Капан


Чи йӳрĕк çын — капан тăрăлакан —

Йăтса çĕклĕтчĕ пек çӳл тӳпене.

Кĕлте парса тăратчĕç аялтан,

çĕн тыр шăрши уçатчĕ ӳпкене.

 

Ял халăхне пĕрлештерен йĕтем

капансемпе пуян пулсассăн тин

çӳретчĕ танлăн тыр тăван этем —

çĕре пĕлме ун пурччĕ пысăк тим.

 

Малта хĕл пысăк çăварне карать

(çăварĕ, чăн та, хупăнман хапха):

апат сĕтелĕ хушшине ларать,

хăй тутлăн какăрса калать: паха.

 

Гаргантюа-и е Пантагрюэль

хĕл сăнарне тĕлме-тĕлех килет.

Ерçӳсĕр çу ĕçпе тухать тӳрре:

çĕр чĕрçинчен тырпул пухса илет.

 

Хулпуççипе хăпартнă çĕр ăсти

йĕтем çинче кĕрнеклĕ капана.

Сулланчăк шукăль, ĕçсĕр лăпăсти

йăркканă хăнана та лавккана.

 

Юптарури пĕр шăрчăкла хĕлле

кивçен ыйтса çӳренĕ килсерен.

Темме илсе килмест хĕл хăйпеле

йăмра сулхăнĕпе çемçе çерем?

 

Кӳлле сар çулçă тĕрленсе ӳксен,

чыслать-ха авăн уйăхне чăваш.

Ĕçе тухма вăл, çăлтăрсем сӳнсен,

сиксе тăрать те тумланать вăш-ваш.

 

Çурла, кĕлте, çĕмел тата йĕтем

сăмахсене мансан та асăнма,

пĕрех тăван çĕре те пĕлĕте

мухта-мухта уçам эп сассăма.

 

Вĕсем нихçан кивелмĕç, тупата:

хĕвел те çĕр, тӳпе... Лар — юрă хыв:

ӳсет кунçул йĕтемĕнче тата

капан пек мăн сăмах —

Тăван çĕршыв.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: