Салампипе Илемпи


Пурăннă пĕр ялта Салампи ятлă хĕрача. Унăн пурăнăçĕнче пурте пулнă ытлă-çитлĕ. Ашшĕ-амăш килĕнче пурăннă вăл савăнса. Ялти «Йăвача» ача садне çӳренĕ вăл хаваспа. Хăйĕн тантăш-юлташне хисепленĕ чунтанах. Тăван ашшĕ-амăшне мала хунă пур çынран. Тăванĕсем те хĕр пĕрчине кăмăлланă питех те. Пилĕк çул тултарнă ятпа парнеленĕ пукане. Пуканийĕ пит чипер: алли-ури мамăк пек, куçĕ хура çĕмĕрт пек, пит çăмарти — чăмăр улма, чие çырли тутисем… Пĕр сăмахпа каласан, ытармалла мар пике…Салампи пуканене хучĕ ят — Илемпи. Пур çĕрте те унпала ирттерет вăл вăхăтне.

Садика илсе каять, килĕнче те уйрăлмасть. Тумтирне çуса парать, апатпа та хăналать, юрă юрлать час-часах, пуканене çывăртать.

Акă пĕчĕк Салампи тухрĕ уçăлма, пуканене ыталаса пырать урампа. Сар хĕвелĕ пĕçертет, йывăç-курăк пуçне пĕкрĕ çумăрĕ çукран. Салампи пыран çулпа кайрĕ çĕр пичĕ çурăлса! Çурăкĕ куç умĕнчех ӳсме тытăнчĕ майпен. Хĕрача кайрĕ хăраса, сисмесĕрех пукане тухса ӳкрĕ алăран, анса кайрĕ çурăка… Салампи саспа йĕрет, хăйне пулăшма чĕнет. Чупса тухрĕç ыр çынсем, тем чул вăй хурсассăн та — пулăшаймарĕ нихăш те. Хĕрачана лăплантарса илсе кайрĕç килнелле.

…Анса кайрĕ Илемпи çырма тĕпнелле. Аннăçемĕн çĕр çурăкĕ пычĕ хупланса, умĕнчи çулĕ пычĕ яр! уçăлса. Акă çитрĕ çĕр тĕпне. Унта — çăтмахри пурнăç иккен. Йĕри-тавра сип-симĕс улăхсем, садсем çимĕçĕсене йăтайми лараççĕ. Темĕн пысăкăш юханшыв лăпкăн юхса выртать. Унта тем тĕрлĕ пулăсем вăй выляни курăнать.

Çĕр айĕнчи илемпе тĕлĕннĕ Илемпи малалла утать. Акă курать пĕр пĕчĕк пӳрт, ун алăкĕнчен шаккать. Хирĕç тухрĕ асанне, ватăскер, тирпейлĕскер. Илсе кĕчĕ хăй патне пирĕн пуканене.

Çак çуртра пурăннă ватă карчăк старикпе. Вĕсем пукане — Илемпие хăйсен хĕрĕ пекех пăхаççĕ, питĕ хытă юратаççĕ. Хĕрача вĕсене ырăпа тавăрнă: тĕрлĕ ĕçре пулăшнă, çепĕççĕн калаçнă.

Пурнăçĕ юмахри пек пулсан та Илемпи час-часах Салампине асаилнĕ, тунсăхланă.

Пĕррехинче хура кун ватă карчăк халсăрланса каять, утаймасть, тăраймасть, пĕр май выртать вырăнпа. Уншăн пăшăрханнипех старикки те чирлесе каять. Алăкран вилĕм шаккать… Илемпи çывăх çыннисемшĕн пăшăрханма тытăнать, вĕсене ура çине тăратасшăн тăрăшать.

Ĕçленĕ май куççульне шурă тутăрпа шăлать.

— Ма йĕретĕн, пĕчĕк хĕр? Пысăк хуйхă пусрĕ-и? Пайласамччĕ хурлăхна, тен, пултарăп пулăшма.

Илемпи сисмен чухне килнĕ тухнă ун умне пĕчĕк çеç юпах Тиха. Вăл калаçнă ачапа чăн çынсенĕн чĕлхипе.

— Турă ячĕ сан пата, пулăшасшăн эп сана. Санăн виçĕ ĕмĕтне пурнăçлăп пĕр самантра.

— Манăн чирлĕ ватăсене сыватас килет часрах.

Тиха пӳрт тавралла чупса çаврăнчĕ виç хут. Тĕтĕм евĕр япала вĕçсе кайрĕ çӳлелле. Ун хыççăнах пӳртĕнче савăнăçпа çиçекен пит-куçлă асаннепе асатте тула тухса тăчĕçĕ. Çакă ырă Тихана тав тăвасшăн Илемпи, анчах тахăш самантра Тиха куçран çухалчĕ.

Тепĕр кун та Илемпи тухрĕ улăха. Ку хутĕнче те Тиха пычĕ-тăчĕ пĕр сассăр. Хăйĕн хĕрлĕ чĕлхипе ун аллине çулларĕ, унăн тепĕр ĕмĕтне пурнăçлама шантарчĕ.

— Каяс килет ман киле, хамăн хаклă Çĕр çине. Тунсăхларăм Салампишĕн, пит курас килет ăна. Анчах ватă асаннепе асаттене пăрахса кайма пит шел. Эп шеллетĕп вĕсене.

— Вĕсене валли тепĕр сан пек хĕрача тупса пама пултарăп.

— Тем пекехчĕ.

Акă Тиха васкаса виç хут çаврăнчĕ хĕр пĕрчи тавра — тепĕр хитре хĕрача тухрĕ-тăчĕ улăха. Илемпи ăна часрах илсе кайрĕ ватăсемпе паллашма…

Çитрĕ пике Тиха патне таврăнасшăн Çĕр çине. Тиха Илемпине хăй çине ларма, çилхинчен çирĕп тытма хушрĕ. Çил пек вĕçрĕ çӳлелле… Акă тăрать Салампи, вăл манман пуканине, кунсерен çав вырăна тухнă вăл тусне кĕтме. Салампи пуканине ыталарĕ, чуп турĕ, савăнăçлăн хăй килне йăтса илсе таврăнчĕ.

Паян кун та Салампипе Илемпи питĕ туслă, шăкăл-шăкăл калаçса ирттереç(çĕ) çĕрпе куна. Ырăпа асаилсе тав тăваççĕ Тихана.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Ева (2010-11-25 13:47:13):

Вĕренекен прозăлла сăвă çырни питех те аван япла. мана килĕшрĕ. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вася (2010-11-25 14:06:35):

мана та питĕ питĕ кăмăла кайрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: