Эпир çуралнă вырăнсем


Курнавăш ялĕ Елчĕк тăрăхĕнчи чи авалхи ял пулнине ламран лама куçса пынă сăмахлăхран та пĕлме пулать. Тахçан авал, 16-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчех кунта пирĕн несĕлсем килсе ларни паллă. Сăмахлăха ĕненес-тĕк, Кăрăç папай тата унпа пĕрле килнĕ çичĕ çын никĕсленĕ-мĕн пирĕн яла. Малтан хальхи Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнче пурăннăскерсем, çынсем тĕрлĕ вăрă-хурахсем пыра-пыра тапăннине тӳсеймен, çĕнĕ çĕрсем шыраса шăпах пирĕн тăрăха пырса тухнă. Инçе çулта самаях ывăннăскерсем, Кăрăç папай тата унпа пĕрле пыма килĕшнĕ çыннисем пĕр пĕчĕк çырма хĕррине çитсен ларса канма шутланă. Илемлĕ тавралăх: кăвак тӳпере сарă хĕвел йăлтăртатса пăхнă, кайăк-кĕшĕк юрри чун-чĕрене савăнтарнă. Юнашарах тăрна куçĕ пек тăрă шыв шăнкăртатса юхса выртнă.

— Акă вăл эпир шыракан çĕр, кунта тăпри те ака-суха тума аван, тухăçлă тыр-пул та çитĕнтерĕпĕр, — тенĕ Кăрăç папай. Çапла пуçланса кайнă тет пирĕн Курнавăш ялĕ.

Пирĕн ялта мăн асаттесенчен сыхланса юлнă вырăн ячĕсем те самаях: Тукшик, Юмансар, Таттăрла, Укашăн… Тукшик — чăвашсем Христос тĕнне ĕненме пуçланичченхи ятах. 14 гектара яхăн шутланса тăракан çĕр лаптăкĕнче халĕ хуçалăх ферми, кĕлечĕ, йĕтемĕ вырнаçнă. Тахçан унта сиплĕ курăклă улăх тăсăлса выртнă. Ячĕ те Тукшик текен çамрăк ячĕпе çыхăннă.

Юмансарта вара питĕ çирĕп юмансем ӳснĕ. Вăл Таттăрла çырмипе тĕлме-тĕлех — иккĕшĕ те уй-хирти пĕчĕк варсенчен пуçланаççĕ, Кĕçĕн Пăла çырмине юхса тухаççĕ. Юмансарпа Таттăрлара пурĕ çичĕ пĕве пулнă. Вĕсемпе 3–мĕш тата 9-мĕш уйри курăка (пĕтĕмпе 150 гектар) шăварса тăнă. Выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ техĕмлĕ курăк хатĕрленĕ. Паян çав куç тулли çутă пĕвесен илемне кураймастăн та…

Таттăрла вырăнĕнче татăк тăрăллă йывăçсем тӳпенелле кармашса ӳснĕ. Ун хĕрринчи тикĕс çеремлĕхре таврари 12 ялти яш-кĕрĕм, çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленсессĕн вăййа тухса савăннă. Ку вырăнта «Вăй хĕвви» текен авалхи вырăн ятне паянхи ватăсем те манман-ха. Унччен, пĕччен-иккĕн ку вырăнпа иртнĕ чухне, вăййа тухнă яш-кĕрĕм сасси-куллине те илтме пулнă имĕш.

Укашăн сăмах вара Тукаш ятлă çынран пуçланса кайнă. 18-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче Тукаш ятлă çын Кĕçĕн Пăла хĕрринчи çав вырăнта шыв арманĕ тытса пурăннă. Пурăна киле арман хуçи вилсен ку тăрăха Тукаш утти тенĕ. Ял çыннисем çулсеренех курăк çулса илнĕрен çапла каланă. Каярах çак сăмах хăйĕн сĕмне кăштах улăштарнă та Укашăн ятлă пулса тăнă. Укашăн таврашне çынсем хăйсен пӳрчĕсене лартма пуçласан Укашăн касси теме пуçлаççĕ.

Аваллăхпа çыхăннă вырăн ячĕсем пирĕн ялта сахал мар. Вĕсем çинчен пĕлни питĕ усăллă тесе шутлатăп. Хамăрăн несĕлсен кун-çулĕн саманчĕсем пирĕн ума туха-туха тăраççĕ. Вĕсем çинчен ватă çынсенчен пĕлме пулать. Эпĕ тата кăштах хам пурăнакан урам çинчен те каласа парасшăн. Пирĕн урам — Кӳлĕ касси, 18-мĕш ĕмĕр варринче пуçланса кайнă. Малтан унта кӳлĕ пулман, вăл Тури касса кĕнĕ. Пирĕн касса йĕркелекенсем тĕрлĕ çĕрти вырăссем пулнă. Ку тăрăхри çынсемпе пĕр чĕлхе тупнă та яланлăхах хресчен пурнăçĕпе пурăнма пуçланă. Ялти Рожковсем, Подгоровсем, Рыбачовсем шăпах çав йăхсенчен тухнă.

1883-мĕш çулта Курнавăшра питĕ вăйлă çил алхаснă вăхăтра пушар тухать, ялти 10-14 кил кăна çунмасăр юлать. Кӳлĕсене ял çывăхне чавмалли пирки татăклăн калаçса килĕшеççĕ ял çыннисем. Çине-çине шăрăх, типĕ çулсем те аптраткаланă. 1911-1912-мĕш çулсенче хĕлле Энгельс хулинчи Кайдуков-Щеглов прораб ертсе пынипе ялта икĕ кӳлĕ — пĕрне пирĕн кас варринче, тепĕрне Кĕçĕн Пăла хĕрринчи лапама чаваççĕ. Урама вара ял çыннисем Кӳлкасси теме тытăннă.

Паян кунта пурĕ 24 кил. Ěçчен те тарават çынсем пурăнаççĕ Кӳлĕкассинче. Ял хитрелентĕр тесе колхоз првленийĕ тата шкул ачисем тăрăшнипе пирĕн урамра 1980-мĕш çулсенче нумай йывăç лартса парк йĕркеленĕ. Касра пурăнакансем ăна тирпейлесе пăхса тăраççĕ. Кăçалхи çумăрсăр çанталăк кӳлĕри шыва типĕтсех лартрĕ тесен те юрать. Енчен те ял çыннисем тăрăшмасан кӳлĕ пĕтĕмпех типсе çĕр питĕнчен çухалма пултарать. Пирĕн çутçанталăка пулăшмаллах!

Кӳлĕкасси кӳлĕсĕр юлĕ-и?

 

Çăлкуçĕ

2009 çулта Смирнова Анна Альбертовна 79 çулхи Круглов Николай Иванович каласа панă тăрăх çырнă.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Андрей (2009-11-14 14:55:03):

Питĕ тăрăшса çырнă очерка. Мана килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

Admin (2009-11-18 12:59:41):

Вырăн ячĕсене ăнлантарса пама тăрăшнă — ку сисĕнет. Хайлав вăтам. Хутшăннăшăн — тавах!

 

Коля (2009-11-19 13:01:29):

Тăван тавралăхăн аваллăхĕпе паллашма питех те интереслĕ пулчĕ.Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Коля (2009-11-19 13:01:29):

Тăван тавралăхăн аваллăхĕпе паллашма питех те интереслĕ пулчĕ.Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

инçет (2009-11-29 20:34:48):

Хутшăннăшăн, тăрăшнăшăн тавах. Хаклама йывăр кун пек япаласене, илемлĕ хайлава çывхарман.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: