Юмах кушелĕ
Пĕр карчăкпа старик яланах вăрçса-ятлаçса пурăннă тет. Пĕррехинче патша вăрçа кайма çынсене пухма пуçларĕ тет. Карчăкпа старик патне те кĕчĕç. Старик калать, «Эпĕ те çар ретне тăратăп».
Карчăк кулянсах кайрĕ, ярасшăн мар, старик çинех тăчĕ. Мĕн тăвăн? Карчăк стариккине çара ăсатиччен çăкăр пĕçерсе кăларчĕ, кутамккине пĕр татăк çăкăр чиксе пачĕ. Старик çула пуçтарăнчĕ. Икĕ уйăх та пилĕк кун иртсен старик киле таврăнать, çамрăклансах кайнă, утасса та яш çын пекех утать. Карчăк тĕлĕнсех кайрĕ, «Мĕнле майпа çамрăкланма пултартăн?»
— Эсĕ мана тĕлĕнмелле çăкăр татăкĕ чиксе панă, çавна çисе пăхрăм та, хам та сисмен, çамрăкланса кайнă. Акă, кур, эпĕ сана валли те кăштах хăвартăм, — çапла калать те карчăкне темиçе пĕрчĕ, çăкăр таткин юлашкине, кăларса парать. Лешĕ асăрханса çыртать те çамрăк хĕр пулса та тăрать. Çамрăкланнă карчăкпа старик çĕнĕ çурт та туса лартрĕç тет. Патша вăрçăран аманса таврăннă хыççăн нумаях пурăнаймасть, вилет. Кусене патшана суйласа лартрĕç тет.
Вĕсем халĕ те лайăх та чипер пурăнаççĕ тет. Патшалăхĕ те ăнăçлă тет.
Шухăшсем
Hiring https://contractorfinder...
Hiring https://contractorfinder...
Ĕлĕк , вуншар çул каялла , тейĕпĕр , вул...
Пĕр калаврах ĕç-пуçĕ целăй романлăх !!!
Мана питĕ килĕшрĕ...
Вуланă ...
Енчен те " кĕрхи кунсем иртмеççĕ кăлăх"п...
Тем, сăвăн тĕллевне ăнланаймарăм, каçарă...
Ара , криминал та ку ! Çавăнпа та КУЛĂШЛ...
"Виççĕмĕш страница çитсен сасăпах кулкал...