Курнавăш


Ăруран ăрăва каласа панинчен Курнавăш ялне никĕслекенсем Кăрăç, Изамблат, Шакăл, Мулиентей, Туйтирек, Ентирек, Мăрсай, Явкай, Мишке, Енихмет ятлă çынсем пулнă пулать. Вĕсем хальхи Тăвай районĕнчи Тушкил ятлă ялтан 16-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче куçса килнĕ. Яла никĕслекенсем хăйсен пӳрчĕсене Кĕçĕн Пăла çырмин сылтăм енне лартса тухнă.

Вăл шăпах пирĕн ялăн хальхи Çырма хĕрри урамĕн пуçламăшĕнче вырнаçнă. Авалхи пирĕн несĕлсем Аялкасра (ял-йыш Çырма хĕрри урамне ĕлĕкхиллех Аялкас тесе калать) вырнаçнине çирĕплетекен тĕслĕхсем çителĕклех. Паçмисем те тирĕслĕ вĕсен, кăпăшка, ака-суха тунă чухне ĕлĕкхи шăрçасем те, чӳлмек ванчăкĕсем те, укçасем те тупăнкалаççĕ.

 

Çеçенхир çĕрĕнче

Пăла шыв хĕрринче

Ик урамлă, хитре

Тăван ялăм ларать.

Ăна пуль ваттисем,

Асаттен ашшĕсем

Çĕн Курнавăш тесе

Савса панă ятне, — çапла мăнаçланса çырнă пирĕн ял сăвăçи Н.И.Круглов тахçан хăй çамрăкрах чухне, эпир çуралса ӳснĕ вырăнсене чун-чĕререн савса.

Ял ячĕ мĕншĕн çавăн ятлă пулни мана яланах кăсăклантаратчĕ. Тĕрлĕ халап çӳрет-çке ун пирки. Курнавăш ялĕ виç-тăват ĕмĕр каяллах хунаса кайнă. Ěлĕк-авал ку тăрăхра куçса çӳрекен пушкăрт йăхĕсем те пурăннă. Пирĕн хирте, Таттăрла çывăхĕнче, Пушкăрт çырми текен вырăн та сыхланса юлнă. Ваттисем каланă тăрăх, выльăх-чĕрлĕх тытма пирĕн ялта пурăнакансем шăпах вĕсенчен вĕреннĕ. Çĕр ĕçĕпе пурăнакансем, курнавăшсем, хăйсем акакан лаптăкне анлăлатса пынă. Пурăна–киле Юмансар, Таттăрла, Хурăн çеремĕнчи йывăçсем куç умĕнчен çухалнă. Юмансарта лаштра юмансем саркаланса ӳссе ларнă. Вĕсене Пĕрремĕш Петĕр патша карапĕсем валли те каса-каса илсе кайнă. Питĕ çирĕп йывăçсем пулнă тет вĕсем. Таттăрлара вара татăк тăрăллă йывăçсем ӳснĕ-мĕн, Хурăн çеремĕнче çурта пек тӳрĕ хурăнсем ӳснĕ. Çак вырăн ячĕсене ватăрах çынсенчен кăна илтме пулать паян. Этем тимсĕрлĕхне пула авалхи ятсем кăна мар, вырăнĕсем те улшăнаççĕ.

Чи тĕлĕнмелли — пирĕн уй-хир урлă Улăп иртсе кайни. Сăмахлăха ĕненес-тĕк, Улăп чăвашсен йăхне пуçарса яракан çын. Çĕр ĕçне юратакансем патĕнче кăна чарăннă имĕш вăл. Улăп пирĕн хир урлă иртнĕ чухне çăпатине хывса тусанран шакканă та Тĕме пулса тăнă. Тĕме вырăнĕ тракторсемпе сухаланă май вашмăкланса та юлнă ĕнтĕ. Тĕме патĕнче çулсеренех тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕ ял çыннисем.

Ял мĕншĕн Курнавăш ятлă пулни çинчен те тĕрлĕрен халап çӳрет. Акă вĕсенчен пĕри. Пирĕн ял патне çывхарса пыракан пĕр хуçа лашине чарнă май çырма хĕрринче тĕтĕм йăсăрланса тăнине асăрхать. Вырăс çынни пулнăскер, çакăн пек кăшкăрса ярать: «Горна вижу!». Ямшăкĕ, пирĕн ял çынни, вырăс хуçа каланине хăйне евĕр ăнланать. Вырăс хуçи яла Курнавăш тесе каларĕ тет. Çакăнтан вара пирĕн яла Курнавăш тесе каланă имĕш.

Чăнах та, тахçан авал Курнавăшра пурăнакансем курна кăмакисенче кирпĕч хĕртсе çунтарса хатĕрленĕ. Кирпĕч хĕртекен кăмакана курна тенĕ. Вырăс çынни ун чухне шăпах та çав курнасене курма пултарнă. Ку халап кăна ĕнтĕ, анчах та сăмахлăхра та тĕрĕсси пулма пултарать.

«Ку ял ятне Елчĕк районне Тăвай районĕнчен куçса килнĕ чăвашсем илсе килнĕ. Тăвай районĕнче Тушкил (вырăсла Старые Шимкусы) ялĕ çывăхĕнче Курнавăш çулĕ, Курнавăш çăлĕ, Курнавăш уйĕ текен вырăнсем пур. Авал, 16-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче, Кĕçĕн Пăла çине куçса лариччен ку тăрăхра Курнавăш ятлă ял та пулнă. Ял ячĕ мари (çармăс) чĕлхинчи «корно» (çул), тата «вож» (йӳпе) сăмахсенчен тăрать», — тесе çырнă «Елчĕк тăрăхĕ» кĕнекере.

Чăвашсем мĕн авалах ытти халăхсемпе килĕштерсе пурăнннă. Мари чĕлхинчен те чăваш чĕлхине чылай сăмах куçнă. Курнавăш текен сăмах та çав йышах кĕрет пулмалла.

Çапла вара Курнавăш «Çул юппи» тенине пĕлтерет.

 

Халапĕ

Ял мĕншĕн Курнавăш ятлă пулни çинчен те тĕрлĕрен халап çӳрет. Акă вĕсенчен пĕри. Пирĕн ял патне çывхарса пыракан пĕр хуçа лашине чарнă май çырма хĕрринче тĕтĕм йăсăрланса тăнине асăрхать. Вырăс çынни пулнăскер, çакăн пек кăшкăрса ярать: «Горна вижу!». Ямшăкĕ, пирĕн ял çынни, вырăс хуçа каланине хăйне евĕр ăнланать. Вырăс хуçи яла Курнавăщ тесе каларĕ тет. Çакăнтан вара пирĕн яла Курнавăш тесе каланă имĕш.

 

Халап çăлкуçĕ: Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче пурăнакан 70 çулхи Смирнов Петр Михайловичпа 79 çулхи Круглов Николай Ивановичран 2009-мĕш çулта çырса илнĕ.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


ewnik (2009-11-01 22:16:58):

Курнавăш çинчен вуласа пĕлме кăсăклă пулчĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2009-11-18 11:57:48):

Очеркра ял ятне туллин уçса пама тăрăшни сисĕнет. Маттур. Хайлав вăтам — лайăхраххисем те пур пулĕ. Малалла вулас.

 

Коля (2009-11-18 15:26:14):

Курнавăш ялĕ пирки питĕ аван çырса кăтартнă.Савăнсах вуларăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Саша (2009-11-18 15:38:18):

Илемлĕ чĕлхепе çырнă хайлава вуланă хыççăн эпĕ тăван ял аваллăхĕпе интересленме пуçларăм.Мĕн чухлĕ кăсăкли унта.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

инçет (2009-11-29 19:56:35):

Очерк илемлĕ литература жанрĕ мар та...

 

Андрей (2009-11-29 20:17:31):

Очерк вăл литература жанрĕ шутланать-çке.Инçет çакна темшĕн шута илесшĕн мар.Лена хăйĕн очеркне питĕ лайăх хайланă.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: