Урхамахсем тăраç тапăртатса…


Пурăннă тет пĕр çамрăк арçын. Вăл нумай лаша усранă. Кашни кунах вĕсем хуçанна савăнтарса лаша витинче тăпăртатса тăнă, улăхра та уçăлса çӳренĕ, техĕмлĕ апат çинĕ.

Куç ытарми утсем хушшинче пĕр шурă лаша пулнă. Ăна ут пăхакан пуринчен ытларах юратнă, ыттисенчен уйрăммăн тăрантарса усранă. Ытти утсем куншăн хуçа çине çилĕ тытман, вĕсем те ăна тĕрĕс-тĕкел хăйсен ĕçĕпе савăнтарнă, лашасен ăмăртăвне тăрăшса хатĕрленнĕ. Хуçа лайăх пăхнипе шурă лаша кахаллансах кайнă, апат çинĕ хыççан тӳрех ыйха выртнă.

Пĕррехинче ытти лашасем çакна чăтса тăрайман, пĕр-пĕрин хушшинче калаçу пуçарнă:

— Эх, пирĕн хуçа мĕн тери тăрăшать çак лашашăн, ăна усă паракан тăвас тет, лешĕ вара ниме те хăлхана чикмест, уншăн пурнăç пурпĕрех, йывăрлăхсăр телее тупаяс çук çав. Тăрăшмалла, кирек мĕн пулсан та. Эх, урхамах, урхамах, тăпăртатса та тăма пĕлмелле çав, ыйхăра çеç вĕçсен пурнăç та ăнмĕ.

Çавăн пек вара лашасем каçа ассăн сывласа, лашана ăса кĕме тустарса ирттерчĕç. Иртет тек кун, иртет тек каç, иртет пурнăç, анчах лаша пурăнать çаплах хăйĕн йăнăш пурнăçĕпе. Авă ир те çитрĕ. Ут хуçи лаша витине кĕнĕ-кĕменех шурă урхамах патне килсе çитрĕ, ăна лăпкарĕ, ачашларĕ, апатне те чылаях çитерчĕ. Ытти урхамахсем шеллĕн пахса тăчĕç хуçа çине. «Пуласчĕ кăт шухăшлăрах!» — тенĕ пек куçĕсемпе мăчлаттарса илчĕç.

Акă ут пăхакан пурне те апат çитерсе пĕтернĕ хыççăн лаша витинчен тухрĕ. Лашасем чăтайманнипе шурă урхамаха хăйĕн пурнăçĕ çине çаврăнса пăхма, хуçан юратуне тĕрĕс ăнланма, лашасен ăмăртăвне лайăх хатĕрленме ыйтрĕç. Анчах та лаша вĕсен сăмахне итлес темерĕ, çил-тăвăл вылярĕ пуçĕнче.

Çаплах çав, куç тулли телей унăн, анчах мĕн кĕтет-ши ăна малти пурнăçра. Хĕрхенесчĕ хăвна та, пурнăçри телее упрасчĕ. Арканнă кантăк пек вансан ĕмĕтсем, ăçтан-ха тупăн вĕсене эсĕ.

Лаша выртать… Ыйхă каллех килет… Лашан тăрса пăхма шухăш килет. Вăл тăрсанах мăнтăрланса кайнипе сырăша шарт! çеç йăтăнтарса антарчĕ. Пĕр лаши вара ăна çапла каларĕ, «Сыхлан, хăвăн урусене тата хуçса ан пăрах! Санăн лашасен ăмăртăвне те çитмелле!»

— Манăн? Эпĕ Унта каймастăп!

— Санăн! Çĕнтер лашасен амăртăвĕнче, вара таса чунпа çӳрекен пулăн. Мана ĕнен, ăшăмра та канлĕрех пулса кайĕ.

— Вара таса чунпа пурăнни нумая пырать-и?

— Пурнăç — вăл нумай вăхăта мар.

Тарăн шухăшпа юрласа ячĕ вара лаша юрă:

 

«Ĕмĕр сакки сарлака

Тетпĕр эпир хăш чухне,

Сакки чăн та сарлака,

Анчах ĕмĕрĕ кĕске.

Мĕнле пурăнмаллине,

Пурнăç тутти-масине

Ватталла пуссан кăна

Ав пуçлатпăр чухлама…

Сакки чăн та сарлака,

Анчах ĕмĕрĕ кĕске…»

 

Çапла вара сисмесĕр тенĕ пек лаша ăмăртăвĕ те çитрĕ. Ăмăртăва хуçа шурă лашана та илсе тухрĕ. Иртсех пычĕç кунсем. Мĕн пулса тухрĕ-ши çак шурă лашаран. Чупĕ-ши вăл паян. Вăхăчĕ кăтартĕ. Авă ăмăрту пуçланнине систерчĕç. Шурă лашапа хуçи ăмăртма тухса тăчĕç.

Пуçларĕç пурте тĕпĕртетме, мĕн пур сасран кăшкăраççĕ. Пирĕн тăпăртатса тăракан лашасем те тимлĕн ăмăртăва пăхса тăраççĕю. Шурă лаша темшĕн тăрăшсах чупмасть, аяла çеç пăхса утнă пек туйăнать. Вăл пуçне çĕклесен çеç ăна тăрăшма ыйтнă лашине курчĕ. Урхамах куçĕпе мăчлатса илчĕ, шурă лаша ихо-хо тесе пĕтĕм вăйĕпе чупса кайрĕ. Чупать шур лаша, пуринчен те хăваласа иртсе каять, вăш-ваш çил пек çеç вĕçтерсе вăл пырать. Пирĕн лашасем татах та вăйлăрах урисемпе тăпăртатма пуçларĕç…

Çав вăхăтра пырать ялпа ватă старик. Çак лашана малтан пăхса ӳстернĕ вăл. Тупаймасть вăл лашана, вара çапла юрласа ярать:

 

«Ял хушшине кĕтĕм те

Ачалăха шырарăм.

Сас паракан пулмарĕ, —

Çав териех хурлантăм.

Ах, ял-йышăм, ял-йышăм,

Мана манса кайрăн-шим?

Ах, ял-йышăм, ял-йышăм,

Эп кунти çын пулман-шим?

 

Лупас айне кĕтĕм те

Шур лашана шырарăм.

Сас паракан пулмарĕ, —

Çав териех хурлантăм.

Ах, шур лашам, шур лашам,

Мана манса кайрăн-шим?

Ах, шур лашам, шур лашам,

Эп выртмара пулман-шим?»

 

Сассем илтĕннĕ еннелле васкаса утать ватă. Ăмăртура шурă лашана курсан чун савăнса, хăпартланса каять, çак куна ĕмĕтленнĕ ватăн ĕмĕчĕ пурнăçланнишĕн чун-чĕререн савăнса çамрăксемпе пĕр тан тапма пуçлать чĕре. Лаша ăмăртура çĕнтерет. Ват çыннăн савăннипе куççулĕ юхса анать. Çавăн пек вара лаша пурне те ырă усă туса парать.

Пурнăç малалла иртсе пырать. Лашасем малтанхи пекех тăпăр-тăпăр тăпăртатса лаша картинче пурнăç çинчен шухăшласа тăраççĕ…

 

Манăн çăлтăр тӳпере,

Çути унăн чĕрере.

Çиçет кунĕ-çĕрĕпе

Сирсе тĕксĕм тĕтрене.

 

Çăлтăрăм, эс ан сӳнсем!

Çут тĕнчери илемпе

Тăраниччен киленме

Мана эсĕ пулăшсам…

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


нарспи (2010-10-30 22:46:12):

ку хайлав кахал яшсемпе херсене терес çул çине тăма пулăшасса шанатăп

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Elena Iwanowna (2010-11-26 16:59:38):

Калава сăвăпа вĕçлени кăмăла каймарĕ. Пĕтĕмлетӳ ăçта?

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

Дмитрий Башкатов (2019-03-19 18:44:01):

Ăçта-та пулинь пур-и вăл, çук-и И.А.Крыловăн юптарăвĕсем чăвашла. Ĕлек пурчĕ, халь çук. камта пулин Крыловăн юптарăвĕсене çырса ярăр-ха.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: