çурт вырăнне, ани-çаранне пулăшкома пачĕ те ачи-пăчи мĕнĕпе шăкăрти-шакăрти Янаула тухса кайрĕ.

— Пурăнмаллах куçрăм, сывă пулăр, — тесе хăварчĕ Мучар ялйыша.

Çу иртсен, кĕркуннепе, Мучар çемйипех хăйсен ялне каялла персе çитет.

— Çука ертĕм, тĕп пултăм, — тет Мучар. Хăй те, ачи-пăчипе арăмĕ те çĕтĕк-çатăк. Мучар пулăшкомран пулăшу ыйтать. Пулăшком тырă, çĕрулми парать. Юр çăвиччен пӳрт лартса кĕресчĕ тесе, Мучар хыпаланса çӳрет. Ял Советне пырса, пӳрт тупса пулмасть-ши тесе, пулăшу ыйтать, тархаслать. Ял Совечĕ Мучара пĕр кулак мунчине пӳрт тума йӳнĕ хакпа пачĕ. Мучар мунчана сиплекелесе часах хăй çурт вырăнне куçарса лартрĕ те ачисемпе кĕрсе вырнаçрĕ. Пурăнать...

 

* * *

Мучар хальхи вăхăтра халăх çине яланах тухкалать. Ял Совет канцелярине те час-часах пыркаласа каять. Çынсем калаçнине пĕр шарламасăр итлесе ларать.

Акă паян халăх пуххи пысăк пулмалла. Ялти учительсемпе комсомолецсем колхоз тăвасси çинчен ыйту лартаççĕ. Мучар çĕтĕк пиншакне тăхăнать те пухăва утать. Нумай калаçаççĕ, кĕрлеççĕ пухура, çур çĕр иртсен тин пуху саланать. Пĕлтĕр ванса, саланса кайнă колхоз, активистсем тăрăшнипе, тепĕр хут чăмăртанать. Чухăнсем, вăтамсем, колхоза кĕрес текенсем тата нумай-ха, кĕретпĕр теççĕ, анчах килте арăмсемпе калаçса татăлман тесе, çырăнмасăр тăчĕç. Пухуран çынсем виççĕн-тăваттăн, пиллĕкĕн-улттăн килĕсене саланаççĕ. Мучар та килнелле утрĕ. Малта пыракансене хуса çитрĕ. Кашни çыннине сăнаса илчĕ, палларĕ. Çук, ку çынсем Мучара кирлĕ мар. Ку çынсемшĕн пулсан Мучар нихçан та çăвар уçас çук. Ку çынсене Мучар пĕтĕм чĕререн кураймасть. Кусем кулаксене пĕтерес, колхоз тăвас тесе çунса тăракан активистсем. Мучар ку ушкăна пăрахса малалла утрĕ. Урам кĕтессинелле çитеспе пилĕк-ултă çынна хуса çитрĕ. Кусене те сăнаса палларĕ.

«Вăт, кусемпе калаçас пулать», — терĕ Мучар хăй ăшĕнче. Çынсен ушкăнне çыпçăнчĕ.

— Мĕнле, тăвансем, кĕретпĕр-и колхоза? — терĕ Мучар.

— Кĕмелле пулĕ, кĕрес пулать, — терĕ Савин Михали — тирпейлĕ, ĕçчен вăтам, Мучар кӳршиех.

— Кĕмесĕр... кĕресчĕ-ха манăн та, — тет Анушки, тăватă ача амăшĕ, чухăнскер. Унăн упăшки иртнĕ кĕркунне кăна Элнетре шыва кайса вилнĕ.

Çынсем урам кĕтессинче чарăнса тăчĕç. Колхоза кĕресси çинчен калаçаççĕ.

— Кĕме юрать, конешнă, — терĕ Мучар хуллен.

— Кĕмелле çав, кĕмелле. Никам кĕмесен те манăн кĕресчĕ-ха, — терĕ Савин Михали.

— Эп вăт, паян вĕлеретĕп тесен те, колхоза кĕрессĕм çук, — терĕ Мучар. Унăн сасси чĕререн тухнă пек туйăнать. Вăл ку сăмахсене пит ĕнентермелле каларĕ.

— Мĕншĕн аплах калатăн эсĕ? — терĕ Мучара Савин Михали.

— Мĕншĕн тетĕн... Хам пĕлетĕп, хам курнă колхозра пурăнса. Колхоз вăл çынна тĕп тăваканни! Эпĕ кунтан кайсан хам та, ухмаха ерсе тенĕ пек, колхоза кĕтĕм те хама хам пĕтертĕм. Куратăр вĕт эсир хăвăрах, эпĕ сирĕн пата кĕлмĕç пулса килтĕм. Колхоза выльăх-чĕрлĕхӳпе, мĕнпур пурлăхупа кĕр те, вара тытăнать Совет сана çаратма. Выльăх-чĕрлĕхе, трактор паратпăр тесе, илсе кайрĕç. Акма вăрлăх пухрăмăр, ăна та, урăх лайăх вăрлăх паратпăр тесе, илсе кайрĕç те, пĕтрĕ, нимĕн те памарĕç. Мĕнле ĕçлес? Ним тума аптранă енне колхоз саланчĕ. Тĕреклĕ вăтамсем колхозран пĕр-икĕ уйăх хушшинче ыйткалама каймалла пулса тухрĕç. Хам курнă, хам чухланă та, çавăнпа сире хĕрхенсе калатăп...

Мучара итлесе тăракан çынсен кашнин чĕри кăрт сикрĕ. Аша темĕн сивĕ япала кĕрсе ӳкнĕ пек пулчĕ. Ăш вăркама тапратрĕ.

— Кунта та çапла пулĕ-и, тен, пĕлес çук, — тет Сахрун.

— Эпир ун пек кансĕррине колхоз çинчен шухăшламан-ха, чутах кĕрсе каяттăмăр, — терĕ Савин Михали.

Саланчĕç. Мучар калани чылайăшĕн умĕнче хăрушла мĕлке пек тăчĕ. Колхоза кĕресси шиклентерет. Пухуран тухнă чух савăнăçлă пулнă шухăшсем татăкăн-кĕсĕкĕн каскаланса сапаланчĕç. Анушки, Мучар сăмахне илтсен, чĕтрене ерчĕ, сивĕ пек, чĕри тем инкек пулнă пек ыратма тытăнчĕ.

— Ай тур, колхоза кĕрес ан пултăр. Хĕрарăм пуçпа пушшех нуша курмалла пулĕ, — тесе шухăшларĕ Анушки. Колхоза кĕрес мар тенĕ шухăша Анушки хăй ăшĕнче çирĕплетсе хучĕ.

Мучар çынсемпе хуллен калаçать. Хăйĕн çĕрĕк шухăшĕсене çынсен пуçĕсене кĕртсе вырнаçтарасшăн тăрăшса çӳрет.

Акă ялта вăрлăх сортлама тытăнчĕç. Ял Совет çурчĕ умне лавсемпе, çунашкасемпе тулли михĕсем турттара-турттара пыраççĕ. Триер патĕнче черет кĕтсе тăраççĕ. Триер пĕр чарăнмасăр кĕрлет. Триер патĕнче пĕлĕт пек тусан мăкăрланса тăрать. Çынсем кăшкăрашса калаçнипе триер сасси картишне тултарса тăрать.

Мучар ял Совет картишнелле пырса каять, пăхкаласа çӳрет. Вара ял Советĕнчеч аяккарах урамсене уттарать. Хăшпĕр киле чĕлĕм чĕртме текелесе кĕрет.

Акă ку урамра Валя пионер хăйĕн çинçе сассипе вăрлăх сортлама каймалли çинчен кашни кантăкран уççăн çухăрса калать.

— Кайса сортламалла та-ха, — тет Ульяна, Мучар кĕрсе ларнă кил хуçи арăмĕ, кăмака умĕнче тăраканскер.

— Каятăп акă халех, çак çăпатана туса пĕтерем-ха, — тет Хумма. Хăй çăпатине васкавлă çавăркаласа, шăлне çыртса шаккать.

Мучар чĕлĕм мăкăрлантарса ларать. Хумма тĕшмĕшлĕ çын иккенне, турра ĕненнине Мучар пит аван пĕлет. Хăй сăмахĕсем витĕмлĕрех пулччăр тесе, Мучар турă çинчен асăнса калаçма тытăнать.

— Эх, çылăха кĕретпĕр çак эпир, турă хушман ĕçсене туса. Ĕлĕк сортламасăрах тырă аван пулнă. Халĕ сортласа та выçă ларатпăр. Турри парсан, тырпул хăех аван пулать. Турăран туртса илме çук, — терĕ Мучар. Вăраххăн сывласа илчĕ. Унччен те пулмарĕ, çăварĕнчен чĕлĕмне кăларса, алăк патнелле чăлт сурчĕ. Сисĕнкĕсĕр Хуммана сăнаса пăхса илчĕ.

— Пионерсем пур, кашни кунах вăрлăх сортлама хăвалаççĕ. Сортласан та нимех пулмасть пулĕ те-ха, — терĕ Ульяна.

Çăпата шаккаса ларакан упăшки çинелле пăхса илчĕ. Ульяна хăй ăшĕнче Мучар сăмахĕсемпе килĕшсех те пырать, анчах упăшки мĕн калассине кĕтет.

— Ял мĕн тунине тăвасах пулать ĕнтĕ, — тет Хумма, çăпатипе кĕрмешсе.

— Эппин, эсĕ формалинпа та чӳхес тетĕн-и, тен? — терĕ Мучар, тĕлĕннĕ пек пулса.

— Çынсем чӳхеççĕ-тĕк, чӳхес пулать, — тет Хумма.

— Эй, тупнă вăрлăха формалинпа чӳхеме, сортлама. Эпĕ кайса пурăннă çĕрте, Янаул енче, пĕр сортламасăрах тырă калама çук аван пулать, халăхĕ те унта питĕ турă саккунĕпе пурăнать. Турă парсан, кăмака çинче те тырă пулнă тенине илтмен-и эсĕ? Елĕк, пĕр çулхине, çу каçа та пĕр пĕрчĕ çумăр пулман, тет. Пусăри тырă типсе хăрса кайма пуçларĕ, тет. Пĕр çын хăйĕн ани çинчи туллине пичкепе шыв турттарса шăварать, тет. Пĕрре çав çын тулă шăварса килет те курах каять, кăмака çинче ем-ешĕл тулă лара парать. Тулă пучахĕсем çинче сывлăм шăрçаланса тăрать. Ку çын тĕлĕнсе кайса пăхса тăчĕ, тет те, пăхса тăнă çĕртех тулă сарăхма пуçларĕ, тет. Пучахсем çын пăхса тăнă çĕртех тăранма тапратрĕç, тет. Тытса пăхать хайхи çын пучахĕсене, тулă пĕрчи сап-сарă та шултра тăранса ларнă. Пусăри тулли шывпа шăварса тăнă çĕртех типсе ларнă, тет. Вăт, турă мĕнле хăй хăватне кăтартать. Кăмака тăпри çинче тулă пулнă, шăварса тăнă ана çинче пулман. Тен, ăçтан пĕлен, кăçал та çапла пулĕ акă: сортламаннисенех, турă çине шаннипе, вĕсене турă тырă-пулă авантарах туса парĕ. Эпĕ хам сортласа-мĕн туса аппаланассăм çук. Ĕлĕк мĕнле пурăннă, ĕлĕк мĕнле акнă, çаплипех туса пурăнас тетĕп эпĕ, — терĕ те Мучар, киле тухса кайма тăчĕ. Кăшт тем каласса кĕтнĕ пек пăхса тăчĕ те тухса кайрĕ.

Мучар кăмака çинче тулă тăранса ларни çинчен каланă чух Хумма çăпатине шаккама та манса кайнă. Пĕр куç илмесĕр Мучар çине пăхса, унăн сăмахĕсене тăнласа хăлхине чиксе ларчĕ.

— Паянах каймăпăр-ха, эппин, вăрлăхне сортлама тăхтар-ха кăштах, — терĕ Хумма. Çăпатине туса пĕтерсе пăтана çакса ячĕ.

Хумма турра ĕненекен çын. Мучар каланине вăл, тĕттĕмскер, чĕререн йышăнчĕ. Халь ĕнтĕ Хумман çынсем пек мар, вăрлăха сортласа мар, хăй тĕллĕн, пĕр-пĕччен, вăрлăха сортламасăр акас килчĕ.

— Сортламастпăр вăрлăха, формалинпа та чӳхеместпĕр, — терĕ Хумма арăмĕ. Хăй кĕрĕкне тăхăнчĕ те таçта тухса кайрĕ.

 

II

Хуллен-майăн вăхăт шăватех. Çур çывхарчĕ. Юр кайса пĕтрĕ. Хĕвел хĕртнĕçем хĕртсе çĕре типĕтрĕ. Çур тырри акма вăхăт çитрĕ. Колхозниксем çуракине чăн малтан тухрĕç. Пĕччен хуçалăхсем хăшĕ-пĕри акма та тухайман-ха, колхоз акса та ĕлкĕрнĕ — машинăпа акнă.

Анушкин çур тырри ани колхозăннипе юнашарах. Анушки, Мучар сăмахне ĕненсе, колхоза кĕмерĕ, анчах Мучар каланă пек пулмарĕ: колхозăнне вăрлăхне те, выльăх-чĕрлĕхне те никам та илсе каймарĕ. Илсе кайма мар — колхоза хăйне пĕр хĕрлĕ пысăк вăкăр тата сакăр ăратлă сысна çури районтан пачĕç. Анушки хăйĕн пилĕк ятак çĕрне ырхан лашипе аран-аран сухалакаласа шуратса хăварчĕ.

Çумăр та çукаларĕ, ăшă та пулчĕ. Çур тырри аван шăтса, аван ӳсет. Колхозниксем хăйсен тыррине пăхса ăмсанаççĕ. Колхоз пуссинче пĕр çумкурăке, пĕр хура вырăн çук. Шыв пек тап-таса, пĕр тикĕс, хитре выртать колхоз пусси.

Вăхăт шăвать. Çур тырри пуç кăларчĕ, пулса та çитет. Пĕрре Хумма, чĕлĕмне паклаттарса, тыррине пăхма утрĕ. Тырă шăтсанах Хумма, хире тухса, хăй анисем çине çитсе курнăччĕ. Ун чухне Хумман тыррисем çынсенни майлах пекчĕ. Халĕ аплах мар пек. Хумман савăнмаллиех çук. Урпа ани çинче сар чечек вăрăмланса ларнă. Тĕллĕн мăян кĕрлесе ларать. Урпа çумкурăксем хушшинче пăчăр-пăчăр курăнать. Пырать Хумма сĕлĕ патнелле.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ярмат (2016-03-27 20:06:01):

Таса та, уçă кăмăллă çынна пĕтерес, хăйĕн пуçне упраса хăварас тесе чылай тăрмашрĕ Мучар, анчах тĕрĕслĕх çиеле тухасса вăл ĕненмен, шанман. Çапла çав вăл: уй - куçлă, вăрман - хăлхаллă. Çапларах çĕлен-калтан шалчи тулни савăнтармаллипех савăнтарать!

 

Олег (2020-04-02 19:46:22):

Вăт çавăн пек çынсем халĕ влаçра.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: