Салтак эп пулнă


Салтак эп пулнă. Пулнă эп мишень.

Эп пенĕ пăшалпа. Мана те пенĕ

Пĕччен те — вăрттăн, харăс — темиçен

Çĕрле те, кăнтăрла та хирĕç енĕ.

 

Эп ӳкнĕ, тăнă — кайнă эп малах

Çĕр çĕмĕрсе те питĕ шăппăн, сассăр;

Ума тĕл тухнă — пенĕ эп, анчах

Мишене мар аркатнă, каçармасăр

 

Тустарнă тыррăма таптакана,

Вутта хуракана ватта-вĕтте те,

Ял-хулана, çынна, саманана

Инкек кӳрекене çех пур çĕрте те!

 

Хура хĕреслĕ выçкăн çăткăна

Шывра та, çĕр çинче те эп тылланă.

Сыхланă Паяна эп, Ырана,

Тăван сасса, тăван юрра сыхланă.

 

Салтак эп пулнă. Пулнă эп мишень

Тискер тăшманшăн — чунсăр автоматшăн.

Пулман эп автомат — ырра тивмен,

Кĕрешнĕ усала çех тĕп тăвасшăн.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: