Профессор урокĕ


Вăрманкасра кун пекки пулманччĕ-ха. Пач кĕтмен çĕртен Мускавран илсе килнĕ çынна пытарма тӳр килчĕ вĕсен. Афанасий Ермилович хĕрĕ Римма тĕп хулара пурăнать тенине ял çыннисем илтнĕ-ха, отпуска килсе кайнине те курнă. Анчах вăл кам пулса ĕçленине никамах та пĕлмен. Япăх ĕçре марри паллăччĕ-ха, питĕ чаплă иномаркăпа килетчĕ, тăванĕсене панă парнесенче те сисĕнетчĕ çакă, ялти шкула юсама та укçа чылай уйăрнă теççĕ.

Акă халĕ ашшĕ килĕнче питĕ чаплă тупăкра выртать, çемçен ярăнса чупакан «Мерседеспа» ятарласа илсе çитернĕ. Инçе çула пăхмасăрах çамрăк хĕрарăм сăнĕ йĕркеллех, çывăрнă чухнехи пекех курăнать. Йĕри-тавра чечек кăшăлĕсем, пӳрте вырнаçманнине пула чылайăшне кил карти тавра тăратса тухнă. Пытарма аякран — Мускавран, Чулхуларан, Хусантан, Йошкар-Оларан, Шупашкартан килнисем те йышлă. Кил картинчи сĕтел çине çак паллă хĕрарăмăн пысăк сăн ӳкерчĕкне лартнă. Пĕчĕкреххисем те пур: тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ тумпа ӳкерттернисем. Пур çĕрте те чăваш сăнĕнчи ăшăлăх, сăпайлăх сисĕнет. Куларах ӳкерттернисем те пур, анчах унта та çак хĕрарăм ăшĕнче тунсăх хуçаланнине асăрхама пулать.

Кăнтăрла çитеспе тупăка урама йăтса тухса хапха умне лартрĕç. Ял çыннисем те йышлăн пухăннă. Шăпах çакăнта паллă пулчĕ те ĕнтĕ Римма Афанасьевна мĕнлерех çын иккенни. Хурлăхлă митингра тухса калаçакансем пĕлтерчĕç. Мускаври пĕр питĕ паллă фирмăра пуçлăх пулса ĕçленĕ. Чăваш наци конгресĕнчен килни каланă тăрăх, Римма Афанасьевна хамăр республикăпа яланах çирĕп çыхăну тытнă, чăвашсене ĕçе илнĕ, кунти çыравçăсене кĕнеке кăларма та пулăшса тăнă.

Ял хĕррине çитсен тупăка лартрĕç, вилнĕ çынпа тепĕр хутчен сывпуллашрĕç. Чи ваттисем, туя çине тайăнса утаканнисем, тăрса юлчĕç. Ыттисем каллех малалла утрĕç, тупăка масар çине çитичченех алăпа çĕклесе пычĕç. Патвар юманран тунă хĕресе иккĕн йăтса пыраççĕ. Хура тутăр çыхнă икĕ хĕрарăм çул тăршшĕпех чечек пăрахса пычĕ.

Ял хĕррине юлнă ватăсем çакна чылайччен пăхса тăчĕç. Мĕнле-ха, Мускаври паллă тухтăрсем те чĕртеймен вара çак çамрăк хĕрарăма, тӳлемелĕх укçи те пулнă ĕнтĕ ун терĕç. Ялта пурăнса тĕп хулари пурнăç йĕркине ăçтан пĕлччĕр-ха вĕсем?

Институт пĕтерсе учитель дипломне илнĕ хыççăн Римма тăван яла таврăннăччĕ, пуçламăш классемпе ĕçлетчĕ. Илемлĕ те ăслă хĕре кам асăрхамĕ, юратмĕ! Афанасий Ермилович хăй те начар йăхран мар, ун ашшĕ арман хуçи пулнă теççĕ. Ял йĕрки вăл çапларах вĕт, çитĕннĕ хĕре хак панă чухне ашшĕ-амăшĕ, йăхĕ мĕнлереххине те шута илеççĕ. Риммăна арăм тума ĕмĕтленекен сахал марччĕ, анчах çĕнсе илекенĕ çак ял каччиех пулчĕ: автопаркра ĕçлекен механик, ял хуçалăх техникумĕ пĕтернĕскер. Туй хыççăнхи чуп-чуп уйăхĕ, унтах ашшĕ-амăшĕ иккĕн выртса виççĕн тăрăр тесе пил панине пурнăçласси. Римма упăшкине хĕр ача парнелерĕ. Аванах пурăнатчĕç-ха. Хуларипе танлаштарсан, тен, лайăхрах та. Пахча çимĕç, сĕт-çу, аш-какай укçалла туянмалла мар, Шупашкарти пек вăрăм черетре те вăхăта ирттермелле мар.

Сасартăк çĕршыври лару-тăру тепĕр майлă çаврăнса тухрĕ: колхозсем саланса кайрĕç, шкул йывăрлăха кĕрсе ӳкрĕ, учительсене шалу та вăхăтра парайми пулчĕç, хаксем те ӳссе кайрĕç, кирлĕ япалана ирĕклĕн тупса илме çук, талон йĕрки пуçланчĕ. Риммăшăн вара тата тепĕр куляну сиксе тухрĕ: упăшки ĕçсĕр тăрса юлчĕ, ĕçкелеме тытăнчĕ. Çитмен пурнăç харкаштарать теççĕ çав. Кĕçех юрату та манăçа тухрĕ пулас, пĕр-пĕрин хушшинчи çепĕçлĕх, ачашлăх чакса пычĕ.

Çав çулхине вара учительсене çуллахи отпуск укçине те параймарĕç. Икĕ уйăхра кăштах ĕçлесе илме май çук-ши тесе Римма Мускава тухса кайрĕ, пĕчĕкçĕ Таньăна кукамăшпе хăварчĕ. Тĕп хулара ĕçлес текен çын валли вырăн тупăнатех çав. Римма пĕчĕк пепкесем валли ятарлă çимĕç хатĕрлекен завода вырнаçрĕ. Улма-çырла шăрши сарăлнă цехра ĕçленĕшĕн аванах тӳлеççĕ иккен. Тăрăшулăхĕ те çук мар ĕнтĕ чăваш хĕрарăмĕн. Кайран яла та каялла таврăнмарĕ. Пĕррехинче Риммăна цех начальникĕ чĕнсе илчĕ те бригадир пулма сĕнчĕ. Ăна малашне Римма Афанасьевна тесе чĕнме тытăнчĕç. Общежитире уйрăм пӳлĕм илсен упăшкине хăй патне килме чĕнчĕ, лешĕ килĕшмерĕ, хăйĕн савăнăçлă çӳрекен тусĕсенчен уйрăлас килмерĕ пуль.

Ятарлă пĕлӳ илес тесе куçăмлă майпа вĕренме кĕни те питĕ вырăнлă пулчĕ. Цех начальникĕ отпуска кайнă чухне хăй вырăнне Риммăна хăварма тытăнчĕ. Каярах ăна урăх цех шанса пачĕç. Пĕчĕк Таньăна хулана илсе килме те май тупăнчĕ. Мускаври шкулта вĕренме хатĕрлесси те васкатрĕ. Пĕр пӳлĕмлĕ хăтлă хваттер вĕсемшĕн общежити хыççăн кермен пекех туйăнчĕ.

Тавçăруллă хĕрарăм ваучер вăхăтĕнче те çухалса каймарĕ. Укçине хаклă сĕтел-пукан илсе пĕтерес темерĕ, йӳнĕ хакпах туянса ваучерсен шутне ӳстерсе пычĕ, завод акционер обществине куçнă чух самай пысăк пакетлă акционер пулса тăчĕ. Производствăпа суту-илӳ ыйтăвĕсене татса панă чухне генеральнăй директор Римма Афанасьевна шухăшне ыйтмасăр пĕрре те иртсе каймастчĕ.

Мускаври лайăх пурнăçа кура упăшкине манса та кайнă тейĕ тепри. Çук çав, отпуск вăхăтĕнче ăна вăл çине тăрсах Шупашкара илсе кайрĕ, наркологсен аллине шанса пачĕ. Ун хыççăн — Мускава, анчах ĕç тухмарĕ, ирĕклĕ пурнăçа хăнăхнăскер ĕçлесшĕн пулмарĕ, ялах тарса килчĕ. Халĕ ĕнтĕ ашшĕпе амăшĕ пенси илнĕ вăхăта кĕтсе выртать. Пĕртен-пĕр ывăл-çке вăл, паян та ача шутĕнче çӳрет.

Вăхăт чупать, шкул пĕтернĕ хыççăн Римма Афанасьевнăн Татьяна хĕрĕ университета ют чĕлхе факультетне вĕренме кĕрет. Амăшĕ те пĕр вырăнта тăмасть, кĕçех çĕршывĕпе паллă «Малыш» заводăн коммерци директорĕ пулса тăрать. Ытти хуласене çеç мар, урăх çĕршывсене те тухса çӳреме тивет унăн. Илемлĕ те сумлă хĕрарăма пур çĕрте те хапăл туса кĕтсе илеççĕ, уншăн хăна çуртĕнчи люкс пӳлĕмпе чаплă ресторан алăкĕ çăмăллăнах уçăлма пуçлать. Анчах çак ырлăх Римма пуçне çăмăлттайлăх еннелле çавăрса ямасть, ăсне çухатмасть вăл. Унăн халь юратнă хĕрне ура çине тăратмалла, акăлчан чĕлхине лайăх пĕлтĕр тесе Таньăна пĕр çуллăха Австралие ярать. Хăй вара директорсен совечĕн председательне суйланать.

Шупашкара ĕçпе е хăнана килсен чарăнса тăма тесе кунта пĕр пӳлĕмлĕ хваттер туянать, тăван ене манмасть вăл. Хĕрне те ятарласа илсе килет, музейсене, илемлĕ вырăнсене кăтартать. Таня шкулта вĕреннĕ чухне çуллахи вăхăта яланах ялта ирттеретчĕ. Килĕшетчĕ ăна кунта, чăвашла калаçма та вăтанмастчĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл урăх шайри специалист, амăшĕ патĕнче ют çĕршыври фирмăсемпе çыхăну тытакан уйрăмра ĕçлет.

Римма Афанасьевна учитель пулни çак ĕçре те сисĕнетчĕ. Ĕçлекенсене вăл эпир çĕршыва çирĕп сывлăхлă ачасем ӳстерме пулăшакансем тесе хавхалантаратчĕ. Хăй вара май çитнĕ таран ача çурчĕсене, интернат шкулсене пулăшма тăрăшатчĕ. Парнесĕр пĕр çĕре те çӳремен.

Акă вăл кăçал та Çĕнĕ çул умĕн Хĕл мучи миххине тултарма тесе Аслă Устюга çул тытатъ. Парнисене фургонлă машинăпа ăсатать, хăй вара самолетпа вĕçет. Çĕршыва Хĕл мучи çитнине уявланă çĕре хутшăнать, ача çуртĕнче те пулать, хăшне-пĕрне ачашлать, çĕклесе чуп тăвать.

Хĕллехи çанталăк ултавлăскер çав, çурçĕр енчи — пушшех. Çил-тăман алхасма тытăнсан эрнесĕр те чарăнмасть. Вара Римма Афанасьевна Вологдăна çитиччен тесе çăмăл машинăпа çула тухать. Çăматă та тăхăнтараççĕ-ха ăна, Мускав хĕрарăмĕ шăнатех, хăйне сыхлаканĕпе шоферĕ тăтăшах вĕри чей ĕçтерсен те. Кăштах коньякне те ярса пачĕç-ха. Вологдăран Мускава самолетпах çитет. Килте вара чирлесе ӳкет, больницăра ăна шăннипе аптранă тесе сиплеççĕ, анчах температура чакмасть, пуçĕ те ыратма пăрахмасть, кĕçех тăнне çухатать. Ĕçрисем çине тăнипе ăна питĕ паллă тухтăрсем ĕçлекен больницăна вырнаçтараççĕ. Уйрăм пӳлĕмре выртаканскерне профессорсемпе доцентсем пăхаççĕ, умĕнче кунĕн-çĕрĕн ятарлă медсестра ларать. Пĕр талăк выртни виçĕ пин доллара ларать. Тăкакне вара «Малыш» фирма хăй çине илчĕ. Тĕрĕс диагнозне çакăнта тин лартрĕç. Вируспа çакланнă менингит иккен. Таня та кашни кун тенĕ пекех больницăна çӳрет, хаклă эмел илсе парать, амăшне сыватас тесе чунне парать.

...Пĕр уйăх пек иртсен амăшĕ патĕнче ларакан хĕр патне çамрăк тухтăр пычĕ те иккĕленчĕклĕ шухăш пĕлтерчĕ.

— Кунта тытнин усси пулĕ-ши, чĕрĕлессĕн туйăнмасть, кашни кун килсе çӳриччен килте пăхни меллĕрех те пулĕ, — терĕ.

Çак сăмахсене илтсен Таня тарăн шухăша кайнипе нимĕн каламасăр аптраса тăчĕ. Мĕнле çын пулчĕ ку, ыттисем пек калаçмарĕ, практикант-ши вара вăл? Мана хĕрхенсе çапла уççăн каларĕ-ши?

Çамрăк тухтăр сăмахĕ тепĕр кунне те асран тухма пĕлмерĕ, профессор пырса пăхнă хыççăн Таня лайăх еннелле улшăну пур-и, çук тăк, тен, киле илсе каймалла мар-и ăна тесе сĕнчĕ.

— Çук, çук, ун пирки калаçни пачах вырăнсăр, — тĕлĕнерех пăхса илчĕ паллă тухтăр хĕр çине. — Ăçтан çакланнă вара ун пек шухăш сирĕн пуçа?

— Кунтисем калаçкалани хăлхана кĕчĕ.

— Шанчăка çухатар мар, комăран тухнă тĕслĕх чылай пулать пурнăçра. Хам та курнă. Никам сăмахне те ан ĕнен, хĕрĕм, — терĕ профессор.

Каярах вăл хăй патне ординатурăра вĕренекен çамрăк врача чĕнсе илчĕ те каçхи дежурство вăхăтĕнче Римма Афанасьевна хĕрĕпе мĕн пирки калаçнине ыйтса пĕлме тăрăшрĕ.

— Паллă ĕнтĕ, амăшĕ çинчен, урăхла калаçу пулас та çук. Хĕрĕ те, ав, куç умĕнчех начарланса, шуралса ларчĕ, хăй чирлесе ӳксен çĕнсе тухасси те иккĕленӳллĕ пек туйăнать. Çавна шута илсе уçăмлăрах калаçрăм курăнать.

— Мĕн калама юранипе юраманнине вĕрентнĕ пуль ĕнтĕ сире инстнтутра. Калама çук пысăк йăнăш тунă эсир, коллега.

— Эсир мĕн каласшăннине ăнланатап-ха, анчах хĕрĕпе калаçни хăйне калани мар вĕт. Уйăх ытла реанимацире выртакан çын пирки иккĕленӳллĕ сăмах хускатнăшăн айăпăм çав териех пысăк-ши?

— Пур пĕрех пуçра шухăш хĕвĕшсен те чĕлхе чаракĕ кирлех. Çакăнта килекенсем пире шанаççĕ. Укçине те хĕрхенмеççĕ, Римма Афанасьевнăшăн кашни талăкшăн виçшер пин тӳлесе тăраççĕ, долларпах. Тăрăшмалла пирĕн. Тăрăшатпăр та. Çак ыйтăвăнах тата тепĕр енĕ те пур. Патшалăхăн пирĕн пирки шутлама вăхăт çуккине куратпăр ĕнтĕ. Бюджет укçи те питĕ сахал. Кун пек шалупа ĕçлекенсем те тарса пĕтĕç. Санитаркăсем те аран çӳрекен ватăсем кăна, медсестрасем те çителĕксĕр, тухтăрсен те мухтанмалли çук. Приборсемпе аппаратсем те кивелеççĕ. Лайăхрах ĕçлес тесен çĕннисем, ют çĕршывра тунисем кирлĕ. Пур çĕрте те укçа çителĕксĕрри ура хурать. Тепĕр тесен, пĕр уйăхри тăхăр вунă пин доллар урайĕнче выртмасть вĕт. Хальхи самана çакна та шута илме хистет. Пурнăç хăй вĕрентсе пырать, пире те рынока кĕртсе ячĕ.

— Апла-тăк Римма Афанасьевна пирĕншĕн чи усăллă пациент пулса тăрать, вилме памалла мар ăна.

— Ун пекех максималистла татса каламалла мар ĕнтĕ. Чи малтан вăл пирĕншĕн — йывăр чирлĕ çын. Тĕп тĕллев — ăна сыватасси. Çавăншăн вĕреннĕ, çавăншăн ĕçлетпĕр. Професси шайне чакарас марччĕ, тухтăр тивĕçне манас марччĕ.

— Укçа хыççăн каяс марччĕ тесе хушса хуни те ытлашши мар пуль.

— Тĕрĕс, коллега. Ытла та илĕртӳллĕ япала-çке вăл — укçа. Ун ытамне кĕрсе ӳкесрен çирĕп чăтăмлăх кирлĕ. Укçа чури пулса тăрсан ăсталăх пĕтет, тухтăр та тухтăр мар.

— Профессор та профессор мар, — куларах каларĕ çамрăкки сумлă тухтăрпа килĕшсе.

— Профессор та çынах çав, ыттисенче пурри ун çумне те çыпçăнасшăн, — терĕ кĕске сухалне шăлса илсе пурнăç тути-масине аван чухлакан çын хăй урокне вĕçлесе.

Римма Афанасьевна çаплипех тăнсăр выртать. Сывласса та аппарат пулăшнипе çеç сывлать. Ăс-тăн енчен вилнĕпе пĕрех ĕнтĕ, ӳчĕ вара чĕрех, чĕри те тапать. Виçĕ уйăх та çитрĕ, нимĕнле улшăну та çук. Çĕр те пĕрремĕш кун чĕри тапма чарăнчĕ.

Ĕçрисем çак пултаруллă чăваш хĕрарăмне Мускаври паллă масара пытарма сĕнчĕç. Анчах хĕрĕ килĕшмерĕ, кукашшĕпе кукамăш кăмăлне шута илсе ялах пытарас терĕ. Тĕрĕс турĕ, ăçта çуралнă, çавăнтах канăç тупнинчен пахи çук. Чылай çын çакăн пирки ĕмĕтленет, анчах пурин те май тупăнмасть.

— Хĕрне Мускавра пĕччен йывăр килет те-ха ĕнтĕ, темле пурăнĕ, —сăмахласа илчĕç икĕ ватă Афанасий Ермилович килĕ патĕнчен иртсе пынăçемĕн.

Мĕне кура çапла каларĕç-ши? Тĕрĕсех шутлаççĕ-ха вĕсем чăн йывăрлăхĕ мĕнлереххине пĕлмесĕрех. Шупашкарти пĕр пӳлĕмли, Мускаври икĕ пысăк хваттер, чаплă иномарка, çав тери пысăк тупăш паракан акцисем пурте Таньăна юлчĕç. Испанире, Вăтаçĕр тинĕс хĕрринче те, темле çурт пурри çинчен калаçаççĕ.

Пурăннă чух тем те тăвас килет, тем те туянас ĕмĕт чарусăр. Кайран вара пĕрле илсе кайма çук, пурте çынсенех юлать. Мĕнлерех пулĕ-ши ĕнтĕ Мускавра пурăнакан пĕччен хĕрĕн шăпи? Виççĕр миллиона яхăн пуянлăхпа тĕрĕс усă курма пĕлĕ-ши? Упăшки мĕнлерехскер лекĕ-ши? Йывăр самантра кам хута кĕрĕ-ши, кам ăс парĕ-ши? Ытла та инçе пурăнать вĕт-ха вăл. Çамрăк ăс Мускав йĕркине тĕрĕс ăнланма хал çитерĕ-ши?

Халĕ вара ял масарĕ патĕнчен иртсе пынă чухне куçа тӳрех çӳллĕ юман хĕрес курăнать. Унта çак ялтан тухнă чи пуян чăваш хĕрарăмĕ выртать.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: