Канăçсăр çынсем


Çыран хĕрринче капăр чинар йывăççи мăнаçлăн çĕкленсе ларать. Чул сăрт çинче платан, кипарис, лавр... Ешĕлрех сенкер хумсем çыран хĕррине пыра-пыра çапăнаççĕ те, шутсăр нумай яп-яка вĕтĕ чулсене пĕр чарăнми калаçтарса, каялла чакса каяççĕ. Унтан татах, татах... Инçетре, горизонтра, пĕччен парăс сулкаланать. Тӳпере пĕр пĕлĕт татки те çук. Кунта хăвăн кулленхи ĕçӳсем çинчен пачах манса каятăн, çăмăллăн сывлатăн, юн тымарĕсем тăрăх юн ирĕклĕн çӳрет. Сăвăсем аса килеççĕ. Çакăнта, çак тĕлти тинĕс хĕрринче, Пушкин тăнă. Тинĕс хавхалантарнă ăна. Кунтах Айвазовский хăйĕн чаплă картинисене ӳкернĕ. Çак хумсем çинче силленсе, Дердменд Стамбула кайнă. Тен, хăйĕн «Карап» сăввине вăл шăпах çав вăхăтра, çул çинче, çырнă пуль. Тен, Пушкин çак вĕтĕ чулсем тăрăх утса иртнĕ пуль. Эхер те чулсем калаçма пĕлнĕ пулсан, вĕсем пире темĕн çинчен те каласа панă пулĕччĕç...

Çавсем çинчен шухăшлатăн та, хăвăн тĕп ĕçӳ çинчен манса кайса, поэт, художник, музыкант пулса тăратăн.

— Сирĕн кăçал ящур пулчĕ-и? — кĕтмен çĕртен çакăн пек ыйту илтсен, самантрах тăна кĕретĕн. Мĕнле ящур? Пушкинпа Айвазовские мĕн пирки ящурпа çыхăнтармалла-ха?

— Э-э, мĕн эс, — тет тепри, лешне хуравласа. — Вăл кăштах пуçа çимерĕ. Виçĕ кун хушшинче ултçĕр аллă пуç мăйракаллă шултра выльăх вилсе выртрĕ. (Асăрхăр, «ĕнесем» темест, «мăйракаллă шултра выльăх» тет!)

Кусем — совхоз директорĕсемпе колхоз председателĕсем иккен. Вĕтĕ чулсем çине ункăланса ларнă та пĕр-пĕринпе тавлашаççĕ вĕсем. (Каллех асăрхăр, хăйçем пĕрмай: «ман патăмра», «манăн» теççĕ, «пирĕн патăрта», «пирĕн» темеççĕ!)

— А эпĕ кăçал урана малтанах сырса хутăм — пурне те малтанах курса тăтăм. Кӳршĕсем патĕнче ящур сиксе тухсанах, йăпăр-япăр вакцин кайса илтĕм. Пĕтĕм ветперсонала ура çине тăратрăм. Санăн мĕн вăл — ултçĕр аллă пуç. Вăт манăн! Пирĕн таврара вак хуçалăх вообще почетра мар. Манăн мăйракаллă шултра выльăх сакăр пин пуç!

— Сан акакан çĕр талккăшĕ мĕн чухлĕ вара?

— А манăн... Манăн... Эпĕ кăçал пахчаçимĕç енĕпе питĕ вăйлă турăм. Çĕр аллă гектар çине ир ĕлкĕрекен купăста лартрăм. Унашкал купăста пĕтĕм районĕпе те пĕр ман патăмра кăна. Хуларан тĕрлĕ трестсен начальникĕсем пыраççĕ те, слушай, чĕркуçленсе ларса, çӳçĕсемпе тусан шăлаççĕ: «мана пар» та «мана пар». Эпĕ вĕсене пĕр харăс вунă машина купăста хоп! А вăл вăхăтра, сисетĕн-и, купăста хакĕ мĕн чухлĕ? То-тă!

Колхоз председателĕ, совхоз директорĕ, зоотехник, агроном — пурте пĕр çаврашкара лараççĕ. Хăйсен çурăмĕсем тахçанах хĕвелпе пиçсе хĕрелнĕ ĕнтĕ. Шутсăрах пирус туртаççĕ хăйсем... Тинĕсре шыв та аванах ăшăннă ĕнтĕ вăл вăхăтра. Анчах шыва кĕресси çинчен пачах манса кайнă вĕсем. Пурин аллинче те «Сельская жизнь» хаçат. Вĕтĕ чул шакăртатса çеç тăрать — пĕр купаланать, пĕр тикĕсленет: пĕри выльăх-чĕрлĕх фермин планне ӳкерсе кăтартать, тепри хăйсен уй-хирĕн çĕр пичĕ мĕнлине туса парать.

— Вăт эс ман пата пырса çаврăн-ха пĕрре...

— Эсĕ ху курортран таврăннă чухне, çула май, атя, ман пата чарăн-ха. Эпĕ сана «Газ-63» валли рама парса ярăп...

— Эсĕ шифертан пуян мар-и, а?

Пляжра такам транзисторĕ концерт парать. Сенкер симĕс хумсен шавĕ паянхи кунсен юррипе хутшăнса каять.

 

Здравствуй, аист,

белый аист...

— Ман хамăн пĕр строгач пур ĕнтĕ, — калаçăва малалла тăсать мăнтăркка директор. — Кăçал эпĕ 100 гектар çĕре ДОСААФа сутрăм. Халĕ ĕнтĕ ман хирпе юнашарах аэродром. Ну вот, çав аэродромăн начальникĕ мана çапла калать: «Манăн пĕр бензовоз пур. Кирлĕ пулсан, пама пултаратăп», — тет. Ну, паллах ĕнтĕ, ахалех мар. Хăйсен столовăйĕ валли юрăхлă хакпа сысна ашĕ пама ыйтать...

Транзистор тата тепĕр кĕвĕ тытрĕ.

 

Это было недавно,

Это было давно...

— Ара, мĕн тăвам-ха эп? Тытрăм та илтĕм леш машинăна. Пире аммиак турттарма шăпах çавăн пек машина кирлĕччĕ. Вара мĕн пулчĕ тетĕр? Тепĕр эрнерен мана — прокуратурăна. Прокурор та ман тус — иксĕмĕр те пленум членĕсем. Çук, тет вăл, ĕçе бюрора сӳтсе явма паратăп. Совхоз аш-какайĕпе хăй тĕллĕн суту-илӳ тума ирĕк памастпăр тет. Юлашкинчен — строгач. То-тă.

Тепĕр ушкăнра суту-илӳ работникĕсем тавлашаççĕ. Пĕри ыттисене темĕн çинчен тăрăшсах ăнлантарса парать. Хăйĕн ĕçĕнче мĕнле те пулин йăнăш тунă пулмалла.

— Манăн хамăн системăна каялла таврăнас пулать. Унта мана ĕçлеме çăмăл. Склад заведующине шаннипе çеç инкек куртăм. Ман системăра...

Ĕнтĕ кăнтăрлахи апат вăхăчĕ те çывхарса килет. Канăçсăр çынсем шыва та кĕмен-ха. Транзистор хуçи пусма тăрăх çӳлелле хăпарать, хăйĕн транзисторĕнчĕ юрăçăн илемлĕ те вăйлă сасси чуллă сăрт çинчен тинĕс хĕррине çити янраса тăрать:

 

Тюмбала, тюмбала, тюмбалалайка...

 

Аялта, сарăрах яп-яка вĕтĕ чулсем çинче, çаплах калаçса ларакансен уйрăм сăмахĕсем сăрт тӳпине çити илтĕне-илтĕне каяççĕ:

— Ĕç дисциплини пулмалла...

— Ящур енĕпе ĕçлекен ученăйсем...

— Алăпа сĕт сунин усси сахал... Эпĕ хам...

 

...Кăнтăр хĕвелĕ, вĕсенчен кулнă евĕр, хĕртет те хĕртет.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: