Ĕлĕк–авал...


Эп Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ял тăрăхне кĕрекен Урикасси (Сосново) ялĕ çинчен каласа парасшăн.

Ĕлĕк–авал пирĕн тăрăхра вăрман кашласа ларнă, вăрманта тискер кайăк-кĕшĕк хуçаланнă. Вăрман çумĕпе Урю ятлă юханшыв мăнаçлăн юхса выртнă. Юханшывра тĕрлĕ пулă ĕрченĕ. Вăрман çулçăллă тата лăсăллă йывăçсемпе пуян пулнă. Пирĕн ял вырăнĕнче хыр вăрманĕ ӳснĕ.

Ват çынсем каланă тăрăх, Урикасси ялĕ тăватă ĕмĕр каялла пуçланса кайнă. Вăл Атнар ял тăрăхĕнче ватă ял шутланать.

Ял ячĕ мĕнле пуçланса кайнă–ха? Чи малтанах ял ячĕ Урю шывĕпе çыхăннă, çавăнпа Урюкасси тенĕ. Каярахпа вара ăна вырăнти влаçра ларакансем илемлетсе Урикасси тенĕ. Вырăсла Сосново, мĕншĕн тесен ял вырăнĕнче хыр ӳснĕ. 20 ĕмĕр вĕçĕнче те хыр çынсен пахчисенче юлнă, çапла вара тепĕр майпа ял ячĕ ку тăрăхра нумай хыр ӳснипе çыхăннă тесе шутлаççĕ.

Мăн асаттесем каланă тăрăх, чи малтанхи пурăнакансем — аяккарах вырнаçнă Уйпуç ялĕн çыннисем пулнă. Çак ялтан ултă çемье куçса килнĕ. Вĕсем е ялти пуян çынсемпе килĕштереймен, е пĕр çемьере темиçе ул-хĕр пулнипе уйрăлса тухнă. Урю юханшыв хĕррипе çĕрпӳртсем чавнă. Çак çĕрпӳртсенче хĕл каçнă, çапла вара ял малалла аталанса кайнă.

Çулсем иртнĕçемĕн ял улшăнса пынă. Çуркунне шыв вăйлансан çуртсем, хуралтăсем шывпа юха–юха кайнă, çавăнпа кил–çурта Урю шывĕн сулахай енне лартнă. Урам варрипе сарлака çул, çул икĕ енĕпе çуртсем, хуралтăсем вырнаçнă. Ял варринче йăмра, хурăн лартса ӳстернĕ. Хăш-пĕр çынсен анкартийĕнче вĕрене, хыр, чăрăш ӳснĕ.

Ку ялти хресченсен хуçалăхĕсем çирĕп пулнă. Ялти пуянрах çынсем яла малалла аталанма паман, çĕре аякран килнĕ çынсене партарман, çавăнпа та ялта 100 хуçалăхран мала пулман. Ялти хĕрсене те аякка качча паман, вырăнти каччăсемпех çемье çавăрнă. Каччăсем те çывăхри ялти хĕрсене качча илнĕ. Тен, çавна пулах, ялта вĕреннĕ çынсем те сахалтарах пулнă. Самсоновсен, Ивановсен, Трифоновсен, Куропаткинсен çемйисенчен учительсем, врачсем, лётчиксем, выльăх тухтăрĕсем тухнă.

1924 сул хыççăн çамрăк мăшăрсем çĕнĕ яла уйрăлса тухнă. Ку ял иккĕмĕш Липовка пулнă. Мĕншĕн çынсем каллех вăрман хĕрне куçса кайнă–ха? Малтанах каланăччĕ, ялти влаçра ларакан çынсем çамрăк çемьесене çĕр уйăрса паман, икĕ е виçĕ çемьен пĕр ят çĕрĕ çинчех хуçалăх çавăрма тивнĕ тата Урикасси ялĕ шывсăр аптранă. Вăрман хĕрринчи ялта вара çĕрĕ-шывĕ те, выльăх–чĕрлĕх валли курăкĕ те, кил-çурт хутса ăшăтма шанки те пулнă.

Ача чухне пирĕн пахча чикмекĕсем, картийĕсем пĕтĕмпех çывăхри вăрмантан пулнă, атте–анне пире вара утă, çӳсе хуппи, вут–шанкă хатĕрлеме вăрмана илсе çӳретчĕç.

Шкул çулĕсенче вăрăм тунаран, шăна–пăванран, çĕлен–калтаран мĕн чухлĕ хăраман пулĕ! Хĕллехи вăхăтра тата йывăç та касма çӳренĕ, çулла кĕтӳсене те вăрмантах пăхнă.

Выльăхсене вăрманта çӳретнĕшĕн вăрман хуралçисем кĕтӳçĕсемпе пĕрле ĕне-пăрусене арестленĕ, çапла, çитмен пурнăç хресченсене темĕн те ĕçлеттернĕ. Юрать, хальхи вăхăт çитрĕ. Ял хушшипе асфальтлă çул сарăлса выртать, хулари пекех ялти çуртсенче те сивĕ, ăшă шыв, кашни килте тенĕ пекех газ пур, кил–çурта кăвак çулăм ăшăтать, çамрăксем пысăк, капмар кил–çурт çавăраççĕ

Çак тăватă ĕмĕр хушшинче ял та, çыннисем те улшăннă. Малалла тата лайăхрах улшăнусем пуласса кĕтетпĕр.

Атнар ял тăрăхне кĕрекен ялсем пирки Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ М.А.Хураськин паха материал çырса хатĕрленĕ. Вăл вĕсене районта тухса тăракан «Пирĕн пурнăç» хаçатра пичетлесе кăларнă.

 

Çăлкуçĕ

Хайлава 1914 çулта çуралнă Куропаткин Леонтий Васильевичран 2009 çулта Куропаткина Алевтина Афанасьевна çырса илнĕ халап тăрăх хайланă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-17 23:29:08):

Очерка хитре чĕлхепе çырнă. Ку савăнтарать. Вырăнĕ пирки вара калаймастăп — чаплăраххисем нумай пулсан лекмĕ те пулĕ.

 

инçет (2009-11-29 20:37:20):

Очерк очекрках вăл. Очерксен кнкурсне уйрăм ирттерме те пулать ку н йышши хайлавсене вуласа тухсан. Тепринче, тен, чăнах та очерксен конкурсне ирттермелле...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: