Шăпчăк юрри


(Г.Х. Андерсенран)

 

Ах, тĕрмере тĕттĕм-çке...

Сsdлама та пит пăчă;

Çан-çурăм та шăнаnь-çке,

Пĕтĕм чуна хăрушă...

Çемçе тӳшек вырăнне

Йĕпе улăм сараççĕ;

Тутлă çимĕç вырăнне

Шывпа çăкăр параççĕ.

Эх, алăмсем, урамсем!

Эсир тимĕр аллинче.

Ах, чунăмçăм, айван чун,

Çунан тĕрмен вутĕнче.

Эп çакăнтах пĕтеп пуль,

Киле çитсе ӳкес çук;

Ак тĕрмере вăтăр çул...

Ачамсене курас çук...

Ыр ачамсем, пепкемсем,

Эп таврăнасса кĕтетри?

Ыр тванăмсем, тантăшсем,

Эп вилменне пĕлетри?..

Эп, чунăмсем, вилмен-ха,

Сывлăш пур-ха кăкăрта.

Анчах сире курмашкăн

Парĕ-и-ха вăл мана...

Пирĕн тĕрме пит çӳллĕ;

Чӳречисем тимĕрлĕ;

Вĕçен кайăксем вĕçеççĕ,

Чӳрече панчен иртеççĕ.

«Амăрт кайăк, ăçта каян?

Чӳрече çине лар халĕ,

Ирĕкри çынсен пурнăçне

Юрă юрласа кăтарт халĕ!..»

«Чӳречӳ çине лармастăп,

Сан чӳречӳ пит кĕçĕн:

Юрă юрласа памастăп,

Çын пурнăçне пĕлместĕп».

«Акаш, акăш, ăçта вĕçен?

Чӳрече çине лар-халĕ;

Ирĕкри çынсен пурнăçне

Юрă юрласа пар-халĕ!..»

«Юрă юрласа памастăп,

Эпĕ шывра çӳретĕп;

Этемсенĕн пурнăçне

Çавăнпа пĕртте пĕлместĕп».

«Çерçи, çерçи, ăçта вĕçен?

Чӳрече çине лар-халĕ;

Ирекри çынсен пурнăçне

Юрă юрласа пар халĕ!»

«Чĕлĕк, чĕлĕк! Вăхăт çук!

Иван пичче арманта

Тăкса янă ырашне,

Çавна çиме каяп-ха!»

Сасартăках çавăн чух

Вĕçсе пырать пĕр кайăк.

Пĕр чĕнмесĕр, тумасăр

Чӳрече çине лараять.

«Ах, чунăмçăм, шăпчăк!

Эсĕ аван пурнатни?

Этемсенĕн пурнăçне

Юр юрласа кăтартатни?»

«Эпĕ юрă юрлăп-ха,

Этемсенĕн пурнăçне,

Сана, ырă айвана,

Веç каласа парăп-ха...

Ĕнер ирех, шурăмпуçпе

Эп кайрăм сирĕн патра;

Лартăм шĕшкĕ йăвăç çине.

Тытăнтăм юрра юрлама.

Сирĕн пӳртре çывратчĕç,

Чӳречисене уçнăччĕ.

Санăн кĕçĕн ывăлу,

Хăй ыйхинчен вăранчĕ те:

«Атте ăçта?» терĕ те

Йĕчĕ ячĕ куççульпех»...

«Юрла, шăпчăк, юрла!

Юрла, чунăм, юрла!..

Сан сассăна итлем-ха:

Ачамсем çинчен пĕлем-ха;

Вĕсем маншăн йĕреççĕ пуль,

Эп те вĕсемшĕн йĕрем-ха...

Юрла, шăпчăк, юрла!

Юрла, чунăм, юрла»...

— «Эпĕ татах юрлăп-ха,

Сана, ырă айвана,

Веç каласа парăп-ха...

Сана тăвансем кĕтеççĕ,

Саншăн пурте йĕреççĕ.

Пурте сана саваççĕ.

Сана курасшăн çунаççĕ.

Анчах, тăванăм, эс ан йĕр.

Эсĕ пĕр те айăпсăрне

Турă хăй те курать вĕт.

Сана хупнă тĕрмерен

Каллах сана кăларĕç.

Çакă вилĕм-тимĕртен

Сана каллех хăтарĕç.

Эсĕ тухăн ирĕке,

Эсĕ тухăн çутта,

Эсĕ таса сывлăша

Тухăн каллах эс кунтан.

Сана кĕтекен ачусем

Сана курса хĕпĕртĕç

Сана кĕтекен чунусем

Ыталаса чуптăвĕç...

Ăшă, лăпкă каç пулĕ

Çакăнта курнă асапа

Ачусене ху калăн:

Ӳссе çитсе, ар пулсан,

Пур çынна та юратăр,

Чунпа савса, ыр сунса

Ыр ĕç тума вĕренĕр!

Тесе эсĕ вĕрентĕн.

Санăн ăслă ачусем

Хăвна чунтан савнипе

Сан сăмахна хыт тăнлĕç.

Ӳссе çитсе, ар пулсан,

Вĕсем ăслă çын пулĕç.

Усал, ухмах, çуксене

Чунпа, мулпа пулăшĕç...

Ĕмĕрӳ санăн вăрăм пулĕ!

Çӳçĕ-пуçĕ шуралĕ,

Анчах санăн ыр чĕрӳ

Хуйха-суйха пĕр пĕлмĕ...

Эсĕ вилĕн канăçлă.

Сана пурте асăнĕç...

Санăн хаклă тупăкна

Йăтса кайĕç масара;

Кунĕ пулĕ пит лăпкă,

Хĕвелĕ пăхĕ пит хытă...

Санăн савнă тăпру çине

Лартса хурĕç чул хĕрес.

Çак çĕрми чул хĕрес çумне

Лартса хурĕç ыр йăвăç...

Çакă ыр йăвăç çинче

Эпĕ юрлăп хам юрра...»

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: