Мумукпа вăрманта та пултăмăр


Каç пулсассăн эпир çемйипех сенкер экран умне ларатпăр. Эпĕ ытларах «Çывăр, Аптраман тавраш» телекăларăма килĕштеретĕп.

Пĕррехинче çак кăларăма курнă чух ман çумра выртакан кушакăм телевизор патне кайса ларчĕ, унта кĕрсе çухалчĕ. Эпĕ макăрма пуçларăм. Унтан аллăма телевизор ăшне чикрĕм, унта кĕрсе тăтăм.

Кунта пысăках мар пӳрт ларать. Алăка уçса кĕтĕм. Унта ват кушакпа ман кушак калаçса ларнине курсан — питĕ тĕлĕнтĕм. Вĕсем мана кучченеçсемпе хăналарĕç.

Кайран киле таврăнасшăнччĕ, анчах çулне пĕлместпĕр. Ват кушак пире Шупашкара ăсатса хăварчĕ. Хулари пĕр пысăк çурта кĕтĕмĕр. Унта Мумукпа Пĕçук тата Юмахпи варенипе чей ĕçсе лараççĕ. Мумук пире курсан савăнчĕ. Пĕçук ман кушакпа калаçма, выляма пуçларĕ. Мумук манран ăçта пурăннине ыйтрĕ. Эпĕ ăна хам çинчен каласа патăм, килти тата вăрманти чĕр чунсемпе паллаштарма шантартăм.

Кĕçех эпир пурте пĕрле инçе çула тухрăмăр. Тепĕр талăк пек çӳресен киле çитрĕмĕр. Çĕнĕ юлташăмсене эпĕ килти выльăх-чĕрлĕхпе паллаштартăм. Кайран кĕрхи вăрмана çул тытрăмăр. Унта пĕр йывăç çинче пакша йĕрсе ларнине куртăмăр.

— Пакша тус, эсĕ мĕншĕн макăратăн? — ыйтрăм эп унран.

— Манăн анне чирлет-ха, эпĕ вара ăна мĕнле сыватмаллине пĕлместĕп, — куççуль витĕр хуравларĕ вăл.

Эпир пакша амăшне пулăшма васкарăмăр.

— Ăна интереслĕ юмах каласа памалла пуль, — сĕнчĕ Мумук. Эпĕ хам çырнă юмахсене вуласа пĕтертĕм çеç — пакша сывалчĕ. Вăл пире тав туса мăйăр çитерчĕ. Кайран эпĕ юлташсене мулкачпа та паллаштартăм.

Каçхине эпир киле таврăнтăмăр. Мумук мана хăй патне хăнана чĕнчĕ те таçта çухалчĕ. Шырарăм-шырарăм ăна — тупаймарăм. Унтан телевизор ятăм та «Çывăр, Аптраман тавраш» курма лартăм. Ман Мумук сенкер экрана тухма та ĕлкĕрнĕ иккен.

Халĕ эпĕ вăрманта час-часах пулатăп, унти чĕр чунсемпе калаçатăп, вылятăп. Мумука та кунта килĕшнĕ, кашни эрнерех килет. Туссемпе пĕрле пулсан, чăн та, чĕре хĕпĕртет, пурăнас, выляс килет.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: