Пырса курăр манăн ялăма


Ман тăван ялăм — Кĕçĕн Ăстакасси. Вăл чăннипех илемлĕ вырăнта вырнаçнă: йĕри-тавра вăрман, улăх-çаран, уй-хир, çăлкуçсем, юханшыв…

Тахçан-тахçан авал вара ку тăрăхра сĕм вăрман çеç кашласа ларнă. Тискер чĕрчунсем, ӳхĕсем шăплăха татнă... Кашкăрсем нумай пулнă, упасем хуçаланнă.

Малтан кунта çынсем пурăнман. Вăрман чăтлăхне чухăнсем пуянсенчен тара-тара килсе вырнаçнă. Çак çынсем çĕр ĕçĕпе пурăннă, сунара çӳренĕ, çывăхри юханшывра пулă тытнă. Таса та тăрă Тенкĕрлĕк шывĕ çынсемшĕн çăлăнăç пулнă, ара пулла карçинккапах тытма май пулнă иккен. Тенкĕрлĕк халĕ Сĕнтĕр юханшывне юхса тухса Атăлпа пĕрлешет.

1556 çулта тĕне кĕмен чăвашсем вăрманлă вырăна çемйисемпе куçса килнĕ: Емшек, Томаккай, Эртек, Ярох. Çынсем вăрман кăкланă, урпа акса ӳстернĕ. Эртек кӳлĕ тунă, унта пушăт шӳтернĕ, мунчала тума вара Яроха панă.

Кайран Турхан ятлă çын ертсе килнипе тата çичĕ çемье куçса килнĕ. Вĕсем хальхи Кив çурт çырми тăрăхне вырнаçнă. Ваттисем каланă тăрăх, Турхана кунта килĕшмен. Вăл вара темиçе вăрман, çырма урлă куçса каять, халĕ унта Турханкасси ялĕ.

Каярахпа тата пирĕн тăрăха тутарсенчен тарса Атмула, Шункка, Çерплюй килсе вырнаçнă. Вĕсем те вăрман кăкласа акмалли çĕр тунă, урпа ӳстернĕ, çурт-йĕр çавăрнă.

Ĕлĕк ялта тăватă урам, ял хапхи пулнă. Ял йĕри-тавра çатан карта тытнă, каярахпа тăшмансенчен хӳтĕленме çӳллĕ хӳме çавăрнă. Çынсем хура пӳртсенче пурăннă, мăрьесем пулман пирки тĕтĕм пӳрте тухнă. Начар пурăннă пулин те халăх савăнма та пĕлнĕ, каçсерен вăййа тухнă, ĕçленĕ чух яланах юрланă.

Ман ялăн темиçе ят — ял историйĕ пуян çав. Тепле пĕрре пирĕн яла Кушник ятлă пуян пырса кĕрет. Вăл ялта пĕр çынна та курмасть, никам та пурăнмасть тейĕн, ăна хирĕç пĕр пĕчĕк йытă çеç чупса тухать. Вара çак пуян пирĕн яла «Малое Собачкино» ят парать, юнашар яла — Ăстакассине — «Большое Собачкино» тет. Ватă çынсем хăш-пĕр чух çак ятсене халĕ те аса илеççĕ. Кивĕ кĕнекесенчи штемпельсем те сыхланса юлнă. «Малое Собачкино» тесе çырнине курсан ачасем тĕлĕнеççĕ, вĕсемшĕн ку питĕ кулăшла.

Каярахпа пирĕн яла Чапаев ят парасшăн пулнă. Чылай тавлашнă хыççăн ун пек ят паман, мĕншĕн тесен ял йĕри-тавра капмар юмансем ӳснĕ, ял çыннисене тата хăнасене илемĕпе савăнтарнă. Çамрăк туйрасем пирĕн тăрăхра халĕ те тӳпенелле кармашаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ пирĕн яла вырăсла Дубовка теççĕ. Ку ят пирĕн тăрăхри вырăнпа пĕтĕмĕшле килĕшсе тăрать. Асăрхарăр пулĕ, вырăсла пĕр тĕрлĕ калаççĕ, чăвашла вара — пачах урăхла. Мĕнех тăвăн — ку истори.

Мĕншĕн Кĕçен Ăстакасси теççĕ-ха? Апла калама сăлтавĕ те пур: пирĕн ялта ăстасем питĕ нумай пулнă. Ĕлĕк пасарта, ярмăрккăсенче ăстакассисен япалисене юратса туяннă. «Ăстакассисен таварне туянас тесех паян пасара тухрăмăр», — тесе каланă пĕлекенсем. Мĕн тери маттур чăвашсем, пултаруллă ман ентешсем. Савăнмасăр тăма çук.

Халĕ те ял илемне, ятне ал-ĕç ăстисем çĕклеççĕ. Кам пĕлмест-ши Серебряков Юрий Степановича. Вăл çуна тупанĕ авать, çунашка, кĕвенте, çава тата пуртă аври тăвать. Кашни пасарта ун таварне çынсем юратса туянаççĕ, мухтаççĕ. Майорова Фаина Михайловна çемçе те ăшă кăçатсем тума ăста. Татах та темĕн чухлĕ ăста пирĕн тăрăхра: пĕрисем карçинкка çыхаççĕ, теприсем кантăк хашакĕсем тăваççĕ, илемлĕ кавирсем тĕртеççĕ, ăста платниксем пӳрт-çурт хăпартаçсĕ. Эпĕ вĕсемпе мухтанатăп.

Халĕ хула пекех пуян ялăмра пурăнаççĕ пит маттур çынсем. Ĕненместĕр-и? Кăмăлăрсем пур-и? Эппин, пырса курăр манăн ялăма.

Чечеклентĕр ялăм малалла, пултăр вăл тата илемлĕрех!

 

Çăлкуçĕ

2009 çулта Сергеева Надежда Петровна Кĕçĕн Ăстакасси ялĕнче пурăнакан 46 çулхи Захарова Альбина Алексеевнăран çырса илнĕ халап тăрăх хайланă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2009-11-19 22:02:15):

Надежда питĕ маттур, чаплă хайлав хайланă.

 

Инçет (2009-11-29 20:29:34):

калав курмарăм, шел пулин те...

 

Алевтина (2009-11-29 20:51:24):

Хайлав мана килĕшрĕ.Инçет хаклавĕ кăмăла хуçать.

 

инçет (2009-11-29 20:54:24):

Конкурс положенийĕпе килĕшӳллĕн эпир илемлĕ хайлавсем кĕтетпĕр. Кунта вара, шел пулин те - очерк çеç.

 

Ксения (2009-12-02 19:32:10):

Надя тăрăшса çырнă.Маттур!Инçет ку хайлава очерк тесе хаклать. Очерк пултр вара.Чаплă очерк.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Валя (2009-12-03 18:22:48):

Хайлава савăнсах вуларăм, чĕлхи илемлĕ. Ял историне аван çутатса панă. Мала тухмалла пултăр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина (2009-12-06 12:44:48):

Питĕ лайăх,мана килĕшрĕ.Ăнăçусем сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: