Сĕнче


Пĕр хулара, ятне астуса та юлман ĕнтĕ халь, пурăннă тет пĕр çамрăк ача Сĕнче. Унăн ашшĕ те пулман, амăшне те астумасть вăл. Ăна усраканĕ Акăш ятлă кинемей пулнă. Тен хăй ачи пулманнипе, тен кăмăлĕ ырă пулнипе ку хĕрарăм ăна юратса ӳстернĕ. Пурнăçĕ çăмăл мар пулсан та Акăш кинеми мĕн виличчен уншăн тăрăшнă. Çапах та этем пурнăçĕ вăрăм мар. Акăш кинемей вилсе каять. Сĕнче каллех пĕр-пĕччен тăрса юлать. Вăхăт иртсен çитĕннĕ каччă тĕнче курма тухса утать. Нумай утать е сахал, ăна пĕлме çук. Çула май тата икĕ юлташ тупать. Вĕсем кĕçĕнрех пулнă, пĕри Ӳси ятлă, теприне Мăкшă тесе чĕннĕ. Утсан-утсан пырса тухаççĕ кусем пуян вăрманлă та шыв-шурлă вырăна. Пăлхавăр вăрманĕ теççĕ ку тăрăхсене. Питĕ килĕшет вĕсене кунта. Ĕçрен хăраманскерсем çамрăксем хăйсене çурт тума та тытăнаççĕ. Пурăнсан-пурăнсан çамрăкраххисем ӳссе çитĕнсе уйрăлса тухаççĕ. Ку ачасене пĕчĕкренех сăрт-туллă вырăнсем килĕшнĕ. Çавăнпа, тен унпа та мар вĕсем кăшт аякрах, ытла аякка та мар хăйсене йăва çавăрса пурăнма пуçланă. Сĕнче япшар, кăмăллă та тăрăшуллă пулнипе ун йĕри-тавра ялан çынсем пуçтарăнма тăрăшнă, итленĕ ăна. Çумри çынсем тăрă шывпа юхса выртакан юханшыва та Сĕнче тесе ят панă.

Çапла каллех кун хыççăн кун иртет, çул хыççăн çул. Сĕнче йĕри-тавра йыш пуçтарăнса ял та пулса каять. Чи илемлĕ те пулăпа пуян кӳллине Акăш кӳлли тесе ят парать. Халăхĕ вара ялне Сĕнче ялĕ тесе чĕнет. Тĕрлĕ пулать пурнăçра, тем те курать этем. Чирлесси те пулать, савăнасси те пулать. Уявсене илемлĕ улăхра ирттернĕ. Чирлесессĕн Çĕр хапхи айĕн кĕрсе тухнă, сывалнă...

 

Сĕнче хитре хĕрпе паллашса çемье çавăрать. Виçĕ ывăл та икĕ хĕр ӳстереççĕ. Ӳссе çитĕнсен ывăлĕсене хăйсене çурт-йĕрпе кăлараççĕ. Аслине Аслă Сĕнче тенĕ, вăл та ашшĕ пекех хăй йĕри-тавра, пĕр шухăшлă çынсене пухса ял йĕркелет. Аслă Сĕнче ялĕсем теççĕ вĕсене. Пурăна киле Аслă Сĕнче ялĕсем те вырăс тĕнне куçса пичет илме тивĕç пулаççĕ. Вырăссем пулса кайсан та ашшĕпе амăшĕ вĕрентнине манмаççĕ çак ялсем. Вăта ывăлĕ, ашшĕне итлеменскер, тутар тĕнне йышăнать, хăйне çывăх çынсемпе хăйĕн ялне йĕркелет. Палах ашшĕпе амăшĕ ывăлне пăрахмаççĕ. Май килнĕ таран пулăшаççĕ. Çапах ялан кайса килме май çитереймеççĕ. Кĕçĕн ывăлне Кĕçĕн Сĕнче тенĕ. Кĕçĕнни маттур та тавçăруллă пулнă. Ĕçлеме юратнă, ĕç майне пĕлнĕ, ашшĕпе амăшне ыттисенчен те аванрах хисепленĕ. Кĕçĕн Сĕнче хăйне çемье, хăйне ял çавăрать. Вĕсене Кĕçĕн Сĕнче ялĕсем тенĕ. Вĕсем ватăсене хисеплесе пайтах вăхăт пурăннă. Çапах пурнăç хăй аллипе хăй тыткалать. Ку ялсем те вырăс тĕнĕпе пурăнма пуçлаççĕ. Апла пулсан та ваттисене манмаççĕ, яланах вĕсене асăнаççĕ, ĕлĕкхи йăли-йĕркисене упраççĕ.

Паллă çынсене таçта та пĕлеççĕ. Сĕнче ялĕсем çинчен таçти таврара та илтнĕ. Хĕрĕсене те çаплах инçете пулсан та сумлă çемьесене качча парса туйсем тунă.

Хитре те ăслă çынсем ачисене те çаплах ăслă та хитрине çуратаççĕ. Миçе ĕмĕр иртсен те çак ялсем Тăван çĕршыва пултăклă та сумлă, чунĕсемпе пуян та илемлĕ çынсене парнелеççĕ. Çапла пултăр!

 

Авторсем

«Сĕнче» юмаха çыракансем «Еткер» кружокра вĕренекен ачасем:

Крайнова Марина Сергеевна — 7 класс

Краснова Лидия Андреевна — 6 класс

Никонорова Ксения Петровна — 7 класс

Охотникова Анастасия Сергеевна — 7 класс

Уканеев Роман Валерьевич — 8 класс

 

Çалкуçĕ

«Çĕр хапхи» çинчен Кирчанова Марье аппаран (88 çулта) кăçал, 2009 çулта, юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче çырса илнĕ.

«Сĕнчел ялĕсен» легендисене Михейкин Федор Антонович «Род Савруковых» кĕнекине вуланине аса илсе çыртăмăр.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-18 23:09:34):

Маттур ачасем! Лайăх хайлав çырнă! Лайăххисен шутне кĕртес...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: