Салтак


Аннеме асăнса

 

Эй, аннеçĕм! Куççульпе çăваттăн,

Йăпататтăн лăпкаса мана:

«Аçунтан юлайрăмăр тăваттăн...

Пултăрччĕ çеç лăпкă самана...

 

Çитĕн сывă, паттăр пулччĕ, ывлăм!

Ĕмĕр сакки питĕ сарлака.

Çын шутне кĕрсессĕн ыррăн-сыввăн,

Юрăхлă эс пулăн салтака».

 

Фашистсем килсе кĕрсен нумаййăн

Ирĕклĕ çĕршывăмăр çине,

Тухса кайрăм, эс ыр суннă майăн,

Тухса кайрăм халăх вăрçине.

 

Ах, ăçта кăна пулмарăм пулĕ!

Çитрĕм Анăçа та Тухăçа...

Ӳтĕме шăтарчĕ виçĕ пуля...

Асăмран вăл тухмĕ нихăçан.

 

Штыка штык тăшман çине кĕреттĕм

Шăп вунсаккăр тулнă вăхăтра.

Хама хам: «Ан авăн, шĕшкĕ» теттĕм

Пруссире е вутлă Карпатра.

 

Кенигсберг енне мĕнле манайăп?!

Ĕмĕр асра пулĕ Порт-Артур:

Çĕнтерӳ башни çине штыкпа эп

Чăвашла çырни те унта пур.

 

Тавтапуç, аннеçĕм, паттăр турăн —

Çĕнеймерĕ ирсĕр çичĕ ют.

Эпирех çĕнтертĕмĕр маттуррăн,

Пулчĕç хăйсемех, ютсем, «капут».

 

Тавтапуç, Аннеçĕм — çĕрĕм-шывăм!

Тавтапуç, телейлĕ самана!

Санпала ялан эп чĕрĕ-сывă,

Сан вăю хăват парать мана.

 

Мир маякĕ евĕр çĕрĕм-шывăм,

Çутататăн тĕнчене малта,

Мир тĕрекĕ, мир ялавĕ пултăн,

Шалчи тулĕ пур ылханлă ютăн,

Ма тесессĕн халь ман вырăнта

Хĕлĕн-çăвĕн, кунĕн-çĕрĕн ывлăм

Шанчăклă та сыхă хуралта.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Вол (2012-01-31 22:17:44):

Пултаратĕ, анчах та ла-ла-ла...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: