Шерхулла


Эпĕ мĕн ачаранпах кĕтӳре çӳреп.

Анатри чăвашсем патĕнче — Кавалта, Чупайра, Шăхранта Хапăсра пĕрер çул кĕтӳ кĕтнĕ эпĕ.

Халĕ Вирьялта кĕтӳ кĕтетĕп. Кăкшăмра, Нурăсра, Тенире пĕрер çул кĕтӳре çӳрерĕм.

Шерхулла тесен мана пур çĕрте те пĕлеççĕ.

Вырăс тесен — вырăс мар, тутар тесен — тутар мар эпĕ.

Ман атти Кармăшкасси тутарĕ — Ахмет ятлă пулнă, анне вĕренерсем, Анук ятлăскер, чăваш хĕрĕ пулнă.

Атте Вĕренерте кĕтӳ çӳренĕ чухне аннене качча илнĕ.

Эпĕ ĕнтĕ çвăнпа чăвашпа тутар хутăшла çын.

Выльăхсене лайăх сапаласа çитеретĕп те эпĕ кĕтӳре çӳренĕ чухне ĕнесем сĕт лайăх параççĕ, выльăхсем самăр пулаççĕ.

— Шерхулла пичче кĕтӳре çӳренĕ çул ĕнесем, сурăхсем хĕсĕр юлмаççĕ, сыснасем кĕтӳрен тармаççĕ, — тесе калаçаççĕ маткасем.

Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман; мана çавăнпа пур çĕрте те юратаççĕ.

Кĕтĕве кĕрешнĕ чухнех халăх çинче малтанах каласа хурап:

— Кĕтĕве ир хăвалăр, кĕтӳ янă чухне урамра ача-пăча выльăха хăратнă ан пултăр, выльăх ирĕккĕн киле таврăнтăр; выльăха кам та пулин çапса, сурăх-сысна урисене персе хуçсан айăп манра мар, — тесе калатăп.

Тенире, çавăн пек, пĕр куштан çын ачи Ративан сыснине хăвала-хăвала ал туйипе персе пынă. Ративан сысни, пĕтĕскер, тарайман. Вунтăват-вунпилĕк çулхи ача пĕтĕ сыснана хăваласа çитеймест-и вара вăл?

Ративан сысни çăвăр пăрахрĕ вара.

Çав ача ятне халĕ маннă. Ун чухне ачине те, ашшĕне те халăх çинче хытă ятларăм.

Выльăха курайман çынна эпĕ хытă çĕмĕретĕп.

Ман атти те выльăха хисепленĕ. Ăна та, ман пекех, пурте юратнă.

Кĕтӳре лайăх çӳресси çăмăлах мар та, эпĕ çавах çӳреттĕм.

Кирек хăш ялта та ĕçкĕ-çикĕ таврашне, чӳк пăтти-мĕн çимелле пулсан çын ярса чĕнтермесĕр хăвармаççĕ мана.

Пĕр çулне, çавăн пек, Шураçра кĕтӳре çӳрерĕм. Шураç вăл Нурăсран çирĕм çухрăмра, Сăр шывĕ еннелле. Шураçăн пулнă çул тырă лайăх пулать. Шураçра çичĕ çил арманĕ. Чăпта çапакан та нумай унта. Арçынсем те, хĕрарăмсем те чăпта çапаççĕ.

Чăпта çапасси кĕтӳре çӳрессинчен те хĕнрех вăл. Чăпта çапакансем Шураçра малтан шуралса, унтан кăвакарса, хуралса каяççĕ. Чăпта çапасси çынна сăнран ӳкерет-мĕн вăл.

Шураç ялĕ — пысăк ял...

Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн çав. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтӳре çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ вăл çулне.

Çав çулне Шураçри Мăн Тимухха ывăлне авлантарма Штанашран хĕр çураçнăччĕ.

Çимĕк умĕн пĕр-икĕ кун малтан, сап-сар уяр кун, кĕтĕве уйра питĕ лайăх салатса çитертĕмĕр те выльăхсене Выл шывĕ хĕрне тапăра антарса вырттартăмăр.

Сыснасем шыв хĕрринче пылчăка чаваланса выртаççĕ. Ĕнесем ăшăпа шыва кĕрсе тăраççĕ. Качакасем чăнкă çĕре, çырана, выртаççĕ. Сурăхĕ вăл, ăшăпа хашкаса, пăртак хăра-хăрах шыв ĕçет те мăя тăсса выртать.

Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ.

— Паян Тимухха пиччен Ваçли туйне каятпăр, Шерхулла пичче, эс те айта туя, — теççĕ мана ачасем.

Мăн Тимуххан кĕçĕн ывăлĕ тапăра чупса пычĕ те:

— Шерхулла пичче! Атте сана Штанаша туя кайма чĕнет, атя часрах, — терĕ.

Эпĕ хайхи кĕтĕве пăхма ачасене хăварап та Шураçалла утатăп.

Ку тăрăхра — Шураç, Шăмат, Хучаш, Эскетен таврашĕнче туя питĕ кепмер1 тăваççĕ. Пĕр ялта туй пулсан, вăл яла çирĕм ял та пырать пуль туя.

Эпĕ уй хапхи патне çитнĕ çĕре Шураçран çар пек кĕрлесе тухать туй.

Туй пуçĕ мĕлĕшсем пулнă, флотски салтак, Прамун ятлăскер, питĕ вăйлă çын. Вăл хăйĕн маткипе пырать, тата тепĕр мăшăр ларнă унпа, икĕ лашапа, лашисене ташлатса пыраççĕ вĕсем малтан.

Мăн кĕрӳ, кĕçĕн кĕрӳ, Тимуххан аслă ывăлĕ Ваçук — кĕрӳ пуласси, икĕ туй арăмĕ, парнесем çакса пĕтернĕ виçĕ лашапа, пысăк кӳмепе ларса пыраççĕ. Вĕсен хыççăн çатан урапасемпе, кӳмесемпе, пĕрер-икшер лаша кӳлнисем, сарă шурă тутăрсем çакса пĕтернĕ — аллă урапа ытла пулĕ — Шураçран йăтăнса тухаççĕ. Шураç урамĕнче шап-шурă халăх. Витре-витре сăрапа, эрехпе ăсатаççĕ туя.

Шăпăр, сăрнай, купăс, параппан — пурте пур.

Мĕлĕшри Алтан Ваçли кӳме тăрне ларнă, шăпăрне ахăртса пырать.

Мана пурте:

— Шерхулла пичче, лар та лар, пирĕнпе лар, — теççĕ.

Эпĕ Юс Митюксен çатан урапи çине лартăм.

Параппан çапса кармунипе юрлаççĕ туй ачисем:

 

Атьăр туя, ачасем!

Ура канне кӳрĕпĕр,

Алă канне кӳрĕпĕр.

Ĕçĕпĕр те çийĕпĕр,

Юрлăпăр та ташлăпăр,

Выльăпăр та кулăпăр,

Ай-ях-аяр-ар-ай-ях.

 

Пирĕн пичи Ваçук пур,

Ялти хĕре илесшĕн

Ялан атă тăхăнчĕ.

Ялтан илни пулмарĕ,

Атă çĕтни пустуй пулчĕ.

 

Йысна пулас Ваçук пур,

Инки пулас Веруç пур,

Суя аки Наçтаç пур,

И Наçтаç аки пур;

Суя ятне илтес çукчĕ,

«Пырăп» тени хупларĕ.

Ай-ях-аяр-аяр-ай-ях.

 

Эпĕ те юрă тесен питĕ хавас. Пĕрре çапла пулчĕ.

Пирĕн, тутарсен, сапантуйĕ пулать те унта кĕрешеççĕ, лашасем чуптараççĕ, çынсем те ăмăртмалла чупаççĕ. Кам çĕнтерекене укçа, тĕрлĕрен парне параççĕ. Тутарсен сапантуй праçникĕ çулла, канлĕ вăхăтра, уйра е аслă çаран çинче пулать.

Çакăн пек кĕтӳре çӳренĕ çĕртенех, эпĕ пĕчĕк чухне пĕрре аттепе иксĕмĕр çав сапантуйне кайрăмăр.

Кӳпĕшкасси патне аслă улăх тулли тутар пухăннă. Пуян тутарсем ик-виç майрапа, икшер лашапа пынă. Майрисем халат пĕркенсе, пичĕсене витсе лараççĕ, куç курмалăх анчах халата кăшт уçса пăхса лараççĕ.

Курма пынисем вăл тăрăхри чăвашсем те пурччĕ. Пухăннă халăх, аслă кăшăл пек, сапантуй вырăнĕ йĕри-тавра çавракан тăрса тухнă.

Малтисем лараççĕ, выртаççĕ, хыçалтисем ура çинче тăраççĕ

Аттепе эпир каярах çитнĕччĕ, лашасене тавлашса чуптарнă çĕре ĕлкĕреймен эпир.

Пурĕ çирĕм лаша ытла танлашса чуптарнă, тет. Çĕнтерессине Йăвăнчă тутар лаши çĕнтернĕ, тет.

Эпир пынă çĕре вăл лашана, пурçăн тутăрсем çакса, уттарса, сывлаттарса çӳретчĕ. Лаши яштакскер, тимĕр кăвак, хура хушкаллă лаша.

Унтан вара тутарсем сапантуй варне ылмаш-ылмаш тухса юрлама пуçларĕç.

Манăн та юрлас килчĕ. Эпĕ аттерен:

— Эпĕ те тухса юрлам-и? — тесе ыйтрăм.

Атте:

— Кайса юрласа пăх, — терĕ.

Эпĕ вара хайхи сапантуй варне тухса тăтăм. Ыттисем юрла-юрла чарăнсан, пĕр пысăк ватă тутар, сапантуй пуçлăхĕ, мана:

— Йăрлиссăн-мĕ? Йăрлиссăн булса — йăрли2, — терĕ.

Эпĕ вара:

Алттăн балда — кĕмда бар,

Кĕмĕш балла — кĕмда бар3, — тесе юрла пуçларăм.

Тутарсем, майрисем, тутар ачисем — пурте ман çине пăхаççĕ.

Эпĕ юрласа пĕтерсенех мана пурте алă çупса ырларĕç.

Эчеяль тутарĕ, пуян Сейдулла, мана хăй патне чĕнсе илчĕ те кĕсье тулли канхвет пачĕ, бархат тӳпеттей тăхăнтарчĕ, тӳпеттей çинчен пурçăн çыхнă шурă шĕлепке тăхăнтарчĕ.

Анне кĕтĕве юлнăччĕ те атти калать:

— Канхветне, пĕр ик-виççĕшне, аннӳ валли те хăвар, — тет.

Çирĕм çул ытла ĕнтĕ эпĕ çав тӳпеттейпе шурă шĕлепкене пуçран пăрахман, ялан тăхăнса çӳретĕп. Эпĕ япалана тирпейлĕ тытап та, тум-тире те эпĕ тасарах тумланатăп. Маткасем вара: «Шерхулла пичче! Эсĕ илемлĕ çӳреме юратан-çке», — теççĕ час-часах.

Ачаранпах юрлама юратаканскер, юрă, шăпăр, хуткупăс сассине илтсен ман ахаль те ăш-чик хускалса каять вара, ура-алă çăмăлланать.

Кĕрстин-кĕрстин! тутарса, темиçе параппан çапаççĕ.

Туй лашисем те пуçĕсене ывăтса пыраççĕ, хăлхисене вылятаççĕ. Юс Митюкĕпе ларсанах эпĕ те вара юрлама пуçларăм.

Юс Митюк арăмĕ, лутрарахскер, сарă, хитре арăм. Митюкĕ ларчăк çинче лашасем тытса пырать те арăмĕ мана калать:

— Шерхулла пичче! Штанаша пырса кĕнĕ чухне эпир иксĕмĕр хытăрах юрлăпăр, санăн сассу лайăх, ман Митюк пĕртте юрлама пĕлмест. Эсĕ юрра хуçкаласа, илемлĕ çавăрса яран, санпа юрлама пит çăмăл, — тет мана.

Параппан, купăс сассипе юрласа пыратпăр:

 

Штанаш çулĕ — вăрăм çул;

Çул вăрăмшăн каймастпăр,

Хĕр вăрăмшăн каятпăр.

Ой-ях-яй-яй, яр-ай-яй.

 

Штанаш çулĕ — кукăр çул;

Те кукăр та те тӳрĕ —

Эпир ăна пĕлместпĕр.

Çул кукăршăн каймастпăр —

Хĕр чипершĕн каятпăр

Чипер арăм туянма.

 

Эпир туя каймасан,

Туйăн кĕрнек килес çук,

Хĕртен арăм пулас çук.

Эпир, туя кайсассăн,

Туй кĕрнекне кӳрĕпĕр,

Хĕртен арăм тăвăпăр.

 

Штанашпа Шураç хушшинче вăрман. Çанталăкĕ те уяр та вăрманĕ илемлĕ, пăхасах килет, ем-ешĕл ларать. Митюк матки те илемлĕ: çӳçĕ сарă, çӳç çинчен çĕнĕ масмак çыхнă. Чăтмалла мар, пăхасах килет Митюк маткине.

Çулпа вăрмана кĕрсе кайрăмăр çав янăратса. Вăрманта юрлама тата уçă.

 

Хура вăрман, сĕм вăрман,

Атя туя пирĕнпе, —

Штанаш хĕрне туянса

Пирĕн йысни Ваçука

Мăшăр тупса парăпăр.

Ой-ях, аяр-аяр-ай-яя.

 

Çапла юрла-юрла вăрман витĕр уя тухрăмăр.

Тӳрем уй. Ыраш пусси. Симĕс ыраш хушшипе, хура çулпа юхса пырать пирĕн туй. Штанаш курăнса ларать, пахча пек, йывăçлă ял, ем-ешĕл.

Эпир укăлча патне çитнĕ çĕре Штанашран пире хирĕç ача-пăча сиксе тухрĕ. Пыратпăр юрласа, параппансем çапса; купăссем янăраççĕ; лашасем те пуçа çӳлерех ывăтаççĕ; йĕс йĕвенсем йăлтăртатаççĕ; шăнкăрмасем шăнкăртатаççĕ. Укăлча хапхине уçса хунă. Юрлатпăр:

 

Çакă Штанаш ялĕнче

Сарă хĕрсем ӳснĕ, тет,

Сар хĕр илме килтĕмĕр;

Хамăр ялтан Шураçран,

Ваçук туйне килтĕмĕр —

Верук ятлă хĕр илме.

Ваçук пичи — шаланкă,

Шураç ялĕ çийĕнче

Пĕччен вĕçсе çӳренĕ.

Верук аки — кулюкка,

Ашшĕ пӳрчĕ тӳпинче

Пĕччен утса çӳренĕ.

Ваçук пичи — шаланкă,

Верук аки — кулюкка,

Штанаш çинчен Шураçа.

Иккĕш пĕрле, пĕрлешсе

Мăшăр пулса вĕçчĕр-и?

Пирĕн мучи Тимуххан

Кил хушшине ярăнса,

Кăвăлтатса, выляса,

Иккĕш пырса ӳкчĕр-и?

 

Мĕлĕшри Алтан Ваçли кӳме çинче тайкаланса ахăртать çав шăпăрне.

Штанашра туя хирĕç тухнă халăх — урам тулли.

Алтан Ваçлисен кӳми уй хапхинчен кĕнĕ чухне Ваçли кӳме çине тăчĕ те уй хапхи урлă хунă кашта çинчен ялт! сиксе каçса çав кӳме çинех ларчĕ.

Пире пăхса тăраççĕ, эпир янратса пыратпăр урампа:

 

Çăл патйи ухнă чух

Çăл тараси каçăрлать.

Шураç каччи иртнĕ чух

Штанаш хĕрĕ каçăрлать.

 

Ыр çын алăк — тимĕр алăк,

Ал тĕкмесĕр кĕтĕмĕр;

Ыр çын хĕрĕ пуставлă,

Çапах илсе кайăпăр.

 

Ыр çын картиш тусанлă,

Тусан вĕçми кĕрĕпĕр.

Ыр çын хĕрĕ пушмаклă,

Çапах илсе кайăпăр.

 

Çĕрпӳ тиек — çĕр тиек,

Çĕр тиекпе мĕн тăвас?

Пирĕн кĕрӳ хăй тиек,

Тиек майри Веруç пур.

 

Пур саркайăк картара,

Пур хитре хĕр çак ялта.

Пĕрне пирĕн илесчĕ,

Çак ял кĕрӳш пуласчĕ.

 

Пулас, пулас, пуласах,

Çак ял кĕрӳш пуласах.

Пулас мар та пурнас мар,

Яшă ятне илтес мар.

 

Туй пуçĕ, Прамун, лашисене ерипе уттарма пуçларĕ. Пурте ун хыççăн майпе уттарса, юрласа пыратпăр. Пирĕнпе пĕрле урам тулли халăх пырать. Пурте шап-шурă тум-тир тăхăннă. Хĕрсен, арăмсен кăкăр тулли кĕмĕл хĕвел çутипе йăлтăртатать. Вĕт-шакă ача-пăча çăварĕсене карса пирĕн çине пăхать. Мĕлĕшри Алтан Ваçли шăпăрне калама чарăнать те, кӳме çине тăрать те, автан пек, аллисемпе хăлаçланса: «Киккирик! Киккирик! Каккирик!» — тесе пит хытă авăтса ярать. Унтан пĕтĕм халăх тĕлĕнсе кулать, Ваçли хыççăн ялти автансем те авăтаççĕ. Тата кӳме тăрне чăхă пек лапчăнса ларать те, çăмарта туса аннă чăх пек, пуçне каçăртса кăтиклет. Çынсем тата хытă ахăлтатса кулаççĕ.

Хĕр ашшĕ патне çитетпĕр. Вăйлă çурт. Хапхине уçса хунă. Урамра йăмрасем, аслă картиш. Картиш варрине тенкелсем, сĕтелсем лартнă. Картишĕнче пичке-пичке сăра. Сĕтел çинче тулли çимĕçсем. Туй лашисене лупасайне, хӳме тăрăх тăратаççĕ. Хăшĕ, картишне кĕрейменнисем, урама тăратаççĕ.

Хĕр ашшĕпе амăшĕ тата вĕсен хурăнташĕсем туй пуçне — мăн кĕрĕве, хăйсен кĕрӳшĕ пулассине — Ваçука, çăкăр-тăварпа, сăрапа: «Килĕрех, килĕрех», — тесе, хирĕç тухса илеççĕ.

Туй пуçĕ, Прамун, хĕр ашшĕ панă куркана тытрĕ, ун арăмĕ хĕр амăшĕ панă куркана сулахай аллипе, саппун вĕçĕпе тытса сылтăм аллине илчĕ.

Туй пуçĕ, Прамун, карттусне хывса салам кустарса тайăлчĕ хĕр ашшĕпе амăшне. Карттусне сулахай хул хушшине хупрĕ.

Хĕр ашшĕпе амĕшĕ, Прамунпа арăмĕ, Ваçук, мăн кĕрӳ, кĕçĕн кĕрӳ, ик-виç туй арăмĕ тата хĕр ашшĕ енчен виç арçын, виçĕ арăм — пурте куркасем тытса сĕтел патне пырса тăчĕç.

Туй пуçĕ, Прамун, питĕ стайлă, кĕрнеклĕ çын, маларах тухрĕ те такмак пуçларĕ; туй халăх шăп пулчĕ, пурте итлеççĕ:

 
1 кепмер — чаплă, пит вăйлă. (автор асăрхаттарни)
2 Юрлатăн-и? Юрлатăн пулсан — юрла (тутарларан)
3 Ылтăн пуртă камра пур, кĕмĕл пуртă камра пур (тутарларан)
■ Страницăсем: 1 2 3

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: