Эпиграммăсем


Рыбкин Улатимĕре

Такмак-сăвă ал парать.

Пулмасан кондицире

Вăрăм Палюк хăтарать.

 

«Сэниель сăввисенче

Пăтранчăк, теç, шухăшсем».

Хăй калать: «Шыв çĕпринче

Шултра пулĕç пуллисем».

 

Çыркалать Кипеч роман.

Çитеймеççĕ-çке пиçсе.

Вăл васкать ятне пама

Роман-халап е эссе.

 

«Ан вăрла, теç, çынăнне».

М.Захаров пурпĕрех

Селезневăн Мерченне

Тăкаклать хăйĕн пекех.

 

«Асамат кĕперĕ» урлă

Каçрĕ «Çул пĕрре» тесе,

«Кĕтмен утăм» Вутлан турĕ

«Вăрттăн юрату» кĕтсе.

 

«Тымар» ячĕ те Чаржов,

«Хунав» тухрĕ хыççăнах.

Кĕç сас пачĕ «Шăнкăрав».

Янтăринччĕ хытăрах!

 

Карягина шеп çырать.

Киленетĕп сăввипе.

«Тинĕс пăшăлтатăвне»

Вăйлатасчĕ хумсемпе.

 

Ăсан Уçăпĕ вăр-вар

Сунарсем çинчен çырать.

Чулкаçа çитме пăт тар

Çимеллине хăй манать.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: